Хĕллехи каçсенче

Акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстересси кирлех те мар пулĕ вăл, – терĕ виççĕмĕшĕ.

Ара, кирлĕ мар пулмасăр, – тет Мучар.

Йышăнас мар ăна ыранхи халăх пуххинче, – терĕ иккĕленсе калаçма тытăнни.

Йышăнас мар, йышăнас мар, – терĕç ун хыççăн ик-виç сасă.

Мучар, ним пулман пек, тепĕр ушкăн патнелле утса каять, Кунта кам пуррине сăнаса илсе, çакнашкал калаçăвах хуллен-майăн тапратса ярать.

Тепĕр кун халăх пуххи – пысăк пуху. Акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстересси çинчен ыйту лартнă.

Кирлĕ мар! Акмастпăр хура пусса! – теççĕ ĕнер актив пуххинче çак ыйтăва хапăл тунă çынсемех.

Акмастпăр! – теççĕ вĕсем хыççăн теприсем те. Комсомол, ял активĕ пĕтĕм вăйне хурать хура пусса çимĕçсем акса хăварассишĕн. Хăшпĕр чухăнсемех каялла пăхаççĕ – акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстерме йышăнасшăн мар.

Кĕтесре пĕр шарламасăр Мучар ларать. Унăн хура куçĕсем кăмăллăн чăл-чăл выляççĕ.

* * *

Мучар 1925 – 1926 çулсенче ашшĕнчен уйрăлса тухрĕ. Ашшĕн чăвашла хапхапа улăм витнĕ пӳрт тата кĕлет çеçчĕ. Мучар хăйне валли çĕыĕ тĕреклĕ пӳрт лартрĕ. Пӳрчĕ урамалла виçĕ кантăклă, хапхи вырăсла. Картиш йĕри-таврашĕпе икĕ хутлă хăма витнĕ сарай, лаша, ĕне пурччĕ. Ратлă сыснасем усратчĕ.

Мучар ашшĕнчен ирттерчĕ. Тăманаран хурчăка пулнă пек, чухăн çын ывăлĕ пулин те, тĕреклĕ пурăнма тытăнчĕ, – текелетчĕç çынсем, Мучарăн таса çуртне, мăнтăр выльăхне пăхса.

Чăн та, Мучар тирпейлĕ, çителĕклĕ, аван пурнăçпа пурăнакан вăтам хресчен пулчĕ. Мучар арăмĕн ратнисем, хурăнташĕсем пурте пуян çынсем, суту-илӳ тăвакан çынсем пулнă.

Мучар, пуян çын хĕрне илсе, пуянсемпе çӳресе, юпаха тăкрĕ, – тетчĕ тата хăшĕ-пĕри, Мучар аван пурăнма тытăннине пĕлтерсе. Мучар сутă тăвать е ана-çаран тара илсе акать тени ял хушшинче илтĕнместчĕ. Мучар çулла та, хĕлле те таçта кая-кая çухалса пурăнатчĕ те каллех киле килетчĕ.

Ĕç патне кайса пурăнтăм-ха, – тетчĕ вара Мучар, çавăн пек таçта кайса çухалса пурăннă хыççăн килне таврăнсан. Килте чух Мучар пĕр пасартан та юлмастчĕ. Тем илет, тем сутать пасарта Мучар, тем тума каять пасара, ăна никам та пĕлмест. Çаплах Мучар, хăла лашине кӳлсе, кашни пасара чуптарать.

Ушкăнлă хуçалăхсем туса кулаксене тĕппипех пĕтермелле! – илтĕнчĕ ялсем тăрăх çирĕп сасă.

Ялсем хускалчĕç. Вăйлăрах, тачăрах чăмăртанчĕç ялсенче батраксем, чухăнсем, ял активĕ.

Кулаксене лапчăтаççĕ. Акă, çăмарта хуçи пулнă Иван Семенча раскулачить турĕç. Пăрахут пек пысăк, шурă сăрпа сăрланă, темиçе пӳлĕмлĕ çуртне ял Совечĕ илчĕ. Унтан лавккаçа, арман хуçине тата ытти пуянсене те черет тиврĕ. Ял вĕрет, çаврăнать, пĕтĕрĕнет – юн сăхакансене, хăйсен пуянлăхĕпе хăратса яла пусмăрлакансене ял хăй ăшĕнчен кăлара-кăлара ывăтать. Тĕлĕнсе хăраса ӳкнĕ ĕнерхи юн сăхакансем паян йăваш пек йăпшăнса пытанса çӳреççĕ. Ăçта та пулин хӳтлĕх шыраса тупса çăлăнма пулмасть-ши теççĕ.

Ял кĕрлет. Ял юн сăхакансенчен тасаласшăн, урăхланасшăн. Пурнăçа çĕнĕ çулпа ярасшăн тапаçланать. Кĕрлет, вĕрет ял. Кивĕ ял, ванса, çĕнĕ пуласшăн çине тăнă. Ялсенче колхозсем чăмăртанаççĕ. К. ялĕнче те çирĕм пилĕк килтен колхоз пулнăччĕ, анчах çурхи акана тухас умĕн колхоз саланчĕ. К. ялĕнче вăйлăрах пулчĕ пулĕ кулакпа тĕттĕмлĕх вăйĕ. Кăçал ку ялта шкул уçăлчĕ, комсомол ячейки организациленчĕ. Актив вăйсăртарах, çивĕчленсе çитеймен.

Пуянсене пĕтерме тытăнсан, шарт сикнĕ пекех пулчĕ Мучар. Унăн тилĕнни пек шĕвĕр, ырхан пичĕ тата ытларах ырханланса шĕвĕрленчĕ. Халиччен те кускаласа йăл-йăл выляса тăракан хура, чĕрĕ куçĕсем халĕ канăçсăр кускалама тытăнчĕç. Мучар çынпа калаçнă чух çынна куçран пăхмасть, куçне таçталла ярса тем шыранă пек, тем шухăшланă пек куçне вылятса тăрать. Мучар хăй, лутрарахскер, шăмшакне туп-тӳрĕ тытса çăмăллăн утса çӳретчĕ, халĕ хутланса çӳренĕ пек туйăнать. Пасарсене йăрккама Мучар вуçех пăрахрĕ. Пĕрре, çуркуннерехпе, Мучар ĕнине, лашине сутса ячĕ. Унччен те пулмарĕ – пĕтĕм çурт-йĕрне Çĕрпӳ енчи çынсем куçарса кайрĕç. Мучар çурт вырăнне, ани-çаранне пулăшкома пачĕ те ачи-пăчи мĕнĕпе шăкăрти-шакăрти Янаула тухса кайрĕ.

Пурăнмаллах куçрăм, сывă пулăр, – тесе хăварчĕ Мучар ялйыша.

Çу иртсен, кĕркуннепе, Мучар çемйипех хăйсен ялне каялла персе çитет.

Çука ертĕм, тĕп пултăм, – тет Мучар. Хăй те, ачи-пăчипе арăмĕ те çĕтĕк-çатăк. Мучар пулăшкомран пулăшу ыйтать. Пулăшком тырă, çĕрулми парать. Юр çăвиччен пӳрт лартса кĕресчĕ тесе, Мучар хыпаланса çӳрет. Ял Советне пырса, пӳрт тупса пулмасть-ши тесе, пулăшу ыйтать, тархаслать. Ял Совечĕ Мучара пĕр кулак мунчине пӳрт тума йӳнĕ хакпа пачĕ. Мучар мунчана сиплекелесе часах хăй çурт вырăнне куçарса лартрĕ те ачисемпе кĕрсе вырнаçрĕ. Пурăнать...

* * *

Мучар хальхи вăхăтра халăх çине яланах тухкалать. Ял Совет канцелярине те час-часах пыркаласа каять. Çынсем калаçнине пĕр шарламасăр итлесе ларать.

Акă паян халăх пуххи пысăк пулмалла. Ялти учительсемпе комсомолецсем колхоз тăвасси çинчен ыйту лартаççĕ. Мучар çĕтĕк пиншакне тăхăнать те пухăва утать. Нумай калаçаççĕ, кĕрлеççĕ пухура, çур çĕр иртсен тин пуху саланать. Пĕлтĕр ванса, саланса кайнă колхоз, активистсем тăрăшнипе, тепĕр хут чăмăртанать. Чухăнсем, вăтамсем, колхоза кĕрес текенсем тата нумай-ха, кĕретпĕр теççĕ, анчах килте арăмсемпе калаçса татăлман тесе, çырăнмасăр тăчĕç. Пухуран çынсем виççĕн-тăваттăн, пиллĕкĕн-улттăн килĕсене саланаççĕ. Мучар та килнелле утрĕ. Малта пыракансене хуса çитрĕ. Кашни çыннине сăнаса илчĕ, палларĕ. Çук, ку çынсем Мучара кирлĕ мар. Ку çынсемшĕн пулсан Мучар нихçан та çăвар уçас çук. Ку çынсене Мучар пĕтĕм чĕререн кураймасть. Кусем кулаксене пĕтерес, колхоз тăвас тесе çунса тăракан активистсем. Мучар ку ушкăна пăрахса малалла утрĕ. Урам кĕтессинелле çитеспе пилĕк-ултă çынна хуса çитрĕ. Кусене те сăнаса палларĕ.

«Вăт, кусемпе калаçас пулать», – терĕ Мучар хăй ăшĕнче. Çынсен ушкăнне çыпçăнчĕ.

Мĕнле, тăвансем, кĕретпĕр-и колхоза? – терĕ Мучар.

Кĕмелле пулĕ, кĕрес пулать, – терĕ Савин Михали – тирпейлĕ, ĕçчен вăтам, Мучар кӳршиех.

Кĕмесĕр... кĕресчĕ-ха манăн та, – тет Анушки, тăватă ача амăшĕ, чухăнскер. Унăн упăшки иртнĕ кĕркунне кăна Элнетре шыва кайса вилнĕ.

Çынсем урам кĕтессинче чарăнса тăчĕç. Колхоза кĕресси çинчен калаçаççĕ.

Кĕме юрать, конешнă, – терĕ Мучар хуллен.

Кĕмелле çав, кĕмелле. Никам кĕмесен те манăн кĕресчĕ-ха, – терĕ Савин Михали.

Эп вăт, паян вĕлеретĕп тесен те, колхоза кĕрессĕм çук, – терĕ Мучар. Унăн сасси чĕререн тухнă пек туйăнать. Вăл ку сăмахсене пит ĕнентермелле каларĕ.

Мĕншĕн аплах калатăн эсĕ? – терĕ Мучара Савин Михали.

Мĕншĕн тетĕн... Хам пĕлетĕп, хам курнă колхозра пурăнса. Колхоз вăл çынна тĕп тăваканни! Эпĕ кунтан кайсан хам та, ухмаха ерсе тенĕ пек, колхоза кĕтĕм те хама хам пĕтертĕм. Куратăр вĕт эсир хăвăрах, эпĕ сирĕн пата кĕлмĕç пулса килтĕм. Колхоза выльăх-чĕрлĕхӳпе, мĕнпур пурлăхупа кĕр те, вара тытăнать Совет сана çаратма. Выльăх-чĕрлĕхе, трактор паратпăр тесе, илсе кайрĕç. Акма вăрлăх пухрăмăр, ăна та, урăх лайăх вăрлăх паратпăр тесе, илсе кайрĕç те, пĕтрĕ, нимĕн те памарĕç. Мĕнле ĕçлес? Ним тума аптранă енне колхоз саланчĕ. Тĕреклĕ вăтамсем колхозран пĕр-икĕ уйăх хушшинче ыйткалама каймалла пулса тухрĕç. Хам курнă, хам чухланă та, çавăнпа сире хĕрхенсе калатăп...

Мучара итлесе тăракан çынсен кашнин чĕри кăрт сикрĕ. Аша темĕн сивĕ япала кĕрсе ӳкнĕ пек пулчĕ. Ăш вăркама тапратрĕ.

Кунта та çапла пулĕ-и, тен, пĕлес çук, – тет Сахрун.

Эпир ун пек кансĕррине колхоз çинчен шухăшламан-ха, чутах кĕрсе каяттăмăр, – терĕ Савин Михали.

Саланчĕç. Мучар калани чылайăшĕн умĕнче хăрушла мĕлке пек тăчĕ. Колхоза кĕресси шиклентерет. Пухуран тухнă чух савăнăçлă пулнă шухăшсем татăкăн-кĕсĕкĕн каскаланса сапаланчĕç. Анушки, Мучар сăмахне илтсен, чĕтрене ерчĕ, сивĕ пек, чĕри тем инкек пулнă пек ыратма тытăнчĕ.

Ай тур, колхоза кĕрес ан пултăр. Хĕрарăм пуçпа пушшех нуша курмалла пулĕ, – тесе шухăшларĕ Анушки. Колхоза кĕрес мар тенĕ шухăша Анушки хăй ăшĕнче çирĕплетсе хучĕ.

Мучар çынсемпе хуллен калаçать. Хăйĕн çĕрĕк шухăшĕсене çынсен пуçĕсене кĕртсе вырнаçтарасшăн тăрăшса çӳрет.

Акă ялта вăрлăх сортлама тытăнчĕç. Ял Совет çурчĕ умне лавсемпе, çунашкасемпе тулли михĕсем турттара-турттара пыраççĕ. Триер патĕнче черет кĕтсе тăраççĕ. Триер пĕр чарăнмасăр кĕрлет. Триер патĕнче пĕлĕт пек тусан мăкăрланса тăрать. Çынсем кăшкăрашса калаçнипе триер сасси картишне тултарса тăрать.

Мучар ял Совет картишнелле пырса каять, пăхкаласа çӳрет. Вара ял Советĕнчеч аяккарах урамсене уттарать. Хăшпĕр киле чĕлĕм чĕртме текелесе кĕрет.

Акă ку урамра Валя пионер хăйĕн çинçе сассипе вăрлăх сортлама каймалли çинчен кашни кантăкран уççăн çухăрса калать.

Кайса сортламалла та-ха, – тет Ульяна, Мучар кĕрсе ларнă кил хуçи арăмĕ, кăмака умĕнче тăраканскер.

Каятăп акă халех, çак çăпатана туса пĕтерем-ха, – тет Хумма. Хăй çăпатине васкавлă çавăркаласа, шăлне çыртса шаккать.

Мучар чĕлĕм мăкăрлантарса ларать. Хумма тĕшмĕшлĕ çын иккенне, турра ĕненнине Мучар пит аван пĕлет. Хăй сăмахĕсем витĕмлĕрех пулччăр тесе, Мучар турă çинчен асăнса калаçма тытăнать.

Эх, çылăха кĕретпĕр çак эпир, турă хушман ĕçсене туса. Ĕлĕк сортламасăрах тырă аван пулнă. Халĕ сортласа та выçă ларатпăр. Турри парсан, тырпул хăех аван пулать. Турăран туртса илме çук, – терĕ Мучар. Вăраххăн сывласа илчĕ. Унччен те пулмарĕ, çăварĕнчен чĕлĕмне кăларса, алăк патнелле чăлт сурчĕ. Сисĕнкĕсĕр Хуммана сăнаса пăхса илчĕ.

Пионерсем пур, кашни кунах вăрлăх сортлама хăвалаççĕ. Сортласан та нимех пулмасть пулĕ те-ха, – терĕ Ульяна.

Çăпата шаккаса ларакан упăшки çинелле пăхса илчĕ. Ульяна хăй ăшĕнче Мучар сăмахĕсемпе килĕшсех те пырать, анчах упăшки мĕн калассине кĕтет.

Ял мĕн тунине тăвасах пулать ĕнтĕ, – тет Хумма, çăпатипе кĕрмешсе.

Эппин, эсĕ формалинпа та чӳхес тетĕн-и, тен? – терĕ Мучар, тĕлĕннĕ пек пулса.

Çынсем чӳхеççĕ-тĕк, чӳхес пулать, – тет Хумма.

Эй, тупнă вăрлăха формалинпа чӳхеме, сортлама. Эпĕ кайса пурăннă çĕрте, Янаул енче, пĕр сортламасăрах тырă калама çук аван пулать, халăхĕ те унта питĕ турă саккунĕпе пурăнать. Турă парсан, кăмака çинче те тырă пулнă тенине илтмен-и эсĕ? Елĕк, пĕр çулхине, çу каçа та пĕр пĕрчĕ çумăр пулман, тет. Пусăри тырă типсе хăрса кайма пуçларĕ, тет. Пĕр çын хăйĕн ани çинчи туллине пичкепе шыв турттарса шăварать, тет. Пĕрре çав çын тулă шăварса килет те курах каять, кăмака çинче ем-ешĕл тулă лара парать. Тулă пучахĕсем çинче сывлăм шăрçаланса тăрать. Ку çын тĕлĕнсе кайса пăхса тăчĕ, тет те, пăхса тăнă çĕртех тулă сарăхма пуçларĕ, тет. Пучахсем çын пăхса тăнă çĕртех тăранма тапратрĕç, тет. Тытса пăхать хайхи çын пучахĕсене, тулă пĕрчи сап-сарă та шултра тăранса ларнă. Пусăри тулли шывпа шăварса тăнă çĕртех типсе ларнă, тет. Вăт, турă мĕнле хăй хăватне кăтартать. Кăмака тăпри çинче тулă пулнă, шăварса тăнă ана çинче пулман. Тен, ăçтан пĕлен, кăçал та çапла пулĕ акă: сортламаннисенех, турă çине шаннипе, вĕсене турă тырă-пулă авантарах туса парĕ. Эпĕ хам сортласа-мĕн туса аппаланассăм çук. Ĕлĕк мĕнле пурăннă, ĕлĕк мĕнле акнă, çаплипех туса пурăнас тетĕп эпĕ, – терĕ те Мучар, киле тухса кайма тăчĕ. Кăшт тем каласса кĕтнĕ пек пăхса тăчĕ те тухса кайрĕ.

Мучар кăмака çинче тулă тăранса ларни çинчен каланă чух Хумма çăпатине шаккама та манса кайнă. Пĕр куç илмесĕр Мучар çине пăхса, унăн сăмахĕсене тăнласа хăлхине чиксе ларчĕ.

