Хĕллехи каçсенче4

Колхоза кĕме эпир хатĕр, кĕресси кĕретпĕр, хăвалăр унтан Мучара-а! – терĕç темиçе хĕрарăм.

Анушки татах сиксе тăчĕ.

Халь аса илтĕм-ха, астуман та паçăр. Савин Михалин те манăн пекех пĕр çурпилĕк тулă юхса тухнă. Эпир Михаляпа пĕрле ана çинче иксĕмĕр Мучар çапла колхоза хирĕç пыни çинчен комсомолецсене калас теттĕмĕр. Михаля Мучар çинчен калама хытă çине тăнăччĕ, Михаляна, нумаях та тăмарĕç, раскулачить турĕç. Кулака тухсан, Михаля сăмахне ĕненмелле те пулмарĕ пулĕ. Эпĕ, ерçӳ çуккипе, Анна Петровнăна Мучар мана мĕнле колхозран улталаса хăварни çинчен килсе калаймарăм. Куç тĕлне пулмасть-ха шуйтан Мучарĕ! Пĕрре сура-сура ятласчĕ ăна! Кăларса пăрахăрах ăна колхозран! Ырă курса ан пурăнтăр çав ултавçă, шуйттан!

Анушки ятлаçнипе Арманов темиçе хутчен вĕриленсе, сивĕнсе кайрĕ. Михаля Мучарăн ирсĕр ĕçĕсем çинчен калани пĕрмаях тĕрĕсе тухса пырать. Ĕнтĕ Арманов хăй ăшĕнче пĕтĕмпех Михаляна хĕрхенсе, ун хутне кĕрес шухăш тытрĕ.

Хĕрарăм пуххи саланас умĕн Анна Петровна протокол вуласа пачĕ. Протокол вуланă чух Мучар çинчен, ăна колхозран кăлармалла тесе йышăннине вуласан, хĕрарăмсем сĕрлесе:

Çавă кирлĕ Мучара!

Ялтан хăваласа ямалла ăна!

Арăмĕ те йĕркесĕр усал! – терĕç.

Пуху салансан, Арманов Анна Петровна патне кĕчĕ те, паянах, халех ячейка бюровĕн ларăвне ирттермелле терĕ. Вара ыран ирех Мучар çинчен пухăннă материалсене ял Советне, РКИне, милицине пĕлтермелле, – терĕ.

Анна Петровна та Арманов каланипе килĕшрĕ.

Васкас пулать, вăхăт кĕтмест! Алхасма тытăннă класс тăшманĕн пуçне çийĕнчех çапса лапчăтманни вăл пирĕншĕн калама çук юрăхсăр, усал ĕç. Епле чее пулнă вăл Мучар! Ку таранччен те тăшман хăй чĕрнине кăтартман. Акă кам пире колхоз ĕçне йĕркелеме чăрмантарса пынă. Акă кам хĕрарăмсене ĕшкĕртсе, пирĕн çине тăрăнтарнă! Ыран-паянах тăшман пуçне таптаса çĕмĕрмелле! – терĕ Анна Петровна. Хăй хĕрарăмсен пуххинче пăчă пулнипе, нумай калаçнипе хĕрелсе кайнă. Юлашки сăмахсене Анна Петровна хĕрсе кайса, умра Мучар пулсан, чăнахах та тытса çапса пăрахас пек каларĕ.

Çапла, вăхăт кĕтмест! Эпĕ часрах кайса бюро членĕсене пухам-ха, эсĕ пыр! – терĕ Арманов. Унăн та ăшчикĕ пăлханнă. Анна Петровна патне кĕнĕрепе вăл пĕрре лара-тăра пĕлмерĕ. Пĕрмай пӳлĕмре урлă-пирлĕ уткалать. Вара, кухньăна кĕрсе, сивĕ шыв ĕçрĕ те тухса кайрĕ.

 

VII

...Сăрт айккипе симĕс курăк. Симĕс курăк çийĕн такăр сукмак, илемлĕн авкаланса, сăрт айккипе каять. Ашă çу кунĕ, сап-сар хĕвел пăхать. Мучар çав сукмакпа утса пырать. Сунара тухнă Мучар. Ав сăрт айккинче хăмăшлă, çутă кӳлĕсем. Мучар çавăнта çитсе тăчĕ. Хăмăшлăхран кайăк кăвакалсем вĕçсе хăпараççĕ те тарасшăн аяккалла вĕçеççĕ, анчах вĕсене Мучар пĕрне те аяккалла вĕçертсе ямасть. Пĕрин хыççăн тепĕрне пере-пере ӳкерет. Акă тата кайăк хур тĕл пулчĕ, акăшсем тухрĕç, вĕçсе кайма тапратрĕç. Мучар та кайăксем хыççăн вĕçме тапратрĕ. Аллисемпе çунат пек сулларĕ, урипе пĕрре çĕре тапрĕ те çунатланнă пек яр çӳлелле вĕçрĕ. Симĕс улăх тăрăх çут кӳлĕсем урлă, кăвак пĕлĕт айĕпе Мучар акăшсем пек яр та яр малалла вĕçрĕ. Вĕçет, вĕçет, вĕçнĕ çĕртех аллинчи пăшалĕпе кайăксене персе ӳкерет. Аван-çке, çăмăл-çке вĕçме, вĕçĕмсĕр вĕçес килет...

Тӳн, тӳн! тутарчĕç алăка. Мучар алăка тӳнлеттернипе вăранса кайрĕ. Мучар пӳртре выртать иккен, каçхине тулта сивĕ пулнипе, Мучар çывăрма пӳрте куçнă.

Ну, арăм, пит аван тĕлĕк куртăм, – терĕ вăл, арăмне вăратса. – Кăвакалсене, хуркайăксене пере-пере ӳкеретĕп пек те, ахăр, хамăр тăшмансене персе пĕтернĕ пек пулчĕ пуль вăл, – терĕ. Алăка каллех хытă шаккарĕç.

Кам вăл, тухса пăх-ха. Нивушлĕ Иван Михалч татах ылтăн илсе килчĕ пуль? – терĕ Мучар, шыв ĕçме тăрса. Арăмĕ краççын çутса хăвăрт тула тухса кайрĕ. Алăк уçăлса хупăннă чухнех Мучар алкум вĕçĕнче çынсем калаçса тăнине илтрĕ. Унччен те пулмарĕ, пӳрте Арманов, милици, ял Совет членĕ тата тепĕр комсомолец Григорьев пырса та кĕчĕç.

