Хěл Мучи юрри

Сялгусь Петр Николаевич

Хěл Мучи эп, Хěл Мучи -

Сивě, шартлама хуçи.

Васкǎр туслашма манпа,

Шур сухаллǎ юр çынпа.

Хамǎр туссене куллен

Савǎнтарǎп чěререн.

Акǎ чǎнкǎ тǎвайкки,

Тайлǎкран та тайлǎкки.

Килěшсессěн ярǎнма,

Çěмрен пек вěçсе анма

Ирěк парǎп самантрах, -

Çирěп пулě ман сǎмах.

Хапǎл турǎн - йěлтěр сыр,

Ыткǎнса çеç шуххǎн пыр.

Мěн чул савǎнǎç, парне

Эп кÿретěп туссене.

Пит кирлех пулсан ытах

Мěн сěнес сире тата?

Кǎмǎл пур-и кǎшт шǎнма,

Манǎн вǎйǎма туйма

Е пǎртак хитреленме,

Сǎмсǎра тǎм илтерме?

Калǎр çеç - эп хаваспах,

Килěр çеç çывǎхарах.