Туй-Тупала

Устное народное творчество

Содержание:


ТУЙ-ТУПАЛА

ÇИТМĔЛ ÇИЧĔ ЧЕЧЕКРЕН ÇĔЛЕНĔ КĔПЕ

 


Туй-Тупала

 

Пурăннă тет пĕр ялта арăмĕпе упăшки. Пурăннă та пурăннă, пурăна киле ватăлнă. Çынсен килĕсенче вуншар ача ӳснĕ, ачисен ачисем сăпкара çуйхашнă. Кусен килĕнче вара ача сасси илтĕнмен. Çавăнпа çак ватăсем питĕ куляннă.

Пĕррехинче карчăк пăрçа нимĕрĕ пĕçерет те старике пасара ярать. Кайрĕ тет старик лăкăштатса пасара. Сутса ячĕ тет пăрçа нимĕрне пилĕк пуспа. Сутрĕ тет те килелле таврăнать тет.

Çул çинче çакна хирĕç пĕр çын тĕл пулчĕ тет. Качака çавăтнă та лешĕ пасаралла пырать. Старик качака хуçине калать:

Сут мана ку качакана! – тет.

Сутас, ма сутас мар, мĕн чухлĕ паратăн? – тет качака.

Мĕн чухлĕ пур, çавăн чухлĕ паратăп, – тет старик.

Хаклашса килĕшрĕç. Старик качака хуçине пилĕк пус пачĕ, лешĕ ăна качакине тыттарчĕ.

Таврăнать старик качака çавăтса килелле. Пырать, пырать, пырать... Ăна хирĕç тепĕр çын, ĕне çавăтнăскер, килет. Ĕне хуçи пăхкаларĕ те кунăн качаки çине, калать:

Сан – качака, ман – ĕне, улăштарар-и, мĕн шутлан?

Улăштарар! – тет старик.

Улăштарчĕç: ĕне хуçи качака илчĕ, качака хуçи ĕнеллĕ пулчĕ.

Пырать старик ĕне çавăтса килелле. Пырсан-пырсан каллех тепĕр çынна тĕл пулать. Ку лаша çавăтнă. Лаша хуçи калать:

Манăн – лаша, сан – ĕне, улăштарар-и, мĕн тăвар?

Улăштарар! – тет старик.

Улăштарчĕç. Пырать хай старик лаша çавăтса килелле.

Хăйсен ялне çитерехпе тăвайкки çинелле ăна хирĕç икĕ туяллă суккăр такăлтатса хăпарать. Танлашрĕç хайхисем. Суккăрри калать:

Санăн – лаша, ман – туя, улăштарар-и е тăхтар?

Улăштарар! Улăштарар! Ма тăхтас? – тет старик.

Улăштарчĕç. Суккăрри лаша çине утланчĕ те ту çинелле хăпарса кайрĕ. Старик икĕ туяна икĕ хул хушшине хĕстерчĕ, хĕпĕртесе ту айнелле такăлтаттарса анать.

Э-э-э, ку туясемпе çӳреме пит аван-иç! – тет.

Киле çитрĕ те туйисене пӳрт çумне тăратса кăптăрт-каптăрт пӳрте кĕрсе тăчĕ.

Карчăкĕ ыйтать:

Нимĕре мĕн чула сутрăн?

Пилĕк пуспа сутрăм! – тет старик.

Укçи ăçта?

Качакапа улăштартăм!

Качаки ăçта?

Ĕнепе улăштартăм!

Ĕни ăçта?

Лашапа улăштартăм!

Лаши ăçта?

Пĕр суккăр çынпа туяпала улăштартăмăр, – тет старик.

Туйи ăçта? – тет карчăк.

Пӳрт çумне тăратрăм!

Илсе кĕр-ха ăна! – терĕ карчăк.

Старик тухрĕ те туясене пӳрте илсе кĕчĕ. Карчăк ярса тытрĕ те хайхи туясене, тытăнчĕ старикне ăшалама:

Ак сана лашапа туя! Ак сана лашапа туя! – тет.

