Вăйăсем

Народное творчество

    

Уйăхпа хĕвелле

Ушкăн ачаран иккĕшне шăпа сăвви каласа вăйă пуçĕсем (амăшĕсем) тăваççĕ. Вĕсем вăрттăн калаçса татăлаççĕ те пĕри «хĕвел», тепри «уйăх» пулаççĕ. Алăран алă тытăнса хапха туса тăраççĕ. Ыттисем кар-таланса хур карти пулса тăраççĕ те юрласа пыраççĕ:

       Кикак-кикак! Кикак-кикак

Хур карти, хур карти.

Кикак-кикак! Кикак-кикак!

Хур карти, хур карти.

Хапхи айĕн иртсе пынă чух амăшĕсем юлашки ачине тытса юлаççĕ те ыйтаççĕ:

     Чиру-чиру!

Чишалу-хашалу,

Уйăх-и, хĕвел-и?

Ачи «уйăх» тесен «уйăх» хыçне кайса тăрать, «хĕвел» тесен — «хĕвел» хыçне. Калаçса татăлнине илтмелле ан пултăр тесе ыттисем çав юррах юрласа аякран каллех çаврăнса килеççĕ. Кашни çаврăнса пымассеренех юлашкине тытса юлаççĕ те, çапла пĕтĕм хур карти икке пайланать.

Халĕ ĕнтĕ икĕ ушкăн ăмăртмалла тĕрлĕ вăйă выляма юрать. Сăмахран, икĕ амăшĕ хире-хирĕç лараççĕ. Вĕсен ушкăнĕнчисем ун хыçне пĕрне-пĕри пилĕкрен тытса хыçран хыç ларса тухаççĕ те, икĕ ушкăн туртăнаççĕ. Пĕр ушкăнĕ çĕнсе илсен вăйă пĕтет. Ку вăййа хур картилле тесе те калаççĕ.

Вупăрла.

Пĕри вупăрĕ, тепри уйăхĕ пулать. Ыттисем пурте алăран алă тытса тавралла карталанса тăраççĕ. Унтан вупăрĕ уйăхне хăвалама тытăнать. Уйăхĕ картана кĕрсессĕн пурте кукленсе лараççĕ те, вупăрĕ карта тулашне тăрса юлать. Вупăрĕ те çав вăхăтрах картана кĕрсе кайсан уйăхне часрах кăларса яраççĕ те каллех кукленсе ларса вупăрне карта варрине тăратса хăвараççĕ. Çапла аппалансан-аппалансан вупăрĕ уйăхне çитсе тытать те: «Сана çисе ятăм ĕнтĕ!» — тет. Вара уйăх пулнă ачине хăлхаран кăшкăраççĕ е мĕн те пулин урăхла тăваççĕ.

Ĕмпÿлле

Ачасем пер çĕре пухăнса икĕ ĕмпÿ (патша) уйăраççĕ. Ĕмпĕве питĕ хытă чупакан ачасене анчах уйăраççĕ. Унтан вырăн виçеççĕ: çирĕм утăм тÿрем çĕре палăртаççĕ, варрине туя çапса лартаççĕ. Ана чикĕ теççĕ. Икĕ пуçне тумтирсем пăрахаççĕ. Пĕтĕм вылякан ачасене икĕ пая уйăраççĕ те пĕр пайне пĕр ĕмпÿ, тепĕр пайне тепĕр ĕмпÿ илет. Çав выляма илнĕ вырăнăн ик пуçне икĕ ĕмпÿ хăйĕн çыннисемпе тăрать. Пĕр ĕмпĕвĕ тепĕр ĕмпĕвĕн салтакне ячĕпе чĕнсе кăшкăрать. Лешĕ кăшкăрнă патша еннелле чупать, хăйĕн ĕмпĕвĕ таракан салта-ка тытма хăтланать. Салтак чикĕ тепĕр енне тарса ÿксен хăтăлать. Кайран тепĕр ĕмпĕвĕ малтан кăшкăрнă ĕмпÿ салтакне кăшкăрса чĕнет. Çапла пĕр-пĕр ĕмпÿ пĕр салтак юлмичченех выляççĕ. Пĕр салтаксăр тăрса юлнă ĕмпĕве ĕрет витĕр кăлараççĕ, тÿпелеме тăрăшаççĕ.