Мучарăн, кусене курсан, чĕри лашт çурăлса кайнă пекех туйăнчĕ. Ах, арча пӳртрех-çке манăн, аса илчĕ Мучар. Ĕнерхи пасартан Мучар ылтăн çĕрĕсем илсе таврăннăччĕ те, вĕсене хурса вырнаçтарма арчана юпа шăтăкĕнчен пӳрте илсе кĕнĕччĕ. Тем тĕлĕк тĕлне пулнă, тухса хума маннă.

Сан пата эпир ухтарма килтĕмĕр, – терĕ Арманов, пырса кĕрсенех.

Ухтарма хушрĕç, – терĕ милици.

Ухтарăр, – тĕрĕ Мучар тӳлеккĕн, хăйĕн ăшчикĕ калама çук пăлханса кайнине палăртасшăн мар пулса.

Ухтаракансем тытăнчĕç хăйсен ĕçне. Милици малтанах вырăн айне лапчăнса пăхрĕ те арчана туртса та кăларчĕ. Уçса пăхрĕ арчана: ылтăн, куçа çиет ылтăн. Ылтăн укçасăр пуçне ылтăн çĕрĕсем, хĕрессем, хăлха ункисем, сулăсем. Армановпа милици арчана питĕрсе сăркăчласа пичетлерĕç. Мучар арăмĕ, арчана милици аллинче курсан, уласа йĕрсе ячĕ. Ун сассипе пĕчĕк ачи вăранчĕ те, ӳсĕре-ӳсĕре, каçăхса кайса хытă кăшкăрса йĕме тытăнчĕ. Амăш ачине алла тытрĕ. Мучар çав вăхăтра кăмака кĕтессинелле хĕсĕнсе тăнă та урса кайнă пек тискер куçпа, сиксе чĕтресе, ухтаракансене пăхса тăрать.

Ан макăрт ачуна! – терĕ вăл сасартăк, хаяррăн, тискеррĕн çухăрса. – Шуйттан çури! Вĕлереп!

Хурчăка чĕппе тытнă пек, Мучар ачана амăш аллинчен хаяррăн туртса илчĕ те, алăка уçса, пĕррех ывăтрĕ.

Ай-яй! Вĕлеретĕн вĕт ачана! Вĕлеретĕн! – тесе арăмĕ тулалла вирхĕнчĕ.

Вилччĕр! Пĕтчĕр! Пур ачине те вĕлеретĕп! Пире яурăнма ирĕк памаççĕ, луччă вилччĕр! – терĕ Мучар. Сĕтел патне сиксе пырса çĕçĕ ярса илчĕ. Çиçĕм пек хăвăрт ыткăнса, урайĕнче çывракан ачисем çинелле сулласа ячĕ. Мучар куçне-пуçне чарса пăрахнă, пырĕ хăрăлтатать, шăлĕсене йĕрсе шăтăртаттарать.

Пире пурăнма ирĕк çук! Ачасене вĕлеретĕп, хам та вилетĕп! Пурне те вĕлеретĕп! – тесе аллинчи çĕççине вылятать урса кайнă Мучар.

Тытăр-ха, тата хытăрах тытăр! – терĕ Арманов, Мучара хыçалтан тĕреклĕ аллисемпе ярса илсе.

Çыхас ăна! – терĕ милици. Виççĕн Мучара урайне ӳкерчĕç, алли-урине туртса çыхрĕç.

Вилетĕп, хурах! – çухăрать Мучар, хăрăлтатса.

Мучара, çыхса пăрахсан, çенĕкелле илсе тухрĕç.

Арăмĕ йĕре-йĕре, ăнсăр пулнă ачине пӳрте çĕклесе кĕчĕ. Ухтаракансем хăйсен ĕçнех тăваççĕ.

Ай-яй тур, ах тур! Эсир килсе кĕнипе ашшĕ ачана вĕлерчĕ-çке! Ай тур! Пĕтрĕмĕр! Мĕнле самана килчĕ капла! Чухăн çын патне те кулак патне пынă пек çĕрле ухтарма киле пуçларĕç. Пирĕн пек çука ернĕ çынсене, нуша курса пурăнакансене те кулаксене çаратнă пек çаратаççĕ! Ай-яй, чухăн пулсан та, кулаксем куракан мăшкăла курмалла пулчĕ!

Нăйкать, йĕрет Мучар арăмĕ. Ухтаракансем пурте ăçта мĕн пăхмаллине пăхса, шыраса тупрĕç те кĕлете кайрĕç. Кĕлетре ларакан пысăк арчара тĕрки-тĕркипе хура йĕпкĕн хаклă йышши пустав, каракуль, тилĕ тирĕсем, тĕрки-тĕркипе çитсă... Ухтарса пĕтерсен, Мучара хăйне ял Советне илсе кайрĕç.

Тул çутăлнă-çутăлманах Савин Михалине ял Советне чĕнчĕç. Михаля, хăрама вĕреннĕскер, хăраса пырса кĕчĕ.

Мĕн пулĕ-ши ĕнтĕ тата? Те тытсах каяççĕ ĕнтĕ, – тесе шухăшласа, алăк урлă хуллен ярса пусрĕ. Алăк патĕнчен иртмесĕр тăрать. Арманов хăйĕн пӳлĕмĕнчен тухрĕ те тӳрех Михаля патне кăмăллăн утса пычĕ. Темле ăшшăн, аваннăн туйăнса кайрĕ Михаляна Арманов ун патне тӳрех хирĕç утса пыни. Михалян хăравçă чĕри хăй тĕллĕнех лăпланчĕ.

Ну, Михаля пичче, ĕç тухрĕ! Мучар лекрĕ вĕт тапă айне! – терĕ Арманов, Михаляна алă парса.

Ку хыпара илтсен, Михаля пырĕнче темĕн пухăнса тăвăрланнă пек туйăнчĕ, анчах Михаля, хăйĕн кăмăлне хытарса, хуллен çапла каларĕ:

Эпĕ Мучар çинчен çак сăмаха илтессе сунман. Пысăк тав сана, Арманов, тĕрĕслĕхе йĕрлесе тупнăшăн. Ĕнтĕ ман çинчен те кулак, сутăç ячĕ сирĕлет пулĕ...