Хĕнерĕ-хĕнерĕ, туясем татăкăн-кĕсĕкĕн хуçăлса ванса пĕтрĕç.

Старик йĕре-йĕре, ахлата-ахлата туя хуçăкĕсене пĕр миххе пуçтарса чикре те кĕлете каштана кайса çакрĕ. Каç пулчĕ, ватăсем выртса çывăрчĕç.

Тепĕр кунне старик картишне тухрĕ те ача сасси илтех кайрĕ. Итлет-итлет – ача сасси кĕлетрен илтĕннĕ пек туйăнать. Кĕлете уçрĕ те пăхать – ĕнер каштаран çакса янă михĕ силленсе çеç тăрать, ун ăшĕнче ача çарилетсе кăшкăрать. Ак тĕлĕнтермĕш! Çĕрле туя ванчăкĕсенчен ача пулса тăнă!

Карчăк, карчăк! Кил-ха, кил! – кăшкăра пуçларĕ хĕпĕртенĕ ватă. – Пирĕн кĕлетре ача пур!

Карчăкĕ чупса тухрĕ те пăхать: чăнах та кĕлетре ача пур. Ватăсем ачана михĕрен кăларса пӳрте илсе кĕреççĕ. Ачи ывăл иккен. Савăннă ватăсем ним тума пĕлмеççĕ. Карчăкĕ стариккине туясем тупса килнĕшĕн мухтать, старик карчăкне туясемпе хĕненĕшĕн тав тăвать. Ватăсем ачана туяран пулнăшăн Туй-Тупала тесе ят пачĕç.

Туй-Тупала ӳссех, маттурлансах пырать. Кĕçех утакан та, чупакан та пулчĕ. Урама ачасемпе выляма çӳре пуçларĕ. Анчах тантăшĕсем унран айккинелле пăрăнаççĕ. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен ăна çитекенни пĕри те çук: кĕрешме тапратсан Туй-Тупала пурне те çавăра-çавăра çапать. Ĕнтĕ çичĕ çулхи ача вун çичĕ çулхи йĕкĕтсемпе ăмăртать, вĕсене те маххă памасть. Ăна çĕнекен ялта та, таврара та çук. Маттуртан та маттур, паттăртан та паттăр пулса тăчĕ Туй-Тупала.

Вăтăр çула çитсен Туй-Тупала вăтăр пăт туртакан хĕç, вăтăр пăт туртакан пăшал, вăтăр пăт типĕтнĕ çăкăр илчĕ те тĕнче курма тухса кайрĕ. Пырать, пырать, пырать... Çул çинче ăна Хĕвел Ывăль Хĕветке тĕл пулчĕ.

Аçта каян, Туй-Тупала пичче? – тет Хĕветке.

Тĕнче курма! – тет Туй-Тупала.?

Мана та илсе кайччĕ, – тет Хĕветке.?

Çак миххе йăт, вара илсе кайăп! – тет Туй-Тупала. Хĕветке типĕтнĕ çăкăр тултарнă миххе çурăмĕ çине çавăрса хучĕ те пырать айлаткаласа. Пырсан-пырсан халтан кайрĕ:

Туй-Тупала пичче, пăртак ларса канар-ха, – тет.

Туй-Тупала:

Ларса кантарăп сана – хĕçпе касса пăрахăп! – тет.

Хĕвел Ывăль Хĕветкен хăранипе ывăнни те таçта кайса кĕчĕ. Утсан-утсан вĕсене Уйăх Ывăль Уйăп тĕл пулать.

Аçта каятăр капла эсир, Туй-Тупала пичче? – тет Уйăп.

Тĕнче курма! – тет Туй-Тупала.

Мана та хăвăрпа пĕрле илсе кайăрччĕ, – тет Уйăп.

Çак пăшала йăт, вара илсе кайăп! – тет Туй-Тупала. Уйăп пăшала йăтрĕ те пырать эхлеткелесе. Нумаях та каймарĕç:

Туй-Тупала пичче, пăртак ларса канар-ха! – тет Уйăп.