Алă витĕр тухмалла

Алăран алла тытăнса карта тăваççĕ. Арçын ачасенчен иккĕшĕ (вы-лякансем нумайрах пулсан виççĕшĕ) кĕтÿçĕ пулаççĕ. Иккĕн-виççĕн карта варрине кĕреççĕ те алă айĕнчен картаран тухса кĕме тăрăшаççĕ. Кĕтÿçисем вĕсене сыхласа çÿреççĕ: карта варринчисем ăçта пыраççĕ, вĕсем те çавăнта çитеççĕ. Алă витĕр тухса кĕрекенсем пурте карта тулашне тухсассăн кĕтÿçисем ĕлкĕрейсен тытаççĕ, тытаймасан — тухса кĕрекенĕсем хăйсен вырăнне тăраççĕ, тухса кĕме вĕсемпе çумлăн тăраканĕсем карта ăшне тухса кĕме кĕреççĕ. Тухса кĕрекенсенчен пĕрне карта тулашĕнче тытсан тухса кĕрекенсем пурте кĕтÿçĕ пулаççĕ. Кĕтÿçисем карта варрине тухса кĕреççĕ. Пурте тухса кĕрсен вĕсем çĕнĕ кĕтÿçĕсем вырăнне тăраççĕ.

-Утар, утар, утар-ха,

Утар хирне тухар-ха.

-Утар хирĕнче мĕскер пур?

-Сарă çÿçлĕ ача пур.

-Вăл сар ача мĕн ыйтать?

-Кăвак куçлă хĕр ыйтать.

-Мĕн ятлине?

-Кĕтерука.

Ким чечек, ким чечек,

Килме кура пĕр кура,

Сала-сала салашки,

Эс те яш, эп те яш,

Кил, иксĕмĕр пĕр пулар,

Йăван!

Алă туйилле

Çерем çинче алă туйипе шăйăрса-чĕрсе карта тăваççĕ. Кам малтан çапмаллине алă туйине çÿле ярса пĕлеççĕ: пĕр пуçне пĕр енĕ, тепĕр пуçне тепĕр енĕ йышăнать. Малтан ами çапать. Иккĕн ик енчен амисем пулаççĕ. Миçене те пулсан икĕ енĕ те çитермелле. Çитереймесен пĕр енĕ хăйсен çурăмĕсем çинче çĕнтерекенсене йăтcа каять. Çĕнтерекенсем карти патĕнчен тытăнса виçĕ хут çапаççĕ. Ăçта çитет, çĕнтерекенĕсем çавăнта çĕнтернисен çурăмĕсем çине лараççĕ. Çĕнтернисем вара карта патне çитиччен йăтса каяççĕ.

Пытанмалла

Ку вăййа çурт-йĕр е хуралтă таврашĕнче (пытанма май пур çĕрте) выляççĕ. Вылякансем пĕр тĕле шаккакан вырăн тăваççĕ. Унта шаккама патак хураççĕ. Шăпа янă хыççăн пĕрне шаккама хăвараççĕ, ыттисем пытанма каяççĕ. Вĕсем пытансан шаккаканни шырама тытăнать. Кама та пулин курсан çав ачана йыхăрса шаккама чупать. Леш ачи те вара малтан шаккас тесе чупать. Пытаннисем шаккаканнинчен малтан шаккасан тепĕр вăйăра шырама юласран хăтăлаççĕ. Хăш чух пытаннисем шаккаканни шырама кайсан вăрттăн килсе шаккаççĕ. Кам ку вăйăра шаккаканнинчен малтан шаккаса ĕлкĕреймен, çав тепĕр вăйăра та шырама юлать. Анчах чи кайранхи çын шаккаканнинчен малтан шаккаса ĕлкĕрсен тепĕр вăйăра шырама халь шаккаканнинех хăвараççĕ.