Сана ĕнтĕ мĕнпур пурлăхна каялла парĕç, – терĕ Арманов, – колхоза та илетпĕр.

Пурлăхĕ те çемьене кирлĕ те, анчах мана чăн пахи халь сутăç, кулак ятĕнчен хăтăлни, эпĕ хама хам тепĕр хут çĕнĕрен çуралнă пек туятăп, – терĕ Михаля, Арманова хăй тепĕр хут алă пырса пачĕ те, ним шарламасăр тухса кайрĕ.

Михаля Мучар элекĕ айне пулнăранпа пĕтĕмпех йăшса, çемçелсе кайнăччĕ. Ура вăйĕ çук пек, ĕçлес те, пурăнас та килмест. Çак кунсене Михаля кунĕ-кунĕпе пĕр ĕçлемесĕр ирттеретчĕ. Халĕ, паян, Михаля ял Советĕнчен çăмăллăн утса тухрĕ. Кĕрхи уяр уçă ир Михаляна вăй кĕртнĕ пекех туйăнчĕ. Ав, колхоз пахчинче колхозниксем купăста касаççĕ, турттараççĕ. Ĕç нумай-ха кунта. Михалян ĕçлес килсе кайрĕ.

Паянах колхоза ĕçлеме каятăп. Арăмпа, ача-пăчампа пурте ĕçе тухасчĕ, ĕçлес килет! – терĕ ăшĕнче Михаля. Çапла шухăшласа килелле каякан çын палт! пăрăнчĕ те колхоз правлени еннелле утрĕ.

Михаля утать. Хĕрлĕ хĕвел, Михаля пичĕ çине ӳксе, унăн ĕçлес килнĕ кăмăлне хăпартать.

1933

 

ПĔЧĔК КОЛХОЗНИКСЕМ

 

Кăркуç çĕрле, вунă сехет тĕлĕнче, килне таврăнчĕ. Çывăрма выртнă амăшĕ Кăркуçа кăмăлсăр мăкăртатса, ахлатса тăрса уçрĕ. Краççынне кăштăртатса пырса çутрĕ. Хĕсĕкрех куçĕсене уçса ярса, çутта пăхаймасăр, питне-куçне пĕркелесе илчĕ те Кăркуçа ӳкĕтленĕ сасăпа:

Шартлама сивĕре те таçта чупса çӳретĕн. Тумтирӳ ытла та çӳхе. Шăнса пăсăлăн, ачам! – терĕ.

Эпир урамра çӳремен вĕт. Шкулта пухăнса лартăмăр, – терĕ Кăркуç. Унтан, саплăклă пиншакне хывса, пăтана çакса ячĕ.

Çĕрулми, ав, сĕтел çинчех, çи! – терĕ те амăшĕ вырăнĕ çине кĕрсе выртрĕ.

Кăркуç вуникĕ çулхи лутрарах, хура пуçлă ача. Мăйĕнче пионер галстукĕ. Шур пир кĕпе, кăвак йĕм тăхăннă. Урине çĕтĕкрех çăм тăлапа çăпата сырнă.

Кăркуç, аллине çуса, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Алшăллипе витсе хунă çăкăра касса илчĕ те сивĕ çĕрулмине тăварпа пуçса çиме тытăнчĕ. Уй улми пек вĕтĕ çĕрулми, кăмакана хывса пĕçернĕскер, чĕн пек, пĕрре те тутлă мар. Шуратнă чух алла çыпăçать. Кăркуç ялхуçалăх выставкинче курнă çĕрулмине аса илчĕ. Мĕн тĕрлĕ шултăра, таса çĕрулмисем! Çиме те вĕсем тутлă, кĕрпеклĕ пулмалла! «Кĕл сапса лартнă çĕрулми» тесе çырса çапнăччĕ. «Эпир те колхозра килес çул çĕрулмине те, тырра та кĕл сапса туса пăхар-ха», – терĕ Кăркуç хăй ăшĕнче. Хăйĕн шухăшне унăн амăшне пĕлтерес килчĕ.

Анне... – терĕ вăл йăвашшăн.

Мĕ-ĕн? – терĕ амăшĕ, анаслакаласа.

Эпир паян, колхоз ачисем, пурте пионерсем, шут туса лартăмăр. Пĕр ĕç тума тытăнас тетпĕр.

Мĕн çинчен шут турăр апла? Халĕ эпир колхоза кĕни те эрне кăна вĕт.

Эпир хамăрăн пухура тырпул тухăçне хăпартас тĕлĕшпе ĕçлессине сӳтсе яврăмăр.

Пĕчĕккĕскерсем, мĕн тырă-пулă тума пĕлетĕр эсир? Пысăкрах чĕлĕ çăкăр касса тыттар сире, çавă çеç, урăх ним те мар, – терĕ амăшĕ.

Чим-ха, апла ан кăла, анне! Эпир хамăр мĕн тума пултарнине йышăнтăмăр. Пирĕн класра çичĕ ача вĕт. Çичĕ ача икĕ ушкăна уйрăлтăмăр. Мишша, Хветле, Таруç, эпĕ – пĕр ушкăн. Пирĕн бригада кĕл пухать. Пуçлăхĕ эпĕ. Маруç, Кçентти, Вавиле – тепĕр ушкăн. Кусем пасар урамĕнчи тислĕке пухаççĕ. Çурччен халĕ чылай тислĕк, кĕл пухма пулать. Халĕ пурте пекех улăм хутаççĕ вĕт.

Тислĕкĕ ĕнтĕ çĕре çемçетет, кĕле пухни мĕне кирлĕ-ши? Ку ĕмĕрте пулман япала. Улăм кĕлне ăна авалтанпах çырмана тăкнă. Улăм кĕлĕ вăл никама кирлĕ мар, ура айĕнчи япала, эсир ăна пухас тетĕр. Кĕл пухассине сире, ача-пăчана, кам та пулин суйса кăтартнă пулĕ, – терĕ амăшĕ пăшăрханнă сасăпа.

