Ваттисен сăмахĕсем

Народное творчество

    

 

Вутăн алли те, ури те вăрăм.
Епле пысăк юхан шыв та пĕчĕк шывран пуçланать.
Кĕрхи кун кĕлтеллĕ, çурхи кун çеçкеллĕ.
Пуриншĕн те пĕр хĕвел.
Çăла ан сур, шывне хăвах ĕçĕн.
Çилсĕр çирĕк тăрри те хумханмасть.
Çурхи кун кĕр тăрантарать.
Тумлам шыв та тинĕсе пулăш.
Уйăх çути — çул çути, хĕвел çути — кун çути.
Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук.
Йывăçне кура çимĕçĕ.
Пĕччен йывăç час тÿнет.
Хитре çеçкен кун кĕске.
Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн.
Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать.
Ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче.
Икĕ куяна хăвалакан пĕрне те тытайман.
Ир тăнă кайăк выçă вилмен тет.
Йытă та хăй хÿрине вараламасть.
Качакан сухалĕ вăрăм та ăсĕ кĕске.
Кушака — кулă, шăшие — вилĕм.
Пăчăрăн пырши тухсан та виçĕ кун пурнасшăн.
Пулă пуçĕнчен çĕрет.
Çăхан куçне çăхан сăхмасть.
Туман тиха пилĕкне ан хуç теççĕ.
Чăхă пĕрчĕн сăхсах тутă пулать.
Шаланкă шыв кăларать, ула курак пырса ĕçет.
Ахальтен ахах пулас çук.
Выртакан чул мăкланать, çÿрекен чул якалать.
Кивви çĕннине упрать.
Мĕн акнă, çав шăтать.
Пĕр хулă хуçăлать, пин хулă хуçăлмасть.
Пушă пучах каçăр пулать.
Çĕне шăпăр çĕнĕлле шăлать.
Тĕпсĕр çынна тĕмен çитмен.
Тимĕре хĕрнĕ чух туптаççĕ.
Шăтăк шăрçа çĕрте выртмасть.
Васкакан вакка сикнĕ тет.
Ĕçчен çыннăн ыйхи кĕске.
Ĕçчен çынран ĕç хăрать.
Пăсма пĕр кун, тума виç кун.
Çиччĕ виç те пĕрре кас.
Ÿркенмен ăста пулнă.
Шĕшкĕ авмасăр мăйăр татаймăн.
Ăсмассерен аш турамĕ лекмест.
Пиçнĕ-пиçмен иккĕ тăрантарать.
Çăкăртан асли çук.
Çăкăр-тăвар хире-хирĕç.
Кивĕ кĕрĕк çил вĕрнипех çĕтĕлет.
Кивĕ пулсан та шурă пултăр.
Пилĕкне хытă çых, ăсна çирĕп тыт.
Пĕччен пыл çиме аван, йышпа ĕç тума аван.
Ача-пăчан пĕр шухăш, ваттăн çĕр шухăш.
Ват çын — тăват çын.
Ват çынтан кулма хушман.
Ватти çук та — латти çук.
Çĕнĕ тусна туп, киввине ан ман.
Тăлăх йывăçа тăвăл хуçать.
Тиркекене тирĕк тĕпĕ лекет.
Юлташу хăвăнтан лайăхрах пултăр.
Ялта ял пек пулмалла, çынра çын пек пулмалла.
Вăррăн пуç тÿпинчен пăс тухать.
Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрĕ выртнă.
Айван çыннăн турти кĕске теççĕ.
Ăслă çын нихçан та çынна ухмах темест.
Вĕренни мулран хаклă теççĕ.
Вĕренни йăтса çÿрес çĕклем мар.
Кахал çăпата сырнă çĕре ĕçчен ĕçне пĕтернĕ.
Кахал çине виç кун малтан çумăр ÿкнĕ.
Кăмăла кура кăмăл.
Макăрман ачана чĕчĕ памаççĕ.
Мухтаннă сунарçă мулкачă тытайман.
Мухтанчăкăн пуш енчĕк.
Нумай та пĕтет, сахал та çитет.
Пере пĕлмен ал туйи пуçа килсе вăрăнать.
Пĕр паттăрăн ик алли тăват çĕрĕн çапăçать теççĕ.
Суя чупать çĕр çулпа, чăнни утать пĕр çулпа.
Çын валли шăтăк ан алт, хăвах кĕрсе ÿкĕн.
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă.
Ултавпа инçе каяймăн.
Чăн сăмах куçа çиет.
Чăн сăмахăн суйи çук.
Ырă тус укçаран хаклăрах.
Нумай итле, сахал калаç.
Çынна йывăр ан кала, ху та çавна курăн.
Ырă сăмах ылтăнтан хаклă.
Этем ырă ĕçĕпе.