ÇИТМĔЛ ÇИЧĔ ЧЕЧЕКРЕН ÇĔЛЕНĔ КĔПЕ

Народное творчество


 

ÇИТМĔЛ ÇИЧĔ ЧЕЧЕКРЕН ÇĔЛЕНĔ КĔПЕ

 

Тахçан-тахçан ĕлĕк-авалах, пирĕн асаттесен мăн аслашшĕсем пурăннă чухнех, пулса иртнĕ тет ку ĕç.

Пĕр салтак çар хĕсметне вĕçленĕ тет те таврăнать тет тăван килне. Пырать тет çапла юрласа та шăхăркаласа, утас çулне кĕскетсе. Пырса çитрĕ хайхи сĕм вăрмана. Сасартăк илтех кайрĕ такам чун çурасла çухăрса янине. Чупрĕ салтак сасă илтĕннĕ еннелле, пăхать йывăç турачĕсене сиркелесе — инçех те мар икĕ вăрă-хурах пĕр карчăка ярса тытнă та тем те пĕр каласа вăрçаççĕ, хĕнеççĕ, асаплантарса тем ыйтса пĕлесшĕн тăрмашаççĕ. Салтак мĕн пур вăйне пухса хыттăн кăшкăрса ярать:

Ак хайхисем! Тытăр! Эпĕ кунтан, эсир лерен!

Хурахсем сехре хăпнипе иккĕшĕ икĕ еннелле тапса сикеççĕ.

Вилĕмрен хăтăлнă карчăк салтака ÿксе пуççапрĕ те хăй килне ертсе кайрĕ. Вăл карчăк аслă вăрçăра пуç хунă паттăрăн тăлăха юлнă арăмĕ пулнă иккен. Çурчĕ те унăн çав вăрмантах пĕр уçланкăра ларнă.

Вĕсене хирĕç карчăкăн виçĕ хĕрĕ чупса тухрĕç, салтака пÿрте çавăтса кĕчĕç. Амăшĕ хĕрĕсене салтак хăйне вилĕмрен епле çăлнине каласа пачĕ.

Хĕрĕмсем, — терĕ вăл, — эсир салтака виçсĕр виçĕ тĕрлĕ парне парăр, тăваттăмĕшне хам парăп.

Аслă хĕрĕ салтака илемлетсе тĕрленĕ сăмса тутăрĕ парнелерĕ. Вăталăххи пĕр витре сăра ăсса кĕрсе ĕçтерчĕ.

Епле пек туйăнать? — ыйтрĕ вăл.

Вăй хушăннине сисрĕм, — терĕ салтак. Лешĕ тата тепĕр витре ăсса килсе ĕçтерчĕ.

Халĕ еплерех пек? — тет.

Халĕ ĕнтĕ чикĕсĕр-виçесĕр вăй кĕнине туятăп. Çĕре тетепĕр майлă çавăрса яма пултарассăн туйăнать, — хуравлать салтак.

Хĕр ăна урăх витререн çуррине ĕçтерчĕ те:

Халĕ тата мĕнлерех? — тесе ыйтать. Салтак:

Паçăрхинчен чакрĕ, — тет.

Лешĕ каларĕ:

Çитĕ, кун чухлĕ вăй пулсан аптрамăн, — терĕ. Кĕçĕн хĕрĕ уçланкăри чечексене пуçтарса çитмĕл çич чечекрен кĕпе çĕлесе пачĕ.

Салтак килне таврăнма пуçтарăна пуçларĕ. Ана ăсатм; пурте тухрĕç.

Аслă хĕрĕ:

Эпĕ сана асамлă сăмса тутăрĕ патăм, унпа эсĕ шыврта путмăн, вутра та çунмăн, ан çухат, — терĕ.

Вăталăхĕ:

Эпĕ сана вăй патăм, анчах вăюпа ан мухтан: хăвн тивмесĕр никама та ан тĕкĕн, сыхланса çÿре, — терĕ.

Кĕçĕнни çапла каларĕ:

Эпĕ сана çитмĕл çичĕ тĕслĕ чечекрен кĕпе çĕлесе патăм, вăл кĕпене аялтан тăхăн, хăв виличчен те ан хыв, çак кĕпе сана тĕрлĕ тăшмансенчен çăлĕ, сыхланса çÿре, — терĕ.

Амăшĕ:

Эсĕ мана вилĕмрен çăлтăн, çавăншăн сана упăшкамран юлнă урхамаха, унăн паттăр тумтирне тата хĕрĕх пăт туртакан хĕçе паратăп, — терĕ. Вара витерен улма чăпар урхамаха çавăтса тухрĕ, кĕлетне уçрĕ те хĕрĕх пăтлă хĕç тата паттăр тумтирне илме каларĕ.

Амăшĕпе хĕрĕсем салтака ырлăх-сывлăх сунса ăсатса ячĕç. Кĕçĕн хĕрĕ вара нÿрелнĕ куçне ыттисем сисиччен шăлса илчĕ. Питĕ килĕшнĕ иккен ăна çав йĕкĕт.

Салтак вăрмантан тухрĕ те урхамахне юрттарса хĕвел тухăç еннелле кайрĕ. Кăнтăрла çитеспе пĕр анлă юхан шыв хĕррине çитсе чарăнчĕ. Епле каçас: кĕпер те, кимĕ таврашĕ те çук. Акă вăл карчăкăн аслă хĕрĕ каланине аса илчĕ, кĕсйинчен ун парнине — асамлă тутăра — туртса кăларса урхамахăн çилхи çумне çыхса лартрĕ, унтан тÿрех шывалла уттарса кайрĕ. Урхамах шыв çинчен типĕ çĕртен пынă пекех чупса тухрĕ.