Никам та суйман, анне. Кĕл тăпрана аванлатнине пире шкулта учитель каланă, хам та кĕнеке çинче вуланă. Выставкăра та кĕлпе лартнă çĕрулми раснах шултăра, йышлă, таса пулнине куртăмăр. Манăн шухăш ĕнтĕ мĕнле те пулин улăм кĕлне те, йывăç кĕлне те нумайтарах пухасси çинче çеç. Асту, хамăр кĕле пĕрре те çырмана ан тăк. Çĕршĕн кĕл питех те усăллă.

Тăкман-ха ку таранччен. Пĕркун кĕле тăкас мар тесе кашни кунах йăнкăртатрăн та, каткасем çине тултарас терĕн те... икĕ катка тулнă ĕнтĕ, урăх хывмалли савăт та çук.

Ан тăк кĕле. Савăтне тупăпăр. Пирĕн бригада Вавилесен бригадине ăмăртăва чĕннĕ. Вавилесен пĕр пасар хыççăн та тислĕк пухмасăр ирттермелле мар. Пирĕн, тăватсăмăрăн, кашни ачан колхозниксенне пилĕкшер килтен кĕл пухмалла.

Юрĕ ĕнтĕ, аппаланăрах. Ача-пăчан мĕн те пулин туса куна-çĕре ирттерес пулать, – терĕ амăшĕ, анасласа.

Кăркуçа амăшĕ кун пек калани кăмăлсăрлантарчĕ. Çавăнпа та Кăркуçăн бригада ĕçĕсем çинчен амăшĕпе малалла калаçасси те килмерĕ. Кăркуç çинĕ-çимен сĕтел хушшинчен тухрĕ. Çĕрулми çыпăçса пĕтнĕ пӳрни вĕçĕсене алшăллипе шăлкаларĕ. Урине салтма алăк патнелле кайса ларчĕ.

Амăшĕ çывăрса та кайнă. Пӳрт кĕтесси хӳлт! турĕ – сивĕ шаккарĕ. Ах, çав сивĕ çанталăк! Мĕншĕн пулать-ши çав сивĕ çанталăк? Кăркуçа хăш чух кивелсе, çӳхелсе кайнă пиншакпа ытла та сивĕ-çке!

Кăркуç ура салтса ларнă хушăрах, шухăша кайса, хура куçĕсене пĕр çĕре тĕллесе пăхса тăчĕ. Ашшĕне аса илчĕ. Тĕлĕкри пек кăна астăвать вăл ашшĕне. Пĕрре Кăркуçа ашшĕ çурăм çине лартнă та çĕклесе пырать. Ăшă, сап-сар хĕвел пăхать. Ашшĕ лаша пулса картишĕнче чупанçи пулать, сиккелеме хăтланать. Кăркуç «пахха» çинче ахăлтатса кулса ларса пырать. Ашшĕне хăлхинчен ярса тытнă. Кăркуç ун чухне пĕчĕккĕ пулнă, – те виççĕре, те тата пĕчĕкрех...

Тата астăвать: çумăр çунă кун ашшĕне тупăка хурса килтен турттарса тухса кайрĕç. Ун чухне амăшĕ питĕ хытă йĕчĕ...

Кăркуçа кӳршĕ арăмĕ: – Аçу ăçта? – тесе ыйтсан: – Атте хулана кулачă илме кайнă, – тесе калама вĕрентнĕччĕ. Ăс пĕличчен Кăркуç ашшĕ хулана кайнă тесех пурăннă-и, тен, анчах Кăркуç хале ашшĕне ял пуянĕсем персе вĕлернине пĕлет. Тĕттĕм кĕрхи çĕр, ашшĕ пухуран таврăннă чух, ял куштанĕсем ăна вăрттăн пăшалпа пенĕ. Кăркуç ашшĕ паллă активист, ялкор пулнă, теççĕ.

Çитмен, выçлă-тутлă пурнăçа Кăркуç пĕчĕклех туйса çитнĕ, хăш чух выçăхса çӳрени те темĕн чул пулнă. Тăхăр çулхи Кăркуç кĕтӳ те кĕтет, пахча хуралçи те пулать.

Пуринчен ытла Кăркуçа анисене сухаласа шуратса хăварасси мăйран каснă. Çур çитсен амăшĕпе иккĕш йĕре-йĕре тенĕ пекех çынсенчен лаша ыйтса çӳретчĕç. Ах, кансĕрччĕ-çке! Мĕн чухлĕ тархасласа пуççапнă пуяна! Хăш чух икĕ ятак анине те çурмалла акма тиветчĕ те – каллех выçăхса хĕл каçмалла! Кăçалтан ирттĕр, пĕттĕр асаплă пурнăç! Кăçал колхоз пулчĕ. Кăркуç амăшĕ колхоза чăн малтан кĕчĕ. Кăçалхи çур ĕнтĕ Кăркуçпа амăшĕн пуянсенчен суха тума лаша кĕлесе çӳрес çук! МТСран трактор килĕ те колхоз çĕрне сухаласа та пăрахĕ. Мĕн тĕрлĕ ырă çав колхоз пулни!.. Кулаксен ĕнтĕ шăпи тулчĕ. Вĕсем текех хăратаймĕç. Тĕп вăй колхоз пулĕ!..

Урине салтма маннă Кăркуçăн шухăшĕсем тăван колхоз çине пырса тăрăнсан, куçĕсем те, тути те кулса ячĕç. Вăл, амăшĕ хыçне кĕрсе выртас тесе, сиксе тăчĕ, вырăн патнелле ярса пусрĕ, пăхать – хăрах урине салтнă, хăрах урине салтман Кăркуç, урине салтса, тăли-çăпатине кăмака çине пăрахса, краççынне лап сӳнтерчĕ те вырăн çине хуллен пырса выртрĕ.

 

II

Тепĕр кун Кăркуç шкула каймарĕ – канмалли кун пулчĕ. Шкула каяс вăхăтра Кăркуç колхоз председателĕ патне, Петюк пиччĕш патне, тухса чупрĕ.

Петюк сарă сухаллă, ăшă куçлă вăрăм çын. Кăркуç пырса кĕнĕ чух вăл пӳртĕнче пĕчченех машинкăпа пичетленĕ хута пăхса ларатчĕ.

