Халăх сăмахлăхĕ : хрестомати

Народное творчество

Содержание:


Г. ЮМАРТ. ÇĔР ПИН СĂМАХ ЕТКЕРĔ
ТĔНЧЕ ХАЛАПĔСЕМ
УЛĂП ХАЛАПĔСЕМ
ЭПОСЛА ПОЭМĂСЕМ .
АВАЛЛĂХ ХАЛАПĔСЕМ .
АВАЛЛĂХ ПЕЙĔЧĔСЕМ .
ĔÇ ЮРРИСЕМ
АКА-СУХА ЮРРИСЕМ
НИМЕ ЮРРИСЕМ
АВĂН ÇАПАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
СŸС ТЫЛЛАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
СŸС ТĔВЕКЕНСЕН ЮРРИСЕМ
СŸС ШĂРТЛАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
ЙĔКЕ ÇАВРАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
ÇĂМ ТАПАКАНСЕН ЮРРИСЕМ.
ПИР ÇАПАКАНСЕН ЮРРИСЕМ—
ТĂЛА ПУСАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
ЧĂПТА ÇАПАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
КАСКАЛАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
КАСКА ТАТАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
КАТКА-ПИЧКЕ ТĂВАКАНСЕН ЮРРИСЕМ .
ТИМĔРÇĔСЕН ЮРРИСЕМ
КАНАТ ТУРТАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
СĂВАЙ ÇАПАКАНСЕН ЮРРИСЕМ
БУРЛАКСЕН ЮРРИСЕМ
ЯМШĂКСЕН ЮРРИСЕМ
КЕТŸÇСЕН ЮРРИСЕМ
УТЕЛ ХРЕСЧЕНĔСЕН ЮРРИСЕМ
РАБОЧИСЕН ЮРРИСЕМ
АСАМЛĂ СĂМАХ
КĔЛĔСЕМ
ВЕРŸ-СУРУ ЧĔЛХИСЕМ
ПИЛ СĂМАХĔСЕМ
ÇУЛТАЛĂКРИ УЯВСЕН ЮРРИСЕМПЕ ТАКМАКĔСЕМ
СУРХУРИ ЮРРИСЕМ
ÇĂВАРНИ ЮРРИСЕМ
СĔРЕН ЮРРИСЕМПЕ ТАКМАКĔСЕМ
ВĂЙĂ (УЯВ) ЮРРИСЕМПЕ ТАШĂ ТАКМАКĔСЕМ .
ЮПА (АСĂНУ) ЮРРИСЕМ .
ХĔР СĂРИ ЮРРИСЕМПЕ ТАКМАКĔСЕМ
УЛАХ ЮРРИСЕМПЕ ТАКМАКĔСЕМ
ТУЙ ЮРРИСЕМПЕ ТАКМАКĔСЕМ
АРТУЙĔ
ТУЙ ХАЛĂХĔ ХĔР ИЛМЕ КАЯС УМĔН ЮРЛАКАН ЮРĂСЕМ
МĂН КĔРŸ ТАКМАКĔ
КĔРНŸКЕРСЕН ЮРРИСЕМ
ТУЙ АРĂМĔСЕН ЮРРИСЕМ
ХĂЙМАТЛĂХ ЮРРИСЕМ
ХĔР ТУЙĔ
ТУЙ АРĂМĔСЕН ЮРРИСЕМ
ХĔР ÇУМСЕН ЮРРИСЕМ
ХĔР ЙĔРРИСЕМ
ÇĔНĔ ХĂТА ЮРРИСЕМ
САЛТАК ЮРРИСЕМ
СЫВПУЛЛАШУ
ÇАР ХĔСМЕТĔНЧЕ
ĔÇКĔ-ÇИКĔ ЮРРИСЕМ
КУЛЛЕНХИ ЮРĂСЕМ
ÇĔНĔ ÇĔР ЮРРИСЕМ .
ВИЛЕ ÇИНЧИ ЮРĂСЕМ
МУНЧА ТАКМАКĔСЕМ .
ЙĂЛА ПЕЙĔЧĔСЕМ
ЮМАХСЕМ
АЧА-ПĂЧА СĂМАХЛĂХĔ
ТУПМАЛЛИ ЮМАХСЕМ

ВАТТИСЕН СĂМАХĔСЕМ

ШŸТ ТАКМАКĔСЕМПЕ ШĂПА СĂВВИСЕМ.