Юхан шыв çумĕнчех, вăрман хĕрринче, пысăк хула сарăлса ларнă. Салтак хулана çитсе пĕр ватă çын патне хваттере кĕчĕ. Урхамахне витене хупрĕ, хăй пÿрте кĕрсе апатланчĕ те канма выртрĕ. Вăл, ырнăскер, нумай çывăрнă. Тăчĕ — тул çутăлса кайнă иккен, хĕвел сарăлса тухнă. Хулара хурлăхлă чан сасси янăраса тăрать. Тĕлĕнсех кайрĕ салтак, хваттер хуçине чĕнсе илчĕ те ыйтать:

Асатте, паян уяв мар пулĕ-çке, мĕншĕн ку териех чан çапаççĕ?— тет.

Ватă çын каларĕ:

Ачам, эсĕ нимĕн те пĕлместĕн-ха. Пирĕн хула çумĕнче тĕпсĕр кÿлĕ пур. Унта ултă пуçлă çĕлен пурăнать. Çав çĕлен çын çиме вĕреннĕ: кама курать, çавна хыпса çăтать. Пĕр виçĕ çул çитет ĕнтĕ — патша хушнă тăрăх шăпа яраççĕ, шăпа Кама тухать, çавăн çĕлен апачĕ пулма тивет, ăна кÿлĕ хĕррине кайса яраççĕ. Ĕнер шăпа ячĕç те, патшан пĕртен-пĕр хĕрне тухрĕ. Акă ĕнтĕ паян вун икĕ сехетре патша хĕрне çав кÿлĕ хĕррине çĕлене леçсе параççĕ, çавăнпа паян пĕтĕм халăх кулянать, чансене те çавăнпа хурлăхлă çапаççĕ. Патша хĕрне пирĕн урампах, ман çурт çумĕнченех, ăсатма кайĕç, — терĕ.

Акă кăнтăр вăхăчĕ те çитсе пырать. Каллех хурлăхлă чан сасси янраса кайрĕ. Урампа темĕн чухлĕ çын утать. Пурте патша хĕрне юлашки çула ăсатаççĕ. Салтак та курма тесе урама тухрĕ. Патша хĕрне хăйĕн тантăшĕсем çавăтса пыраççĕ иккен. Çапла ăна кÿлĕ патне леçсе хăварчĕç.

Асатакансем каялла иртсе кайсан салтак хăйĕн хĕрĕх пăт таякан хĕçне çакрĕ те кÿлĕ хĕррине çул тытрĕ. Патша хĕрĕ кÿлĕрен пĕр çирĕм хăлаçра ларакан юпа çумĕнче йĕрсе тăнă, юпа йĕри-тавра çын шăмми-шаккисем купаланса выртнă. Салтак патша хĕрĕ патне çитрĕ те хăй хĕçĕ çине таянса тăчĕ.

Хĕр каларĕ:

Эсĕ кунта мĕн ĕçлеме килтĕн? Кĕçех çак кÿлĕрен çĕлен тухĕ, вара иксĕмĕре те çисе ярĕ. Кай хăвăртрах кунтан, ху чунна хĕрхен, вăхăтсăр ан вил, — терĕ.

Салтак каларĕ:

Эпĕ кунти çын мар, манăн вăл çĕлене курассам килет, вăйсене танлаштарма та кăмăлăм пур, — терĕ.

Сасартăк кÿлĕ çилсĕр-мĕнсĕр хумханма, пăкăртатса кĕр-леме тапратрĕ. Кăшт тăрсан ултă пуçлă çĕлен ишсе тухрĕ. Çĕлен салтака курсан хавассăн ахăрса ячĕ:

Паян патша мана валли икĕ çын ярса панă иккен! Салтак хĕçне илчĕ те çĕлене хирĕç утрĕ.

Çиме пани пырна ан лартăрччĕ, малтан вăйăмăрсене танлаштарса пăхар-ха, кайран курăнĕ унта. Эсĕ вăйлă пулсан çак кÿлĕ хĕрринчи хăйăра сывлăшупа виçĕ çухрăма çити вĕçтерсе яр, — терĕ салтак.

Тытăнчĕ çĕлен вĕрме. Вĕрчĕ-вĕрчĕ, хăйăра аран-аран виçĕ çухрăма вĕçтерсе ячĕ. Пĕррех вĕрчĕ салтак — хăйăр тăхăр çухрăма çити вĕçсе кайрĕ.

Салтак çĕлене тепĕр ĕç хушрĕ:

Эсĕ вăйлă пулсан çак кÿлĕ хĕрринчи пĕр лаптăк вăрмана сывлăшупа вĕрсе тасат, — терĕ.

Çĕлен вĕрме тытăнчĕ — аран-аран пĕр-ик йывăç тăпăлтар-чĕ. Салтак пĕрре-иккĕ вĕрчĕ те, йывăçсем тымарĕ-мĕнĕпе тăпăлса пĕлĕте çити ыткăнчĕç. Пĕр самантрах кÿлĕ хĕрринчи пĕр пысăк лаптăк йывăçсенчен тасалчĕ.

Çакна курсан çĕлен хăраса кайрĕ те салтака тилмĕре пуçларĕ:

Тархасшăн, мана ан вĕлер, эпĕ кунтан каятăп, малашне никама та тивмĕп, чунăма çеç хăварсам, — терĕ.

Салтак нумай калаçса тăмарĕ:

Çитĕ сана улталама, айăпсăр çынсене хур кăтартма, — терĕ те хĕрĕх пăтлă хĕçĕпе пĕррех сулчĕ — çĕленĕн ултă пуçĕ те татăлса ÿкрĕ.