Мĕн хыпарпа вĕçсе килтĕн, шăнкăрч, – терĕ Петюк, куçне хут çинчен илсен.

Çураки кампанине ирттерме эпир те, хамăр колхоз ачисем, хутшăнас тетпĕр. Пирĕн лозунг – колхозри тырпулăн тата ытти çимĕçсен тухăçне хăпартма пулăшасси, – терĕ Кăркуç шкулти пек уççăн. Хăй Петюка хура куçĕсемпе шăтарас пек пăхать. Сăмахсене каланă чух пĕчĕк тути хăвăрт сикет.

Петюк ача çине пăхса тăчĕ те ăшшăн кулса илчĕ.

Лозунгĕ калама та çук хитре-е! Лар-ха сак çине!

Эпир çак лозунга пурнăçа кĕртес тесе тислĕк, кĕл пухас тетпĕр. Эпир икĕ бригадăна уйрăлтăмăр, – терĕ Кăркуç, сак çине ларса. – Пĕр бригадирĕ эпĕ, тепри – Вавиле.

Маттурсем! Аван шутланă-çке, – терĕ Петюк, Кăркуçпа юнашар пырса ларса. Петюкăн куçĕсем çутăлса хитреленсе кайнă пек пулчĕç. Кăркуç çине йăвашшăн пăхса, ăна сисĕнкĕсĕр савса илчĕç.

Ĕçлĕр, ĕçлĕр! Тырă-пулăшăн кĕрешни – социализмшăн кĕрешни...

Ĕçлес тетпĕр. Пире кĕл пухса хумалли вырăн кирлĕ пулать, çавăнпа килтĕм, – терĕ Кăркуç.

Петюк кăшт шухăшласа ларчĕ те тăрса кантăк патне пычĕ.

Кĕл пухса хумалли вырăн пур пирĕн. Хитре вырăн. Кĕл пухма ятнех темелле. Кил-ха кунта.

Кантăкран, çырма леш енче, Ларик хуçан пулнă акăш-макăш вăйлă çурт курăнать. Икĕ хутлă пӳрт, ампарсем, витесем... Пĕтĕмпех чул. Ĕлĕк Ларик хуçа хăмлапа, тырăпа сутă тунă. Ку çурта халĕ пĕтĕмпех колхоза панă, анчах колхоз халĕ кăна пуçланнă пирки çуртпа усă курман. Халĕ унта вулав çурчĕ, ял Совет канцелярийĕ. Пӳртĕнче ясли тума, пурăнмалли пӳлĕм тума та вырăн çитет. Çурт-йĕрĕ тавра улмуççи пахчи... Пĕтĕмпе ывăç тупанĕ çинчи пекех курăнчĕ.

Куратни, Ларик анкартинче, çырмара, карта хĕрринчех пĕр-пĕччен çурт ларать? – терĕ Петюк, çырманалла тĕллесе.

Куратăп, – терĕ Кăркуç, пуçĕпе сулса.

Çавăнта пухас кĕле. Унта çил те, юр та, çумăр та кĕмест. Кĕл типĕ тăма пултарать.

Юрать, çавăнта пухăпăр. Пире кĕле турттарса пыма та аван. Сăртран лар та тӳрех çырма тăрăх çунашкапа анкарти кĕтессине ярăнса çитетĕн, – терĕ Кăркуç, çырманалла пăхса.

Ну вăт, сире те аван. Анчах асту: вĕри кăварлă кĕле кунта хума юрамасть. Пĕлес çук, таçта хĕрлĕ автан та сиксе тухса ташласа илĕ. Вĕри кĕлтен хытă сыхланăр.

Ана астăвăпăр, астăвăпăр, Петюк пичче. Кăварлине, вĕри кĕле кунта хума юраманнине пĕлетпĕр. Вăт тата пĕр сăмах пур...

Мĕн-ха тата?

Кашни ачана тислĕк пухма та, кĕл пухма та пĕрер ещĕк кирлĕ пулать. Ларик хуçан сарайĕнче ещĕксем туллиех, пысăкки те, пĕчĕкки те пур.

Юрĕ, юрĕ, парăпăр. Хăшне кăмăллăтăр, çавна илĕр.

Паянтан эпир кĕл пухма тытăнатпăр эппин, – терĕ Кăркуç. Тухса кайма алăк патне пычĕ.

Ăçта васкатăн? Лар-ха!

Каяс-ха. Паян, шкула кайман кун, колхоз членĕсене бригада кĕл пухма пулни çинчен каласа çӳрес... Сывă пул!

 

III

Хĕллехи ăшă кунсенче, каç пула пуçласан, тăвайккинче вара ача-пăча кĕшĕлтетет. Кăшкăрашаççĕ, калаçаççĕ, кулаççĕ. Çырма леш айккинче, вăрман пек курăнса ларакан йăмрасем хушшинче, ача-пăча сасси ян-ян! тăвать. Ачасем хăшĕ пăркутпа, хăшĕ çунашкапа, хăшĕ йĕлтĕрпе çырма пуçĕнчен, сĕвек çĕртен ярăнма тытăнаççĕ те, çырма тăршшĕпе кĕрлеттерое, Ларик анкартийĕ патнех çитеççĕ. Анчах кашни ачах аван ярăнса анаймасть. Çырмара çул айккипе кĕл тăкса кайнă. Илемсĕр. Хуп-хура курăнса выртать. Хăш-хăш тĕлте кĕл купи-купипех. Çунашка е пăркут çĕмрен пек вирхĕнсе аннă чух ăнсăртран кĕл купи çине пырса кĕрсен, сасартăк тăп чарăнать, йăванса каять. Ларса пыран ачи тăрăнса ӳкет. Мăкăл-макăл йăваланса ывтăнса каять. Пичĕ-куçĕ хуп-хура кĕл, пăхма та хăрушă, тумтирĕнчен кĕл вĕçет. Ача вара, кăмăлсăрланса, хăш чух ыратнипе йĕрсе, çунашкине сĕтĕрсе каялла хăпарать, ăшĕнче çав хура кĕле ятлать, кĕл пырса тăкаканне курсан тем туса пăрахĕччĕ. Кам тăкать-ши кунта кĕл? Пурте: кам кĕл хакне пĕлмест, кам кĕле пухса хумасть – пурте кунта çырмана килсе йăвантараççĕ.