АНСАТ ВĂЙĂ ЮРРИСЕМ

ВĂЙĂСЕМ

ЮМАХСЕМ
УСĂ КУРМА СĔНЕКЕН ПАЛЛĂРАХ КĔНЕКЕСЕМ

 

 

Пÿрт урлă чĕн йĕвен ывăтрăм. (Асамат кĕперĕ.)
Йăлтăр-йăлтăр йăлтăркка, кăлтăр-кăлтăр калтăркка, ала витĕр алтăркка. (Аслатиллĕ çумăр.)
Шывра пугмасть, çĕрте çĕрмест. (Кăмрăк.)
Карта çумĕнче шур ĕне выртать. (Кĕрт.)
Шурă тăван шурă шупăрпа, хура тăван хура шупăрпа. (Кунпа çĕр.)
Аслă улăхра асатте куçĕ çуталса выртать. (Кÿлĕ.)
Хăвалăп-хăвалăп — çитеймĕп, çитсен те тытаймăп, тытсан та чараймăп. (Мĕлке.)
Кĕрхи шывра уралать, çурхи шывра çухалать. (Пăр.)
Пÿрте шур сурăх кĕртсе ятăм, пăхса тăрсах çухатрăм. (Сивĕ.)
Пай-пай-пай укçа, пайăр кăна çут укçа, уйăх акса хăварать, хĕвел тухса пуçтарать. (Сывлăм.)
Эпир, эпир, эпирччĕ, хĕрĕх те пĕр хĕрĕччĕ, алă та пĕр ачиччĕ, çĕрĕпе туй турăмăр, ирхине çук пултăмăр. (Çăлтăрсем.)
Халăх ури айĕнчен тухаймасть, пĕтĕм халăха тăрантарать. (Çĕр.)
Çеçен хирте туман урапа кусать. (Çавра çил.)
Мăн асатте миххинчен шурă шăрçа тăкăнать. (Çумăр.)
Пĕри юхтарса тăрать, тепри пуçтарса тăрать, виççĕмĕшĕ çитĕнсе пырать. (Çумăр, çĕр, йывăç-курăк.)
Çеçен хир варринче ватă юман, ватă юманăн вун икĕ турат, вун икĕ туратра тăватшар йăва, тăватшар йăвара çичшер çăмарта. (Çул-талăк, уйăхсем, эрнесем, кунсем.)
Асаттен тăватă сий: виçĕ тăлăп, виçĕ кĕрĕк, виçĕ сăхман, виçĕ чаппан. (Хĕлле, çуркунне, çулла, кĕркунне.)
Пи пушмак, пи пушмак, Пинер карти хыçĕнче лĕпсĕр-лĕпсĕр упа ташлать. (Тăман.)
Ашшĕ аттине тăхăниччен ывăлĕ пĕлĕте çитнĕ. (Тĕтĕм.)
Хир варринче шур кĕтÿ çÿрет. (Тĕтре.)
Ылтăн алăк уçăлчĕ, хурт-кăпшанкă тапранчĕ. (Тул çутăлни.)
Алăсăр-урасăр алтăр алтать. (Тумлам.)
Мăн асаттен калпакĕ ылтăн-кĕмĕл шăрçаллă. (Çăлтăрлă тпе.)
Кăвак арча уçăлчĕ, ылтăн çăмха курăнчĕ. (Хĕвел.)
Асатте çурли çап-çутă, алла тăсса илме çук. (Уйăх.)
Сар ачи килет — сар хĕрĕ пытанать, сар хĕрĕ килет — сар ачи пытанать. (Уйăхпа хĕвел.)
Шыв çĕклеймĕ, çĕр çĕклĕ. (Чул.)
Асанне шупăрĕ пĕтĕм çĕре хупларĕ. (Юр.)
Юхать-юхать — юхса пĕтеймест, чупать-чупать — чупса çитей-мест. (Юхан шыв.)
Виçĕ пĕртăван пур: пĕри чупас тет, тепри выртас тет, виççĕмĕшĕ сулланса ларас тет. (Юхан шывь çыран, хăмăш.)
Мăн хуранăн пăтти йÿçĕ. (Йĕкел.)
Шалта тимĕр, тулта нимĕр. (Катăркас е çĕмĕрт çырли.)
Шак-шак юман, шак юман, шак юманта шак турат, шак туратра шак йĕкел. (Куршанак.)
Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр.)