Шăп пул – хĕçпе касса пăрахăп! – тет Туй-Тупала. Уйăх Ывăль Уйăп сехри хăпнипе шăпах пулчĕ. Кайсан-кайсан кусене Упа Ывăль Утаман тĕл пулать.

Аçта кайма тухнă капла эсир, Туй-Тупала пичче? – тет Утаман.

Тĕнче курма! – тет Туй-Тупала.

Мана та ан хăварăрччĕ, – тет Утаман.

Ак çак хĕçе йăт, вара илсе кайăп! – тет Туй-Тупала. Упа Ывăль хĕçе йăтрĕ те пырать мĕшлеткелесе. Кăштах кайсан:

Туй-Тупала пичче, пăртак ларса канар ĕнтĕ, – тет Утаман

Ан шарла! Хĕçне туртса илсе пĕреççех касса пăрахăп! – тет Туй-Тупала. Упа Ывăль тек шарламарĕ. Пыраççĕ текмекленсе.

Кайсан-кайсан пĕр сĕм вăрмана çитсе кĕчĕç. Шутларĕç-канашларĕç те тытăнчĕç йывăç касса пӳрт тума. Туй-Тупала хĕçпе пĕреççех сулать – ытама кĕрейми мăн йывăç шатăр-татса та анать, тепре сулать – тепĕр йывăç кайса ӳкет. Хĕветке тураттисене иртет, Уйăппа Утаман пураласа пы-раççĕ. Пĕр эрне хушшинче чаплă çурт туса лартрĕç çаксем.

Пурăнаççĕ çĕнĕ пӳртре. Типĕтнĕ çăкăрне çисе ярсан сунара кайма шут турĕç.

Ир çинче виççĕшĕ – Туй-Тупала, Уйăх Ывăль Уйăп, Упа Ывăль Утаман – сунара тухса кайрĕç. Хĕвел Ывăль Хĕветке килте юлчĕ, вучаха хуран çакса ячĕ те яшка лăкăртаттарма пуçларĕ. Апат пиçсе çитсе антарса лартас тенĕ чух кил карти хапхи умне чике тăршшĕ пĕр старик, шап-шурă лаша çине утланнăскер, килсе тăчĕ.

Хуçи пур-и? – тет Чике старик хур сухал.

Пур! – тет Хĕвел Ывăль Хĕветке.

Йăтса антар, йăтса кĕрт! – тет Чике старик.

Аллу пур, уру пур, хăвах ан, хăвах кĕр! – тет Хĕветке.

Нумай калаçан, – тет Чике старик, – тепре çăвар уçсанах çисе ярап, – тет.

Хĕветке йăпăр-япăр чупса тухрĕ те Чике старике йăтса кĕртрĕ, тĕпелти сак çине лартрĕ.

Вучахра унта санăн мĕн лакăртатса тăрать? – тет Чике старик

Яшка! – тет Хĕветке.

Антарса пар, унсăрăн хăвна çиеп! – тет Чике старик. Хĕветке антарса пачĕ, Чике старик ăна йăлтах çисе ячĕ.

Хĕветке Чике старике йăтса тухса кăларса ячĕ те хăпăл хапăл хуран çуса çĕнĕрен яшка çакрĕ. Вĕреме кĕнĕ-кĕмен Туй-Тупаласем персе çитрĕç. Хăйсем пĕр пысăк пăши тытнă. Яшка çаплах пиçменнине курчĕ те Туй-Тупала Хĕветкене тем те пĕр каласа вăрçма тапратрĕ.

Услап! Наян! Ăçтиçук! Ку таранччен апат пĕçереймен!

Яшка пиçсен ларса çирĕç те выртса çывăрчĕç. Хĕветке Чике старик хур сухал çинчен шăп.

Тепĕр кунне каллех сунара тухса кайрĕç. Киле Уйăх Ывăль Уйăп юлчĕ. Апат пиçсе çитсен Чике старик хур сухал, шап-шурă лашине утланнăскер, кил карти хапхи умне пырса чарăнчĕ.

Хуçи пур-и? – тет Чике старик.