Шакла

Пилĕк пĕчĕкрех çавра чул илеççĕ те курăк çине пĕр çĕре пуçтарăнса лараççĕ. Пĕр ачи пур чулне те илсе хăй умне сапса ярать. Çĕртен пĕр чулне илет те çÿлелле ывăтать, çĕртен теприне илет те çÿлелле ывăтса янă чулне унпа пĕрле тытать. Çапла çĕрти чулсене пĕрерĕн-пĕрерĕн илсе пĕтерет. Унтан каллех пур чулне те хăй умне сапса ярать. Каллех пĕр чулне çÿлелле ывăтса ярсан çĕрте выртакан чулсене икшерĕн тытса пĕтерет. Каллех сапса ярать те пĕр чулне çÿле ывăтса ярса çĕрте выртакан чулсене виçшерĕн тытса пĕтерет, кайран — тăватшарăн. Кун хыççăн лапăрчăк тăваççĕ: пилĕк чулне аллине илсе çÿлелле ывăтса ярать те тăват чулне çĕре хурса ывăтнă чулне пушă аллипе тытать. Çав чулне татах çÿле ывăтса ярать те çĕрти тăват чулне илсе ывăтса янипе пĕрле тытать. Кун хыççăн çу пуçаççĕ: пур чулне те алла илсе, пĕр чулне çÿле ывăтса ярса, чулсене тытнă алли вăта пÿрнипе çĕре сĕрсе ывăтнă чулне тытать. Ана виçĕ хутчен тăваççĕ. Кун хыççăн амине кăларма тытăнаççĕ: сулахай аллине шитленĕ пек чаракласа тытаççĕ, сылтăм аллипе сулахай алли урлă малалла пилĕк чулне сапса яраççĕ, вара пĕр чулне илсе çÿле ывăтса яраççĕ те çĕртисене пĕрерĕн шитлесе тытнă пÿрнисем витĕр кăлараççĕ. Çакна тунă чух тепĕр ахаль ларакан ачи амине кăтартать. Амине чи кайран кăлараççĕ. Çаксене тунă чух пĕр ывăтнă чулне çĕре ÿкерсен чулсене илсе тепĕр ачи выляма пуçлать. Кам выляса тухаймасть, ăна шаклишкă параççĕ (çамкаран пÿрнепе шаклаттараççĕ). Шаклишкă çиекен ачи ик аллине тÿртсене çÿлелле туса юнашар тытать. Тепĕр ачи унăн алли çине чулсене хурать те, шаклишкă çиекен ачи чулсене çÿлелле ывăтса ывăçăн тÿрчĕпе тытать. Ăна виçĕ хутчен тăваççĕ. Миçе чул тытаймасть, çавăн чул шаклишкă параççĕ: хăш чух çамкаран, хăш чух алă тÿрчĕнчен шаклаттараççĕ.

Çĕрĕ памалла

Вылякансем пурте ĕретĕн ларса тухаççĕ. Вĕсенчен пĕри хуралçă пулать, тепри — çĕрĕ паракан. Çĕрĕ паракан ывăçне пĕр пĕчĕк патак илет те «çĕрĕ паратăп» тесе ларакансен аллисене хăйĕн чăмăртанă аллине тыттарса тухать. Çав вăхăтрах вăл хăй аллинчи патакне пĕрне тыттарса хăварать. Çĕрĕ паракан çĕрĕ панă чухне хуралçă питĕ тимлĕ пăхса тăрать, çĕрĕ парса пĕтерсен çĕрĕ камрине калать. Çĕрĕ камрине пĕлсен хуралçи вылякансем хушшине кĕрсе ларать те, малтан çĕрĕ параканĕ хуралçа юлать. Çĕрĕ камрине пĕлеймесен вăл каллех хуралçа юлать, çĕрĕ параканĕ ыттисем хушшине кĕрсе ларать. Çĕрĕ камра тупăнать, çав вара çĕрĕ паракан пулать

 

Лашалла

Вылякансем виçĕ пая уйăрăлса тăраççĕ: пĕрисем хуçисем пулса тăраççĕ, теприсем — лашисем, виççĕмĕшĕ — лаша илекенĕ (лашапа сутă тăваканĕ). Лаша хуçисем:

Кам-кам манăн лаша пулать, кунта килĕр, — тесе чĕнеççĕ.

Унтан вара тавралла вырнаçса тăраççĕ. Лашапа сутă тăваканĕ хуçи

патне пырать те:

Лаша сутатăн-и? — тет.

Сутатăп, — тет лешĕ

Мĕн чул тăрать?

Виç çĕр тенкĕ.

Виçĕ пус та памастăп.