Çурхи шывпа юхса каять, – теççĕ инкесем, аппасем, асаннесем. Шыв ăсма çырмана аннă чух вара пурăкпа кĕлне те çаклатса тухаççĕ. Хăш чух ярăнма каякан ачине:

Кĕле çунашка çине лартса тухса çырмана йăвантарса хăвар-ха, – теççĕ.

Ачи вара кĕле çырмана илсе пырать. Пысăккисем кĕле ăçта тăкнă, вăл та çавăнта йăвантарать. Ярăнса аннă чух, тен, хăех çав кĕл çине кĕрсе ӳкет.

...Ĕнерхи сивĕ кăшт çемçелнĕ. Çырмара çил çук та, ăшă пекех туйăнать. Тăвайкки хĕрринче паян ача-пăча пасар пек кĕшĕлтетет. Çунашка сĕтĕрме пултаракан вĕтĕр-шакăр пурте кунта пухăннă.

Ачасем хĕрсе ярăннă вăхăтра тăвайккине Кăркуç, Мишша, Хветле, Таруç çитрĕç. Çунашкисем çине ещĕксем лартнă, ещĕкĕсене чăпта таткисемпе витнĕ. Ачасем, ещĕклĕ çунашкасене курсан, чылайăшĕ, ярăнма пăрахсах, Кăркуçсем патне чупса пычĕç.

Мĕн ку? Мĕн ку? – тесе чăптана сире-сире пăхаççĕ. Кĕл иккен. Улăм кĕлĕпе хутăш-явăш йывăç кĕлĕ те пур. Тăватă ещĕкĕ те туп-тулли.

Кĕл тăкма-и? Ăçтан тупрăр кун чухлĕ кĕл? – ыйтаççĕ ачасем.

Кĕле çырмана тăкмастпăр, – тет Кăркуç.

Ăçта илсе каятăр, мĕн тума? – тĕпчеççĕ ачасем. – Кĕл пухатпăр, курăр-ха ăçта илсе кайнине, – терĕç бригадирсем.

Кăркуç малта. Вăл ещĕкне тытса çунашки çине тăчĕ те урипе пĕр-иккĕ тапса илсе, аялалла кĕрлеттерсе анса кайрĕ. Ун хыççăн Хветле, Таруç, Мишша тапранчĕç. Вĕçе-вĕçĕн лавсем пек анса кайрĕç. Ачасем пурте пекех тĕлĕнсе пăхса юлчĕç. Тăватă ещĕклĕ çунашка умлăн-хыçлăн анса кайни нумайăшĕн кăмăлне килчĕ. Чăн-чăн лавсем пек пыраççĕ. Мĕн пулать-ха, ăçта каяççĕ-ха ку ещĕклĕ çунашкасем тесе, ачасем пăхса тăраççĕ. Вĕсем хăйсен çунашкисемпе аялах анса çитрĕç, унтан Ларик анкарти хапхине уçрĕç те, ещĕкĕсене кĕлете сĕтĕркелесе, тĕккелесе илсе кĕрсе кайрĕç. Вĕсем нумай та тăмарĕç, пуш ещĕксене çунашкисем çине лартса, каялла хăпара пуçларĕç.

Пĕр ачи йĕлтĕрпе çĕмĕрттерсе анать. Кăркуçпа унăн юлташĕсем тĕлнелле çитеспе йĕлтĕрĕ ăнсăртран кĕл çинелле тăрăнчĕ, ача кĕрĕп çеç çĕре персе ӳкрĕ.

Терентей ӳкрĕ! Терентей ӳкрĕ! – тесе кăшкăрашрĕç ачасем.

Çав хушăрах хыттăн йĕрсе-çухăрса яни илтĕнчĕ. Аран-аран ури çине тăчĕ ача. Пичĕ-куçĕ хĕп-хĕрлĕ юн.

Кăркуç вара Терентей йĕлтĕрне илсе хăй çунашки çине хучĕ те Терентее:

Суранна халех çыхăпăр, таса мар аллупа ан тыт, атя Михаля пиччесем патне, аякра мар, – терĕ. Вăл вара Терентее çавăтса кайрĕ. Пĕр-иккĕ ярса пуссан, Хветлепе Таруç çине çаврăнса пăхрĕ те:

Эсир шкул аптекине чупăр, марльăпа сулеме шывĕ илсе пырăр, – терĕ.

Хветлепе Таруç çырма тăрăхах шкул патне тӳртен чупрĕç, хытă вĕçрĕç. Пĕр пилĕк минут хушшинче каялла та çитсе тăчĕç.

Суранланнă Терентее Кăркуç часах Михаля пиччесем патнелле çавăтса кайрĕ. Терентей хытă ӳкнипе пит хуллен утать, унăн урисем те ыратаççĕ пулмалла. Хăй пĕрмай тути çинчи юна сурса ĕсĕклет, йынăшать.

Кăркуç Терентее çавăтса пынă хушăра пĕр чĕнмесĕр шухăша кайса утать. Терентей ӳксе аманни Кăркуç пуçне çĕнĕ шухăш кĕртрĕ.

Паянах, халех тăвас...

Çапла шухăшласа пынă чух Таруçпа Хветле те кусене хуса çитрĕç.

Эсир Терентей суранне çыхăр, эпĕ тăвайккине тухам-ха, – терĕ Кăркуç хĕрачасене.

Лешсем çыхма пулчĕç. Михаля патне кĕрсе кайрĕç. Кăркуç хăйĕн çĕнĕ шухăшĕпе тăвайккинчи ачасен ушкăнĕ патне вĕçсе пынă пек çитсе тăчĕ. Çунашки çинчи ещĕкне ӳпĕнтерчĕ те хăпарса тăчĕ. Чăн-чăн оратор пек çĕлĕкне илчĕ, хăюллăн, çивĕччĕн малалла пăхрĕ.

Юлташсем! – терĕ вăл, малтан ӳсĕрсе илсе, уççăн. Ачасем пĕр çĕрелле кăр пухăнчĕç, шăпланчĕç. Кăркуçа куçран пăхса илчĕç.

