ШŸТ ТАКМАКĔСЕМПЕ ШĂПА СĂВВИСЕМ

Народное творчество

 

Пĕрре — пĕрел,
Иккĕ — икел,
Виççĕ — виçел,
Тăваттă — тăваткал,
Пиллĕк — пилеш,
Улттă — улма,
Çиччĕ — çилме,
Саккăр — салма,
Тăххăр — тăрна,
Вуннă — ятне туннă,
Шутламалла çĕнĕрен!
***
Пĕррелийĕн — пĕрре,
Иккĕллийĕн — иккĕ,
Виççĕллийĕн — виççĕ,
Тăванпийĕн — тăваттă,
Пилешçийĕн — пиллĕк,
Улмаллийĕн — улттă,
Йĕлмеллийĕн — çиччĕ,
Салампийĕн — саккăр,
Тăрăшсассăн — тăххăр,
Вăй хурсассăн — вуннă,
Тух тула!
***
-Катăк тута,
Ăçта кайрăн?
-Çăкалăха.
-Мĕн турăн?
-Пушăт сÿрĕм.
-Ăçта хутăн?
-Каска айне.
-Каски ăçта?
-Сан айăнта.
-Кам пытарчĕ?
-Пушăт, пушă пул.
-Хуçи ак, курса юл!
-Пăракух, сик тух!
***
-Кăвак куçлă çĕррĕмпе
Пултăрсене илĕртрĕм,
Сар лашана çавăтрăм,
Пусма вĕçне тăратрăм.
Эс те чипер, эп те чипер,
Санран чипер тата пур.
Мĕн вăрларăн — час кала!
-Çăкăр (тăвар е урăххи).
-Çавăн хытти лартăр —
Тухса тăр!
***
Урам урлă курница,
Курницара — тăхлачă?
-Мĕн тăватăн, тăхлачă?
-Йывăр тĕрĕ тăватăп.
-Йывăр тĕрĕ тăвиччен
Кил иксĕмĕр выльăпăр — тух!
***
Вĕл-вĕл вĕлтĕрен,
Вĕлтĕренĕн ăшĕнче
Сар кайăкăн чĕппи пур.
Эс те чипер, эп те чипер,
Чăн чиперри, сик тух!
***
Чĕвĕл ту, чĕвĕл ту,
Чĕвĕл туя каяр-и?
Эс те чипер, эп те чипер,
Тимĕр туя каяр-и?
Чипер ача, кай кунтан,
Калта пулса касса тух,
Çĕлен пулса шуса тух!
***
Асанне мунча хутать,
Çăраççине çухатать.
Кам тухать — çав пулать!
***
Хветĕр хĕрне качча панă,
Ăна çиме шăрттан панă,
Шăрттан касма çĕçĕ панă,
Çĕçĕ вĕçĕ чĕнтĕрлĕ.
Кам телейлĕ — çав тухать!
***
Улти, улти!
Улма йывăç кĕлетки,
Чăлăш-чалăш кĕлетке.
Вун ик салма сутрăмăр.
Тайруна, Майруна!
Эс чипер, эп чипер,
Чăн чиперри, кунта кил!
***
Патнус, патнус, чÿлмек пуç.
Чÿлмек тăрать миçе пус?

Ичи-вичи,
Шăрпăк пĕрчи,
Папанюк!
***
Пĕрттĕм, пĕрттĕм, пĕрттелеттĕм,
Пĕрттелеттĕм, теттелеттĕм,
Теле кура арараккăм,
Арак тули, кача папак,
Тух тула!
***
Лечче, печче,
Пива, сава,
Ленкки, лянкки,
Лепече, тух!
***
Ейне-пейне,
Ухха-чухха,
Петте сутнă,
Иван тупнă,
Ман хрес,
Юс, плюс!
***
Калттин-калттин кĕсле тусăм,
Тевет-тевет, теве вуççĕм,
Шăпăлти те макăлти,
Шакла тăван Ваçли.
Калтăр-калтăр ут ури,
Чăнкăр-чăнкăр чĕн йĕвен.
***
Манăн пĕчĕк пÿлĕме
Тахăшĕ тустарнă.
Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă,
Чăн та эс тустарнă.
***
Ени-пени,
Крикка-тенни,
Шаккир-маккир пумаçей,
Ас-пас, ипа-пас
И охотник числĕк квас.
***
Айн, цвай, драй,
Личи-личи вай,
Шоккăм-поккăм,
Мĕн терĕм те,
Жарăм-барăм бык.

Пĕрре теллем,
Иккĕ теллем,
Пĕр маккассăм,
И аллăм,
Чăп-чăпăлтăк,
Тупăлтăк!
***
Араттам, параттам,
Паççи килсе çараттам.
Арпа-хăлчăк, пасса-хăлчăк,
Палтăркасса селкĕрчĕк.
***
Пи пушмак, пи пушмак!
Пилтĕр карти хыçĕнче
Чипер, тăп-тăп хĕр тăрать.
Илес тесе кустартăм,
Куснар вĕçне çитертĕм,
Кушак хÿри тыттартăм.
Экерÿ, пĕкечи,
Качи пÿрни — Ваçили.
***
Икĕ кишĕр, пĕр сухан.
Эп юлатăп, эс тухан.
***
Хресчен çула тухса кайнă,
Ун урапи ванса кайнă.
Урапине юсама
Миçе пăта кирлĕ?
***
Атăпа кăçатă
Хулара тĕл пулнă.
Кам малтан тухать —
Вăл йытти пулать.
***
Пĕртен-пĕртен,
Иктен-иктен,
Алăк касман,
Кас, Марине!
Курăс-курăс,
Курса курăн
Шăпчăк кайăк.
Шăпчăк, тух!
***
Хирте-хирте мулкач чупать,
Çырта-çырта курăк татать.
Кам мулкача курăк парать,
Çав мулкачă пулса юлать.
***
Икĕ саккăр — вун улттă,
Хăрах тăххăр, пĕр пиллĕк
Миçе пулать?
***
Аппа каяттама
Иккĕ сире паматта.
Сарая — сакаттама,
Арăш-пирĕш якаттама,
Шуваралла тесе
Иккĕ паматта.
***
Упа — упамай,
Кашкăр — кашамай,
Тилĕ— теçетник,
Мулкач — сутник,
Арлан — алăкран,
Шăши — шăтăкран.