Юнĕ пур та чунб çук. (Палан.)
Юплĕ-юплĕ чĕрĕ йывăç çинче мерчен сапаки çакăнса тăрать. (Пилеш.)
Уй варринче суккăр кайăк вĕçет. (Çулçă.) Пĕчĕкçеçĕ куркам пур, куркам тулли кĕрпем пур. (Хурлăхан.)
Пĕр майра пуçне пилĕк пурçăн тутăр çыхнă. (Чечек.)
Лăпă-лăпă çунатлă, утмăл икĕ туратлă, хутлă-хутлă хутаçлă, урлă- пирлĕ кĕпеллĕ. (Купăста.)
Çаврăнтăм пăхрăм — çавра пуç, карăнтăм пăхрăм — катăк пуç, чăн чиперри — хĕрлĕ пуç. (Мăкăнь.)
Пĕр майра пин хут пăхса макăртать. (Сухан.)
Хăй çаврака — уйăх мар, хÿреллĕ — шăши мар, ешĕл — вăрман мар. (Çарăк.)
Ашшĕ турĕ, амăшĕ кукăр, хĕрĕ лăпсăркка, ывăлĕ пит хаяр. (Хăмла.)
Пĕр пÿртре пин çын пурăнать, кĕме-тухма шăтăк çук. (Хăяр.)
Пуçĕ пысăк, мăйĕ çинçе, сарă пурçăн тутăр çыхнăскер. (Хĕвелçаврăнăш.)
Пĕр йывăç çинче çĕр çирĕм çăмарта. (Вир.)
Катаран — кар вăрман, патне çитсен — сĕм вăрман. (Кантăр.)
Пĕр сăпкара икĕ ача. (Пăри.)
Кукăр-макăр турат пур, турат çинче кукăль пур, кукăлĕнче — çăмарта. (Пăрçа.)
Йĕтĕр-йĕтĕр йĕтĕрпи, йĕтĕр тăрри шерепи. (Сĕлĕ.)
Акарин-макарин, ыран-паян килмесен ÿкетĕп те вилетĕп. (Урпа.)
Виç кĕтеслё пÿртĕм пур, тухса кĕме шăтăк çук. (Хура тул.)
Сарă хырăн варри хăвăл. (Ыраш хăмăлĕ.)
Пĕчĕк мучи мунча тăвать. (Арлан.)
Ултă уйăх пулă çиет, çичĕ уйăх çулçă çиет. (Ăтăр.)
Шик-шик шикленет, шĕшкĕ кутне кукленет. (Мулкач.)
Вăрăм-вăрăм вăрăмчăк, ылтăн пуçлă кĕмĕлчĕк. (Çĕлен.)
Хĕрлĕ хĕрлемес хир чăххине хĕрхенмест. (Тилĕ.)
Тÿн-тÿн, тÿн карчăк, тÿн карчăкăн пин шăрпăк. (Чĕрĕп.)
Алăсăр, пуртăсăр пÿрт лартĕ. (Кайăк.)
Сик-сик кутлă, кăс çĕлĕклĕ, пурçăн йĕмлĕ. (Кăсăя.)
Шăрчĕ пур та — сысна мар, çури пур та — лаша мар. (Пулă.)
Ларать хуран пек, хÿри ешĕл сухан пек, кăшкăрать шуйттан пек. (Чакак.)
Хир-хир урлă, хир урлă, ял-ял урлă, ял урлă эреветлĕ-теветлĕ хĕр килет. (Чĕкеç.)
Тинĕс варринче качака путекĕ кăшкăрать. (Шапа.)
Хура йăмăкăн юрри хитре. (Шăнкăрч.)
Çеçен хир варринче туй хуранĕ вĕрет. (Кăткă ййви.)
Аякран ула ĕне мĕкĕрсе килет. (Тĕкёлтура.)
Тĕпсакайĕнче пурçăн тутăр çакăнса тăрать. (Эрешмен карти.)
Сенĕкне тăратнă, ырçине çакнă, çулăкне сĕтбрсе пырать. (Ĕне.)
Ялта япташка, киле пырсан — купташка. (Йытă.)
Сухаллă та — ват çын мар, туратлă та — йывăç мар, хутаçлă та кĕлмĕçĕ мар. (Качака.)
Ватă кайăкçă пăшалне пÿртре те тăратса çÿрет. (Кушак.)
Лашаран кайра, çунаран малта. (Лаиса хури.)
Тăкăр-тăкăр тăват ура, мăтăр-мăтăр пĕр тута. (Сурăх.)