Паянах каймăпăр-ха, эппин, вăрлăхне сортлама тăхтар-ха кăштах, – терĕ Хумма. Çăпатине туса пĕтерсе пăтана çакса ячĕ.

Хумма турра ĕненекен çын. Мучар каланине вăл, тĕттĕмскер, чĕререн йышăнчĕ. Халь ĕнтĕ Хумман çынсем пек мар, вăрлăха сортласа мар, хăй тĕллĕн, пĕр-пĕччен, вăрлăха сортламасăр акас килчĕ.

Сортламастпăр вăрлăха, формалинпа та чӳхеместпĕр, – терĕ Хумма арăмĕ. Хăй кĕрĕкне тăхăнчĕ те таçта тухса кайрĕ.

 

II

 

Хуллен-майăн вăхăт шăватех. Çур çывхарчĕ. Юр кайса пĕтрĕ. Хĕвел хĕртнĕçем хĕртсе çĕре типĕтрĕ. Çур тырри акма вăхăт çитрĕ. Колхозниксем çуракине чăн малтан тухрĕç. Пĕччен хуçалăхсем хăшĕ-пĕри акма та тухайман-ха, колхоз акса та ĕлкĕрнĕ – машинăпа акнă.

Анушкин çур тырри ани колхозăннипе юнашарах. Анушки, Мучар сăмахне ĕненсе, колхоза кĕмерĕ, анчах Мучар каланă пек пулмарĕ: колхозăнне вăрлăхне те, выльăх-чĕрлĕхне те никам та илсе каймарĕ. Илсе кайма мар – колхоза хăйне пĕр хĕрлĕ пысăк вăкăр тата сакăр ăратлă сысна çури районтан пачĕç. Анушки хăйĕн пилĕк ятак çĕрне ырхан лашипе аран-аран сухалакаласа шуратса хăварчĕ.

Çумăр та çукаларĕ, ăшă та пулчĕ. Çур тырри аван шăтса, аван ӳсет. Колхозниксем хăйсен тыррине пăхса ăмсанаççĕ. Колхоз пуссинче пĕр çумкурăке, пĕр хура вырăн çук. Шыв пек тап-таса, пĕр тикĕс, хитре выртать колхоз пусси.

Вăхăт шăвать. Çур тырри пуç кăларчĕ, пулса та çитет. Пĕрре Хумма, чĕлĕмне паклаттарса, тыррине пăхма утрĕ. Тырă шăтсанах Хумма, хире тухса, хăй анисем çине çитсе курнăччĕ. Ун чухне Хумман тыррисем çынсенни майлах пекчĕ. Халĕ аплах мар пек. Хумман савăнмаллиех çук. Урпа ани çинче сар чечек вăрăмланса ларнă. Тĕллĕн мăян кĕрлесе ларать. Урпа çумкурăксем хушшинче пăчăр-пăчăр курăнать. Пырать Хумма сĕлĕ патнелле.

«Сĕлĕрен те пулсан турă телей паман-ши?» – тесе шухăшлать Хумма. Пăхать – сĕлĕ тăррисем хуран курăнса лараççĕ. Тытса пăхать Хумма сĕллине – сĕлĕн пĕр тĕшшийĕ те çук, хура тусан пекки кăна алла сăрать – пĕтĕмпех кăмпаллă. Çынсенĕн никамăнах та Хумманни пек начар тырă çук.

Хуйхăрса килнелле утрĕ Хумма. Халĕ Хуммана уçă саслă пионер та, триер кĕрлени те аса килчĕ. Çук ĕнтĕ, иртсе кайнă вăл çурхи вăхăт. Колхозниксем, ытти хресченсем те, сортласа, формалинпа чӳхесе акнисем, тырăллă пулчĕç. Хумман тыррине, курăк пускăскерне, кăмпаланнăскерне, çавапа кăна çулмалла.

«Кирлех пулнă çав триерĕ те, формалинĕ те», – тет Хумма халь хăй ăшĕнче. Мучар сăмахие итленĕшĕн хăйне хăй питĕ хытă ӳкĕнет. Чĕререн тарăхса, калама çук хуйхăрса, Хумма килнелле пуçне чиксе утрĕ.

Ыраш вырса пĕтерсенех çур тырри те тăранчĕ. Çур тырри вырма чăн малтан колхозниксем тухрĕç. Анушки колхозниксем урпа вырма тухнă кунах хăйĕн пысăкрах ывăл ачипе ана çине çитсе тăчĕ.

«Колхозниксенчен юлас марччĕ-ха, пĕрлех пуçтарса кĕресчĕ», – тет Анушки, паттăрланса шухăшласа. Вырас килсе васкаса вырма тытăнчĕ. Анушки кăчăрт та кăчăрт туртать çурлипе. Ачисем те, амăшне кура, тăрăшсах выраççĕ.

Халĕ, ирхине, пусăра уçă. Кăшт тӳлек çил вĕркелет. Сывлăм типмен-ха. Урпа пучахĕсем нӳрлĕ, вырма аван.

Колхозăн урпа пусси хĕррипе пысăк, кайăк евĕрлĕ машин хăлаçланса çаврăнать. Кĕрлет машин. Ун сасси таврана янратса тăрать. Вĕлт те вĕлт машин хыççăн çыхмалли тырă ӳксе юлать. Колхозниксем урпа пусси хĕррипе йĕри-тавра тăнă та, машин вырнине çыхса пыраççĕ. Кашни çын хыççăн тĕмсем купаланса пыраççĕ.

Колхозниксем хушшинче уççăн калаçни, шӳт туса кулни илтĕнет.

Хĕвел çӳлерех хăпарнăçемĕн хĕртме тытăнчĕ. Шăрăх, пăчă пула пуçларĕ. Кăнтăрла çилĕ те чарăнчĕ – таçта кайса кĕчĕ. Хĕвелĕ пур – пĕчĕкçĕ кăна курăнать пулин те, çапах калама çук йăлтăртатса, чĕпĕтсе пĕçертет.

Анушкипе ачисем тар юхтарса выраççĕ. Ирхине ачасем самай калаçкаласа выратчĕç, халĕ пĕри те нимĕн те шарламаççĕ. Вырассине те паçăрхи пекех выраймаççĕ. Вунпĕр çулхи Хветюк кăнтăрлахи апат çиме вăхăт çитичченех кăнтăрлахи апат çиес тесе йăнкăртатма тытăнчĕ.

Анне, ав, колхозри ачасем, пирĕн пеккисем, хĕвел хĕртме тапратсанах ĕçе пăрахрĕç. Киле ячĕç вĕсене... – тет Хветюк. Хăй ял еннелле куçне хĕссе пăхать. Колхозачисем йăмраллă, сулхăнлă урама кĕрсе кайнине Хветюк пăхсах тăчĕ. Колхоз ачисем шăрăх вăхăта канса ирттереççĕ. Каçалапа, шăрăх иртсе кайсан, каллех ĕçлеме тухаççĕ.

Пирĕн анне колхоза кĕнĕ пулсан, эпир те çав колхоз ачисемпе пĕрле пулаттăмăрччĕ, – тет Хветюк, чĕререн кăмăлсăрланса. Сасси унăн халь йĕрсе ярас пек чĕтрет, тутине мăкăртнă.

Колхоза кĕнĕ пулсан, эпир те çак тырра çурлапа вырса асапланмастăмăрччĕ, – тет вунвиçĕ çулхи Ваççук, Анушкин чăн аслă ывăлĕ. Ваççук та колхоз ачисем киле кайнине курнă. Паçăр Ваççук, тăрăшса выраканскер, халĕ выраймасть, ывăннă вăл. Унăн шăрăхпа пуçĕ ыратма тапратрĕ. Колхозниксем еннелле Ваççук час-часах пăхать.

Колхоз хирĕнче машина çаплах кĕрлет. Иккĕмĕш хут улăштарчĕç ĕнтĕ колхозниксем машинăна кӳлнĕ лашасене. Колхозниксем хушшинче çаплах, паçăрхи пекех уççăн калаçни, пĕр-пĕринпе шӳт туса кулкалани илтĕнет. Колхозниксем кăмăллă, тарăхмасăр ĕçлеççĕ. Машина пусă хĕррипе çаврăнса çӳренĕçемĕн çыхмалли тырра сахаллатса пырать. Пысăк кайăк, хăлаçланса çӳресе, тырра кăшласа çинĕ пек туйăнать. Сахал вăхăтрах колхозниксем нумай ĕçлесе тăкрĕç.

Ян!.. ян!.. уççăн, илемлĕн кĕчĕ хăлхана. Кăвак пĕлĕтре кĕсле сасси янранă пек туйăнчĕ. Колхоз хирĕ енче илтĕнчĕ... Радио калама тытăннă иккен. Кăмăла çĕклентерекен илемлĕ кĕвĕ янраса тăрать. Ĕнер-виçĕмкунах комсомолецсем шкулти радиоприемникран трансляци тăватчĕç. Колхозниксем апат çимелли, канмалли вырăнта паян громкоговоритель лартнă.

Акă колхозниксем ĕçе пăрахса урапасем патнелле пычĕç. Унта, урапасем хыçнерех, паçăртанпах кăвак тĕтĕм авкаланса вĕçкелет. Шурă саппунлă хĕрарăм колхозниксем валли апат пĕçернĕ. Колхозниксем пурте урапасен сулхăнне ларса тухрĕç. Шурă саппунлă хĕрарăм апат антарса парать. Çил колхоз пусси енчен вĕрчĕ те, Анушки сăмсине яшка шăрши тутлăн пырса çапăнчĕ.

Анушки те ачисемпе кăнтăрлахи апат çиме ларчĕ. Хутаçран çăкăрпа тăвар, тымарĕпех тăпăлтарнă сухан кăларса хыврĕ. Çиме тытăнчĕç.

Çийĕр, çийĕр, – тет ачисене Анушки, хăй типсе кушса кайнă çăкăра пĕчĕк витререн шывпа сыпса çиет.

Колхозниксем апат çисе ларнă хушăра вĕсем патне икĕ ача хаçатсем çĕклесе пычĕç. Çисе ларакан колхозниксем хушшине салатрĕç. Радио, тӳлек сывлăша янратса, пусăра илемлĕн илтĕнет.

Апат çисен, Анушки канма выртмасăрах вырма тытăнчĕ. Ваççукпа Хветюк колхозниксем патне радио итлеме кайрĕç. Анушки вырать, вырать... Колхозниксем апат çинĕ хыççăн каннă хушăра Анушки вĕсем чулах пĕчченех вырса тăкас пек васкаса вырать, хăй мĕн чухлĕ вырнине каялла çаврăнса пăхать. Анушки вырнă ани нумай мар-ха, нимĕн чул та ĕç малалла каяйман. Кăнтăрлаччен вырни, ана пысăкăшпе танлаштарсан, ытла сахал-ха. Анушки пăхать, пăхать малалла вырмалли анине, чылай сарлака та вăрăм-ха Анушкин урпа анийĕ, халь паян кăна вырма тытăннă. Тата миçе кун вырмалла пулать-ха ку анана? Малалла пăхсан куç хăрать, вырса пĕтерессĕн туйăнмасть. Çанталăкĕ пур, уяр та шăрăх тăрать. Ав мĕнле, Атăл хĕрри еннелле, вĕлтĕр-вĕлтĕр курăнса вĕри сывлăш хумханать. Каçалăк умĕнче тăнă çĕртех çав таçтан хумханса килекен вĕри сывлăш хумĕ пырса çапăннă пек туйăнать, кас-кас пĕçерсе илекен сывлăш ăшнех кĕрсе каятăн. Шăрăх, пăчă вара ун пек чух. Анушкин те çак шăрăхран урапа айнелле е ăçта та пулин сулхăналла пытанасчĕ, канасчĕ пăртакçă, алăсем те ыратаççĕ, анчах юрамасть-ха канма. Анушки тырă вырса пĕтерсен тин канма пултарать. Анушкин пурĕпĕр çак тырра хăйĕннех вырас пулать. Çынна тара тытса выртарма Анушкин пĕр пус укçийĕ çук. Кама та пулин пулăшма чĕнес, пулăшма халĕ никамах та килес çук: кашни харпăр хăйĕнне вырса пĕтерме тăрăшаççĕ.

Эй! Бригадирсем! Ĕçе! – терĕ колхозниксем патĕнче пĕр сасă хыттăн.

Пĕр çын пек харăс тăчĕç колхозниксем. Радио сасси илтĕнми пулчĕ. Кĕрлесе кайрĕ тата машина. Пур колхозниксем те ĕçе харăс тытăнчĕç. Хăлаçланать, васкаса чупса çаврăнать пусă йĕри-тавра улăпла кайăк-машина. Йăванса юлать ун хыççăн çыхмалли тырă, çыхăнать кĕлте, купаланать тĕм хыççăн тĕм.

Анушки ачисем те амăш патне пычĕç, вырма тытăнчĕç.

Колхозниксем шыв вырăнне кăвас ĕçеççĕ. Плаки аппа пире те пĕрер курка ĕçтерчĕ, – терĕ Хветюк.

Тата какай яшки хыççăн турăх çирĕç. Аван вĕсен, колхозниксен. Яслири ачисене те шурă кулачăпа сĕт, маннă пăтти çитереççĕ. Пĕркун яслине хам кĕрсе куртăм. Кунта тата палаткăра чĕчĕ ачисем сулхăн та уçă çĕрте шурă кипкесем çинче тапкаланса выртаççĕ. Вĕсене Анюк пăхать. Анюк чĕчĕ ачисене пăхма курса кайса вĕреннĕ. Ку ачасене те, апат çиеймен пулнисене те маннă пăтти çитерчĕç. Аван çав колхозри ачасен пурнăçĕ. Пирĕн Мишшапа Наçтук килте иккĕшех хăйсем тĕллĕн юлаççĕ. Кунĕ-кунĕпе хамăр пекех начар апатпа пурăнаççĕ. Колхозран пăрăнсах ачасене детсада ямарăн, – терĕ Ваççук.

Ачасем амăшĕ колхоза кĕменшĕн ӳпкелесе калаçни амăшĕн кăмăлне каймасть. Анушки ачасен шухăшне урăх çĕрелле пăрас шухăшпа:

Урпана час вырса пĕтеретпĕр теççĕ-и колхозниксем? – тесе ыйтрĕ.

Тепĕр икĕ кунтан пĕтеретпĕр, вара тулă выратпăр теççĕ. Çĕрле вырмалли бригада та туса хунă колхозниксем. Пит хăвăрт ĕçлеççĕ вĕт вĕсем, – терĕ Ваççук.

Пирĕн те колхозниксенчен юлас марччĕ-ха. Вĕсемпе пĕрле вырса пĕтересчĕ. Эпир те вырар-ха хăвăртрах. Тырă пĕтерсен, лашапах куккусем патне панулми кайса илĕпĕр, – тет Анушки, ачасен вырас кăмăлне хăпартса.

Хĕвел каç енне сулăнсан шăрăх сирĕлчĕ. Ваççукпа Хветюк халĕ, амăш хĕтĕрткелесех тăнипе, вырас тесех выраççĕ. Ав, колхоз ачисем те уйрăм бригадăпа кĕлте çĕклеме тухрĕç. Каннă ачасем ăмăртса, чупкаласа çӳресе ĕçлеççĕ. Ватăрах çынсем, виççĕн-тăваттăн, ачасем çĕкленĕ кĕлтене сурат туса пыраççĕ. Колхозниксен ĕçĕ калама çук хăвăрт ӳсĕнсе пырать. Вĕсем чăн та урпана часах вырса та пăрахрĕç. Çанталăк уяр, шăрăх тăрать те тулăпа сĕлĕ те пулса çитеççĕ. Вĕсене кĕçех вырма тытăнмалла.

Пĕр канăçа пĕлмесĕр Анушки ачисемпе тăватă кун вырчĕ. Урпа ани вырни çурри кăна пулнă-ха. Колхозниксем урпана виçĕ кун, пĕр çĕр вырчĕç те тăваттăмĕш кун çинче урпана пĕр çĕре турттарса, капан туса лартрĕç. Халĕ колхозниксем тулă выраççĕ. Колхозра мар хресченсем те, йышлăраххисем, урпана вырса пĕтере пыраççĕ. Çанталăк шăрăх тăнипе урпа тăкăнма тытăнчĕ. Урпана ирсенче кăна вырма пулать. Кăнтăрла тĕлĕнче урпана пырса тĕкĕнме те май çук, калама çук ванать. Урпа пучахĕсем çекĕл пек кукленсе чикĕнсе лараççĕ. Анушки урпине ирсенче выркалать, кăнтăрла тулă вырать. Колхозăн виçĕ кунтан туллине те вырса пĕтерчĕç. Тепле колхозăн ĕç пит хăвăрт ӳсĕнсе пырать çав. Унăн вырмалли симĕсрех сĕлĕпе пăрçа çеç юлнă.

Пĕр кунхине çанталăк тата шăрăхрах пулчĕ. Çĕрле вăйлă çил тухрĕ. Анушки вырса пĕтереймен тырришĕн хуйхăрса çĕрĕпе çывраймарĕ. Ирхине Анушки ирех, ачисемсĕрех, хăй ани çине чупрĕ. Урпа пĕр пучахсăр, шăпăр пек ларать, пучахсем çĕре шап-шурă тăкăннă. Анушки тулă ани патне чупса пычĕ. Туллине сирсе пăхрĕ. Сарă тулă пĕрчисем те çĕрте сапаланса выртаççĕ. Анушкин пыр тăвăрланса килчĕ, куçĕ шывланчĕ. Ассăн сывлăш çавăрса яричченех вĕри куççуль питçăмарти çинчен шăпăртатса анчĕ. Анушки сурат кутне лучăрканса анчĕ те питне хупласа ĕсĕклерĕ.

Çанталăк паян сулхăн, пĕлĕтлĕ, кай енчен мал еннелле çумăр пĕлĕчĕсем каяççĕ. Çанталăк кĕр еннелле кайнăн туйăнать. Тискерленнĕ çумăр çăвасшăн тăрать.