Унтан салтак çĕлен кĕлеткине тураса, пуçĕсене пуçтарса кÿлĕ хĕрринчи пысăк чула ури пуçĕпе çĕклерĕ те çав чул айне тултарса хăварчĕ.

Патша хĕрĕ савăннипе йĕрсе ячĕ, вара тÿрех салтак патне чупса пырса мăйĕнчен уртăнчĕ:

Эсĕ манăн, — терĕ. Вара хăй ятне çырнă хаклă йышши чулсемпе илемлетнĕ ылтăн çĕррине хывса салтака пачĕ.

Хĕр салтака хăйпе пĕрлех ашшĕ патне илсе каясшăн, анчах лешĕ хирĕçлерĕ:

Эсĕ халĕ пĕчченех таврăн, вăхăт çитсен эпĕ хамах пырăп, — терĕ.

Хĕр савăнса хуланалла уттарчĕ. Ăна хирĕç патша тарçи пичĕкепе кÿлле шыв турттарма каять. Вăл патша хĕрне курчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Лашине чарса хĕртен вăл епле майпа чĕрĕ юлнине ыйтса пĕлчĕ. Ыйтса пĕлчĕ те çумĕнчи çĕççине туртса кăларчĕ:

Ак çакна куратăн-и? — терĕ. — Аçуна кала — шыв турттаракан çăлчĕ те, унсăрăн вĕлеретĕп. Сана çăлакан кайнă ĕнтĕ вăл, качча илес пулсан пăрахса каймĕччĕ, — терĕ.

Патша хĕрĕ хăраса ÿкрĕ:

Аттене эсĕ çăлтăн тесе калăп, — терĕ.

Çапла хĕр шыв турттараканăн урапи çине ларса килне таврăнчĕ.

Патшапа майри хăйсен пĕртен-пĕр хĕрне шыв турттаракан тарçă çăлнине пĕлсен питĕ савăннă. Вĕсем салтаксене ту-пăран, пăшалсенчен пеме хушнă. Чансем çĕнĕрен кĕрлесе кайнă. Анчах халĕ вĕсем паçăрхи пек хурлăхлăн мар, питĕ савăнăçлăн янăранă. Çынсем: «Мĕн пулнă-ши капла?» — тесе патша çурчĕ патне чупа-чупа пынă. Салтаксем вĕсене: «Патша хĕрне шыв турттаракан тарçи çăлнă», — тесе пĕлтернĕ.

Пĕтĕм хула калама çук савăннă. Патша керменĕнче пĕр уйăх уяв тума хушнă. Унта пыма никама та чарман.

Пĕррехинче уявра çак паттăр салтак пурăнакан хваттер хуçи те пулса курнă. Вăл таврăнсан салтак ыйтать:

Эсĕ ăçта пултăн, асатте?— тет.

Ватă çын

Патша патĕнче пултăм, — тет, — унта халăх питĕ нумай. Патша хĕрĕ вилĕмрен çăлăннине çапла чаплăн уявлаççĕ. Патша хĕрне çăлакан тарçă та сĕтел хушшинче ларать, ăна патша хăй тăхăнса çÿрекен тумтирне тăхăнтартнă. Курассу килсен ыран эсĕ те кайса кур, — тет ватă çын.

Ирхине тăрсан салтак апатланчĕ те ахаль тумне тăхăнса патша керменне тухса утрĕ. Унта халăх питĕ нумай пуç-тарăннă. Салтак ыйткалакансем хушшине кĕрсе ларчĕ. Акă вĕсем патне патша хĕрĕ сăра ĕçтерме пычĕ. Салтак патне çитсен ăна сăра курки тыттарчĕ те ыйтать:

Салтак, санăн сылтăм аллуна мĕн пулчĕ, мĕншĕн çыхрăн? — тет. Леш калать:

Турпас пуçтарнă чух шăрпăк кĕнĕччĕ, çавăнпа çыхрăм, — тет. Патша хĕрĕ салтака аллине салттарчĕ. Сасартăках пÿлĕмре çиçĕм çиçнĕ пек яр-р-р! çуталса илчĕ. Пурте пĕр-пĕринчен мĕн пулчĕ те мĕн пулчĕ тесе ыйтаççĕ. Патша хĕрĕ салтака ашшĕ умне çавăтса пычĕ:

Атте, мана вилĕмрен çăлакан, çĕлен аллинчен хăтаракан, çĕлене пĕтерекен çакă пулать. Эпĕ ăна вилĕмрен хăтăлсан хамăн аллăмри çĕрре панăччĕ, ак вăл çĕрĕ. Леш тарçă — ултавçă. Вăл мана вĕлерессипе хăратрĕ. Эпĕ ăна йышăнмас- тăп! — терĕ патша хĕрĕ.

Çак сăмахсене илтсен шыв турттаракан тарçă сиксе тăчĕ те салтакпа тавлашма тытăнчĕ.

Салтак каларĕ:

Пирĕн нимĕншĕн те тавлашмалли çук. Ак эсĕ мана çав çĕлен кĕлеткине ăçта хунине каласа пар, — терĕ.

Тарçă:

Эпĕ ăна пысăк чул айне хутăм, — терĕ.

Апла пулсан эсĕ ăна пире кăтарт, — терĕç пухăннисем. Шыв турттаракан, салтак, патшапа майри, вĕсен хĕрĕ, пухăннă пĕтĕм халăх — пурте кÿлĕ хĕррине кайрĕç. Тарçă чул патне пычĕ те калать:

Çĕлен кĕлетки çак чул айĕнче выртать, — тет. Салтак каларĕ:

Эсĕ паттăр пулсан чулне илсе çĕлен кĕлеткине кăтарт, — терĕ.