Кăркуç тепре ӳсĕрсе илчĕ те уçă сассипе сăмах пуçласа ячĕ:

Ачасем! Пире шкулта тырă-пулăшăн, ытти çимĕçсемшĕн кĕл усăлли çинчен сахал каламан! Кашни шкулта вĕренекен ача ун çинчен илтнĕ. Кĕл усăлли çинчен атте-аннесене калăр тенĕччĕ, кĕле пухса хума тăрăшăр тенĕччĕ! Анчах çапах та кĕле – паха япалана – эпир ура айне тăкатпăр! Çитменнине, хамăрăн савăнса ярăнмалли вырăна пăсатпăр! Акă, куртăр ĕнтĕ, Терентей ӳксе тутине, сăмсине катса пăрахрĕ!

Эпĕ те ӳкнĕ, чĕркуççине шăйăрттарнă! – терĕ пĕр ача.

Эпĕ те алла сиктернĕ, – тесе кăшкăрчĕ тепри.

Эпĕ кĕрĕке çурнă!

Чарăнăр-ха! – терĕ тăваттăмĕш ачи. – Кăркуç калатăр.

Юлташĕсене чавсапа тĕккелесе илчĕ вăл. Кăркуç чарăнса тăнă хыççăн каллех ӳсĕрсе илчĕ те тытăнчĕ калама.

Куртăмăр, хамăрах пĕлетпĕр: кĕле кунта тăкни пире сиен тăвать! Малашне, юлташсем, кĕле кунта тăкас мар! Кам кĕле килте пухмасть, кама амăшĕсем кунта кĕл тăкма яраççĕ, кĕле кунта ан тăкăр! Куртăр-и, эпир кĕле ăçта кайса хутăмăр. Эсир те кĕле çырмана йăвантариччен çавăнта пырса хурăр! Эпир колхоз валли кĕл пухар! Колхоз эпир пухнă кĕлпе тырпул, çимĕçсем туса кăтарттăр! Халĕ пирĕн атте-аннесем кĕл тырпулшăн, çимĕçсемшĕн усăллине ĕненмеççĕ, кĕнекере каланине йышăнмаççĕ. Колхоза кĕл пухса парса эпир аттесене кĕл уссине кăтартар, ăслăлăх хушнине йышăнтарар! Кам эпĕ каланипе килĕшсе пирĕнпе пĕрле ĕçлес тет, пурте çĕклĕр аллăрсене! – тесе вĕçлерĕ Кăркуç сăмахне.

Эпĕ!

Эпĕ!

Эпи-ир! – тесе кĕрлесе ячĕ пĕтĕм вĕтĕр-шакăр, Пĕчĕк алăсем нумай çĕкленчĕç. Çинçе сасăсем йăмрасем хушшинче янăраса кайрĕç.

Кăркуç малалла тата çивĕчрех, хăюллăрах пăхать. Питçăмартисем улма пек хĕрлĕ, хура куçĕсем йăлтăртатаççĕ.

Ан сĕрлĕр-ха! Кăркуç каласа пĕтертĕр! – терĕ юлташĕсене чавсапа тĕкекен ача. Халĕ те малалла кĕресшĕн тăракан пĕр ачана татах чавсапа хирсе хучĕ.

Ачасем сĕрлеме чарăнсан, Кăркуç татах пуçларĕ.

Ачасем! Малашне кунта пĕр пĕрчĕ кĕл те ан пултăр! Халĕ мĕн пуррине те тасатар! Кам çывхарах, атьăр, кайса илер кĕреçесем! – терĕ юлашкинчен.

Атьăр кайса илер, илер! – илтĕнчĕç сасăсем. Вунă-вуникĕ ача, çунашкисене пăрахса, килĕсене чупрĕç.

Кăркуç ещĕк çинчен пысăк çын пек хуллен анчĕ, çĕлĕкне тăхăнса пусса лартрĕ. Вăл вăхăтра Хветлепе Таруç хайхи Михаля патĕнчен тухса ачасем патне пычĕç. Вĕсем хыççăн Терентей шурăпа çыхса пĕтернĕ питне тытса хуллен уксахласа утса пырать. Ачасем патне çитсе йĕлтĕрне илчĕ те килнелле салхуллăн утрĕ.

Çав вăхăтра виç-тăватă ача кĕреçесемпе персе те çитрĕç. Кăркуç патне пычĕç. Кăркуç пĕр ачинчен кĕреçине илчĕ те çул хĕрринчен пĕр-икĕ утăм айккинелле кĕрсе юра чакалама тытăнчĕ. Кăркуçа кура ытти кĕреçеллĕ ачасем те çапла тума тытăнчĕç. Унччен те пулмарĕ, кĕреçеллĕ ачасем тата чупса килчĕç.

Эсир улăм кĕлне хырса эпир чакаланă çĕре йăвантарăр! – терĕ Кăркуç. Кунта та кĕле хăй хырса, çул айккинелле ывăтса кăтартрĕ. Вунă-вуникĕ ача акă хĕрӳллĕн ĕçе тытăнчĕç. Юрпа кĕл сирпĕнеççĕ кăна. Кĕреçесем çивчĕ алăсенче вĕлт те вĕлт! сиккелеççĕ. Пĕчĕк пуçсем, хĕрлĕ питсем ĕçленĕçемĕн йăлт та йăлт курăнаççĕ. Пĕр çур сехет хушшинче кĕле çул айккинчен хырса юр айне турĕç, хуран курăнакан тĕле таса юр сапрĕç. Тап-таса. Яп-яка. Ĕнтĕ ним шикленмесĕр тăвайккинчен кайăкла вĕçсе ан! Мĕн тĕрлĕ ырă! Ĕç пĕтсен, ĕçленĕ ачасенчен пĕри:

Ну, ачасем! Кам кунта кĕл тăкать, çавна кунта ярăнтармастпăр. Килтисене те кунта кĕл тăкма юраманни çинчен калăр! – терĕ.

Тăкмастпăр!

Тăкма юрамасть!

Килтисене калас пулать çав! – тенĕ сасăсем илтĕнчĕç.

Каллех ача-пăча йăсласа ярăнма тытăнчĕ. Çунашкисем, пăркутсем кĕрлеттерсе аялалла ыткăнаççĕ. Пурте кăмăллă, аван. Кăркуç та, унăы юлташĕсем те ярăнаççĕ.