Пур! – тет Уйăп.

Йăтса антар, йăтса кĕрт! – тет Чике старик.

Хăвах анăн, хăвах кĕрĕн, – тет Уйăп.

Нумай пĕлен, – тет Чике старик, – тепĕр сăмах каласанах çисе ярап! – тет.

Уйăп хыпаланса чупса тухрĕ те Чике старике йăтса антар-са, йăтса кĕрсе тĕпелти сак çине лартрĕ. Вучахра хуран вĕресе тăнине курчĕ те Чике старик ыйтать:

Унта санăн мĕн вĕресе тăрать? – тет.

Яшка! – тет Уйăп.

Антарса пар часрах, хăвна çисе ярасса кĕтетĕн-им? – тет Чике старик.

Уйăп яшкана антарса пачĕ, Чике старик ăна пĕтĕмпех çисе ячĕ, тĕпне те хăвармарĕ. Чике старике ăсатса ячĕ те Уйăп хуранне тăр шывпа чӳхесе çĕнĕрен пĕçерме çакрĕ. Вĕреме те кĕреймерĕ яшка, Туй-Тупаласем килсе çитрĕç. Ку хутĕнче икĕ пăши тытнă. Яшка вĕреме те кĕменнине курсан Туй-Тупала Уйăпа тем те пĕр каласа хăртма пуçларĕ.

Услап! Наян! Тăрпалтай! Ку таранччен яшка пĕçереймен! Хĕвел анаспа тин пиçрĕ яшка. Ларса çирĕç те çывăрма выртрĕç. Уйăп Чике старик хур сухал çинчен шăп.

Ир тăчĕç те каллех сунара тухса кайрĕç, киле Упа Ывăль Утамана хăварчĕç. Апат антарса лартас вăхăтра каллех Чике старик хур сухал килсе çитрĕ.

Хуçи пур-и? – тет Чике старик.

Пур! – тет Утаман.

Йăтса антар, йăтса кĕрт, – тет Чике старик.

Кĕрес тесен хăвах ан, хăвах кĕр, – тет Утаман.

Ан лăпăртатса тăр, – тет Чике старик. – Хăвна çисе ярасса кĕтетĕн-им? – тет..

Утаман лаплаттарса утса тухрĕ, йăтса антарчĕ старике, йăтса кĕчĕ, малти сак çине лартрĕ. Чике старик вучахра апат вĕресе тăнине курчĕ те ыйтать:

Вучахра унта мĕн лăкăр-лăкăр тăвать? –тет.

Яшка! – тет Утаман.

Антарса пар ăна! – тет Чике старик. – Унсăрăн хăвна тытса çиетĕп! – тет.

Утаман яшкана антарса пачĕ, Чике старик ăна пĕр тумлам хăварми çисе ячĕ. Кĕтмен хăнана ăсатса ярать те Утаман хуран çума пуçлать. Яшкине çакма та ĕлкĕреймест – Туй- Тупаласем çитрĕç. Виçĕ пăши тытнă. Туй-Тупала Утамана тем те пĕр каласа ятлать:

Услап! Юлхавçă! Ханттарай! Ку таранччен яшка çакса ярайман!

Каç пулсан тин пиçрĕ яшка. Лĕрĕп-лĕрĕп сыпкаларĕç те çывăрма выртрĕç. Утаман Чике старик хур сухал çинчен шăп.

Тепĕр кунне Туй-Тупала киле хăй юлчĕ. Лешсем сунара хăйсем ăссĕнех тухса кайрĕç. Туй-Тупала яшка çакса ячĕ те пĕçерсе ларать. Вучахран антарса лартас вăхăтра кил карти хапхи умне Чике старик хур сухал килсе çитрĕ, хăй шап-шурă лаша çине утланнă.

Хуçи пур-и? – тет Чике.

Пур! – тет Туй-Тупала.

Йăтса антар, йăтса кĕрт! – тет Чике старик.

Ху урупах утса кĕр! – тет Туй-Тупала.

Çисе ярап! – тет Чике старик.