Анушкин ăш вăркать. Пысăк, йывăр япала хулпуççи çине персе аннă пек Анушкине хуйхă пусрĕ. Анушкин вăйĕ пĕтсе çитнĕ пекех туйăнчĕ. Алă-урана та сиктерес килми пулчĕ. Пĕтĕм шăмшак шĕлтĕрех кайрĕ. Шел, ах, пит шел-çке тырра, калама çук шел. Анушки колхоз хирнелле пăхрĕ. Колхозăн, эх, мĕн тĕрлĕ ырă пулчĕ. Çилпе колхозăн пĕр тырă пĕрчи те ӳкмерĕ вĕт. Анушки хăй мĕншĕн колхоза кĕменнине аса илчĕ. Колхоза кĕменшĕн ӳкĕнни чĕрине пăшатан пек шăтарма тытăнчĕ. Çумăр пĕлĕчĕсем чупнă пек шухăшсем вĕçĕмсĕр чупрĕç. Анушки хĕллехи каçа аса илчĕ. Чухăнсемпе ял активĕ пуххинчен Анушки ытти çынсемпе килелле утрĕ. Анушки пухуран хăй колхоза кĕрессине чăн ырă кăмăлпа, чĕререн йышăнса тухрĕ. Колхоз çинчен шухăшлани ăна савăнтарнă, чăн паха япала пек туйăннă. Тĕл пулнă вĕсене Мучар. Анушки çав Мучар колхоз пурнăçне хурласа каланă сăмахсем Анушкин паха шухăшĕсене лучăркаса, çĕмĕрсе пăрахрĕç. Мучар сăмаххине пула Анушки колхоза кĕмерĕ. Шухăшласа ларнăçемĕн Анушки чĕринче Мучара çилленесси, курайманни çивĕчленсе пычĕ. Мучар тăшманăн туйăнса кайрĕ.

Çапла йывăр хуйхăпа шухăша кайса ларнă вăхăтра Анушки курах кайрĕ – колхоз хирĕ урлă пĕр çын иртсе Анушки патнелле пырать. Пăхать Анушки – Савин Михали иккен. Михала лăпсăр-лăпсăр пиншак тăхăнса янă. Лапчăк карттусне çамки çине лăп лартнă. Михала хуллен, ывăннă çын пек утса, Анушки патне пычĕ.

Эс, Анушки, мĕн пăхса ларатăн? Урпа пуçне мĕншĕн пухма тытăнмастăн? Курмастăн-и, пĕлĕт татăлса анас пек. Акă халь çумăр чĕреслетсе ячĕ-тĕк, урпа пуçĕ шăтса та каять, – терĕ Михала. Анушки çумне суратран пĕр кĕлте илсе ларчĕ. Михаля ана пăхма кайнă пулнă.

Пухмалла та-ха, – терĕ Анушки, хăй йĕнине палăртасшăн мар пулса, питне-куçне тутăр вĕçĕпе шăлкаласа илсе.

М-да, Анушки, санăн кăна мар, манăн та пĕр çурпилĕк тулă юхса тухнă. Ĕлкĕреймерĕмĕр, урпийĕ те, туллийĕ те пĕр вăхăтрах пулса çитрĕç те... Колхозсем, ав, аптăрамарĕç. Машинăпа часах пулать çав ĕçĕ те. Так кĕ-мерĕм çав колхоза, – терĕ Михаля хуйхăллăн. Унăн хĕвелпе хуралса кайнă пичĕ-куçĕ паян хальчченхинчен ырхантдрах пек туйăнать. Куçĕсем тин чирлесе тăнă çыннăнни пек путса кĕнĕ. Анушки пекех Михаля та кĕçĕр çил тулашнипе çĕрĕпе çывăрман, çурпилĕк тулă ăна канăç паман. Хĕрĕх çулхи Михаля паян ватăлса кайнă пекех пулнă., Аллинче виçĕ-тăватă пушă тулă пучахĕ.

М-да, кĕмеллеччĕ, питĕ кĕмеллеччĕ çав колхоза, – терĕ татах Михаля.

Ан та кала, – терĕ Анушки.

Михаля калаçнипе Анушкин ăшчикĕ тепĕр хут тăвăнса килчĕ. Тути хăех чĕтренсе, турткаланса илчĕ. Анушки, йĕрсе ярас килни паллă ан пултăр тесе, тутине тутăр вĕçĕпе хупларĕ. Айккинелле пăхса, куçĕсене мăч-мăч тутарса илчĕ.

Эпĕ колхоза кĕрес тесех тăнăччĕ те, так... çын сăмахĕ хыççăн кайса хама хам муталантăм. Мучар каланине чăнларăм çав, – терĕ Михаля.

Эпĕ те Мучар каланине пит ĕнентĕм-çке çав, – терĕ Анушки хуйхăллăн, ӳкĕнсе.

Хĕлле Мучар колхоз çинчен мĕнпур ырă мăррине çеç пит калатчĕ те, нумайăшĕ, чухăнсем те, ваттисем те, пирĕн пекех Мучара ĕненсе, колхозран пăрăнса юлчĕç. Халĕ Мучар хăй вĕлт çеç колхоза кĕрсе кайрĕ, – терĕ Михаля.

Ан калаç, – терĕ Анушки, тĕлĕнсе пĕççине çапса илсе. – Суя пуль вăл?

Пĕрре те суя мар. Халь, çур тырри вырма тытăнас умĕн кĕнĕ. Мучарăн çур тырри анисем колхозсемпе юнашарах вĕт, ав, леш енче, – терĕ Михаля, аллипе колхоз пусси урлă кăтартса.

Ара, Мучар хĕлле колхоза вилес пулсан та кĕместĕп тетчĕ-çке, – терĕ Анушки, çаплах тĕлĕнсе.

Кĕместĕп тетчĕ те, кĕчĕ çав. Мучар вăл чее, пирĕн йышшисене, колхозшăн çунакансене, вăл колхозран сивĕтсе хăварчĕ. Мучарăн пĕр тырă пĕрчи те тăкăнмарĕ. Эпир курнă хуйха вăл пĕлмест те. Курас килми пулчĕ ĕнтĕ манăн çав Мучара. Колхоз пирки суйса çӳресе муталанăшăн тем туса пăрахас килет. Эх, ăна, йытта! Мучар пире улталаман пулсан, пире паянхи хуйхă та тулламастчĕ. Пĕçертрĕ ăшчике Мучар!

Михалян ырхан пичĕ-куçĕ çилĕпе çивĕчленчĕ, хăвăрт сывланипе сăмса çунаттисем хăпартланаççĕ. Пусă урла аяккалла пăхнă куçĕсем тăшмана тĕллесе пăхнă пек çилĕпе тулнă:

Ытла та мăшкăл айне пултăмăр çав. Чун тулашать! – терĕ Анушки, тепĕр хут тата вăйлăрах хыпăнса.

Халь ĕнтĕ Анушки Михаляран йĕрес килнине те пытарса тăмарĕ. Пĕр хуйхăпа çакă икĕ çын пĕр-пĕрне çывăхрах пек пулчĕç. Анушкин шывланнă куçĕсенчен куççуль тумламĕсем яр та яр юха-юха анаççĕ.

Тулашасси тулашатпăр эпир, анчах тулашнипех ирттерсе яратпăр. Çавăн пек путсĕр çынсем мĕнлине власть умĕнче, ял çинче палăртма тăрăшмалла. Пĕркунах, хĕлле, Мучар колхоз çинчен мĕнле суя сăмахсем сарса çӳренине комсомол ячейкин çыруçине Арманова е ял Советне пĕлтермеллеччĕ. А халь ĕнтĕ Мучар колхоза кĕрсе кайнă. Хамăр начар эпир. Çавнашкал юрăхсăр çынсем çинчен влаçа вăхăтра пĕлтерместпĕр. Мучар мана колхозран пăрса хăварнăшăн, çавнашкал колхоз çинчен суйнăшăн, пире улталанăшăн эпĕ ахалех ирттерес çук! Туйрăм, сисрĕм Мучар мĕнле çыннине, анчах куç умне курăнмалли ирсĕр ĕçĕсене пĕлейместĕп-ха, тупсăмне тупайман-ха. Эх, хамăр начар çав, хамăр тăшмана хамăртан кĕрекене ирттеретпĕр.

Анушки пĕр чĕнмесĕр Михаля каланине итлесе ларчĕ. Михаля каланипе Анушки килĕшет.

Мучар çинчен хĕрарăмсен пуххинче сăмах тапратса ярас-ха, Анна Петровна учительница ун пеккисене хытă йĕркелетчĕ-ха. Отпускран килсенех, Анна Петровнăна Мучар çинчен каласа парам. Хĕртчĕр ăна, Мучара. Кăларса пăрахчăр колхозран!

Çапла кирлĕ. Ну, Анушки, киле каяс пулать, çанталăк йăсăрланма тытăнчĕ, – терĕ те юлашкинчен Михаля ура çине тăчĕ.

Пĕлĕт хĕрри йăсăрланса, таврана хупăрласа киле пуçларĕ. Михаляпа Анушки, йывăр хуйхăпа хыпăнса, ялалла хуллен утрĕç. Вĕсене хирĕç вĕтĕ çумăр пĕрĕхме тытăнчĕ.

Савин Михалипе Мучар пĕр кӳршĕре, юнашар пурăнаççĕ. Пĕр-пĕрин патне çӳрекелетчĕç. Нумаях пулмасть Михаля Мучара кĕлет куçарса лартма та пулăшрĕ. Михаля Мучара курайми пулнăранпа унăн шухăшĕ çавăн çинех каймасть, анчах хăй пĕрмаях Мучар çинчен шухăшлать. Мучара курайми пулнăранпа унăн шухăшĕ çавăн çинех пырса тăрăнать.

«Ăçта кайса килет-ха Мучар? Мĕншĕн кашни пасарах каять-ха вăл? Ăçтан тухать Мучарăн укçа? Мучар хăй, Янаултан таврăнсан, çука ертĕм, тĕп пултăм тесе çӳретчĕ, халĕ Мучар ачисем валли пушмаксем, фуфайкăсем илсе тултарчĕ. Хăй валли утмăл тенкĕлĕх пиншак, çĕр çирĕм тенкĕлĕх атăпа калуш илчĕ. Давай пĕрер Мучара сыхлас, вăрăпа-мĕнпе хăтланмасть-и вăл?» Çак ыйтусем Михаляна ялан Мучар çинчен шухăшлаттараççĕ.

Пĕрре Михаля Мучар Кавал пасарне кайнине пĕлчĕ. Михаля та пĕр сăлтавсăрах пасара тухса утрĕ. Мучара пасарта шырать. Тупрĕ. Мучар пасар тулашнерех пĕр шатра питлĕ саилăклă пиншаклă çынпа калаçса тăрать. Михаля ку çынна халиччен курман. Мучарпа çав палламан çын калаçкаласа тăчĕç те, иккĕшĕ ик еннелле уйрăлчĕç. Михаля вăрттăнтарах, Мучара куçран çухатмасăр çӳрекелерĕ, нимĕн те пĕлеймерĕ. Мучар киле каяспа вунă кĕренке ĕне ашĕ, пилĕк кĕренке сар çу, ачисем валли тăватă мăшăр çăматă илчĕ те хăйсен ял çыннипе лав çине ларса килчĕ.

Ăçта çăваран тухать çав Мучарăн укçа?! Укçа кăларса тăракан ĕç пурах ĕнтĕ çак Мучарăн, мĕнле майпа пĕлес, ăçтан тупсăмне тупас, – тесе шухăшласа таврăнчĕ пасартан Михаля.

Кĕр çывхарчĕ. Час-часах çумăрлă кунсем пулкалаççĕ. Пĕр кунхине кунĕпе çумăр çурĕ. Каçхине, тĕттĕм пула пуçласан, Михаля лашине сĕлĕ кĕлти илсе парас тесе анкартине тухрĕ. Пăхать – тахăшĕ Мучар анкарти хапхине майĕпен уçса кĕчĕ те, йăпшăнса, карта хĕррипе утса, Мучар патне кĕрсе кайрĕ. Кам пулчĕ-ши ку? Çакнашкал ирсĕр çанталăкра, каç пулсан, мĕн туса çӳрет-ши ку çын? Михалян çав çын кам иккенне питĕ пĕлее килчĕ. Лашине апат парсанах, Михаля урама тухрĕ те Мучар пӳртне кантăкран кайса пăхрĕ. Пӳртре çутă çук. Пĕчĕк ачи йĕрет. Амăшĕ ăна темĕн сăвăллă калаçса йăпатать. Мучар сасси илтĕнмест. Те такам тухрĕ, те кĕчĕ – пӳрт алăкĕ шалт! туса хупăнни илтĕнчĕ.

«Мучар хăй кĕлетре пулĕ. Вăл унта çывăрать вĕт», – тавçăрса илчĕ Михаля. Пахча енчен кĕлет патне пĕр сисĕнкĕсĕр утса пычĕ. Чăнах та кĕлетре ура сасси, пукана тĕртсе шутарни илтĕнчĕ. Унччен те пулмарĕ, кĕлетре пĕчĕк хушăкран çутă курăнчĕ – кĕлетре краççын çутрĕç пулмалла. Кĕлет айне Мучар питĕрме ĕлкĕреймен-ха. Михаля хуллен шуса кĕлет айне кĕчĕ. Тулта çумăр чĕреслетсе çапса çăвать. Пăхать Михаля – кĕлет айне пĕр тĕлтен çутă ӳкет. Астуса илчĕ Михаля пĕркун кĕлет урайне сарнă чух пĕр çур шите яхăн урай хăми çитменччĕ, çаплипех, питĕреймесĕрех хăварнăччĕ. Михаля çав çутă ӳкекен тĕле хырăмпа хуллен, пит хуллен шуса пычĕ те пăхрĕ. Леш, Кавал пасарĕнче курнă çĕр саплăклă тачка пиншаклă çын иккен. Мучар та, халь ун патне килнĕ çын та Михаляна пилĕк таран курăнаççĕ. Стена çумнелле сĕтел ларать. Стена çинче краççын çунать.

Салтăн, Иван Михалч. Шӳрĕн пуль-çке эсĕ паян. Çумăр пит çăвать те, эпĕ сана килеймест пуль тесе тăраттăм-ха.

Килес терĕм, каланă сăмах çине тăрас терĕм, – тавăрчĕ лешĕ. Саплăклă, çумăрпа шӳнĕ пиншакне хыврĕ те, пăтана çакса ячĕ, хăй çӳхе пиншакпа кăна юлчĕ.

Мучар сĕтел çине çур литр эрех лартрĕ. Кĕлетрен тухса çăкăр, тăварланă хăяр, чăкăт, пиçнĕ аш татки илсе кĕчĕ. Еçрĕç, çирĕç. Вара Иван Михалч текенни хăйĕн тачка пиншакне пăтаран илчĕ те, сĕтел çине хурса, çурăм çинчен пĕр саплăкне хуçмалла çĕçĕпе сӳтме тытăнчĕ. Саплăк çипписем хуçмалла çĕçĕ айĕнче пăтăрт-пăтăрт касăлаççĕ. Саплăка сӳтсе кăларчĕ те, ватка айĕнчен вĕлт те вĕлт темĕн сĕтел çине кăларса хума тытăнчĕ. Михаля авантарах пăхрĕ те курах кайрĕ – ватка ăшĕнчен ылтăн укçасем тухаççĕ иккен. Мучар тухнă пек ылтăнĕсене пуçтарса, ывăç çинче шутласа пырать. Лăп çирĕм пĕр ылтăн тухрĕ.

Тек çук, – терĕ Иван Михалч. Пиншакĕ ăшĕнчен таçтан çиплĕ йĕп кăларчĕ те саплăкне тепĕр хут сапласа та хучĕ. Пиншакне пăтана çакса ячĕ.

Ну, мĕнле? Пĕркунхи хакпах-и? – терĕ Мучар.

Пĕрер çĕрне хушатăн пулĕ, – терĕ Иван Михалч, тутине кăшт кăна сиктерсе.

Çу-ук, Иван Михалч, хушмастăп. Халĕ эпĕ ылтăнпа хăтланма вуçех пăрахасшăн. Халĕ ĕлĕкхи мар, пит час тытаççĕ. Хусанта, Çĕрпӳре ылтăнпа сутă тăвакансене миçе çынна тытса хупнă-ха? Ял Совечĕ миçе çынна, ылтăнпа хăтланнисене, раскулачить тунă?

Эсĕ те, эпĕ те лекмен-çке-ха ку таранччен, раскулачить туман-çке пире? – терĕ Иван Михалч, лăш кулса, шăппăн.

Санпала манăн мĕн калаçасси пур? Эпир, иксĕмĕр те чеерех пулса, хамăра хамăр раскулачить турăмăр. Да... Пирĕн пĕр шăрпăк та Совета каймарĕ. Чухăна кĕрсе ĕлкĕртĕмĕр. Чышкă пек пӳртсенче пурăнатпăр. Вольнăй пролетари вĕт эпир, хи-хи-хи, раскулачить тăвăр ĕнтĕ пире. Мĕн илесси пур пирĕнне? – терĕ Мучар çинçе сассипе, шăппăн кулса.

Эпир йĕре шăлма пĕлекен тилĕсем пултăмăр. Эх, хăямат, хăçан пĕтĕ-ши ку? Мул пур çинче чухăн çынла пурăнасси йăлăхтарчĕ ĕнтĕ, – терĕ Иван Михалч.

Йăлăхтарать çав, анчах тӳсес пулать вăхăтлăха. Кайран хамăр хуçаччĕ те-ха. Эсĕ миçе ылтăн усратăн? – терĕ Мучар.

Пилĕкçĕртен пĕрре те катман эпĕ.

Манăн та çавăн патнелле çывхарать. Хут укçана эпĕ ăна укçа тесе шутламастăп та. Эпĕ çурт сутнă укçана пĕтĕмпе ылтăн туса хутăм. Власть урăхла майлă çаврăнас пулсан, халех эпĕ хула пек çурт лартатăп, çĕлен пек кукăр мăйлă ăйăр туянăттăм. Ялти чухăнсене пĕтĕмпе алла çавăрса илсе, кирпĕч савăчĕ е мĕн те пулин çавăн пек пуймалли ĕç пуçласа ярăттăм. Халь пур, çуран, çĕтĕк пиншакпа, çăпатапа лапсăртатса çӳре. Хăçан пĕтĕ-ши кун пек тарăхасси?