Пуçĕ тура пек, хÿри çурла пек, кăшкăрать шуйттан пек. (Ав-тан.)
Çинçе пилĕк — сарă хĕр, тĕттĕм çĕрте тбрб тăвĕ. (Пыл хурчĕ.)
Лăкăшти инке шыва анать. (Кăвакал.)
Лутра майра — пичке ăсти. (Чăхă.)
Пбр юпа çумĕнче икĕ сенĕк. (Алăсем.)
Юр айĕпе юс чупать. (Юн тымарĕ.)
Çеçен хирте пĕр пăрçа. (Кăвапа.)
Сарай çунатти айĕнче икĕ ăмăрт кайăк пăхса лараççĕ. (Куçсем.)
Çÿл ту çинче пĕчĕк пÿрт, çав пÿрт çине хăмăш витнĕ, унăн икĕ чÿрече, икĕ тăмана шăтăкб, икĕ кушак шăтăкĕ, пĕр тĕпсакай. (Пуç.)
Пилĕк ача лараççĕ, пĕри тепринчен пĕчĕк. (Пÿрнесем.)
Икерĕлчĕк-кÿкерĕлчĕк, утмăл икĕ кукăрăлчăк. (Çивĕт.)
Сбм вăрманта пуртă аврилĕх йывăç çук. (Çÿç.)
Çурăмĕ малта, хырăмĕ кайра. (Ура туни.)
Ай, хуп вите, хуп вите, хуп витере шăм вите, шăм витере çÿрен ут, çÿрен учĕ кĕçенет. (Чёлхе.)
Икĕ турчăка, икĕ турчăка çинче пичĕке, пичĕке çумĕнче икĕ кĕ-репле, икĕ кĕрепле тăрринче пĕр чÿлмек, çав чÿлмекĕн çичĕ шăтăк. (Этем.)
Çÿпçе пек хăвăл, турчăка пек кукăр. (Çăматă.)
Кбмĕл кÿме тăрринче тăхлан тăрна. (Тухья.)
Кĕмĕл тиркĕн тбпб шăтăк. (Хушпу.)
Тĕр-тбр, тĕр карта, вун ик сурăх — пĕр карта, пурте татăк хÿреллĕ. (Кукăлъ.)
Юртан шурă, пылтан пылак. (Сахăр.)
Алăпа тытман, кăмакана хывман, сбтел çине хуман, çĕçĕпе кас-ман, ăна çимен çын та çук. (Сĕт.)
Шур пичкере икĕ тĕслĕ сăра. (Çăмарта.)
Çавра кÿлле ахах ятăм. (Тăвар.)
Салатсан тукмак пек, пуçтарсан пучах пек. (Хуплу.)
Ни тулта мар, ни шалта мар, шăпчăк йăва çавăрнă. (Алăк тăпси.)
Кайнă чух та ал парăп, килнĕ чух та ал парăп. (Алăк хăлăпĕ.)
Çамки хура, чĕлхи хĕрлĕ. (Кăмака.)
Утмăл кахал ура вĕçлĕ выртаççĕ. (Мачча хăмисем.)
Хĕлле тутă, çулла выçă. (Нÿхреп.) Хĕреслĕ-мĕреслĕ, çирĕм тăват кĕтеслĕ. (Чÿрече.) Хĕлле мăнтăрланать, çулла начарланать. (Валашка.) Вунă пÿрне сиккелĕ, чăрăш йывăç чĕтренĕ, ăшри ÿте макăртĕ. (Кĕсле.)
Палан-палан пат та пат, пилĕк пÿрне шалт та шалт. (Купăс.) Симĕс кĕпеллĕ, пурçăн пиçиххиллĕ, ан çап, ан çап — атгене калăп. (Милĕк.)
Хура çипĕн вĕçĕ çук. (Çул.)
Пĕр пичче хĕлле канать, тепĕр пичче çулла канать. (Урапапа çуна.)
Щалта йĕпе, тулта хура. (Хуран.)
Йĕс витере йĕс ăйăр. (Шăнкăрав.)
Хурăн тăрри хумханать, хура халăх пуçтарăнать. (Урай шăлни.)
Пылпа çуран мĕн тутлă? (Ыйхă.)
Утсĕр пурăнать, никам та курмасть, пурте илтеççĕ. (Сасă.)
Шăтман ана кутĕнче çуралман мулкач выртĕ. (Суя.)
Тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ. (Пÿрт.)