Хăтланса пăх-ха! – тет Туй-Тупала.

Чике старик çилленсе çитрĕ те Туй-Тупала патне пӳрте тĕпĕртеттерсе чупса кĕчĕ. Туй-Тупала çине кушак пек сиксе ларчĕ те тытăнчĕ чавма, çыртма, вăрăм сухалĕпе явса илсе пăвма. Туй-Тупала ярса тытрĕ те Чике старике çавăрчĕ çапрĕ, çавăрчĕ çапрĕ, унтан тула илсе тухрĕ те туратлă юмана варринчен çурса старике сухалĕнчен юман çурăкне хĕстерсе хучĕ.

Часах Хĕветке, Уйăп, Утаман таврăнчĕç. Пĕр мулкач çури тытнă. Хăйсем вăрттăн йăл-йăл кулкаласа илеççĕ, Туй-Тупала та Чике старик мăшкăлĕ пулнă ĕнтĕ тесе шутлаççĕ.

Туй-Тупала кусем çине пăхрĕ те калать:

Паян эпĕ пĕр кайăк тытрăм! Атьăр-ха кăтартам! Çавă сире хăратса тăнă иккен! – тет.

Юман патне çитрĕç. Пăхаççĕ – Чике старик хур сухал çук. Юман çурăкĕнче юнлă сухал çеç çакăнса тăрать. Чике старик сухалне янах тирĕпе пĕрле сӳсе хăварса анса тарнă, хыçалтан юн юхса йĕр туса пынă. Çак йĕр тăрăх Туй- Тупаласем йĕрлесе кайрĕç.

Кайсан-кайсан юнлă йĕр кусене пĕр шăтăк тĕлне çитерет. Туй-Тупала выртса пăхрĕ – шăтăкĕ питĕ тарăн иккен, тĕпĕ те курăнмасть. Çав шăтăк аялти тĕнченех анса каять.

Мĕн пулать те мĕн килет, анса курар, – терĕ Туй-Тупала. Вĕрен яврĕç-яврĕç-яврĕç те шăтăка вĕрен тăрăх Хĕвел Ывăль Хĕветкене антарса ячĕç.

Вĕрен кĕске пулсан кăрт-кăрт турт! – терĕ Туй-Тупала Хĕветкене. Хĕветке пĕр пӳлĕме анса тăчĕ. Унта сак çинче Чике старик юн юхтарса выртать.

Ах, ах, ку Туй-Тупала пуçне хăçан та пулсан çийĕп-çийĕпех! – тет хăй.

Хĕветкенĕн хăранипе çӳçĕ-пуçĕ вирелле тăрса кайрĕ. Вĕрене кăрт-кăрт туртрĕ. Кĕç Хĕветкене туртса кăларчĕç. Тата тепĕртак яврĕç те вĕрене Уйăх Ывăль Уйăпа антарса ячĕç.

Вĕрен кĕске пулсан кăрт-кăрт турт! – терĕ Туй-Тупала. Акă Уйăх Ывăль Уйăп анса кайрĕ. Унта пӳлĕмре Чике старик ахлатса выртать:

Ах, ах, ку Туй-Тупала пуçне хăçан та пулсан çийĕп-çийĕпех! – тет.

Уйăп хăранипе вĕрене кăрт-кăрт! туртрĕ. Ана çав самантрах туртса кăларчĕç.

Татах вĕрен яврĕç. Упа Ывăль Утамана антарса ярас – самăрскер шăтăка кĕреймест. Вара Туй-Тупала хăй анма шут турĕ.

Ну, – терĕ юлташĕсене Туй-Тупала, – мана çак шăтăк патĕнче виçĕ çулччен кĕтĕр, виçĕ çултан та тухаймасан ан кĕтĕр, – терĕ те вĕрен вĕçĕнчен тытса шăтăка анса кайрĕ.

Туй-Тупала пĕр пӳлĕме анса тăчĕ. Сак çинче Чике старик ахлатса выртать:

Ах, ах, ку Туй-Тупала пуçне хăçан та пулин çийĕп-çийĕпех! Ах, ку Туй-Тупала пуçне çийĕп-çийĕпех! – тет.