Шыв турттаракан тарçă чула çĕклес тесе тапаланчĕ-та-паланчĕ — пултараймарĕ. Паттăр салтак пычĕ те чула урипуçĕпе пÿскене йăвантарнă пек сирсе ячĕ. Вара пурте çĕлен кĕлеткине, унăн ултă пуçне курчĕç.

Патша каларĕ:

Ултавçă çак çĕлен евĕрлĕ, ăна çав çĕлен пуçĕсемпе пĕрле чул айне хурăр, — терĕ.

Паттăр салтак ултавçа çĕлен пуçĕсемпе пĕрле чул айне пусарса хучĕ. Тапаланчĕ-тапаланчĕ чул айĕнче патша тар-çи, чакаланчĕ-чакаланчĕ, пурĕ пĕр тухаймарĕ.

Патша паттăр салтака хăй çийĕнчи тумтирне хывса тăхăнтартрĕ, хĕрĕпе иккĕшне пĕрле ыр курса пурăнма пехиллерĕ. Туй хыççăн салтак ватă çын патĕнчен патша керменне пурăнма куçрĕ. Патша кĕрÿшёпе хёрне пĕр чаплă çурт пачĕ.

Тепĕр виçĕ уйăхран салтак хăйсен патшалăхĕпе çывăхрах паллашас тесе çула пуçтарăна пуçларĕ. Пĕр çуллахи хĕвеллĕ кун вăл арăмĕпе сывпуллашса урхамахĕ çине утланчĕ те хĕрĕх пăтлă хĕçне çакса çула тухса кайрĕ.

Чуптарса пырать салтак çаранпа, курах кайрĕ: унăн çулĕ урлă хура çĕлен шуса каçать. Чуптарса çитрĕ те çĕлене тытса кушилне чикрĕ. «Мĕн тăвам-ши ку çĕлене? — тесе шухăшлать. — Халлĕхе ним те тăвам мар-ха, каялла таврăнам та ут таврашĕ усракан пÿлĕме ярса хăварам, кайран курăнĕ унта», — тет. Каялла таврăнчĕ те çĕлене кушилĕнчен кăларса пÿлĕме хупса хăварчĕ.

Салтак тĕп тунă ултă пуçлă çĕленĕн пĕр пуçĕ вилсех çитеймен пулнă-мĕн. Патша тарçи чул айĕпе чакаласа тунă шăтăкран ирĕке тухса хура çĕлен пулса тăнă вăл.

Салтак тытнă хура çĕлен шăп та лăп çавă пулнă иккен.

Çур çула яхăн курса çÿрерĕ хăйсен патшалăхне салтак. Пур хулара та ăна хирĕç тухса çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ, хăна туса ăсатса янă.

Çав хушăра патша хĕрĕ пĕчченех пурăннă, апатланма çеç ашшĕпе амăшĕ патне çÿренĕ.

Пĕррехинче çĕлене хупнă пÿлĕмре шакканă сасă илтĕнет. Патша хĕрĕ: «Мĕн пур вара кунта?» — тесе чÿречерен пырса пăхрĕ. Курах кайрĕ: пÿлĕм алăкĕ патĕнче пĕр чипер те маттур каччă тăра парать, хăй:

Уçса кăлар мана, — тет.

Патша хĕрĕ тĕлĕнсех кайрĕ: «Ку каччă ăçтан кĕнĕ, ку пÿлĕме ăна кам хупнă?» — тесе шухăшлать. Леш каллех:

Уç! — тет.

Чăтаймарĕ патша хĕрĕ, уçса кăларчĕ.

Эсĕ мĕнле çын, сана кунта кам хупрĕ? — тесе ыйтрĕ. Каччă каларĕ:

Эпĕ сан упăшкун шăллĕ, эпĕ ăна ултă пуçлă çĕлене тĕп тума вăрçă хатĕрĕсем тупса патăм, вăл вара тав тăвас вырăнне мана çакăнта хупса хучĕ. Тархасшăн, выçă вилме ан пар мана, — терĕ каччă.

Патша хĕрĕ пăхать те: «Ку манăн упăшкаран та мат-туртарах-çке», — тесе шухăшлать. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ вăл каччана, упашки тавраниччен хаи патенчех пытарса усрама шутларĕ

Çапла вĕсем иккĕш пурăна пуçларĕç, хĕр ашшĕсем патне апатланма кайма та пăрахрĕ.

Пурăнсан-пурăнсан леш каччă патша хĕрне калать:

Эпир аван пурăнтăмăр ĕнтĕ, упăшку таврăнас вăхăт та çитет, вăл мана санпала пĕрле пурăннине пĕлсен вĕлерттерет, сана та чĕрĕ хăварас çук. Атя çапла тăвар: упăшкуна хăйне вĕлерер те иксĕмĕр пĕрле пурăнар. Ана вĕлернине аçупа аннÿ те пĕлес çук, мĕншĕн тесен эпир унпа пĕр сăнлах, — тет.

Патша хĕрĕ шухăшласа та тăмарĕ, тÿрех килĕшрĕ. Каччă калать: л

Упăшку ыран каç никама систермесĕр таврăнĕ. Вара тÿрех ывăнтăм тесе сан çумна кĕрсе выртĕ. Эсĕ ирхине ирех тăр та мунча хут. Мунча хутса пултарсан ăна хăвпа пĕрле мунча кĕме илсе кай. Вăл пырасшăн пулмĕ, пымасан ÿпкеленĕ пек туса йĕрсе чĕн. Вăл ĕнер анчах мунча кĕнĕ тесе калĕ, эсĕ епле те пулин май тупса илсе кай. Мунчана çитсен вăл каллех турткалашса тăрĕ, çийĕнчи çитмĕл çичĕ чечекрен çĕленĕ кĕпине хывасшăн пулмĕ. Эсĕ хывтармах тăрăш, çавăн пек хитре кĕпене мунчара ан варала ĕнтĕ те- се кала. Ун асамлă вăйĕ çав кĕпере. Упăшку хывăнсанах эсĕ мана кăшкăрса систер, вара тинех эпир ăна вĕлерме пултарăпăр, — тет.

