ШǍМПǍРТǍК-ШǍМПǍЛТǍК

Сялгусь Петр Николаевич



    

Тупмалли


«Ачалǎх, хаваслǎ ачалǎх…»

Сǎвǎсем

Çěнě çул саламě
Хěл Мучи юрри

Тǎвайкки
Йěлтěрçěсем
Нарт-нарт тусǎм кǎвакал
Чǎвашсен çěрě
Вǎтанчǎк автан
Сехет
Парне
Килсе çитрě Аçтаха
Теттесем
Пулла кайсан
Хаклǎ хǎна
Илем
Автан çулталǎкě

Калавсем

Ăшши тутлǎ пулчě
Йÿçě çимěç
Котлет мыскари

Эс чǎвашла пěлетěн-им?

Шǎмпǎртǎк-шǎмпǎлтǎк
Чее тилле улталани. Юмах
Саспалюкпа Ши-ши шǎши. Юмах

 

Ачалǎх, хаваслǎ ачалǎх,

Пǎхать вǎл илемл куçпа.

Ăна, тен, çěр те пěр каçалǎк

Тивет хěпěртÿллěн уçма.

Чунра - ǎнтǎлу та, телей те,

Умра - çěн ěçсем, шыравсем.

Чěнеççě мала йǎл хěвеллěн

Çут ěмěт, тěллев çеçкисем.

 

Хěл Мучи юрри

 

Хěл Мучи эп, Хěл Мучи -

Сивě, шартлама хуçи.

Васкǎр туслашма манпа,

Шур сухаллǎ юр çынпа.

Хамǎр туссене куллен

Савǎнтарǎп чěререн.

Акǎ чǎнкǎ тǎвайкки,

Тайлǎкран та тайлǎкки.

Килěшсессěн ярǎнма,

Çěмрен пек вěçсе анма

Ирěк парǎп самантрах, -

Çирěп пулě ман сǎмах.

Хапǎл турǎн - йěлтěр сыр,

Ыткǎнса çеç шуххǎн пыр.

Мěн чул савǎнǎç, парне

Эп кÿретěп туссене.

Пит кирлех пулсан ытах

Мěн сěнес сире тата?

Кǎмǎл пур-и кǎшт шǎнма,

Манǎн вǎйǎма туйма

Е пǎртак хитреленме,

Сǎмсǎра тǎм илтерме?

Калǎр çеç - эп хаваспах,

Килěр çеç çывǎхарах.

 

Эс чǎвашла пěлетěн-им?

 

Ир-ирех вǎрантǎм эпě паян. Ара, сǎлтавě те пур: шкула парта йышǎнма каймалла тата юлташсене те питě курас килекен пулчě. Каникул тǎршшěпех Хура тинěс хěрринче пичче патěнче кантǎм та тǎван яла ěнер çеç таврǎнтǎм.

Çитрěм шкула. Çичě сехетсем çеç пулин те пурте тенě пекех пухǎнма ěлкěрнě. Кашниех хěй каникула мěнле ирттерни çинчен хǎпартланса каласа парать. Пěри авǎ шыв айěпе çур çухрǎма çити ишнě-мěн, тепри кашкǎр кашамана кǎшт çеç тытайман, виççěмěшě... Эй, мěн каласси пур. Итлеме çеç ан ÿркен. Тыттарас, шǎвǎç чуманпа лартса ярас тесен... Итлеме, паллах, питě интереслě-ха, анчах та тем тунсǎх пусрě чěрене.

Манǎн чи çывǎх юлташсем - Вася Никитинпа Никита Васильев - халь те курǎнмаççě-ха. Те юри пирвайхи шǎнкǎрав шǎнкǎртатнǎ тěле килсе çитесшěн. Кěтмен парне хатěрлесшěн ахǎртнех. Ун пеккине пултараçççě вěсем. Пěлтěр акǎ Вася Никитин шкула лаша утланса çитнěччě. Никита Васильев та шалтах тěлěнтернěччě: яланах велоипедпа çÿрекенскер парта йышǎннǎ кун çуранах килнěччě. Вǎл-ку тарама-ха. Мěншěн халь те çук-ха вěсем? Кěтсе халтан кайрǎм ěнтě.

Вǎхǎт ирттермелле тенě пек, кěтесре вǎтанарах тǎракан икě ачапа пырса калаçас мар-ши? Çěннисем пулмалла, ыттисенчен шикленнě пек те туйǎнаççě. Е сǎлтавě урǎххинче-ши? Пěри, калама та аван мар та, шалча пек вǎрǎм. Теприне курсан кулса вилмелле. Пирěн пахчара ларакан пичке пекех çаврака ай-ай мǎнтǎр!

- Эсир ǎçтан килнě-ха? - пырса тǎтǎм эпě вěсем патне.

- Эпир кунтисемех-ха. Эс чǎвашла пěлетен-им вара? - тěлěнсе ыйтрěç хайхисем. - Сана эпир Кавказ ачи тесе, ÿтÿ питě хура та...

- Ав эсир мěн пирки. Хура тинěс хěрринче кантǎм та.

- Апла эсě Миша Хураçкин тǎванě мар-и? Вǎл та каникулта кǎнтǎрта каннǎ терěç, ěнер кǎна килнě-мěн,

- Ара, эпě вěт вǎл, эпě Миша Хураçкин. Паллаймарǎр-им?

- Миша, эсě-и ку? Калатпǎр çав эсех пуль тесе, хулпуççинчен ыраттармаллах çатлаттарчě мǎнтǎрри. Паллаймарǎн-им, эпě вěт ку - Вася Никитин! Ку акǎ Никита Васильев.

Ак тамаша! Вǎт мыскара! Куртǎр-и, мěн туса хунǎ пирěнпе каникул.