Э-э-э, эсĕ кунта-и?! – терĕ Туй-Тупала. Чике старик сикрĕ тăчĕ вырăнĕ çинчен:

А-а-а, хăвах килтĕн-и? – терĕ.

Тапратрĕç кĕрешме, тапратрĕç çапăçма! Хăнтăртаттарса-çĕмĕрĕлсе тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайрĕç. Пĕрре Туй-Тупала çĕнсе пăрахать... Тепре Чике старик çĕнсе пăрахать... Анчах Туй- Тупала вăйлăрах: Чике старике авса лартрĕ. Тепле майпа вĕçерĕнчĕ те Чике старик пăлтăралла чупса тухса темскерле эмел ĕçсе вăйлăланса кĕчĕ. Каллех Туй-Тупалапа çапăçма тытăнчĕ. Туй-Тупалапа тан çапăçать. Татах чупса тухрĕ, татах вăйлăланса кĕчĕ. Хайхи Туй-Тупалана çĕнтермех пуçлать. Мĕн тăвас?

Пӳртре Чике старикĕн виçĕ хĕр ларать. Лешĕ пăлтăра чупса тухсан Туй-Тупала хĕрсем енне çаврăнчĕ те хаяррăн кăшкăрчĕ:

Калатăр тăк калăр: сирĕн аçăр мĕн ĕçсе вăйлăланса кĕрет вăл? Каламастăр тăк халех хĕçпе касса ваклатăп сире! – терĕ. Хĕрсен сехри хăпрĕ, сиксе чĕтреççĕ.

Пирĕн аттен пăлтăрĕнче икĕ енче икĕ чăлан пур. Çав чăлансенче икĕ тулли пичке ларать. Сылтăм енчи чăланти пичкере – чĕрĕ шыв, сулахай енчи чăланти пичкере – вилĕ шыв. Пирĕн атте сылтăм енчи пичкерен туха-туха ĕçет вăл, – терĕ кĕçĕн хĕрĕ.

Туй-Тупала тухрĕ те пичкесене улăштарса лартрĕ. Акă Чике старик каллех пăлтăра чупса тухрĕ, сылтăм енчи пичкери шыва ĕçсе вăйсăрланса кĕчĕ. Туй-Тупала чупса тухрĕ те сулахай енчи пичкери шыва ĕçсе вăйлăланса кĕчĕ. Кĕрешме тапратрĕç – Чике старик парăна пуçлать. Татах чупса тухаççĕ – пĕри вăйне пĕтерсе, тепри вăй хушса кĕреççĕ. Юлашкинчен Чике старик лăчă-лăчă ывăнса çитрĕ. Вара ăна Туй-Тупала çавăрчĕ çапрĕ, çавăрчĕ çапрĕ те вĕлерчĕ. Виллине вутпа çунтарса, кĕлне çилпе вĕçтерсе ячĕ.

Чике старикĕн хĕрĕсем тĕлĕнмелле хитре пулнă. Туй-Тупала ытараймарĕ, виççĕшне те хăйпе пĕрле çӳлти тĕнчене илсе хăпарма шутларĕ. Хĕрсене вăл вĕренпе пĕрерĕн-пĕрерĕн хăпартса ячĕ. Юлашкинчен Туй-Тупала хăй хăпарма пуçларĕ. Кĕç, çурри хăпарса çитсен, лешсем вĕрене касрĕç ячĕç. Туй-Тупала вĕренпе пĕрле хантăртаттарса каяллах анса кайрĕ.

Çапла Туй-Тупала аялти тĕнчерех тăрса юлчĕ. «Мĕн тăвас? Малаллах каяс!» – терĕ Туй-Тупала. Инçетре чăл-л-л! вут çути курăнчĕ. Вут çутине хирĕç кайса Туй-Тупала пĕр пӳрте çитсе кĕчĕ. Çак пӳртре пĕр карчăк сурчăкпа чуста çăрса тăнă.