Чăнах та каччă каланă пекех пулса тухать. Упăшки çĕрленикама систермесĕр таврăнчĕ. Пÿрте кĕчĕ те арăмне чуп-туса: «Ах, питĕ ывăнтăм», — тесе кĕрсе выртрĕ. Ирхине хĕвел тухнă-тухманах арăмĕ мунча хутса ячĕ. Мунча хут-са пултарсан упăшкине пырса тăратрĕ.

Савнă чунăм, — терĕ вăл, — çул çинче çÿресе çан-çурăму хуп-хурах пулчĕ пуль, эпĕ мунча хутса пултартăм, атя кайса çăвăнар, — терĕ.

Упăшки калать:

Маншăн мунча хутас çукчĕ, мана ĕнер çеç хутса кĕртрĕç, эсĕ мансăрах кайса çăвăн, — тет. Арăмĕ ÿпкелешрĕ, йĕнĕ пек тăвать. Çапла йĕрмĕшкелесе упăшкине мунчана илсе кайрĕ-кайрех. Акă вĕсем иккĕшĕ те мунча пăлтăрне кĕчĕç. Арăмĕ салтăнчĕ, упăшки хывăн- масть-ха. Арăмĕ калать:

Эсĕ мĕншĕн салтăнмастăн? Эп пĕччен кĕме хăратăп, эсĕ мана юратмастăн пулĕ? — тет.

Капла каласан упăшки те хывăна пуçларĕ. Анчах чи аялти чечек кĕпине çав-çавах хывмасть. Арăмĕ каллех:

Ха! Çав тери илемлĕ кĕпене мунчара варалаççĕ-и вара? — тет. Упăшки чечек кĕпине хывса пăлтăра хурса хăварчĕ. Иккĕшĕ те мунчана кĕрсе кайрĕç. Арăмĕ çав вăхăтра:

Асту, кĕпе пăлтăрта! — тесе кăшкăрса ячĕ.

Арăмĕ çапла кăшкăрсанах упăшки пăлтăра чупса тухрĕ. Анчах леш каччă унăн чечек кĕпине тăхăнса яма та ĕлкĕрнĕ.Вăл хĕçпе пĕррех сулса ячĕ те салтака çурмаран касса та пăрахрĕ. Унтан патша хĕрĕпе иккĕшĕ салтак урхамахне çавăтса килчĕç, михĕ ăшне салтак кĕлеткине чикрĕç та лаша çурăмĕ çине çыхса хурса: «Аçтан килнĕ, çавăнта кай», — тесе лашана çаптарса хăваласа ячĕç. Хăйсем мунчана кĕрсе çăвăнса тасалчĕç. Мунчаран тухсан апатланчĕç те иккĕшĕ те патша патне кайрĕç. Патша кĕрÿшĕнчен çул çÿрев епле иртни, мĕн курни-пĕлни çинчен ыйта пуçларĕ. Леш мухтанса çеç ларать. Патша ултавçă каччăна палласа илеймен, мĕн-шĕн тесен салтакпа иккĕшĕ вĕсем пĕр сăнлă пулнă.

Пĕррехинче вăрман варринчи уçланкăра пурăнакан карчăк хăйĕн хĕрĕсемпе кăнтăрлахи апат туса ларнă. Сасартăк кĕçĕн хĕрĕ:

Анне, пирĕн лаша каялла таврăнчĕ, — терĕ. Вăл çапла каласанах пурте чÿречерен пăхрĕç: улма чăпар урхамах чăнахах та хапха умне пырса тăчĕ те кĕçенсе илчĕ. Пурте: «Мĕн пулнă капла?» — тесе чупса тухрĕç. Урхамаха уçса кĕртрĕç те миххе салтса пăхрĕç. Михĕ ăшĕнче çурмалла каснă салтак кĕлеткине курсан ахлатсах ячĕç. «Епле чĕртсе тăратар-ши?» — тесе шухăшлама пуçларĕç.

Кăштах канашласа илсен ĕçе пикенчĕç. Вĕсен ултă хăлаçлă ула кĕсре пулнă. Çав кĕсрене пусрĕç те ăшне кăларса çырмана пăрахрĕç. Хĕрĕсем виççĕш те çав кĕсре ăшне кĕрсе ларчĕç, аяк пĕрчисем тĕлĕнчен алă кĕмелĕх шăтăк ту-рĕç. Акă виле патне тĕрлĕ кайăксем пуçтарăна пуçларĕç.

Çăхансем те вĕçсе килчĕç. Хĕрсем пĕрне те пулин тытасчĕ тесе сыхласа лараççĕ. Пĕр ватă çăхан çавăнта хăйĕн чĕп-писене ертсе пычĕ. Унăн чĕппи, айвантарахскер, хĕрсем шăтарнă шăтăк тĕлнех пырса ларчĕ. Унччен те пулмарĕ — кĕçĕн хĕрĕ çак çăхан чĕппине уринчен ярса та тытрĕ. Ватă çăхан чĕлхеленчĕ те çапла каларĕ:

Йăмăкăмсем, мĕншĕн тытрăр эсир ман ачама, тархасшăн, ярăр, — терĕ.