Пĕтесси пĕтет те-ха, тӳсер-ха ĕнтĕ вăхăтлăха. Пĕр çуллăха мулкач тирĕ те тӳснĕ, тет, тенĕ авалхи ăслă çынсем. Эпĕ кĕтĕм-ха ĕнтĕ колхоза. Вăт çав колхозсене йĕркеленме парас пулмасть.

Эсĕ колхозра-и вара?

Кĕтĕм çав, мĕншĕн тесен колхоза кĕмесен те май килмест, хĕллеренпе мĕн чухлĕ колхоза хирĕç ĕçлерĕм, витомлĕ пулаймарăм. Колхоз пулса ларчĕ-ларчех. Ĕнтĕ колхозра та-ха, сиенлес тĕлĕшĕнчен мĕнле пулĕ малашне. Пурĕпĕр салататăп-салататăпах колхоза, пăхса çеç тăр. Колхоза сиен тумасан манăн чун канас çук. Счетовода кĕртес тесе сăмахларĕç пĕркун, хĕпĕртерĕм.

Счетоводран колхоз пуçлăхнелле тĕлле. Акă май килчĕ санăн, – терĕ Иван Михалч.

Унта малалла куç курать-ха. Колхозра та «доходнăй статья» пулать ман валли, пурăнатпăр пурнăçа, аптрамастпăр, колхозра луччă хӳтĕре, – терĕ Мучар, чеен кулкаласа.

Ну, ку ушкăн ылтăн çине пĕр çĕрĕшне хушса паратăн ĕнтĕ, – терĕ Иван Михалч, тăварлă хăяр чăмласа.

Парас пуль, эппин. Мĕн вăхăтра киле каяс тетĕн?

Çынсем тăриччен ирхине киле çитмелле, – терĕ Иван Михалч.

Апла пулсан, халех хатĕрлен, – терĕ те Мучар, таçта тухса кайрĕ.

Михаля сывламасăр тенĕ пок, пĕр сиккелемесĕр выртать. Ана выртма пит кансĕр. Çурăм айĕнче те тăпра муклашки, те чул муклашки, шăтарас пек ыраттарать. Михаля çапах йăшăлтатмасть те. Хăш чух, ӳсĕрес килнĕ пек чух, Михаля ӳслĕкне те çавăрса ярать. Тем пулсан та Михалян вĕçне çитиччен тӳсесех пулать ĕнтĕ. Калама çук тĕлĕнмелле япала çинчен пĕлчĕ Михаля. Вăт мĕнле чеелле пурăнать вăл Мучар. Акă ăçтан тухать унăн укçи. Вăл, чухăна персе, ылтăнпа сутă туса пурăнать иккен! Чухăнсен спискине кĕресшĕн пурлăхне сутнă, чухăнсен спискине хӳтлĕх шырама кĕнĕ иккен! Чухăн шутĕнче хӳтлĕхре пурăнса акă мĕн хăтланать Мучар!

Михаля çавăн пек шухăшсемпе ăшчикне пăлхатса выртнă çĕртех пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕнсе каять. Хăш чух Михалян, çавăнтах сиксе тăрса, çак çынсене пăвса пăрахас килет, анчах вăл, малалла мĕн калаççĕ-ха тесе, пусăрăнса выртать. Халех ял Советне чупасчĕ, иккĕшне те çакăнтах власть аллине парасчĕ...

Кăшт тăрсан Мучар кĕлете кĕчĕ. Аллинче пĕчĕк тимĕр арча. Пиçиххи çумĕнчи уççипе арчана чăнкăртаттарса уçрĕ те, сĕтел çине пачки-пачкипе укçа кăлара-кăлара хума тытăнчĕ. Иван Михалч укçа пачкисене салтмасăрах пачка пуçĕнчен сирсе шутлать те уйрăмрах хурать. Иван Михалч хăй умне темиçе пачка купаласа хыврĕ. Пиншак кĕсйинчен тутăр пысăкăш хура сăран татăкĕ кăларчĕ те укçана çав сăран татккпе чĕркесе каллех пиншак кĕсйине чикрĕ.

Кăшт выртса канас та тăрса утас пулĕ: вăтăр çухрăма яхăн пылчăк çăрса утас пулать вĕт, – терĕ Иван Михалч.

Выртăпăр та çыврăпăр эппин, – терĕ Мучар. Хăйĕн вырăнĕ çинчен пĕр минтер, аçам, пăтара çакăнса тăракан тăлăпа илсе, Мучар Иван Михалч валли урайне вырăн сарса хатĕрлерĕ. Вара Мучар, пӳрте чупса кайса, пĕр чашăк çăмарта илсе килчĕ.

Çиер-ха çывăриччен, паçăр ача макăрать те, арăм çăмарта пĕçерсе параймарĕ, – терĕ Мучар. Çăмартисене Иван Михалч умне шаклаттара-шаклаттара хурать.

Каллех эрех ĕçрĕç, çăмарта çиме тытăнчĕç. Тырпул хакĕ çинчен калаçкаларĕç те çывăрма выртрĕç, краççынне сӳнтерчĕç.

Иван Михалч часах харлаттарма та тытăнчĕ. Мучар çывăрмасть-ха, кравать хăмиие чĕриклеттерсе çаврăнкалать. Михалян ĕнтĕ кĕлет айĕнчен пит тухса вĕçмелле, анчах Мучар сисесрен хăрать. Кăшт тăрсан, Мучар та çаврăнкалами пулчĕ – çывăрса кайрĕ пуль. Михаля, паçăрхи пекех хуллен шуçса, кĕлет айĕнчен тухма тапаланать. Сывламасăр шăвать. Акă тухма патнех çитрĕ. Теплерен, тухма пуçласан, хăрах ура кĕлет уратине тăнк! перĕнчĕ. Мучар вырăн çинчен урайне тӳп! тутарса хыттăн пусса анчĕ.

Кам вăл? – терĕ Мучар сасартăк, хаяррăн. Михаля кĕлет айĕнчен тухса анкартнелле чупрĕ. Мучар та Михаля хыççăн анкартнелле чупса та тухрĕ.

Кам вăл?! Кам?!

Михаля пĕтĕм вăйран, питĕ хьгтă чупасчĕ тесе чупать. Мучар, пĕчĕкскер, çарран, кĕпе вĕççĕн çăмăл чупса, Михаляна çитсе пырать.

Карта урлă каçса ӳкес чухне Михаляна Мучар хăваласа çитсе çанăран ярса та илчĕ.

Кам эсĕ?! Хе... Михаля-çке!.. – тере Мучар, сывлăшне çавăрса яраймасăр хăвăрт сывласа, пӳлĕнсе.

Эпĕ, – терĕ Михаля та пашкаса. Хăй патнелле утрĕ.

Шуйттан! Вăрă-хурах! Мĕн сыхласа çӳретĕн?! Вăрă шучĕпе çӳрекенскер! Хăвăн çитмест сана, кулака! Чухăнăнне мĕн те пулин хĕстересшĕн çӳретĕн, намăссăр!.. – Мучар чылайччен Михаляна ятласа тăчĕ. Вăл кăшкăрашни кĕрхи тĕттĕм çĕрте тискеррĕн туйăнчĕ. Лăпăстатса çăвакан вĕтĕ çумăр Мучара çӳçентерчĕ. Мучар килелле утрĕ.

Кĕлете кĕрсенех Мучар Иван Михалча вăратрĕ, краççын çутрĕ.

Ну, тусăм, халех тăрса утатăн пулĕ. Тем пулас, тем килес, пĕр путсĕр этем пире кĕçĕр сăнаса тăнă. Кĕлет айĕнчен тухса тарчĕ. Эпĕ хамăнне хам пĕлетĕп, эсĕ хăвăнне ху пĕл. Атя, вĕçтер хăвăртрах.

Иван Михалч, ывăннă çинчен тутлă çывăрса кайнăскер, вĕлт çеç сиксе тăчĕ, кăпăр-капăр урисене сырчĕ, тумланчĕ.

Кавалта-и? – терĕ пĕр сăмах Иван Михалч ыйхăпа тытăннă сассипе.

Çавăнта, – терĕ Мучар, кĕскен татса.

Иван Михалч калама çук хăвăрт урамалла тухса шурĕ.

Мучар, Иван Михалч тухса кайсанах, чĕтрекен аллипе арчине илчĕ те кĕлетрен çĕклесе тухса, пĕр хăй кăна пĕлекен картишĕнчи кивĕ юпа вырăнне чикрĕ. Йывăррăн сывласа, ĕштеленсе çӳрет. Пĕр япалине тытать, тепĕр япалине тытать. Сĕтел çинчи эрех кĕленчине вăр çеç алăкран ывăтрĕ. Кĕленчи пылчăк çине лап туса ӳкни илтĕнчĕ. Апат-çимĕç юлашкисене тирки-чашкипех пӳрте илсе кайрĕ. Унта çывракан арăмне вăратса, унпала тем çинчен хĕрӳллĕн калаçрĕç. Вара, кĕлетне тухса, вырăнĕ çине лăпланса выртрĕ.

Михаля, вăл темĕн ял хыçĕнчи çырмана чупса анса, ялăн аял вĕçне тухрĕ.

Тыттарасчĕ-ха кусене иккĕшне те, – тесе, Михаля тӳрех ял Совет çурчĕ патнелле утрĕ. Çумăр çаплах лăпăстатать, тĕттĕм. Сăртри урамсенче хăй çутисем йăлтăртатаççĕ. Михаля шӳсе йывăрланнă çăпатисемпе пылчăка лăчăртаттарса урам тăрăх васкаса утать. Акă çитрĕ пĕр пысăк çурт патне. Ку çурт ĕлĕк çăмарта хуçин пулнă. Халĕ кунта ял Совет канцелярийĕ, вулав çурчĕ, участокри милиципе Арманов хваттерĕ. Çурт, пысăкскер, çап-çутă кантăкĕсемпе пăрахут пек курăнса ларать, Михаля ял Совет канцелярине васкаса кĕчĕ. Пӳлĕмре пĕр-пĕччен дежурнăй сельисполнитель ларать. «Ял Совет пуçлăхĕ Трофимов килте-ши?» – тесе ыйтсан, сельисполнитель:

Çук, паян района кайнă, ыран ирсĕр килеймест пуль, – терĕ. – Ял Совет çыруçийĕ те кӳршĕ яла тырă. хатĕрлес ĕçпе тухса кайнă.

Кĕрет Михаля милици хваттерне. Милици те çук. Вăл тухтăрпа пĕрле виçĕ çухрăмри яла, çул çинче вилсе выртнă çынна пăхма кайнă. Комсомол ячейкин çыруçи Арманов çине çеç шанчăк юлчĕ. Вулав çуртĕнче сасăсем илтĕнеççĕ. Арманов, вулав çурчĕн пуçлăхĕ пулнă пирки, яланах унта. Михаля, Арманова шыраса, вулав çуртне вăркăнса кĕрсе каять. Унта çамрăксем хаçат, кĕнеке вуласа, шахмăтла, шашкăлла выляса лараççĕ. Арманов çук иккен. Икĕ кунлăха райкомол пленумне кайнă терĕç.

«Пĕтрĕ, ĕç тухмарĕ паян. Паян май килмерĕ пулсан, ыран, тепĕр чух. Халĕ ку ĕç çинчен никама та шарлас мар. Ĕнтĕ йĕрне ӳкрĕм. Май килнĕ чух Мучара власть умне тăрататăп-тăрататăпах. Малалла мĕн пулĕ, сăнас-ха. Вăт епле пурăнать вăл Мучар». – Çак шухăшсемпе Михаля килнелле утрĕ. Урам вĕçĕнче шкул çуталса ларать. Анна Петровна учительницăн хваттерĕ икĕ кантăкĕпе урамалла тăрăх пăхать.

«Кĕрем Анна Петровна патне, каласа парам Мучар çинчен», – тесе шухăшларĕ Михаля, анчах темшĕн кĕмерĕ.

«Пурĕпĕр Мучара тыттаратăп-тыттаратăпах», – терĕ те Михаля хăй ăшĕнче килнелле утрĕ.

Çумăр çума чарăннă. Çанталăк уяртать пулмалла. Çумăр пĕлĕчĕсем сирĕлме тытăннă. Тĕл-тĕл кăвак пĕлĕт татки, пĕччен-пĕччен çăлтăрсем курăнкалаççĕ. Паçăрхинчен кăшт сивĕрех. Михаля çӳçенсех илчĕ. Михаля çанталăк уяртсан мĕн-мĕн ĕçсем тумалли çинчен шухăшлама тытăнчĕ, анчах Мучар çинчен мĕн пĕлни, Мучар сăмахĕсем пуçран тухмаççĕ.

Михаля килне таврăнсан, ачисене вăратас мар тесе, краççын çутмасăрах хуранти сивĕ яшкана сыпса выртрĕ. Михаляран арăмĕ мĕншĕн вăхăтра яшка çиме картишĕнчен кĕменнине, ăçта çӳренине ыйтсан, Михаля арăмне мĕн курни, илтни çинчен тата Мучар мĕнле çын иккенне пĕтĕмпех каласа пачĕ. Паян мĕн курни, мĕн илтни Михаляшăн тĕлĕкри пек туйăнать. Михаляпа арăмĕ Мучар çинчен чылайччен калаçса выртрĕç.

Пурĕпĕр Мучара тăрă шыв çине кăларатăп-кăларатăпах. Çынсене муталаса, Совета мăшкăлласа пурăнать. Колхоза курайманскер, колхоз хӳтлĕхĕнче сарăлса пурăнĕ-ши вара? Тепре май килсенех, милицисене, ял Совет членĕсене Мучар патне илсе пыратăп та, хупăнса ларать вара хайхи тилĕ, – терĕ юлашкинчен Михаля.

Автансем авăтсан тин Михаляпа арăмĕ çывăрса кайрĕç.

Тепĕр кун ирхине çанталăк уяртса кайнă. Сап-сар хĕвел пăхать. Михаля арăмĕ ĕнер çумăр çунă чух чĕчĕ пăрушне улмуççи пахчине кăларса янăччĕ. Халĕ пăрăва ытти выльăхсĕмпе кĕтĕве хăваласа каяс тесе, пахчана пăру илме тухрĕ. Пăрушĕ Мучар енче, карта айккинче, хĕвел ăшшинче кавлесе тăрать. Михаля арăмĕ карта патнелле пăру хăвалама пычĕ. Мучар арăмĕ те, çав вăхăтра пӳртĕнче тухса, карта патне ача кипкисем çакма пычĕ.

Сан ухмах упăшку мĕн анраса çӳрет вăл? Мĕне кирлĕ ăна пирĕн кĕлет айĕн-мĕнĕн выртса çӳресе пире сыхлама? Тем анрипе пырса кĕнĕ пирĕн кĕлет айне? – терĕ Мучар арăмĕ, Михаля арăмĕ çине шăрчăкланса пăхса.

Эсир хăвăр вăрă-хурах евĕрлĕ. Сирĕн пата çĕрле анкарти хыçĕпе çӳрекен çынсем кĕрсе выртаççĕ. Эпир мар вăрă-хурах! Пулсан, эсир пулĕ! – терĕ Михаля арăмĕ.

Санăн мĕн ĕç вара, кĕрсе выртĕçин?! Вăрă теме эпир санăнне вăрласа пурăнатпăр-и-мĕн? Куртăн-и эпир çын япалине вăрланине?! Пире, чухăна кура, мăшкăллама тытăннă эсир: тасаранах вăрă тетĕн. Пирĕн пек чухăн пулса, пирĕн нушана эсĕ те кур. Ай-яй тур! Турă илттĕр ман сăмаха! Тарăхнипе калатăп! – тесе ылханса хучĕ Мучар арăмĕ.

Чухăн-и, пуян-и эсир, ман ун çинчен пĕр сăмах та çук. Эсĕ çын упăшкине анра тесе ан кала! – терĕ Михаля арăмĕ çилĕпе.

Ан чанккаса тăр!

Эсĕ ан чанкка!

Хăвăр пурнăçпа мухтанса, çынна ним вырăнне хумастăр пулĕ те, вăрă тетĕр, эпир ĕлĕк сирĕнтен ирттернĕ. Пирĕн пурнăçа эсир курайман, курас та çук! Ĕлĕк эсĕ ман умра кĕлмĕç, хытă-хĕтĕ, тĕнче хăлти çеç пулнă. Халĕ, эпир çука юлтăмăр та, эсĕ сысна пек сăмсуна тавăрса хунă, чипер çынна вăрă тетĕн, йытă пичĕ, намăссăр! Манăн çире ĕлĕк пурçăн та чĕнтĕр пулнă! Акă, пăх, куртăн-и çакна. Эпĕ кута тăхăннине эсĕ пуçа хывайман...

Мучар арăмĕ кĕпе аркине ялт! уçса кăтартрĕ те, куçне тавăрса пăрахса, чĕлхине кăларса Михаля арăмне витлесе илчĕ.

Вăт сана! Çӳпĕ вĕт эсĕ! Тĕнче хăлти! – терĕ Мучар арăмĕ. Тутине ирсĕр япалараи йĕрĕннĕ пек пăрса хучĕ. Куçĕсем, çилĕ калама çук вăйлă килнипе, йăлтăртатса кайрĕç. Хăй ăшĕнче Мучар арăмĕ: хăртса путарса хутăм, çăварне пăкăларăм, çĕнтертĕм тăшмана терĕ пуль, анчах Михаля арăмĕ тăшман айне пулма шухăшламасть-ха, çилĕпе тӳп-тӳрĕ шăтарас пек Мучар арăмне куçран пăхса тăрать. Михаля арăмĕн Мучар арăмне чĕрене тивекен сăмах калас килчĕ.