Кинемей, ма капла чустана сурчăкпа çăратăн? – тет Туй-Тупала.

Эй, ырă çыннăм, – тет карчăк хуйхăрса, – пирĕн çăла çĕлен килсе ернĕ. Этемсене ĕнтĕ хĕрĕх çул шыв памасăр пурăнать. Шыв ăсма пыракансене пурне те çисе тăрать.

Туй-Тупала витре илчĕ те кайрĕ çăл патне шыв ăсма. Çĕлен катаранах:

Кам çав? – тет.

Хăна! – тет Туй-Тупала. Çĕлен хăнана ăсма чармарĕ. Туй-Тупала пĕр витре ăсрĕ те карчăк пӳртне таврăнчĕ. Шыв нимĕн тума та çитмерĕ: çур витрипе кункăра чӳхерĕç, çур витрине карчăк, шыв курманскер, хăех ĕçсе ячĕ. Пашалу çăрма каллех шыв кирлĕ пулчĕ. Тепре кайрĕ Туй-Тупала. Çĕлен:

Кам çав? – тет.

Хăна! – тет Туй-Тупала.

Çĕлен каллех хăнана шыв парса ячĕ. Ку витре шыв чуста çăрма çеç çитрĕ. Яшка пĕçерме кирлĕ тата. Туй-Тупала татах кайрĕ. Çĕлен:

Кам çав? – тет.

Хăна! – тет Туй-Тупала.

Виççĕмĕш хут çĕлен шыв парса ячĕ. Татах шыв çитмерĕ: пашалупа яшка çисен ĕçме кирлĕ. Тăваттăмĕш хут Туй-Тупала шыв ăсма кайрĕ. Çĕлен:

Кам çав? – тет.

Хăна! – тет Туй-Тупала.

Хăна та хăна! Хăна та хăна!.. – тесе çĕлен явăнса туха пуçларĕ.

Туй-Тупала хĕçне туртса кăларчĕ те çĕлене касрĕ вакларĕ, касрĕ вакларĕ. Çĕлен ăшĕнчен темĕн чухлĕ халăх йăтăнса тухрĕ. Пурте Туй-Тупалана тав тăваççĕ, мĕн кирлĕ те мĕн кирлĕ теççĕ. Туй-Тупала:

Мана нимĕнех те кирлĕ мар, çӳлти тĕнчене епле те пулин хăпарасчĕ çеç, – тет.

Вилĕмрен хăтăлнă çынсем калаççĕ:

Пирĕн вăрманта пĕр юман хăвăлĕнче ăмăрт кайăк пурăнать. Çавă сана çӳлти тĕнчене илсе хăпартĕччĕ, – теççĕ.

Туй-Тупала ăмăрт кайăк патне уттарчĕ. Юман хăвăлĕнче ăмăрт кайăкăн виçĕ чĕпĕ пулнă. Амăшĕ çӳлте вĕçсе çӳренĕ. Çак чĕпĕсене çиме кĕçех виçĕ пуçлă çĕлен кашласа çитрĕ. Туй-Тупала хĕçне туртса кăларчĕ те касрĕ вакларĕ, касрĕ вакларĕ çĕлене. Унччен те пулмарĕ ултă пуçлă çĕлен персе çитрĕ. Туй-Тупала хĕçĕпе пĕрре сулчĕ те çĕленĕн виçĕ пуçне касса татрĕ, тепре сулчĕ те икĕ пуçне касса татрĕ, тата тепре касрĕ те çĕлене тирпейлерĕ. Ак тăхăр пуçлă çĕлен килсе çитрĕ. Эй çырлах! Туй-Тупалапа çĕлен тапратрĕç çапăçма. Туй-Тупала хĕçĕпе сулчĕ те çĕленĕнне тӳрех виçĕ пуçне касса татрĕ. Çĕлен çилленсе çитрĕ те хӳрипе çавăрса çапрĕ – Туй-Тупалана ураран ӳкерчĕ. Туй-Тупала вăйне пухса часрах сиксе тăрса хĕçĕпе тепре сулчĕ – çĕленĕн тепĕр виçĕ пуçĕ сирпĕнсе кайрĕ. Туй-Тупала тата касрĕ, тата касрĕ те, çĕлен тӳпех персе анчĕ.