Хĕрсем каларĕç:

Эпир сан чĕппÿне ярăпăр, анчах эсĕ пире пĕр япала илсе килсе пар. Кунтан кăнтăр еннелле кайса çичĕ тинĕс урлă каçсассăн вилĕ шывĕпе чĕрĕ шывĕ юхса тухакан вырăн пур, эсĕ пире çав вилĕ шывĕпе чĕрĕ шывне илсе килсе пар, çавăн чухне вара чĕппÿне парăпăр, — терĕç.

Нимĕн тума та çук, хăй ачи кирек камшăн та шел — çăхан кайма пулчĕ. Хĕрсем çăхана икĕ савăт пачĕç те, вăл кранклатса вилĕ шывĕпе чĕрĕ шывне илме вĕçсе кайрĕ.

Виçĕ кунтан çăхан каялла таврăнчĕ. Кĕçĕн хĕрĕ савăтсене илчĕ те çăхан чĕппине çурмаран касса пăрахрĕ, унтан вилĕ шывĕпе сĕрчĕ — чĕпĕ çуркамĕсем пĕр çĕре çыпçăнчĕç, вара чĕрĕ шывĕпе пĕрĕхрĕ — çăхан чĕппи чĕрĕлсе тăрса амăшĕпе пĕрле вĕçсе кайрĕ.

Хĕрсем салтака та çапла майпа чĕртсе тăратрĕç.

У, нумай çывăрнă, — терĕ салтак куçне уçнă-уçман. Кĕçĕн хĕрĕ калать:

Нумаи мар, емерлехех çыварначче-ха та, хамар чертрĕмĕр, — тет. Вара ăна епле чĕртнине йĕрки-йĕркипе каласа пачĕ.

Салтак хĕрсене тав турĕ те хăйĕнпе мĕн пулни-иртни çинчен тĕплĕн пĕлтерчĕ.

Ку сăмахсене илтсен амăшĕ хĕрĕсене çапла каларĕ:

Хĕрĕмсем, эсир ку салтака урăх кĕпе çĕлесе парăр, унсăрăн вăл хăйĕн тăшманне çĕнтереймĕ. Çухатнă кĕпине çитмĕл çичĕ тĕрлĕ чечекрен пуçтарса тунăччĕ, халĕ ĕнтĕ чечекĕсене кăшт ытларах хушма тивет, — терĕ.

Хĕрсем салтака çитмĕл тăхăр тĕслĕ чечек пуçтарса кĕпе туса пачĕç. Амăшĕ вара кĕмĕл çĕрĕ парнелерĕ:

Çак çĕрре сулахай алăри кача пÿрне çине тăхăнтартсан эсĕ мĕн шухăшлани пурнăçланать, — терĕ.

Салтак карчăкпа унăн хĕрĕсене тав турĕ те хăй хунĕн патшалăхне çул тытрĕ.

Хулана çитсен вăл малтанхи хваттерех ватă çын патне кĕчĕ, анчах лешĕ ăна паллаймарĕ, салтак та хăйĕнпе паллаштарас темерĕ. Вăл урхамахне çиме пачĕ те пÿрте кĕчĕ. Ларчĕç ватă çынпа апатланма. Апат çинĕ чух салтак хулари хыпарсем çинчен ыйтса пĕле пуçларĕ. Ватă çын каларĕ:

Нумаях пулмасть патша кĕрÿшĕ çул çÿреврен таврăнчĕ. Халĕ куллен кÿлĕ хĕррине сунара çÿрет. Кăвакалсем, кайăк хурсем тытса хунĕшне савăнтарать, — терĕ.

Салтак каларĕ:

Асатте, ирхине картишне тухсан эсĕ хура ăйăр кĕçенсе тăнине курăн. Ăна пасара сутма илсе тух, анчах патшасăр пуçне никама та ан сут. Хакне вара хăвна мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ ыйт, — терĕ.

Çур çĕр иртсен салтак картишне тухать те кĕмĕл çĕрре сулахай аллинчи кача пÿрнине тăхăнтартать. Çав самантрах вăл хура ăйăр пулса тăрать.

Ирхине хваттер хуçи картишĕнче чăнах та хура ăйăр кĕçенсе тăнине курчĕ. Вăл ăна çавăтрĕ те хула варрине пасара сутма илсе кайрĕ. Илес текен нумай. Вунă сехетре пасара патша тухрĕ. Çав тĕрлĕ чаплă ăйăра курсан ыта-раймарĕ: «Кĕрÿпе хĕрĕме çÿреме аван пулĕ», — тесе илчĕ. Хакĕ пирки калаçмарĕ те — пĕр хутаç укçа парса хăварчĕ.

Патша ăйăра илсе таврăнчĕ те витене хупрĕ, унтан тÿ-рех кĕрÿшĕпе хĕрĕ патне кĕчĕ:

Кĕрÿ, эпĕ паян сире çÿреме ăйăр илсе килтĕм, ав витене хупрăм, тухса курăр, — тет.

Лешсем тухрĕç, лашана пăхса çаврăнчĕç. Питĕ аван-мĕн ăйăрĕ, анчах патшан суя кĕрÿшĕ сисрĕ, арăмне калать:

Çук, ку ăйăр пире çÿреме юрăхлă мар, ăна кÿлсе лартсанах пире вĕлерет вăл, — тет.

Патша патне кĕчĕç те калаççĕ:

Çук, атте, ку ăйăр пире çÿремелли мар, эпир ун çине ларсанах вăл пире вĕлерет, вăл асамлă ăйăр, эсĕ ăна ыран ирех касса ваклаттар та кăвайт хурса çунтарттар, унсăрăн эпир ырă курас çук, — теççĕ.