Спекулянтсем вĕт эсир! Шăпи тулĕ-ха сирĕн! Колхоза кĕнĕ, колхозра хӳтĕре тетĕр пулĕ те, эпир кӳршĕ-аршă мĕнле пурăннине сисетпĕр! Комсомолецсем, ял Совечĕ эсир спекуляципе хăтланнине пĕлсен, сикеймĕр вара çӳлелле, караймăр паянхи пек çăварсене! – терĕ Михаля арăмĕ, Мучар арăмне путарса хурас шухăшпа. Пăрушне çавăтса пахчаран тухса кайрĕ.

Мучар арăмĕ, лешĕн юлашки сăмахĕсене илтсен, çилĕ тулса килнипе чутах çурăлса каятчĕ. Пӳртне кĕме çаврăнса кайнăскер, карта патне автан пек сиксе пычĕ. Хăйĕн пичĕ-куçĕ хĕп-хĕрлĕ талăрса кайнă. Куçĕсем сиксе тухас пек, такама çисе ярас пек, çилĕпе выляса тăраççĕ. Сурчăкне сирпĕтсе, Мучар арăмĕ Михаля арăмĕ çинчен темĕн те каласа янрарĕ. Урамалла пăхса, çынсем илтчĕр тесе пуль, юри хытă кăшкăрать. Пӳрте те ятлаçса тулашсах кĕчĕ.

Мĕн çĕмĕрлетĕр эсир Михаля арăмĕпе? – терĕ Мучар, кĕлетрен пӳрте кĕрсе.

Çав путсĕр шуйттан вăл! Спекулянтсем эсир, тет! Спекулянт тесе ял Советне пĕлтерес тет! – терĕ Мучар арăмĕ, пусăрăнайман çиллине çавăрса яраймасăр хăвăрт сывласа.

Арăмне хирĕç Мучар нимĕн те шарламарĕ. Çамкине пĕрсе пăрахса çилĕллĕ пит-куçĕпе кĕлете тухрĕ. Вырăнĕ çине ларса шухăша кайса ларчĕ. Унтан тăрса сĕтелне çутталла, алăк патнерех, лартрĕ те, сĕтелрен хут, ручка, чернил кĕленчи кăларчĕ.

Тăшман мана çапиччен хам ăна çапса хуçам. Эпĕ Михаляна халех путарса, ăна власть умĕнче пĕтерсе, шанчăксăра кăларса хумасан, Михаля мана хама пĕтерет, – терĕ Мучар хăй ăшĕнче юлашкинчен. Хутне ума туртса илчĕ те çырма тытăнчĕ. Шухăшласа лара-лара çырать. Хăш чух мĕн çырнине çурса пăрахать те тепĕр хут çĕнĕрен çырать. Çапла чылайччен ларсан, Мучар пĕр листа хут шăрçа пек тикĕс таса çырчĕ те, темиçе хутчен вуласа тухса, хута тăваткал хуçлатса, лучăркамасăр, кĕсйине чикрĕ. Вара, пӳрте кĕрсе, Мучар ирхи апат çиме ларчĕ. Апат çинĕ чух Мучар сыхланарах пурăнмалли çинчен сăмах тапратса ячĕ.

Ĕнтĕ пире кураймансем пирĕн çине куç хывĕç. Ав, Михаля мана тапăнма хăтланать-ха. Тапăнса пăхтăр, кам кама путарĕ, – терĕ Мучар, сĕтел хушшинчен сар çупа ăшаланă çăмартапа тулă кулачи çисе тăранса тухса. Арăмне Мучар анкартинчи çĕрулмине виçĕ хĕрача тара тытса кăларттарса пĕтерме хушрĕ. Хăй таçта тухса кайрĕ. «Часах килеймĕп», – тесе хăварчĕ.

 

IV

Районти РКИ пуçлăхĕ Харитонов умĕнче пĕр хут выртать. Вăл хута Харитонов пĕр хут вуласа тухнă хыççăн алла тытрĕ те шухăша кайса ларчĕ.

Мĕнле-ха, К. ял Совечĕ ку таранччен çителĕклĕ, тĕрĕс ĕçлесе пынăччĕ, халĕ унăн ирсĕр ĕçĕсем çинчен çырса пĕлтерекенĕ пур, – тесе шухăшларĕ те хута тепĕр хут вулама тытăнчĕ.

«Районти Рабочисемпе Хресченсен Инспекцине.

К. ялĕнчи колхозникăн Иван Мучаровăн заявленийĕ. К. ял Совечĕ тырă, пахчаçимĕç, аш хатĕрлес ĕçре юрăхсăр ĕçсем тăвать. Пуян пурнакан çынсенех тырă, çĕрулми, аш хывтармасть. Акă, илер Савин Михалине. Вăл кăçал Совета 10 пăт ыраш, 3 пăт урпа, 10 пăт çĕрулми панă та ытлашши тыррине сутать. Савинăн тĕреклĕ пурнăçне пăхсан, халиччен ана-çаран тара илсе акнине пăхсан, Савина темиçе çĕр пăт тырă, çĕрулми тӳлеттермелле. Савин хăйне тырă тӳлеттересрен шикленсе анкартинчи улăм ури айне 15 михĕ тырă пытарчĕ те халĕ çавăнтан пĕрер-икшер миххĕн кăларса пасара илсе кайса сутать. Çĕрулмине, ман çумри пахчине шăтăк алтса, çĕр пăт пытарчĕ. Тырă, çĕрулми пытарнине хам куçпа хам курнă. Паян ухтарсан, ку япаласене паян тупма пулать. Кунсăр пуçне тата Савин аш сутти тăвать. Пасарта ĕне илсе, çывăхри яла кĕрсе вăрттăн пусать те ашне килне турттарса килсе вăрттăн пысăк хакпа сутать. Выльăх ăшчиккине час-часах мунчара çăваççĕ, Урисене ĕнтеççĕ. Эпир юнашар пурăнатпăр та, çак ирсĕрлĕхсене пĕтĕмпех хам куçпа хам курнă. Ял Совет пуç-лăхĕ Савинпа ратнеллĕ. Арманов та, участковăй милиционер Никитин та – пурте Савин майлă, ăна хӳтĕлеççĕ. Çакна çырса пĕлтерсе, нумай вăхăта ямасăрах Савин Михали патĕнче ухтару тума ыйтатăп. И. Мучаров».

Çак шăрçа пек çырнă хут çумне тепĕр хут, Мучар чăн та чухăн çын иккенне ĕнентерекен хут çыпăçтарнă.

 

 

 

 

* * *

Савин Михали паян сурăх картинчи тислĕке пахчине тăкать. Пахчана тислĕке кĕркунне тăкса сухаласа хăварас, тет. Çапла тусан, пахча çимĕçĕ ăнса пулать, тесе шухăшласа ĕçлет Михаля.

Атте, пирĕн пата милиционерсем килеççĕ, – терĕ урама выляма тухнă ачи.

Çук пуль-çке, Мучар патне килеççĕ пуль вĕсем, пирĕн пата мĕн тума килĕç? – терĕ Михаля ывăлне.

Çакна каласа та пĕтерейменччĕ, икĕ милиционер, пĕр сельисполнитель, ял Совет членĕ хапхаран кĕчĕç те тӳрех Михаля патне пычĕç.

Ну, Савин юлташ, эпир сан пата тырă пăхма килтĕмĕр. Тырра пытарса хуман-и эсĕ? – терĕ пĕр милиционерĕ.

Пытарман-çке, пытарман. Веç авă, мĕнпур тырăампартах, кĕрсе пăхăр...

Милиционерсем ампара кĕрсе тухрĕç...

Çак çеç-и санăн тырă? Нумаях мар-çке.

Çак çеç çав, кăçал çур тырри юхса тухрĕ манăн.

Улăм ури айне е ăçта та пулин урăх çĕре пытармарăн-и михĕсемпе тултарса?

Çук пытарман. Мĕншĕн пытарас манăн? Ял Совечĕ мĕн чул тӳлемелле тунине эпĕ тӳлесе татнă. Эпĕ ни лишенцă мар, ни çирĕп задани çук ман çинче. Тырра пытарса аппаланма шухăшламан та, – терĕ Михаля.

Милиционерсем тытăнчĕç шырама. Тĕпсакайĕнче, нӳхрепре, пӳрт тӳпинче, витесенче, ампар айĕсенче пĕтĕмпе шыраса çавăрăнчĕç. Анкартинелле тухрĕç те улăм ури айккисене шалчапа тĕртсе пăхса шыраççĕ. Пĕр милиционерĕ сасартăк улăм ăшĕнчен пĕр михĕ тырă туртса кăларчĕ. Тырă миххине шалах та чикмен, улăм ури пуçне кăшт кăна витĕнтерсе хывнă.

Ку мĕн? – терĕç милиционерсем.

Михаля шап-шурă шуралса кайса:

Эпĕ пытарман ку миххе, манăн мар, – терĕ, кавакарса кайнă тутине кăшт кăна сиктерсе.

Милиционерсем улăм урине салатма тытăнчĕç. Тата тырă пур пулĕ тесе шыраççĕ. Улăм урине пĕтĕмпех салатса пăрахрĕç, урăх пĕр михĕ тырă та тупаймарĕç.

Çĕрулми ăçта пытартăн тата?

Çĕрулмине те пытарман. Ав унта, шăтăк алтса, хĕл каçма хывнăччĕ.

Пытарни мар-и вара вăл?

Çук, пытарман эпĕ. Эпĕ çулленех çĕрулмине çавнашкал хывса хăварнă.

Аш сутлăх пур-и санăн?

Çук. Питрав чух пĕр така пуснăччĕ те, унтанпа хамăр та аш çисе курман, каккуй сутма. Пĕр сысна пур акă. Ана сивĕтсен пусатпăр.

Милиционерсем, юлашкинчен, шыраса мунчана кĕчĕç. Мунча çенĕк урайне уçса пăхрĕç. Шăршланса кайнă ĕне пыршисем выртаççĕ.

Ку мĕн?

Пĕлместĕп, эпĕ хывман, – терĕ кăвакарса кайнă Михаля тарăхнă сасăпа.

Ухтару туса мĕн тупни çинчен акт çырчĕç те милиционерсем Михаляна ял Советне илсе кайрĕç.

Вăл вăхăтра Харитонов ял Совет ĕçне тĕрĕслесе ларнă. Пăхса тухнă хыççăн ял Совечĕн тĕрĕс мар ĕçĕсем курăнсах каймарĕç. Милиционерсем Савин Михали патĕнчен опись туса таврăнсан, сăмах ун çинчен тапранса кайрĕ. Ял Совет членĕсем ку ĕç пирки пит нумай хĕрӳллĕн калаçрĕç. Савин Михали ку таранчен сутă туманни, тырă тара илсе акманни, яланах пур тӳлевсене те малтан татса пыни çинчен асăнчĕç. Юлашкинчен Харитонов сăмах илсе кĕскен çапла каларĕ.

Пытарнă япаласем тупăннă. Пĕр-пĕр вăтам иртнĕ çулсенче сутăпа хăтланман пулсан, халĕ çав çын вăрттăн сутă тумасть тесе кам калама пултарать? Эсир нихăшĕ те Савин хыççăн сыхласа çӳремен вĕт? Ĕçе фактсене илсе пăхмалла. Савин пĕлтĕр выльăх илсе пусса, ашпа сутă туман нулсан, кăçал ял Совет пуçлăхне Трофимов кĕнĕрен, Савин тăванех пулнăран, Савин, ытлашши укçи пур майĕпе, аш суттипе хăтланма пултарайман-и? Пултарнă темех те кирлĕ. Çавăнпа эпĕ Савин пирки çапла резолюци йышăнма сĕнетĕп, вуласа паратăп.

«Савин Михалине çирĕп задани памалли çынсен спискине кĕртмелле, халех 100 пăт тырă, 200 пăт çĕрулми тӳлеттермелле. Аш хатĕрлессипе пĕр ĕне, икĕ сысна, пилĕк сурăх хывмалла. Вăрттăн ашпа сут тунăшăн 500 тенкĕ налог тӳлеттермелле. Хăйне халех суд умне тăратмалла».

Ял Совет членĕсем çав резолюцие хăйсен ăшĕнче пăшăрханса йышăнчĕç. Мĕн тăвас? Ухтарнă чух тупăннă япаласем мĕн кăтартнине ĕненесех пулать. Тĕрĕс калать Харитонов.

Ял Совет пуçлăхĕ Трофимов Савин Михали хутне кĕрес тесе çăвар та уçмарĕ. Михаля Трофимова хурăнташ лекнĕрен, Трофимов, ахаль те хăравçăскер, хăйне айăпа хывасран хăрарĕ. Комсомол ячейкин çыруçи Арманов ку ĕç пирки Харитоновпа килĕшрĕ.

«Çивĕчрех тăмалла малашне. Класс сисĕмне çивĕчлетеререх ĕçлемелле. Ав епле, сăмса айĕнчех вăтам кулакла хăтланма пуçланă», – терĕ Арманов хăй ăшĕнче, кăтраланса тăракан йĕпкĕн хура çӳçне çӳлелле сăтăрса.

Савин Михали пирки йышăннă резолюцие виçĕ кун хушшинче ял Совечĕ пурнăçа кĕртме пулчĕ.

Мучар çав кун Хусана кайма тухнă. Иван Михалч илсе килнĕ ылтăна Хусанти ылтăнпа сутă тăвакан çынна кайса памалла. Пристане Мучар çуран утать. Кĕске пиншак тăхăннă. Урине çĕнĕ çăпатапа шурă пир тăла сырнă, аллинче туя. Мучара Савин Михали патĕнче япаласем тупăнни, районти РКИ пуçлăхĕ ĕçе хăй килсе тĕрĕслени, Михаляна хăйне ял Советне илсе кайни Мучара калама çук савăнтарать. Мучар Михаля пирки йышăннă резолюцие те ыйтса пĕлчĕ.

Çуртне-йĕрне, пĕтĕм тĕкне-çӳçне вĕçтереççĕ ĕнтĕ Михалянне. Пӳртне хамăн илесчĕ-ха, Михаля тарăхтăр.

Мучар савăнать, Мучарăн кĕвĕç ăшчикĕ канчĕ.

Пĕтертĕм тăшмана, – терĕ Мучар, хăйне хăй маттуррăн, паттăррăн туйса. Савин Михалине сиен тунăшăн Мучар кăмăллă. Мучаршăн паян кĕрхи уяр çанталăк çуркуннехи сарă илемлĕ кунран та авантарах пек туйăнать. Утма та çăмăл пек. Атăл хĕрнелле, пĕлĕт уççăн курăнакан çĕрелле хăпартланса вĕçсех каяс килет. Алă-ура çĕре лекни сисĕнмест. Мучарăн çăмăллăн малалла утас килет. Кĕçĕр пăрахут çине ларса, ыран ире яхăн Хусана çитсе, ылтăна чипер лайăх хакпа вырнаçтарсан, Мучарăн тата ытларах хĕпĕртемелле. Савăнса, çăмăллăн яшлаттарса пырать Мучар. Никам та сисмен, никам та курман Михаля патне мунчана ĕне пырши пырса пăрахнине. Мучар ĕне пыршине юри Кавал пасарне кайса илчĕ те, çурма çĕрте мунчана çенĕк урайне уçса ячĕ. Михалян улăм ури айне те пĕр михĕ ыраш пырса чикнине никам пĕлеймен. Мучаршăн, тăшмана путарас тесен, пĕр михĕ ыраш мар, вунă михĕ те шел мар. Анчах Мучар пĕр михĕпех çырлахтарчĕ. Шел мар Мучара пĕр михĕ ыраш. Тыррийĕ те тăпраллăччĕ, пĕттĕр.

Тавăртăм-тавăртăмах. Улĕм ан çыпăçтăр ман çума, – терĕ Мучар, Михаляна пĕтерес тесе хăй мĕн-мĕн тунине шухăшласа илсе.

Ывăнмасăр хĕпĕртесе утать Мучар, пристань патнелле çывхарать.

Çав вăхăтра Савин Михали ял Совечĕн пĕчĕк пӳлĕмĕнче пĕр-пĕччен ларнă. Шухăша кайса хурлăхлă пуçне уснă. Айăплă мар çинчен айăплă туса хуни Михаляна тгат тарăхтарнă, хурлантарнă. Арăмне, ачи-пăчине Михаля питĕ хĕрхеннĕ. «Хама илсе кайĕç те хупĕç. Ачасем, арăм, хамсăр пуçне, çука юлса, мĕнле пурăнĕç! Аш çунать».

Татăклăн Михаля çак ухтару пирки ним калама та пултарайман, анчах хăй патĕнче тупăннă япаласене ун патне Мучар пырса хуни çинчен пĕрре те иккĕленмен.

Мучарах пырса пăрахнă, мĕншĕн тесен миххи те çавах, – тесе çирĕплетсе хучĕ Михаля хăй шухăшне.

Мучар пĕркун Михаляран наччаслăха михĕ кирлĕ тесе михĕ илсе кайрĕ. Миххине тĕпĕнчен кăвак кĕпе татăкĕпе сапланăччĕ. Улăм ури айне пырса чикнĕ михĕ çавах пулнă.

Пĕтерчĕ мана Мучар, çапса хуçрĕ. Мучар Совет влаçне курайманнине, ылтăнпа сутă тунине, колхоза кураймасăр тăнине тăрă шыв çине кăлараймарăм. Никам та ĕнтĕ мана ĕненес çук, пĕтрĕм, пĕтерчĕ мана кукăр-макăр çулпа çӳрекен çĕлен.

Чĕрене касакан çĕленсем пĕрин хыççăн тепри Михаля пуçне пыра-пыра кĕреççĕ. Ларать пуçне усса. Кантăкран, хĕвеланăç енчен, хĕрлĕ çутă кăрет. Аякри пӳлĕмре çьш сассисем илтĕнеççĕ. Ăш вăрканипе таçта кайса кĕрес килет. Мучарăн ирсĕр ĕçĕсем çинчен тĕнчене илтĕнмеллех çухăрса ярасчĕ, анчах кам ĕненĕ кулак-сутăç ятне илтнĕ çын сăмахне?