Вара хуçипе лашине илекенĕ те тавралла чупса каяççĕ. Хăшĕ лашисем патне маларах çитет, çав вара лаша хуçи пулать. Тăрса юлаканĕ каллех тепĕр хуçи патне каять. Иккĕшĕ малтанхи пек калаçса илеççĕ те чупса каяççĕ. Вăйă пĕтичченех çапла выляççĕ.

Тимĕрçĕлле

Пĕр ача çĕре ларать те аллине вĕрен тытать. Çав вĕрен вĕçĕнче тепĕр ача чупса çÿрет. Çĕрте ларакан ачине юпа теççĕ, вĕрен тăрăх чупаканнине тимĕрçĕ теççĕ. Тимĕрçĕ чупса çавăрăннă чух ăна пыра-пыра çурăмран хăшĕ çăраççи, хăшĕ пуртă, хăшĕ ака пуç е т. ыт. те тутарма килтĕмĕр тесе çапаççĕ. Тимĕрçĕ хăй патне пыракансене тытать; тытмасан хăех чупса çÿрет, тытсан ун вырăнне тытăннă ачи тимĕрçĕ пулать.

Тăрăнтăрликле

Пĕр патак çинче шăпа яраççĕ. Вара çав шăпа йĕркипе черетĕн-черетĕн выляççĕ. Малтан пĕр ачи тухать те: «Тăрăнтăрлик, чаках тăрăн!» — тесе тăрăнтăрлик патаккине çÿлелле ывăта-ывăта ярать. Тăрăнтăрлик лап ÿкмесĕр миçе тăрăнса ларать, лешсем çавăн чухлĕ пĕр туя çине картса хураççĕ. Унтан черетпе тепри тухать. Черетпе пурте çавăн пек выляççĕ. Малтан кашниех миçе тăрăнтармаллине каласа хураççĕ. Юлашкинчен кам миçе тăрăнтарнине шутлаççĕ. Сахал тăрăнтаракана акă мĕн тума хушаççĕ: çĕре пĕр пĕчĕк патака «така хуранĕ» тесе çапса кĕртеççĕ те шăлпа туртса кăларма хушаççĕ. Шăлпа çав патака туртса кăларсан ачи çав патакпа аяккалла чупса каять. Ун хыççăн ытгисем те вирхĕнеççĕ. Хытă чупса пынă чухне лешĕн çав патака ывăтса хăвармалла. Хыçран чупса пыраканĕсем ăна шырама пуçлаççĕ. Шыраса тупсан каялла илсе пырса тата шаларах çапса лартаççĕ. Лешĕ каллех туртса кăларать те каллех малтанхи пек кайса çухатать. Пачах çухатаймасан тата (виççĕмĕш хутчен) йывăртарах çапса параççĕ. Вăйă вара çапла пĕтет.

Саламат пăрахмалла

Ачасем алăран алă тытса карталанса тăраççĕ. Пĕри хыçа саламат пăрахакан пулать: вăл саламатпа ачасем тавра икĕ-виçĕ хут чупса çаврăнать, кайран саламатне сисиччен пĕрин хыçне пăрахса хăварать. Тепре çаврăнса киличчен çав ача саламатне курман пулсан хыçа пăрахаканĕ вăр-вар саламата илет те унпа ачана çапма тапратать. Хыçа пăрахакан çав ачана хăй вырăнĕнчен тухса карта тавра çавăрăнса тепĕр хут хăй вырăнне пырса тăричченех çапать. Ача сиссе ĕлкĕрсен саламата илет те хыçа пăрахакана хăй малтан тăнă вырăна çитиччен çапать, вара хăй хыçа пăрахаканĕ пулать.

Сутмалла

Вылякансенчен хăшĕ те пулин тупмалли юмах калать. Ăна ыттисен тупмалла, мĕне пĕлтернине: «Мĕн вăл?» — тесе ыйтаççĕ. Хăшĕ пĕлеймест, ăна «сутаççĕ»: арçын ачана пĕр-пĕр качча каяйман карчăка ун арăмĕ пулать тесе калаççĕ: «Сана çавă», — теççĕ. Хĕр ачасене те çапла пĕр-пĕр кулăшла каччă е арçын параççĕ, шÿтлесе кулаççĕ.

 

 

.