Патша кĕрÿшĕпе хĕрĕ каланă пек тума хушрĕ.

Лаша пăхакан тарçă патша мĕн хушнине илтсен ăйăра питĕ хĕрхенчĕ, ун патне пычĕ те хăй тĕллĕн шеллесе калать:

Эй, çамрăк чун, сана ыран хĕçпе тураса вутра çунтарса ярĕç. Эпĕ саншăн тем те тунă пулăттăм, анчах май çук, — тет.

Ăйăр кĕçенсе илчĕ те этем чĕлхипе çапла каласа хучĕ:

Эсĕ мана чăнласах хĕрхенетĕн пулсан çапла ту: ыран мана вĕлерме эсĕ çавăтса тухăн, ман ÿтĕме вакланă чух чунăм пĕр шăмă татăкĕпе пĕрле санăн уру çинех пырса ÿкĕ, эсĕ çав шăмă татăкне никама кăтартмасăр илсе чик те патша пахчине çĕре алтса хур, эпĕ санăн ырлăхна нихăçан та манмăп, — терĕ.

Ирхине ирех патша хушнă тăрăх ăйăра вĕлерме илсе кайрĕç. Ăна патша пахчи патне çавăтса пычĕç те ваклама тытăнчĕç. Вакланă чух пĕр шăмă татăкĕ сирпĕнсе кайса хайхи тарçă ури çине пырса ÿкрĕ, вăл ăна никама кăтартмасăр илсе чикрĕ те патшан улма пахчинче сукмак хĕррине алтса хучĕ. Ăйăра вакласа кăвайт çине хурса çунтарчĕç те кĕлне çилпе вĕçтерсе ячĕç.

Тепĕр кунне патша хăй пахчине уçăлса çÿреме тухнă. Сукмакпа иртсе пынă чух курах кайрĕ — çулăн сылтăм енче пĕр улма йывăççи ларать: улмисем ылтăн, çулçисем кĕмĕл, ирхи хевелпе вут-хем сапса иалтартатса тараççе. Патша шухăша кайрĕ: «Ку пахчана лартса ÿстерни вăтăр виçĕ çул, халиччен те кунта ылтăн улма пулнине курман. Ак телей! Кĕрÿпе хĕрĕме кайса савăнтарам-ха», — тет. Вăл икĕ улмине татса илчĕ те кĕрÿшĕпе хĕрĕ патне кайрĕ. Патша пынă чух лешсем чей ĕçсе лараççĕ иккен.

Ачамсем, — терĕ патша, — эпĕ сире валли кучченеç илсе килтĕм, акă сире иксĕре те пĕрер ылтăн улма парам. Пирĕн пахчара сукмакăн сылтăм енче пĕр улма йывăççи çинче ылтăн улмасем ÿсеççĕ иккен, эпĕ çавăнтан татрăм, —терĕ.

Кĕрÿшĕ улма çине пăхкаларĕ те:

Хуньăм, эпир ку улмана çисен арăмпа иксĕмĕр те вилсе выртăпăр, ку улма — вилĕм улми, эсĕ вăл улма йывăççине кастар та вутра çунтарттар, — терĕ.

Патша тÿрех пахчаçă патне кайрĕ те калать:

Пирĕн пахчара ылтăн улмаллă йывăç пур, эсир ыран ăна касса вакласа вутра çунтарса ярăр, — тет.

Пахчаçă хайхи улма йывăççине курчĕ те ытараймасăр йĕрсе ячĕ:

Эй, ылтăн улмасем, сире ыран мĕнле чунпа касса ваклăпăр-ши? Сана çунтарнă чух тата епле чăтса тăрăп-ши? — терĕ.

Улма йывăççи чĕлхеленчĕ те пахчаçа çапла каларĕ:

Эсĕ мана çав териех хĕрхенетĕн пулсан эпĕ мĕн хушнине итле: чи малтан касна турпасе сан умнах пырса ÿкĕ, эсĕ ăна никама систермесĕр ил те çак пахча çумĕнчи кÿлле кайса яр, — терĕ.

Тепĕр кунне патша тарçисем улма йывăççине касма пычĕç. Чи малтан каснă турпасĕ çак пахчаçăн хĕвнех кĕрсе ÿкрĕ. Пахчаçă ăна никама систермесĕр кÿлле кайса ячĕ. Улма йывăççине касса тĕплесе мĕн пур турачĕ-турпасĕ-мĕнĕпех шăлса пуçтарса çунтарчĕç, кĕлне çилпе вĕçтерсе ячĕç. Патшан суя кĕрÿшĕ тепĕр кунне сунара тухрĕ. Кÿлĕ хĕррине çитсен сасартăк курах кайрĕ — хăмăшсем хуш-шинче инçех те мар пĕр кăвакал аçи ишсе çÿрет, хăй ка-лама çук илемлĕ: кăваккăн-симĕссĕн йăлтăртатать. Леш шухăшлать: «Пăшалпа персен вилет, шел; чĕрĕлле тытсан хуньăм пит савăнĕччĕ; ак салтăнам та шыва кĕрсе чĕрĕллех тытам». Вăл аттипе шăлаварне хыврĕ те чĕркуççи таран шыва кĕрсе кăвакал хыççăн пыма пуçларĕ. Кăвакалĕ хы-тах та ишеймест, ак-ак тытма тăнă чух çеç яр-р! туса ма-лалла шăвать. «Çук, — терĕ патша кĕрÿшĕ, — капла пул-масть: йăлтах салтăнам та ишсе хăваласа тытам», — терĕ. Вăл йăлтах салтăнчĕ, чечек кĕпине те хывса хучĕ, кăвакал аçи хыççăн ишсе кĕчĕ. Ярса тытам тенĕ чух кăвакал аçи çунаттисемпе лăпăр-р! турĕ те çыран хĕррине, шăпах кунăн кĕписем выртакан çĕре, вĕçсе тухрĕ. Типĕ çĕре тухсанах хайхи салтак пулса тăчĕ, хăйĕн çитмĕл тăхăр тĕслĕ чечекрен çелене кепи çине малтанхи çитмел çиче тесле чечекрен тунă кĕпине тăхăнса ячĕ.