Тĕттĕм пулсан, Михаляна пĕчĕк пӳлĕмрен кăларса киле ячĕç. Суд пуличчен Михаляна ял Совет пуçлăхĕ ниçта та кайма хушмарĕ. Михаля, калама çук хуйхăрса, çынсем умĕнче намăсланса, пуçран çапнă пек тухса килелле утрĕ.

 

V

 

Çур тырри вырса пĕтерсенех Анушки авăнне те çапса пăрахас терĕ. Хветюкпа Ваççук шкула вĕренме çӳре пуçличчен тырă-пулă ĕçне Анушки пуçтарса пĕтересшĕн пулчĕ. Нумаях мар Анушкийĕн çапмалли тыррийĕ те. Çилпе юхса тухнă тулăпа урпана çавапа çулма тиврĕ – çапмалли те çук. Ик-виçĕ кун Анушки ачисемпе авăн çапкаларĕ те пĕтерчĕ. Юлашкинчен Анушки вырнă туллине – тăкăнманнине – пĕр урапа пек çапрĕ.

Мăнтарăн сарă тулли! Ача-пăчампала хĕл каçа çикелес япала сая кайрĕ-çке. Тулăллă пулчĕç колхозниксем. Мучар муталаман пулсан, манăн та тулă пулатчĕ – тесе, Анушки темиçе хутчен те туллине шеллесе, колхоза кĕменшĕн ӳкĕнсе илчĕ. Темиçе хутчен Мучара ырă маррипе асăнчĕ.

Савин Михали Мучара пĕтересшĕнччĕ. Мучар колхоза хирĕç каласа çӳренисене йăлтах пĕлтеретĕп тетчĕ. Хам та Анна Петровнăна Мучар çинчен кайса калас теттĕм те-ха, ерçеймерĕм. – Çапла шухăшласа, Анушки йĕтем çинче шăпăрпа сарă шултăра тулă пĕрчисене шăлса пĕр çĕре пухать. Ваççукпа Хветюк тулла кĕреплесемпе тĕртсе пĕр çĕре купалаççĕ.

Сирĕн пата килес терĕм-ха, вăй патăр, – терĕ Михаля, кĕтмен çĕртен Анушки йĕтемми çине карта урлă каçса кĕрсе.

Тавах, – терĕ Анушки, Михаля килнипе тĕлĕнсе. – Шухăш çинех пултăн, Михаля. Ăшăмра халь çеç сана аса илсе тăраттăм. Мучар çинчен эсĕ каланине: «Унашкал юрăхсăр çынсем çинчен влаçа пĕлтермелле, çынсем умĕнче каламалла», тенине аса илсе, шухăшларăм. Хытăрах çапса хуçасчĕ çав путсĕр Мучара, – терĕ Анушки.

Хĕн çав Мучара çапса хуçма. Эпĕ çапса хуçас тесе тытăнтăм та, Мучар хăй мана çапса хуçрĕ. Ишсе тухмалла мар лачакана тĕртсе ӳкерчĕ мана. Пĕтерчĕ вĕт мана Мучар, – терĕ Михаля хуйхăллăн.

Мĕнле? Хăçан? – терĕ Анушки. Вăл Михаля патĕнче ĕнер ухтару пулнине, Михаля инкекĕ çинчен нимĕн те илтмен иккен. Михаляпа Анушки пĕр-пĕринчен аякра пурăнаççĕ.

Михаля йĕтем хĕрне ларсах Мучар çинчен калама тытăнчĕ. Мучар хăй чеелĕхĕпе Михаляна пĕтересшĕн мĕн-мĕн туни çинчен пĕтĕмпе каласа пачĕ.

Анушки, йăлăнатăп сана, кайса кала-ха Анна Петровнăна Мучар çинчен. Пĕлтер Анна Петровнăна Мучар мĕнле çын иккенне. Анна Петровна сан сăмахна ĕненсен, ял Созетĕнче, комсомол ячейкинче Мучар мĕнле çыннине астуса тăрсан, мана кăшт та пулин çăмăллăх пулмĕ-ши тетĕп? Мучар тăрăнчĕ ĕнтĕ ман çине. Хам кайса пăхас – мана, кулак ятне илтнĕ çынна, никам та ĕненес çук. Кайса кала-ха, Анушки, сана йăлăнма килтĕм, – терĕ юлашкинчен Михаля.

Пуçне уснă Михаля. Сăн-сăпачĕ кичем. Питçăмартисем сарăхса кайнă, янах шăммисем палăрса, çиеле тухса тăраççĕ. Куçĕсем, путса кĕнĕскерем, таçталла, аяккалла кичеммĕн пăхаççĕ.

Анушки чĕререн хĕрхенчĕ Михаляна, Мучара пушшех курайми пулчĕ. Михаляна пĕтерсе хунăшăн Анушкин Мучар çине тăвăл пек çилĕ капланса килчĕ.

Ах, шуйттан Мучарĕ! Хăй мĕнлине пĕлмест! Çынна пĕтерет! Халех тыттарса ярасчĕ ăна, путсĕре!

Тата кăшт калаçкаласан, Михаля паçăрхи пекех, карта урлă каçса, Анушкине Мучар пирки хăвăртрах ĕçлеме тытăн тесе йăлăнса, хуллен килнелле кайрĕ. Уйпа хăмăл тăрăх утрĕ.

Йĕтем çинчи ĕçе пуçтарса кĕрсен, Анушки ачисене апат пĕçерсе çитерчĕ. Пушансан, аслă ачине çапла каларĕ:

Эпĕ Анна Петровна патне кайса ларам-ха. Чипер ларăр, ан ашкăнăр, – терĕ те Анушки тухса кайрĕ.

Анна Петровна патĕнчен вăл вунă сехет патнелле тин тухса килчĕ.

Юрĕ, Анушки. Савин Михалине, айăпсăр пулсан, пĕтерсех хумăпăр. Мучара ĕнтĕ малашне комсомол ячейкийĕ те, ял Совечĕ те куç хывĕ. Ыранах Мучар пирки сăмах тапратса ярăпăр. Пĕр-икĕ кунтан хĕрарăм пухăвĕ пулать. Эсĕ кил, вара хĕрарăмсене Мучар çинчен каласа кăтарт. Тен, сан пек, Михаля пек, Мучар серепине лекнисем тата тупăнĕç.

Çапла каласа, Анна Петровна хăй патĕнчен Анушкине ăсатса кăларса ячĕ. Анушки каласа панипе Анна Петровна пит кăмăллă.

Акă йĕрĕ тупăнать иккен чее тăшманăн. Акă кам иккен колхоз юхăмне чăрмантарса пыраканни, – терĕ Анна Петровна хăй ăшĕнче, Анушки мĕн-мĕн каласа панине тепĕр хут аса илсе шухăша кайса.

 

VI

Вăт эпĕ пултаратăп-тăк пултаратăп! Влаçран та пĕрре хăраса тăмастăп эпĕ. Влаçа та хама усăллă енне çавăрайса хуратăп. Мана çĕнекен тăшман çук! Власть та мана тытаймасть. Хам умри тăшмансене шăлайса хуратăп. Пĕтерсе хутăм вĕт Михаляна. Халь эпĕ пурне те тума пултаратăп. Эпĕ ялта пĕрремĕш чухăн! Эпĕ Янаултан килсен, ман пек чухăн çын пулман. Эпĕ вăл ялта пĕрремĕш чухăн!

Кăкăрне чышса, çапла калать Мучар. Хăй кăшт ӳсĕр. Кĕлетре, сĕтел хушшинче, хăйне хирĕç ларакан çынна эрех ĕçтерет. Хăпарать Мучар кăмăлĕ. Мухтанать хăй чеелĕхĕпе, влаçа улталаса пурăнма пултарнипе. Хусанта пĕр çĕр выртса, Мучар паян ирхине киле таврăннă. Анăçлă, телейлĕ пулнă Мучаршăн Хусана кайни. Ылтăнне вăл аван хакпа вырнаçтарнă, никам та курман, тытман. Тăшман çăварне пăкăланă, хăйне çыхса пăрахнă пек тунă, Михаляна хытăрах пĕтерсе хурасчĕ-ха, тыттарсах ярасчĕ тесе, Мучар паян, кĕçĕрхи тĕттĕм çĕр, Михаляна пуçĕпех пĕтермелли тепĕр ĕç тума шухăшлать.

Ну, ĕç! Ĕç те кай вара, – терĕ Мучар, хăйне хирĕç ларакан çынна – Уйри Ваççана.

Каясси каятăп та, чун хăрать çав. Комсомолецсем курсан, тытсан – пĕтрĕ пуç.

Эй! Лĕпĕркке! Çавна тума хăратăн. Мĕнех вăл сана кĕрĕк тавăрса тăхăнса, урам тăрăх кăшкăрса каясси. Эсĕ сассуна улăштар. Кам та пулин сана тытас тесе хăваласан, тӳрех Михаля картишнелле кĕрсе кай. Халь ху та куратăн, Михалянне вити-сарайĕсене пăсса тăкнă. Шкул валли вутăлăх куçараççĕ. Улăмĕ, хăми, пĕрени таврашĕ пĕтĕмпех сапаланса выртать. Сана, Михаля картишне пырса кĕрсе пытансан, шуйттан та тупас çук. Пурĕпĕр сан çине кам шухăшлать, Михаля çине шухăшлама май пур.

Хама çăмăллăх пулас пулсан, каясси каятăп, мĕншĕн каяс мар, – тет Ваççа, пиçĕкрех куçĕсене хура пысăк аллисемпе шăлса.

Çăмăллăх пулать, конешнă. Акă çапла килсе тухать-çке-ха ĕç. Калăпăр, эсĕ кĕçĕр урам тăрăх: «Совета ыран тырă пама ан кайăр, тепĕр эрнерен Совет пĕтет!» – тесе кăшкăрса çӳресен, паллах, ыран Совета тырă пама каякан никам та пулмасть. Тырă хатĕрлес ĕç пĕтсе ларать. Ыттисем тырă памаççĕ-тĕк, сана мĕн хуйхă, эсĕ те памастăн, сçе те пĕтрĕ. Аллă пăт тырă сана тĕрткелет-и-мĕн? Мĕн Совета усăсăр тырă кайса тăкасси пур, – тет Мучар, кăшт эрех ĕçнипе чĕлхи-çăварне çивĕчлетсе.

Каятăп, – терĕ Уйри Ваççа. Умри черккене илсе çăварне ӳпĕнтерчĕ те сĕтел çине шак! тутарса лартрĕ. Çавăнтах кĕрĕкне, çĕлĕкне тавăрса тăхăнчĕ, хăйне тăрăххăн пăхса, кулса ячĕ.

Çветке пултăм. Аллă пăт тырра çветке пулса çăлма каятăп, ха-ха-ха!

Хăвăнне çеç мар, темиçе çĕр пăт, пин пăт çăлса хăварăн эсĕ. Халĕ сана та, мана та зсĕ капла тумланса тухса кайни кулăшла пек туйăнать, анчах Совета килĕштермен çыысем, сан сасса илтсен, тем пекех сазăнĕç. Ку ĕç саншăн хăвшăн та, мĕнпур хамăр пеккисемшĕн те пысăк ĕç! Атя! Тух! Уттар!

Çапла каласа Мучар Ваççана кĕлетрен ăсатса кăларса ячĕ, картишĕнче Ваççана йĕркеллĕ чукмар тупса тыттарчĕ. Ваççа урамалла тухса утрĕ.

Кĕрхи çĕр тĕттĕм. Паян ахаль те пĕлĕте каçхинех хура, мăнтăр çумăр пĕлĕчĕсем хупăрланăччĕ. Куçран тĕртсен куç курмасть. Çĕр тĕттĕмми Мучара савăнтарать. Ваççана кăларса ярсанах Мучар кĕлетре лампăна сӳнтерчĕ те, хуллен тухса, урамалла утрĕ.

Кам-ши вăл Ваççа? Мĕнле-ха Мучар Ваççана çак ĕçе тутарать?

Ваççа вăл тырăпа вăрттăн суту-илӳ туса, ĕлĕкхи пуянсемпе çыхăну тытса пурăннă пĕччен хуçалăхлă вăтам хресчен. Халиччен Ваççа çине тырă, аш таврашĕ çирĕп заданипе хуман пулнă, анчах кăçал, вăрттăн суту-илӳпе çӳренине пĕлсе, Ваççана çирĕп заданипе аллă пăт тырă памалла тунă. Ваççа ним тума аптăранипе Мучар патне ăс ыйтма пынă. Мучар Ваççана кĕçĕр çак ĕçе тутарчĕ. Мучаршăн Васçана хушнă ĕç шсĕ енчен те аван пулнă: пĕрре ялта тырă хатĕрлес ĕçе чăрмантарни, тепри – Михаляна тыттарса яртарма май пулни. Хĕпĕртет паян Мучар. Ыран ирхине никам та тырă пама тухмасан, мĕн тĕрлĕ кăмăл тулĕ Мучарăн! Тырă-пулă хатĕрлес ĕçе пĕтĕмпе Михаля чăрмантарать тесе, Михаляна айăпламалла пулать. «Пĕтерсех хурас-ха Михаляна! Тасалтăр кунтан!» – терĕ Мучар, урам тăрăх хуллен утса.

Çĕр паçăрхи пекех тĕттĕм. Ялта хăй çутисем курăнмаççĕ. Вăхăт çур çĕр патнелле çывхарать пулĕ. Мучар утать, хуллен утать. Утсан-утсан тăра-тăра итлет: Ваççа кăшкăрни илтĕнмест-и тет.

Акă темĕнлесасă илтĕнчĕ. Ваççа сассине улăштарса темĕнле хăрушла сасăпа кăшкăрса ячĕ. Пыр шăтăкĕпе ӳхĕрет. Хаяррăн пĕр йытă вĕрсе уларĕ, йынăшрĕ. Ун хыççăн тата тепри, тата тепри... Ялти мĕнпур йытă, çав хăрушла сасса илтсе, вĕрсе ячĕ.

Хи-хи-хи! – тесе кăмăлĕ тулнипе кулса илчĕ Мучар. Тĕттĕм çĕр варринче янăраса, хăрушла илтĕнекен сасă Мучара савăнтарчĕ. Ял Совет çурчĕ кĕтессинче тăрса, Мучар çав киревсĕр сăмахсем калакан сасса савăнтаракан кĕвĕ сассине итленĕ пек итлесе тăчĕ. Уççăнах илтĕнеççĕ сăмаххисем те. Унччен те пулмарĕ, таçта тепĕр сасă кăшкăрса илчĕ. Шăн-шан! турĕ. Çĕнĕрен кăшкăрса янă сасă çумне тата икĕ-виçĕ сасă хутшăнчĕç. Темĕн ятлаçнă пек калаçма тытăнчĕç, хăрушла ирсĕр сăмахсем калаканни çав самантрах пĕтсе ларчĕ.

Хамăр касри комсомолецсем тухрĕç пуль. Хупăрларĕç пуль Ваççана. Тарса хăтăлма пĕлсен юрĕччĕ. Маншăн çапах та ĕç тухнă теме юрать. Кĕрес пуль милици патне. Арманов патне, – терĕ Мучар.

Мучар кĕтесрен хăпса милици тата Арманов пурăнакан пӳлĕмсен кантăкĕсем патне пырса шаккаса:

Пирĕн касра такам Совета хирĕçле сăмахсем калать, атьăр-ха хăвăртрах, – тесе кăшкăрчĕ.

Чăн малтан урама Арманов сиксе тухрĕ. «Ăçта? Атя!» – терĕ вăл Мучара. Вĕсем хыççăнах милици чупрĕ.

Çул çинче Мучар, хашка-хашка, мĕнле сасă, мĕнле сăмахсем илтĕнни çинчен каласа пачĕ.

Чупса çитрĕç Мучар пурăнакан урамалла. Михаляпа Мучар тĕлнелле виçĕ-тăватă çын кăшкăрашни илтĕнет. Мучар, Арманов, милици пычĕç сынсем патне.

Камсем эсир? – терĕ Арманов, чупса пынипе хашкаса.

Эпир! Такам çакăнта урам тăрăх: «Совет пĕтет! Тырă Совета ан парăр», – тесе ĕрлешрĕ. Сассине хăй темĕскерле тискеррĕн кăларать, – терĕç икĕ çын, Арманов патне пырса. Мучар шухăшлани тĕрĕс пулнă иккен: ку ачасем Ивановпа Григорьев, çак касри комсомолецсем. Тепĕр икĕ çынни – колхозниксем. Урам тепĕр вĕçĕнчен тата тепĕр çын чупса çитрĕ. Ку – Трофимов, ял Совет пуçлăхĕ пулчĕ.

Мĕн пулнă, камсем эсир? Кам çухăрчĕ? – терĕ вăл çилĕллĕ пек сасăпа, питĕ хытă чупса килнĕ май.

Эпир-ха вăл, эпир, – терĕç Арманов, милици.

Кам хăямат кăшкăрса çӳрерĕ? Эпĕ малтан пушар тухнă тесе. Итлесе тăтăм – вăл иккен тырă памалла марри çинчен калать. Ах, персе ӳкермеллеччĕ, шуйттана! – терĕ Трофимов.

Персе ӳкериччен тарчĕ-ха вăл, таçта кĕрсе кайнă, – терĕ Арманов.

Эпир чупса тухнă чухне çак кĕтесре тăратчĕ. Паллас тесе чупса пытăм, мана кӳсекпе ураран яра пачĕ, аран пăрăнтăм, – терĕ Григорьев.

Эпир чупса çитнĕ çĕре вара тарма тытăннă. Пĕрмай кӳсекне пуç йĕри-тавра çавăрать, ниепле те пырса тытма май килмест, – терĕ пĕр колхозникĕ.

Ăçталла тарчĕ вăл? – ыйтрĕ Трофимов.

Те Мучар патне, те Михаля пиччесем патне, кĕтесрен çак тĕле килсе çухалчĕ, – терĕ Иванов.

Мана Михаля патне керсе кайнă пек туйăнчĕ, – терĕ паçăрхи колхозниках.