Амăрт кайăк чĕпписем Туй-Тупалана этем чĕлхипеле тав турĕç те амăшĕ килсен ăна-кăна пĕлмесĕр сăхса вĕлересрен каскасем хушшине пытанса выртма хушрĕç. Кĕç ăмăрт кайăк çӳлтен кашласа анчĕ.

Тьăх-ху-у! Этем ывăль шăрши кĕрет, – тет ăмăрткайăк.

Чĕпписем калаççĕ:

Анне, ăна эсĕ ан тив, вăл пире çĕленсенчен хăтарчĕ, авă кур, вĕсен виллисем унта та кунта йăваланса выртаççĕ, – теççĕ.

Амăшĕ хĕпĕртесе:

Ăçта вăл сире çăлакан, ăçта вăл? – тет. Туй-Тупала çак сăмахсене илтсен пытанса выртнă çĕртен тухрĕ. Ăмăрт кайăк савăннипе ним тума пĕлмест:

Мĕн кирлĕ, мĕн парас, мĕнпе сана ыр пулас? – тесе çеç тăрать.

Туй-Тупала:

Мана нимех те кирлĕ мар, çӳлти тĕнчене хăпарасчĕ çеç, – тет.

Амăрт кайăк сăмахсăрах килĕшрĕ. Туй-Тупала хăтарнă çынсем хĕрĕх ĕне ашĕ, хĕрĕх пичке шыв хатĕрлесе пачĕç. Çаксене пурне те ăмăрт кайăк çине тиерĕç. Вара Туй-Тупала ăмăрт кайăк çине вырнаçса ларчĕ те, вĕсем çӳлти тĕнчене кашласа хăпарса кайрĕç.

Çӳлти тĕнчене çитерехпе кусен аш пĕтсе çитрĕ. Туй-Тупала хĕçне кăларчĕ те хăйен тачка пĕççинчен пер татăк аш касса пачĕ. Амăрт кайăк шăршласа пăхрĕ те ыйтать:

Мĕнле аш тупса патăн мана эсĕ? – тет.

Ĕне ашĕ – юлашки татăк, – тет Туй-Тупала.

Çук, ĕне ашĕ мар, хăвăн ӳтне касса патăн эсĕ мана! – терĕ ăмăрт кайăк. – Пысăк тав сана уншăн, анчах инçех юлмарĕ ĕнтĕ, аптрамăпăр, кĕçех çитетпĕр, – терĕ те ӳт татăкне Туй-Тупала пĕççи çумне çыпăçтарса лартрĕ. Суран çав самантрах ӳт илсе тӳрленсе ларчĕ.

Часах вĕсем çӳлти тĕнчене вĕçсе тухрĕç. Туй-Тупала ăмăрт кайăка тав турĕ те, ăмăрт кайăк каялла кашласа анса кай-рĕ. Туй-Тупала вăрманти çурта таврăнчĕ.

Кунта хĕрсех туй тăваççĕ иккен. Туй-Тупала вĕсем темле инкеке лекнĕ пулĕ тесе шутланă. Кур-ха вĕсене, çав хитре хĕрсене ытараймасăр Туй-Тупалана вĕлерме кавар тунă иккен.

Туй-Тупалана курсан хайхисем пĕрре шуралса, тепре кăвакарса кайрĕç.

Паянтан çак çуртра сирĕн шăршăр-маршăр та ан пултăр, тасалăр часрах куç умĕнчен! – терĕ Туй-Тупала.

Лешсем вăшт-вашт сиксе тăчĕç те тара пачĕç ăçта куç курать çавăнталла.

Туй-Тупала Чике старик хур сухалăн кĕçĕн хĕрне качча илчĕ тет. Аслă хĕрĕпе вăталăххи кусемпе сывпуллашса хăйсем кăна пĕлекен çĕре çул тытрĕç тет.