Эсĕ камне питĕ лайăх пĕлетĕп, — терĕ салтак, — эпĕ сана çул çинче тĕл пулнă чух шеллерĕм, эсĕ вара манран арăма туртса илтĕн, мана виçĕ хутчен вĕлерттертĕн, çапах чунăма илеймерĕн. Тух кунта хăвăртрах! — терĕ. Патшан суя кĕрÿшĕ ишсе тухрĕ, салтак ăна çавăнтах хĕçепе вакласа тăкрĕ. Ашĕнчен тĕрлĕ çĕлен-калта йăшăлтатса тухрĕ, пурте шывалла тараççĕ. Салтак вĕсене пурне те касса турарĕ, пĕрле пуçтарса пысăк чул айне хучĕ. Хăй тăшманне тĕп тусан салтак патша патне пырса кĕчĕ.

Патшапа майри ирхи апат туса лараççĕ иккен. Салтак кĕчĕ те:

Сывă-и, хуньăм, сывă-и, хуняма? — тесе алă тытрĕ.

Патша кулса ячĕ те калать:

Ха, кĕрÿ, эсĕ сунара кайнă чух пире сывлăх сунса алă тытмарăн-и вара? Унтанпа пĕр сехет те çитмен, эсĕ каллех алă тытатан, — тет

Ах, хуньăм, — терĕ салтак, — эсир нимĕн те пĕлместĕр, сире алă тытса сунара кайни вăл сирĕн кĕрĕвĕр мар, вăл ултавçă, шуйттан, ултă пуçлă çĕленĕн юлашки! Вăл мана виçĕ хутчен вĕлерчĕ — чунăма илеймерĕ. Ĕнтĕ паянхи кун эпĕ хăйне тĕп турăм. Шанмастăр пулсан кайса кăтартам. Пурне те — хĕрĕре те, лаша тарçине те, пахчаçа та, хула хĕрринче пурăнакан ватă çынна та, ун витинчи улма чăпар урхамаха та илсе килер, сире çав ташман вилли аçта выртнине кăтартам.

Пурте пуçтарăнсан салтак вĕсене кÿлĕ хĕррине ертсе пычĕ. Пысăк чула сирсе ывăтса тăшман виллине кăтартрĕ. Вара кăвайт чĕртрĕ те унăн шăмми-шаккине ним юлми çунтарса ячĕ. Патшапа майри тĕлĕннипе нимĕн калама та пĕлмеççĕ, ах! та ах! тесе çеç тăраççĕ. Арăмĕ салтак умне чĕркуçленсе ларса йĕрмĕшме, каçару ыйтма пуçларĕ.

Эсĕ тек ман арăм мар, ĕнтĕ курассăм та килмест сана, сассуна та илтессĕм килмест, —терĕ салтак,— аçупа аннÿн-тен каçару ыйт, халăх мĕн калĕ тата. Хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр, манăн халĕ тăван яла каймалла, чипер юлăр, — терĕ те сал-так улма чăпар урхамахне утланчĕ, хĕрĕх пăтлă хĕçне çакса хĕвел тухăç еннелле чуптарса кайрĕ.

Çитрĕ тет салтак тăван ялне. Чарăнчĕ тет хăйсен пÿрчĕ тĕлĕнче. Ял çыннисем никам та паллаймасть тет салтака, вăл та никама та паллаймасть тет. Калаçсан-калаçсан унăн ашшĕпе амăшĕ çĕр çул каяллах вилни палăрать. Тăван-пĕте-нĕсем те тахçанах çĕре кĕнĕ.

Салтак тĕрлĕрен паттăрла ĕçсем туса çÿренĕ чух вăхăт тĕлĕкри пек хăвăрт иртсе кайнă иккен. Хăй çине пăхса илет салтак — вăл çав-çавах çирĕмри яш каччă пек маттур. Сылтăм аллинчи кĕмĕл çĕрри те пачах тĕксĕмленмен. Аса илет салтак вăрман уçланкинче пурăнакан карчăка, унăн ытарма çук илемлĕ кĕçĕн хĕрне. Аса илет те кĕмĕл çĕррине сулахай аллинчи кача пÿрнине тăхăнтартать. Çав самантрах вăл урхамахĕ-мĕнĕпе пĕрле вăрман уçланкине çитсе тăрать. Ăна хирĕç карчăкăн кĕçĕн хĕрĕ чупса тухать. Тинех тĕл пулчĕç хĕрпе каччă, ыталанса илсе хыттăн чуптурĕç. Акă карчăкпа унăн тепĕр икĕ хĕрĕ те пырса тăчĕç вĕсен умне. Мĕн пулни-иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ салтак. Çапла çĕнĕ пурнăç пуçланса кайрĕ тет салтакăн. Кĕçех вĕсем, карчăкăн кĕçĕн хĕрĕпе иккĕшĕ, амăшĕнчен пил илсе пĕрлешрĕç тет, пĕр-пĕрне питĕ хисеплесе, юратса пу-рăнма пуçларĕç тет. Паян кун та вĕсем çав вăрмантах, çав вăрманти çав уçланкăрах, çав уçланкăри çав çуртрах ырă курса пурăнаççĕ тет.