Мана Мучарпа Михаля хушшипе анкарти хыçнелле тарнă пек курăнчĕ. Атьăр хăвалар. Ку йышпа хăваласа çитсе хупăрласа илме пулать ăна, – терĕ Григорьев, тытас килнипе çунса.

Мучар пĕр шарламасăр тăрать. Тата мĕн калаççĕ-ши, хăçан Михаляна айăпласа сăмах хушма май килет-ши, тесе кĕтсе тăрать.

Атьăр, тупăр халех хунарсем! Атьăр шырар, – терĕç Армановпа Трофимов. Хăйсем хăвăрттан Мучарпа Михаля хушшинчи уçланкăпа утрĕç. Григорьев хунар илме чупрĕ.

Шырамалли те çук, унталла кайман вăл! Уссăрах пулать кайни те! – тесе кăшкăрчĕ Мучар.

Ăçтан пĕлен, тен, кайнă, – терĕ милици, шăрпăк çута-çута, йăтăнса выртакан пĕренесем урлă Михаля картишнелле кĕрсе.

Ниçта та кайман вăл. Эпĕ пĕлетĕп вăл камне.

Кам вăл? Ăçтан пĕлетĕн? – терĕ милици.

Курсан пĕлмесĕр, – терĕ Мучар.

Ан кайăр-ха! – терĕ Армановпа Трофимова милици.

Каçхинех сиснĕ эпĕ Михаля çак ĕçе тăвассине, тухса кайнинех куртăм. Çавăнпа Михаляна тыттарас тесе сире пырса каларăм.

Ан кайăр! Тупăннă! Тупăннă! Килĕр каялла! – тесе, тепĕр хут кăшкăрчĕ милици Армановпа Трофимова.

Лешсем, тупăннă тенине илтсен, каялла чупса çитрĕç.

Ăçта пытаннă?! Хăш тĕлте?! Кам? – теççĕ чупса килнисем.

Вăт, Мучар палланă тет, курнă тет, – терĕ милици.

Кам вăл? – терĕ Арманов Мучара.

Михаля, манпа юнашарри, раскулачить туни, – терĕ Мучар çăмăллăн.

Мĕншĕн паçăрах каламарăн тата? – терĕ Трофимов сиввĕн.

Эпĕ хăвăр килсе тытма ĕлкĕретĕр пуль терĕм, çавăнпа паçăрах Армановпа милицине пырса систертĕм вĕт.

Пурте пĕр çĕре пухăнса тăчĕç. Григорьев хунар çутса чупса çитрĕ.

Кĕрсе пăхар-ха эппин, Михаля патне, – терĕ милици.

Атьăр, кĕрер, – терĕç ыттисем те.

Михаля ку ĕçе тăвассине эпĕ каçхинех сисрĕм, – татах калама тытăнчĕ Мучар. – Хăйсеие акăплама тытăннăранпа Михаля Совета ытла та кураймасть. Каçхине урамра ларнă чухне те Совета хирĕçле сăмахсем калать. Эпĕ Михаля килĕнчен кӳсек çĕклесе, кĕрĕкне тӳнтерле тавăрса тухса кайнине куртăм. Михаля киревсĕр сăмахсем калама тытăнсаиах, хăвăртрах сирĕн пата чупса пытăм, – терĕ Мучар.

Ыранах Михаляна района арестлесе ямалла пулать, – терĕç Армановпа Трофимов.

Хыттăн шаккарĕ милици Михаля алăкне. Чĕтресе тухса уçрĕ алăка Михаля арăмĕ.

Михаля пур-и?

Пур, çывăрать.

Çывăрма каçах выртрĕ-и е халь урамран кĕрсен-и? – терĕ милици.

Каçах çывăрнă, каçах, – терĕ Михаля арăмĕ, тата хытăрах чĕтресе.

Тăрса тухтăр-ха вăл кунта, – терĕ Арманов.

Юрĕ, – терĕ арăмĕ йĕрсе ярас пек сассипе. Ырă маррине сиссе, пит хăраса ӳксе, вăл пӳрте кĕрсе кайрĕ.

Арăмĕпе пĕр çăварлă пулнă. Ав епле упăшкине хӳтĕлесшĕн: каçах çывăрма выртнă тет, – терĕ милици.

Кăшт тăрсан, пӳртре краççын çути курăнчĕ те, Михаля тухрĕ.

Атя ял Советне, – терĕ кĕскен милнци. Михаля, хăрама вĕреннĕскер, чĕтресе ӳксе, ним шарламасăр çынсем хыççăн утрĕ. Мучар, хăйне Михаляна паллаттарасшăн мар пулса, часах пăрăнса тăреа, килне кĕрсе кайрĕ. Комсомолецсем, колхозниксем килĕсене кайрĕç.

Милици, ял Советне çитсенех, Михаляран паянхи ĕç çинчен тĕпчесе ыйтма тапратрĕ. Ыйтрĕ-ыйтрĕ, тĕпчерĕ милици, ĕç тупсăмне тупаймарĕ.

Курман, нимĕн те пĕлместĕп, çывăрнă та эпĕ туйман, – терĕ Михаля. Пит хăранă, пит тарăхнă Михаля. Хăй тĕрĕслĕхне ĕнентересшĕн пулнă, ним айăп та ку ĕçре çук манăн тесе, чĕререн каланă вăл мнлицие, анчах Мучар каласа пани хăватлăрах, витĕмлĕрех пулнă. Паллах, Михаля хăй айăпсăрлăхне нимĕнпе те кăтартайман. Трофимов, милици, Арманов виççĕн канашласа, Михаляна ирччен ял Советĕнчех хăварчĕç. Дежурнăй сельисполнителе Михаляна астума хушрĕç. Вара милици хăйĕн пӳлĕмне, Арманов хăйĕнне кĕрсе кайрĕç, Трофимов килне кайрĕ.

Мĕншĕн? Мĕн айăпшăн? – тесе ыйтрĕ Михаля, хăй ăшĕнче хуйхăрса. Чĕри хальчченхинчен те ытларах вăркама тытăнчĕ. Çывăрнă хушăрах Михаля айăплă пулса тăнă.

Пĕркун Мучар пĕтерчĕ, халĕ те çавах элеклесе тыттарса ямарĕ-ши мана? – тесе тавçăрса илчĕ Михаля. Тата çавна та аса илчĕ Михаля: ятлă çынсем паян Михаляна килĕнчен кăларса килнĕ чух Мучар хапхи чĕриклетсе хупăннă пекех туйăнчĕ. Çав Мучар элекленипех пулчĕ пуль паянхи инкек те. Пĕр кунта килнĕ пек чух пĕтĕмпе Арманова Мучар çинчен каласа парам-ха. Пĕтнĕ-пĕтнех ĕнтĕ эпĕ, кунтан хăрушши пулас çук. Илсе кайиччен Арманова каласа хăварам. Тен, ĕненĕ, чĕрипе туйса илĕ Арманов эпĕ айăпсăррине, тен, кăшт та пулин çăмăллăх пулĕ...

Çак шухăшсемпе пĕр вăхăтлăха пуçне усса ларчĕ Михаля. Сельисполнитель çывăрса кайрĕ, Михаля тăчĕ те Арманов алăкĕ патне пырса шаккарĕ.

Уç-ха наччаслăха.

Арманов çывăрман пулнă. Алăкне уçрĕ.

Чĕре тӳсмерĕ, кĕрсе калас терĕм, – терĕ Михаля, алăка уçсанах.

Кала, ара, мĕн каламаллине каласах пулать, – терĕ Арманов. Хăй ăшĕнче Арманов çапла шухăшларĕ: ку кулак ĕнтĕ манран хӳтлĕх шырама килчĕ. Ирсĕр ĕçне сĕвĕртесшĕн.

Михаля хуллен çапла каларĕ:

Эпĕ кулак пултăм ĕнтĕ, ан тив, кулаках пулам, анчах кам мана сутăç, кулак туни çинчен пĕр-ик сăмах калама килтĕм, – терĕ Михаля.

Кăмăлĕ хуçăлнипе Михаля сасси чĕтреме тытăнчĕ. Михаля кăшт чарăнса тăчĕ.

Кала, Михаля пичче, кала, атя калаçса ларар, – терĕ Арманов, Михаля мĕн калассипе интересленсе кайса.

Шухăшласан, ĕненмелле те мар пек, анчах эпĕ чăннипех калатăп, – тесе пуçласа ячĕ Михаля тепĕр хут. Михаля хăй мĕншĕн Мучара курайми пулнине, Мучар колхоз çинчен мĕнле кирлĕ мар сăмахсем сарса çӳренине, кĕлет айĕнче выртнă чух хăй мĕн курнине, илтнине пĕтĕмпе тĕппи-йĕррипе вырнаçуллă каласа пачĕ. Арманов Михаля каласа панине пĕр чĕнмесĕр тĕлĕнсе итлесе ларчĕ. Михаля пĕтерчĕ, вăрăммăн сывласа ячĕ.

Эсĕ хăвăн патăнта милицисем ухтарнă чух тупăннă япаласене Мучар пырса пăрахнă тесех шухăшлатăн-и? – терĕ Арманов.

Çав Мучарах, урăх никам та пулас çук. Тырăпа улăм айне пырса чикнĕ михĕ те хамăннах. Пĕр-икĕ кун маларах кăна Мучар манран михĕ кирлĕ тесе илсе кайнăччĕ. Эпĕ Мучара юратмастăп. Тăшманăн курăнать мана Мучар. Мучар та мана, эпĕ кĕлет айĕнче вĕсем калаçнине итлесе выртнăранпа, курайми пулчĕ. Мучар эпĕ унăн ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларма пултарнине чухласа илнĕ, çавăнпа мана пĕтересшĕн.

Пĕр самантлăха чарăнса, Михаля вăрăммăн сывласа илчĕ те каллех малалла калама тытăнчĕ.

Ĕнтĕ мана Мучар путарчĕ. Кулак, сутăç туса хучĕ вăл мана. Тыррине, çĕрулмине мĕн чухлĕ хунине тӳлерĕм. Тепĕр виçĕ кунтан Мучар ман пӳрте хăй патне куçарса лартас тет. Эпĕ тĕп пултăм ĕнтĕ. Шел арăма, ачасене. Хам тĕрĕслĕхе, чăнлăха кăтартса çăлăнассине ĕмĕтленместĕп, анчах Мучар Совет влаçне мăшкăлласа, ăна кураймасăр пурăннине чĕре тӳсмест. Колхоза çак тырă-пулă праçникĕпе коллективизаци кунĕ кĕрес теттĕм, пулмарĕ ĕнтĕ...

Михаля çак юлашки сăмахсене каласанах ура çине тăчĕ те, çĕлĕкне хăвăрт тăхăнса, каяс-ха ĕнтĕ текелесе, мĕскĕннĕн пăхкаласа, часах тухса кайрĕ.

Арманова Михаля килсе кайни, каласа хăварни тĕлĕнтерчĕ. Арманов çапла шухăшларĕ: пит хитре, ĕненмелле калать ку кулак. Вăл калани тĕрĕсех пулас пулсан, паянах унтан туртса илнĕ пурлăхне каялла памалла, Мучара хупса лартмалла. Паянхи ĕç Михаляна мĕн енчен кăтартрĕ-ха? Михаля тырă хатĕрлес ĕçе муталасшăн паян мĕн хăтланнă? Паянхи ĕç пирки Михаля нимĕн те калаймасть, эппин, Мучар калани тĕрĕс. Хăй çинчен Михаля каласа пани вăл Михаля хăйне хӳтĕлес, Мучара путарас тесе туртса кăларнă юмах çеç. Ах, путсĕр кулак Михаля! Чухăн Мучара элеклет. Çавă ĕнтĕ кулакăн: хăех вăл тĕрĕс, пĕр айăпсăр, çынна пула власть умĕнче айăпланатпăр тет.

Çак шухăшсемпе Арманов чылайччен çывăрса каяймарĕ. Кантăк çине тул çути шуррăн ӳкрĕ. Тул çутăлнине курсан, Арманов вырăнĕ çинчен сиксе тăчĕ: паян ирех хĕвел тухиччен ялтан тырăпа хĕрлĕ обоз тухса каймалла. Армановăн çывăрма юрамасть ĕнтĕ. Мĕнле пухăнать-ши обоз? Ĕнер Михаля урамра кăшкăрса çӳрени ĕçе пăсмарĕ-ши?

Арманов хăпăл-хапăл питне çуса тумланчĕ те хăй пӳлĕмĕнчен тухрĕ. Алăк патĕнче Михаля кукленсе ларнă та çавăнтах çывăрать.

Паян обоз тухса каймасан, ĕнтĕ çак çын айăплă, – терĕ хăй ăшĕнче Арманов. Хăвăрт урамалла тухса кайрĕ.

Кĕрхи ир сиввипе çӳçенсе, Арманов хăвăрт пĕр урам тăрăх утса тухрĕ. Ял вăраннă. Таврара шăн-шан! илтĕнет. Чĕп автансем уçăлса çитеймен сассисемпе хăвăрт авăта-авăта илеççĕ. Унта-кунта çынсем калаçни, сурăхсем макăрни, хăлт-халт, шăн-шан! тутарни илтĕнет. Таçта хапха уçăлса хупăнчĕ – хӳлт! турĕ. Арманов кооператив лавкки еннелле утрĕ. Вăхăт ĕнтĕ, вăхăт тырăллă лавсем кооператив умне пырса тăма. Акă аялти урамран пĕр лав хăпарчĕ. Урапа çинче тулли михĕсем. Çав михĕсене, лав хыççăн утса пыракан çынна та Арманов савса пăхрĕ. Ку çын – Чĕлпĕр Иванĕ, чухăн, патшалăха тырă парасси çинчен ыйту тапрансан, чăн малтан тырă парассипе хăйне ударник туса, вунă пăт пама пулчĕ. Халĕ вăл пĕр лав тиенĕ: кӳршисенне тиенĕ, кӳршисемпе пĕрлешсе пĕр лав çине хурса тухнă пулмалла. Вăтам урамран тата икĕ лав çитсе тăчĕ. Ураписем, йывăр тиенĕрен, лачăртатса, шатăртатса пыраççĕ: ку çынсем те хăйсен кӳршисемпе пĕрлешсе тиесе тухнă.

Хĕвелтухăç хĕрелнĕ – хĕвел тухасшăн. Лавсем, тулли лавсем, унтан та кунтан кирлĕ вырăна çитсе тăчĕç. Арманов список тăрăххăн кам-кам тырă панине тĕрĕслесе тухрĕ. Пур вăтамсем, чухăнсем, кам паян хĕрлĕ обозпа тырă кайса пама пулнă, пурте пур. Пилĕк хуçалăхран çук. Камсем? Уйри Ваççа – кăçал çирĕп заданине лекнĕскер. Вавил – яланах тырă, аш, пахчаçимĕç парас тĕлĕшпе кутăнланса тăракан вăтамрах хресчен. Тата тепĕр виçĕ карма çăвар, пĕркун лишенецсене тырă тӳлеттернĕ чухнех тырă хатĕрлес ĕçе хирĕç пыракансем.

Лишенецсем çын мар-и?! – тесе кăшкăрашрĕ пĕркун Сапака Микули, пуянсем хутне кĕрекен, вĕсем патĕнче ĕçсе çапкаланса çӳрекенскер. Çав куштансем, карма çăварсем тырă илсе тухманни Арманова тарăхтарать, ĕç ăнманшăн çилĕ килет. Паллах, çĕрле Михаля кăшкăрашса çӳрени карма çăварсен пуçне, чĕрине аван кĕрсе ӳкнĕ. Хăйсене хăйсем кăмăллă пулчĕç пуль.

Армановăн ĕçе татасах килет.

Михаля пĕтерчĕ паян пирĕн тырă тултарас плана. Анчах савăнаймĕç тăшмансем. Ял активĕ пурĕпĕр хăй ĕçне тăвĕ. Паянах подкулачниксен тыррине тăпăлтарса илсе, района ярăпăр. Михаля паянах лекĕ тĕрмене.

Хĕвел тухса сарăлчĕ. Кĕтӳ хăвалама та тытăнчĕç, тырă илсе тухман çынсем килмеççех, пĕри те тухмарĕç. Часах лавсем патне ял Совет членĕсем, комсомолецсем, ытти халăх, шкула каякан вĕтĕр-шакăр пухăнчĕç. Лашасем кĕçенни, тулхăрни, çынсем калаçни таврана тултарса тăрать.

Арманов, митинг уçса, тырă хатĕрлес ĕç çинчен, хулапа ял çыхăнăвне çирĕплетесси çинчен кĕскен сăмах каларĕ. Пилĕк килрен тырă илсе тухманнине чăн юрăхсăр, сиенлĕ ĕçсенчен пĕри тесе палăртса хучĕ. Трофимов та кĕскен сăмах каларĕ. Юлашкинчен шăлне çыртса, чышкине чăмăртаса, вăл: «Паянах пурĕпĕр вăл тырра кăларса яратпăр. Тăшман кăшкăрашса çӳрени хыççăн каякансене пĕр перчĕ хĕрхенӳсĕр çапатпăр», – терĕ тарăхуллăн.

Лавсем йĕркеленсе пĕрин хыççăн тепри уй хапхи патнелле уттарчĕç. Лашасем талпăнса туртаççĕ, урапасем нăчăртатса пыраççĕ. Лавсем часах ялтан тухса кайрĕç, курăнми те пулчĕç. Малтанхи лав çинчи хĕрлĕ ялав çеç чылайччен вĕлкĕшсе пыни курăнса тăчĕ, кайран вăл та вĕлтĕр-вĕлтĕр турĕ те лавсем анаталла аннипе пачах куçран çухалчĕ.

Арманов ку лавсем тухса кайнипе кăмăллă пулчĕ, анчах çак пилĕк килтен тырă тухманни калама çук çиллентерет. Михаляна халь тем туса пăрахас килет. Çак ялта Михаля пурри Армановшăн темĕнле пысăк сиен пек туйăнать. Арманов наччаслăха çав Михаля пирки Анна Петровна патне кĕрсе калаçма шухăшларĕ. Çынсем митинг пулнă çĕртен саланнă-саланман, Арманов шкул патнелле, вĕтĕр-шакăр ачасенчен ирте-ирте кайса хăвăрт утрĕ.

