Ансат вăйă юррисем

Народное творчество

    

Ака тумалла

Акана мĕнле тăваççĕ?

Акă та çапла тăваççĕ.

Сÿрене мĕнле сÿреççĕ?

Акă та çапла сÿреççĕ.

Çарана мĕнле çулаççĕ?

Акă та çапла çулаççĕ.

Тырра мĕнле выраççĕ?

Акă та çапла выраççĕ.

Вăйăра мĕнле выляççĕ?

Ушкăнпала тăрса юрлаççĕ.

Кантăр акмалла

Кантăра епле акаççĕ?

Акă та çапла акаççĕ.

Ăна мĕнле çумлаççĕ?

Акă та çапла çумлаççĕ.

Ăна епле татаççĕ?

Акă та çапла татаççĕ.

Ăна епле çапаççĕ?

Акă та çапла çапаççĕ.

Ăна епле хутаççĕ?

Акă та çапла хутаççĕ.

Ăна епле кăлараççĕ?

Акă та çапла кăлараççĕ.

Ăна епле тыллаççĕ?

Акă та çапла тыллаççĕ.

Ăна епле тĕвеççĕ?

Акă та çапла тĕвеççĕ.

Ăна епле шăртлаççĕ?

Акă та çапла шăртлаççĕ.

Ăна епле арлаççĕ?

Акă та çапла арлаççĕ.

Ăна епле пĕтĕреççĕ?

Акă та çапла пĕтĕреççĕ.

Ăна епле тĕртеççĕ?

Акă та çапла тĕртеççĕ.

Пирне епле сараççĕ?

Акă та çапла сараççĕ.

Ăна епле çăваççĕ?

Акă та çапла çăваççĕ.

Кĕпе епле çĕлеççĕ?

Акă та çапла çĕлеççĕ.

Утă çулмалла

Арçын ачасем:

Аслă улăха тухрăмăр, Улăх ути çултăмăр.

Хĕр ачасем:

Эпир ăна тавăртăмăр, Типĕте-типĕте тухрăмăр.

Арçын   ачасем:

Утă купи турăмăр,

Лашапа турттартăмăр.

П у р т е:

|— Атьăр капан хывар-и,

Харăс-харăс таптар-и?

Атьăр киле каяр-и,

Ĕç хыçĕнчен канар-и?,

Мăкăнь акмалла

Мăкăнь акаççĕ ак çапла,

ак çапла,

Шăтса тухать ак çапла,

ак çапла,

Мăкăнь çитĕнет ак çапла,

ак çапла,

Мăкăнь çурăлать ак çагша,

ак çапла,

Пулса çитет ак çапла,

ак çапла,

Мăкăне силлеççĕ ак çапла,

ак çапла,

Юхса тухать ак çапла,

ак çапла,

Мăкăне çиеççĕ ак çапла,

ак çапла.

Купăста касмалла

Касрăм, касрăм шур ăвăс,

Турăм лартрăм шур карта

Лартрăм, лартрăм купăста

Ÿсрĕ ларчĕ купăста

Акă çапла шур пуçлă,

Çапла пысăк çулçăллă.

Пурте пĕрле шăварар,

Пĕрлех касса купалар...

Ай, пиччесем, инкесем

Пырăр киле хăнана

Шур купăста тутанма!

Икерчĕ пĕçермелле

Инке ăçта кайнă-ши,

кайнă-ши?

Икерч пĕçерме кайнă пуль,

кайнă пуль.

Ун икерчи мĕнле-ши,

мĕнле-ши?

Ак çапла çÿллĕ пуль,

çÿллĕ пуль,

—  Ак çапла лутра пуль,

лутра пуль.

Ак çапла сарчăк пуль,

сарчăк пуль.

Ак çапла пĕрĕнчĕк, пĕрĕнчĕк...

Чипер хĕрле

Шывсем юхаç, шывсем юхаç

Шурă чулсем çийĕпе

Тапрĕç анчĕç, тапрĕç анчĕç

Шурă Акăш чĕпписем.

(Вĕçсе килнĕ пек тăваççĕ.)

Тĕкне çăлчĕç, тĕкне çăлчĕç

Çÿллĕ çыран айĕнче.

Мамăк пухрĕç, мамăк пухрĕç

Çĕнĕ çыннăн арчине.

(Мамăк-тĕк çăлнă пек тăваççĕ.)

Кайрĕç хĕрсем, кайрĕç хĕрсем

Çĕнĕ çĕре мул пухма. (Каяççĕ.)

Килчĕç хĕрсем, килчĕç хĕрсем

Çĕнĕ çĕртен мул пухса. (Килеççĕ.)

Карта çинче, карта çинче

Чипер хĕр çÿрет. (Пĕри тухатъ.)

Сылтăм-сылтăм аллипеле

Сар ача суйлать:

Кил-кил, ачам, кил-кил, ачам,

Кил, иксĕмĕр выльăпăр. (Кăчăк туртса чĕнсе кăларать те,

иккĕшĕ ташлаççĕ.)

Качампикле

Касрăм, касрăм —

Вун иккĕ,

Хамшăн касрăм —

Вун иккĕ,

Çыншăн касрăм —

Вун иккĕ.

***

Кач-кач качам пик,

Касрăм пăхрăм — вун улттă,

Сурăм пăхрăм — вун улттă,

Тата сурăм — вун улттă.

Тук-тук,

Ту-ка пил-лĕк — вун пил-лĕк,

Сурăм пăхрăм — вун улт-тă.

***

Пăт-пăт пăтинкка.

Сарас кĕлти — сар кĕлте,

Сарса пăхрăм — вун улттă,

Вун улттăшĕ пурте тан,

Пĕри анчах ытлашши.

***

Пĕрре, пĕрре, пĕрре, пĕрре —

Эп çыратăп вăтăр иккĕ.

Пĕрре, пĕрре, пĕрре, пĕрре —

Эп çыратăп вăтăр иккĕ.

Пĕрре, пĕрре, пĕрре, пĕрре —

Эп çыратăп вăтăр иккĕ.

Ни каялла, ни малалла —

Эп çыратăп вăтăр иккĕ.

Шăп-шăпринле

Шÿ шÿлешмен!

Кам та кам чĕнекене

Çĕр те пĕр чĕпĕтмелле.

Шăприн — шăп!

***

Хĕрсен хĕрĕх хутăр,

Арăмсен алă хутăр,

Акă-мăкă йăп-йăпăш.

Кам та кам чĕнет,

Хĕрĕх пĕр чĕпĕтмелле.

***

Чăпăл-чăпăл чăп!

Кам шăпăрт лармасть,

Ун хăлхине пĕтĕрес!

***

Пурин те илтмелле,

Пурин те пĕлмелле:

Пуçласа чĕнекене

Пилĕкшер чĕпĕтмелле!

Шăпăрттин — шăп!

***

Кунта та тĕттĕм,

Унта та тĕттĕм,

Кам та кам чĕнекене

Çĕр те пĕр чĕптĕм!

Шăприн — шăп!

***

Тÿсĕм пурри — тÿссе лар,

Чăтăм пурри — чăтса лар!

Чăтăм пĕтсе çитнине

Чăмăрла чĕпĕтмелле!

Шăприн — шăп!

***

Çак сехетре,

Çак самантра

Çак таврари шăплăхра

Шăпчăк çуралать.

Шăп пулăр!