Арманов яланах çапла: пĕр-пĕр пысăкрах ыйту сиксе тухсан е ĕç ăнман пирки йывăрлăх килсен, яланах Анна Петровна патне чупать. Анна Петровна вăл ăслă, пултаруллă ĕçлекен учительница-комсомолка, комсомол ячейкин бюро членĕ, хĕрарăмсем хушшинче ĕçлет. Анна Петровна яланах Арманова хăйĕн канашĕпе усăллă пулнă. Педтехникумран вĕренсе тухнăскер, Анна Петровна ялти общество ĕçне тума аптăрасах тăман. Икĕ çул ĕнтĕ Анна Петровна çак ялта ĕçлет. Армановпа пĕр çул килнĕ вĕсем çак тĕттĕм яла. Арманов та ку ялсем мар. Вăл кӳршĕ ялтан килнĕ. Арманов вунсакăр-вунтăхăр çулхи çамрăк, совпартшкултан вĕренсе тухса, çак яла комсомол ячейкин çыруçинче тата вулав çурчĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме килет. Унччен ку ялта шкулĕ те, комсомол ячейки те пулман. Арманов, чухăн çын ывăлĕ пулнăскер, пĕтĕм чĕререн халăх хушшинчи ĕçе парăнчĕ. Нумай вăй хунă Армановпа Анна Петровна ялта колхоз тăвас тесе. Турĕç колхозне. Татах çине тăрса ĕçлеççĕ колхозра çирĕп йĕрке тăвас тесе. Ялти пĕтĕм актив хутшăннипе колхозра çирĕп йĕрке пулчĕ, мĕнпур ĕçĕ колхозăн ăнса пычĕ. Армановпа Анна Петровнăшăн йывăр килнĕ вăхăтсем те пулнă. Колхоз пуçлансанах, çураки вăхăтĕнче, хĕрарăмсем колхоз правленине пыра-пыра çĕмĕрлетчĕç, тулашатчĕç. Тухатпăр колхозран тесе кĕрлетчĕç. Пĕринче колхоз правлени кĕнекисене çурса тăкнă, сĕтелсене, пукансене çапа-çапа ватса пĕтернĕ. Колхоз пуçлăхне, Иванова, кăмака хыçнелле хĕстерсе хурса, питĕнчен чăрмаласа илнĕ. Хĕрарăмсем тулашнине курса тăракан çыннăн çӳçпуç вирелле тăмалла, пуç çаврăнса каймалла. Анчах Армановпа Анна Петровна пуçĕсем çаврăнман. «Малалла ĕçлеме çук, май килмест. Вăй-хал çитерес çук, пирĕн çеç ĕçлемелле-и?» – тесе тăмарĕç Армановпа Анна Петровна. Малтанах шкул та, комсомол ячейки те пулман пирки, ялти çамрăксем активлă ĕçлеймеççĕ. Пĕтĕм ял хушшинчи ĕç çак икĕ çамрăк çине тиенет, кунне-çĕрне пĕлмесĕр тенĕ пек, ырми-канми ĕçлерĕç Армановпа Анна Петровна. Кашни хĕрарăм тăнланичченех, йĕркене кĕричченех вĕсем, пухусем туса, колхоз мĕнле пулмалли çинчен кала-кала панă. Виçĕ делегаткăна Анна Петровна М. ялĕнчи колхоза илсе кайса кăтартрĕ. М. ялĕнче колхоз йĕркеленсе, аванланса çитнĕ. Хуллен, пĕчĕккĕн, колхозран тухас тесе çĕмĕрлекен хĕрарăмсем лăпланчĕç. Комсомолецсем тĕне хирĕç ĕçлени, класс кĕрешĕвĕ çинчен тăнлантарни, М. колхозне кайса курни, тĕттĕм хĕрарăмсен куçне уçрĕ. Уй-хирсенче хĕлле йĕркесĕр çĕмĕрлекен хĕрарăмсем халĕ чăн лайăх ударницăсем пулчĕç. Колхоз кĕрхи çумăрсем пуçланиччен тырра вырса пĕтерме мар, çапса пĕтерчĕ. К. колхозăн хĕрлĕ обозĕ ытти колхозсенчен малтан района тухса кайрĕ...

Арманов пырса кĕнĕ чух Анна Петровна шкул ачисен тетрачĕсене пăхса, йăнăш çырнисене тӳрлетсе ларать. Пӳлĕмре тирпейлĕ, таса. Кантăкран хĕвел кĕрсе сĕтел çине, Анна Петровна çине ӳкет.

Мĕн ирех çĕмĕрттерсе килтĕн? – терĕ Анна Петровна шӳтлерех. Хăй Арманов çине хăмăр куçĕсемпе юлташла, ăшшăн пăхса илчĕ. Арманов пукан илсе ун умне ларчĕ.

Ĕç пур, Анна Петровна! Ударлă ĕç.

Мĕн тата? Темле ударлă пулсан та, халех шкулти ачаеене пăрахса тухса чупаймăп, уроксем хыççăн – яланах хатĕр, – терĕ Анна Петровна каллех шӳтлесе, «яланах хатĕр» тенĕ чух аллине пионерла çĕклесе илчĕ.

Эсĕ ан шӳтлесе лар-ха. Подкулачниксем тырă леçме каймарĕç вĕт.

Ан калаç! Ĕнер кăнтăрла пурте тухатпăр тырă пама тесе, эпĕ хам алă пустарса çӳрерĕм-çке, – терĕ Анна Петровна, тĕлĕнсе.

Тухатпăр тетчĕç те, класс тăшманĕ пирĕн ĕç çине пырса сурчĕ. Раскулачить тунă Михаля урам тăрăх тырă памалла марри çинчен кăшкăрса çӳренĕ те, пĕтĕм ĕçе пăсрĕ.

Михаля тетĕн? Савин Михали-и?

Çавă, самăй çавă. Мĕнрен питĕ тĕлĕнетĕн эсĕ? Савин Михали ку ĕçе туман тесшĕн-и-мĕи? Тытса хупнă ĕнтĕ Михаляна. Мучар курса тăнă Михаляна. Килĕнчен тухса ĕрлешсе çӳренине Мучар хăй пире пырса каларĕ.

Арманов калаçнăçемĕн Анна Петровна пит-куçĕ тĕлĕннипе улшăнса пычĕ. Малтан Анна Петровна хăмăр куçĕсемпе пĕр çĕре тĕллесе пăхрĕ те, япалана тин курнă пек, чылайччен шухăша кайса пăхса тăчĕ. Вара хăвăрт ура çине тăчĕ, Арманова хулпуççирен çат çапса илчĕ те çапла каларĕ:

Çук! Лексантăр, йăнăшатăн! Савин Михали ун пек çын мар! Мучар хăй муталама пултарнă сире. Мучар пире колхоз тăвас ĕçре мĕнле муталани çинчен мана Анушки – чухăн хĕрарăм, каласа пачĕ. Паян кун пирки ятарласах пухăнас тенĕччĕ. Мучар вăл чăн-чăн класс тăшманĕ. Мучар ирсĕрлĕхĕсене Савин Михали пĕлнĕ, Мучар ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларасшăн пулнă, анчах Мучар, çавна сиссе, Савин Михалине пĕтерсе хунă. Айăпсăр пĕтнĕ Савин Михали. Асту! Ĕнерхи ĕçре те Мучарах айăплă пулнă пулĕ. Тĕплĕн пĕлес тесен, пирĕн Мучарпа Савин Михали çинчен халăх хушшинче, уйрăммăн шанчăклă чухăнсенчен ыйтса пĕлес пулать, пухусенче вĕсем çинчен сăмах тапратса ямалла. Халех тупмалла тăшмана. Халех тупса халăх хушшинчен тапса, сирпĕтсе кăларса пăрахмалла! – терĕ Анна Петровна хĕрӳллĕн, хăмăр куçĕсемпе Арманова тӳрĕ сăнаса пăхса.

Йăнăшмастăп пуль, Анна Петровна. Эпĕ ĕнер хам çав ĕрлешсе çӳрекен çынна тытма кайнăччĕ. Анушки вăл подкулачница пулĕ, – терĕ Арманов.

Ну, Лексантăр, тавлашмăпăр, тавлашиччен ĕçе тытăнар. Еç тĕрĕс пырсан, класс сисĕмне çивĕч тытсан, эпир чăн-чăн айăплине тупăпăр. Кунта чее, пит сиенлĕ класс тăшманĕ пурах. Йĕрлесе пăхар-ха. Эсĕ çамрăксем, арçынсем хушшинче Мучарпа Савин Михали пирки калаçса пăх. Эпĕ акă паян каçхинех хĕрарăм пуххи тăвăп та хĕрарăмсем хушшинче Мучарпа Савин Михали çинчен ыйтса пĕлĕп. Мучар патне çитсе пăхас пулать.

Юрĕ, йышăнар-ха эппин эсĕ каланине, – терĕ Арманов. Халь вăл Михаля хăй çинчен, Мучар ирсĕр ĕçсем туни çинчен каланине аса илчĕ.

Тăрăшар ĕнтĕ. Тăрăшсан тупăпăрах, – терĕ Анна Петровна. Учительница çирĕппĕн калаçни Арманов кăмăлне çĕклентерет. Еçпе пиçсе хресчен çемйинче ӳснĕ тĕреклĕ, лутрарах, илемлĕ шăмшаклă Анна Петровна хăй культурăлăхĕпе, пултаруллă ĕçленипе, хăмăр куçĕ ăслăн пăхнипе Арманов чĕрине чылайранпах пăхăнтарнă. Килĕштерет Арманов Анна Петровнăна, анчах хĕре юрату çинчен пĕр сăмах та каламасть. Калама та тӳр килмест пек, пĕрмай ĕç. Кулленхи ĕçсем вĕресе тăнă чухне Армановăн юрату юрри пуçласа яма та хăю çитмест. «Урăх чух, малашне», – тесе ачашлать Арманов хăйĕн чĕри тĕпĕнчи хăюсăр шухăшне. «Ун чух кая юлĕ... Тен, Анна Петровна урăххине юратĕ, сана халĕ юратмасть те пулĕ...» – сиксе тухать хăш чух Арманов пуçĕнче çакнашкал шухăш. «Çук... юратать мана Анна Петровна, куçĕнченех паллă, юратать. Мана юратмасан, хисеплемесен, Анна Петровна мана вĕрентесшĕн, культурăллă тăвасшăн тăрăшĕччĕ-и? Кашни утăмра вăл манпала аппа пек, йăмăк пек ырă кăмăллă», – тет ăшри хирĕçле сасă. Хальхи вăхăтра Анна Петровна Армановшăн тăван пек, чăн савнă юлташ пек паха. Çав паха юлташлăх икĕ çамрăка ĕçре тачă çыхăнтарса, пĕр-пĕрне пулăшса тăнă.

Çав кунах ял Совечĕ, комсомол ячейки, ял активĕ çине тăнипе, каçалапа района пилĕк хуçалăхран тырă кăларса ячĕ-ячех. Кунĕпех лара-тăра пĕлмесĕр ĕçлерĕ Арманов, тырра кăларса ярасшăн кĕрешрĕ.

Ĕç тухрĕ, кăшт канам, – терĕ Арманов, çĕрĕпе пĕр пĕрчĕ ыйхă курманскер, паян кунĕпе ĕштеленсе çӳренĕскер, хăй вырăнĕ çине чикĕнсе. Кăштах лăпланчĕ Арманов, кăшт канма выртрĕ. Халĕ ĕнтĕ пĕтĕм шухăш Савин Михалипе Мучар çине куçрĕ. Мучар патне ухтарма каяссине Арманов Трофимовпа, милиципе калаçса хунă. Паян каçхине Арманов вулав çуртĕнче Мучар çинчен ыйтса пĕлме шухăшлать. Паян та унта халăх нумай пухăнать пулĕ-ха. Ялта уй-хир ĕçĕ пуçтарăнса пынăçемĕн вулав çуртне çынсем каçсерен йышлăрах пухăнма тытăнчĕç. Радио итлеççĕ, кĕнеке вулаççĕ, тĕрлĕ хыпарсем çинчен калаçаççĕ. Час акă тĕрлĕ кружоксем ĕçлеме тытăнĕç.

Арманов, выртсанах çывăрса кайнăскер, пĕр-икĕ сехетрен вăранчĕ те. Ăна алăк хулт! туса хупăнни вăратрĕ. Вăрансанах Арманов, çынсем вулав çуртне пухăнма тытăннă пулĕ тесе, ура çине сиксе тăчĕ те пӳлĕмĕнчен тухрĕ. Колхозниксем те, колхозра маррисем те вулав çуртĕнче чылаййăн лараççĕ. Арманов колхоз çинчен, колхоза вăйлатасси çинчен сăмах тапратрĕ. Хуллен-майăн, сисĕнкĕсĕр, колхоза хирĕç пыракан çынсем çинчен те каласа ячĕ, Мучара асăнчĕ. Колхоза кĕме кирли çинчен калать.

Кĕмелле те-ха çав колхозне, – тет пĕр сухаллă çын.

Мĕншĕн кĕместĕн-ха, мĕнле хĕллех кĕмен-ха эсĕ колхоза? – терĕ Арманов çак çынна.

Хамăр чухлайман пирки колхозран пăрăнса юлтăмăр. Хĕрарăмсем-çке колхоз тĕлĕшпе пит «пĕлеççĕ», – терĕ мăк сухаллă çын.

Санăн арăму мĕншĕн кĕресшĕн пулман-ха? – тет Арманов.

Мĕншĕн, тет... Паллах, хĕрарăм çын сăмахĕ хыççан каять вăл. Таçта, çăм ниминче калаçаççĕ тет-и. Мучар калать тет: «Колхоз вăл этеме тĕп тăваканни, эпĕ хам колхоза керсе тĕп пултăм, аран-аран хамăр яла çитсе ӳкрĕм», – тесе каланине илтнĕ те ман карчăк, вĕренпе сетĕрсен те колхоза кĕрес çук, çавăнпа кĕмен эпĕ. Арманов, çак мăк сухал Мучар çинчен каласа ярсан, вĕриленсе кайрĕ. Унăн çак старике татах Мучар çинчен сăмахлаттарас кăмăл пурччĕ, анчах тепĕр хресчен, сар кĕрĕкли, тӳрех çапла каласа ячĕ.

Мучар сăмахне мĕн ĕненмелли пур ăна? Эпĕ пĕркун колхоз правленине пытăм. Колхоза кĕрес шухăшпа пытăм ĕнтĕ. Правлени алкумĕн картлашки çинче виç-тăватă çын ларать. Мучар та унтах. Колхоза кĕрес тесе сăмах тапранса кайрĕ. Мучар çапла каларĕ: «Эсир колхоза кĕрес тетĕр, зпир колхозран тухас тесе çунатпăр...» – тет.

«Эппин, Мучар, хăй колхозра пулин те, колхоза килĕштермест иккен. Колхоз çинчен суя суять», – терĕ хăй ăшĕнче Арманов.

Çынсем тырра машинăпа сортласа, формалинпа чӳхесе акрĕç, çынсем тырăллă пулчĕç. Эпĕ тырă аллама каяс чух çак Мучар, ман инкеке кура, таçтан ман пата килсе кĕчĕ. Тырă, тет, сортламасан, эмелпе чӳхемесен, луччă аван пулать, тет. Эпĕ, ухмах пек, ĕнен кай çав Мучар сăмахне. Манăн пек начарри тырă кăçал никамăн та пулман. Пит çилленетĕп çавăншăн шуйттан Мучарне! Мана çапла пырса улталаиăшăн сута пама пулмасть-ши ăна, путсĕре? – терĕ Хумма.

Вăт-тăк Мучар! Пур çĕрте те суйса çӳреме ĕлкĕрнĕ, – теççĕ хыçалта сасăсем.

Арманов блокнот çинчен хут татса илчĕ те чылайччен çырчĕ.

Юлташсем, – терĕ вăл хутне кăтартса, эпĕ ку хут çине Мучар çинчен мĕн каланине кĕскен çыртăм. Каласа паракансем! Эсир хăвăр калани тĕрĕссине çак хут çине алă пусса çирĕплететĕр-и?

Çирĕплететпĕр, алă пусатпăр, – терĕç мăк сухалпа сар кĕрĕкли. Тухса алă пусрĕç.

Эпĕ хут пĕлместĕп çав, вĕренеймерĕм ĕлĕк. Халь ĕнтĕ вĕренме те куç курмарĕ. Мучар мана сиен тунă тесе пĕр хут çине мар, вунă хут çине алă пусăттăм. Ах ăна, йытта! – терĕ Хумма, сĕтел патне пырса тăрса. Хуммашăн пĕр çамрăк тухса алă пусрĕ.

Арманов паян Мучар çинчен пĕлнипе пит кăмăллă пулчĕ. Савин Михали Мучар çинчен калани вырăна та лара парать-мĕн. Арманов, хĕрарăмсен пуххине çитсе пăхас шухăшпа, шкула тухса утрĕ.

Шкулта, пĕр класĕнче хĕрарăм лăк-тулли. Пуху пуçланни чылай пулмалла.

Арманов алăк патĕнчен хĕсĕнкелесе класа кĕчĕ. Такам ятлаçнă пек калаçать. Анушки иккен. Сĕтел умне пырса тăнă та, аллисемпе хăлаçланса, хыттăн çапла калаçать:

Мучара эпĕ Совет тăшманĕ тесе шутлатăп!

Аха, кунта та хайхи Мучара ярса илнĕ, – терĕ хăй ăшĕнче Арманов, Анушки сăмахне хăлхине тăратсах итлеме тытăнчĕ.

Мучар пире колхоза кĕртмесĕр хăварчĕ. Курас килмест ĕнтĕ çав Мучара! Выçă хăварчĕ вăл мана. Хăйне колхозран кăларасчĕ ăна!

Колхозран кăларма йышăнас Мучара! – терĕç колхозницăсем.

Продолжение