Çав каçран пуçласа тăвайкки текех кĕлпе вараланмарĕ. Карта çине хут çырса çапнă:

«Кĕл çĕре çемçетет. Кĕлре тырпула, ытти çимĕçсене усăллă калий текен япала пур. Кĕле пăрахса сая ан ярăр. Кĕле килте пухмастăр пулсан, колхоз кĕлетне кайса парăр. Колхоз кĕлечĕ икĕ сехетрен пуçласа тăватă сехете çитиччен уçă тăрать, кĕле дежурнăй бригадир илет. Кĕл пухакан бригадир».

Çак хута Кăркуç тăвайккинелле аннă çĕре, карта çине, ирхине ирех пырса çапрĕ. Лаша шăварма каякан арçынсем, шыв кӳме тухнă хĕрарăмсем чарăнса тăрсах хута пăхаççĕ.

Кам пĕлет... кĕлпе акса-туса курман та, кĕле пухса аппаланас та килмест, – терĕ те пĕр ватăрах арçын лашине çавăтса анаталла утрĕ.

Виçĕ хĕрарăм чарăнса тăчĕç. Пĕри, ликпункта çӳрекенскер, çамрăкрах. Çавă калаçма тытăнчĕ.

Эпĕ кĕл çĕре çемçетессине илтнĕ те, пирĕн, кĕле пухса хурас тесен, атте пит ятлаçать, Вăл, ватăскер, кĕнеке тăрăх пăхса тырă нумаях тăваймăн тет. Келе ĕнтĕ чăнахах та колхоз кĕлетне анса леçес пулĕ, ахалех урама тăкса сая яратпăр, – терĕ юлашкинчен.

Пирĕн Çипкка паян кĕле урама тухса тăкма памарĕ вĕт, йĕрет, каçхине колхоз кĕлетне кайса паратăп тет, пур ача-пăча та унта кайса параççĕ ĕнтĕ тет. Хăй шкула тухса кайнă чух кĕле пуракпа çунашка çине çыхса лартса хăварчĕ.

Пирĕн Ваньккапа Санькка тата паян ирхине ирех кĕле кăмакаран хăйсемех кăларса лартнă. Вĕсем те колхоз кĕлетне каятпăр тетчĕç пулас, – терĕ виççĕмĕш хĕрарăмĕ.

Хĕрарăмсем пăхкаласа, калаçкаласа тăчĕç те шыв ăсма анса кайрĕç.

Каç пулсан, ачасем тăвайккине пухăна пуçларĕç. Чылайăшĕ çунашкисем çине хăшĕ пуракпа, хăшĕ пĕчĕк ещĕкпе, хăшĕ хăрăк-харăк витрепе кĕл лартса пынă. Кĕле паян илекен дежурнăй Кăркуç. Вăл кашни ачан кĕлне вĕри мар-и, кăварли-мĕнли çук-и тесе тытса пăхать, вара тин пушатать. Ачасем тăвайкки çине ярăнма пухăннă вăхăтра вунсакăр ача кĕл килсе пушатрĕ. Кашни кунах кĕл кун пек пухăнсан, чылай кĕл пулать.

Пĕр-икĕ эрне иртрĕ. Кашни каçах ачасем кĕл илсе пыраççĕ. Колхозниксенне те бригадирсем пуха-пуха анаççĕ. Кунран-кун кĕлетре кĕл купи пысăклансах пырать.

Пĕрре Кăркуç кĕлетре дежурнăй пулнă. Тĕттĕм пулас умĕн пĕр ача, пĕчĕкрехскер, кĕл илсе пычĕ. Кĕлĕ çинче пăчăр-пăчăр улăм пĕрчисем те курăнкалаççĕ.

Атте çак кĕле лаççа тăкма парса ячĕ.

Кăркуç хавасланса:

Юрать, тăкас, – терĕ те кĕлне алăпа чавса пăхрĕ. Кĕл шалта алла пĕçертсех илчĕ. Сиркелесе тăнă çĕртех улăм пĕрчисене вут хыпса иле пуçларĕ. Кăркуç кĕле хăвăртрах илсе тухса юр ăшне чăмтарчĕ, çиеле юр купаласа таптарĕ. Кăркуçăн алли-ури чĕтресе, хăй шуралса кайрĕ.

Аçуна кала, ӳлĕм кун пек кăварлă кĕл ан парса ятăр, – терĕ Кăркуç кăмăлсăрланса кайнă пĕчĕк ачана. Ача, хăйĕн кĕлне йышăнманшăн йĕрес пек пулса, çунашки çине хăрăк витрине вырттарса килнелле утрĕ.

Ку ача ашшĕ колхоза хирĕç пит вирлĕ пырать. Колхоз тăшманĕ айван ачине кăварлă кĕл парса хĕрлĕ автана асра тытса тăнă, анчах сыхă тăрать пĕчĕк бригадир. Кăркуç колхоза хирĕç пыракан çын хăтланни çинчен комсомолецсене калама шухăшларĕ.

Хулленех хĕл иртсе кайрĕ. Çурхи кунсем – ăшă та çутă кунсем майĕпен çывхарчĕç. Хĕлĕпех колхоз ачисен икĕ бригади те ĕçлерĕ. Амăртура тума пулнине икĕ бригади те çĕр проценчĕпех пурнăçа кĕртсе пычĕç. Кĕл пухасси ăнса пыни çинчен калас та çук, – пĕчĕк колхозниксем ăна питех те лайăх турĕç.

Кашни пасар пулмассерен тислĕк пухакан бригада çулăксемпе, кĕреçесемпе, шăпăрсемпе тухса ĕçе тытăнатчĕ. Ачасем урамри тислĕке хырса, шăлса пухатчĕç те, пысăк ещĕксем çине тиесе, колхоз анкартине кайса йăвантаратчĕç. Кăçал пасар урамĕ тап-таса, пăхсан – куç савăнать. Кĕл пухакан бригада ĕçленĕ чух çынсем хăшĕ-пĕри ачасене ырлатчĕç, хăшĕ-пĕри, ачасен кăмăлне пăсас текенсем, тăрăхласа илетчĕç. Ачасем никам тăрăхланине те пăхмарĕç. Вĕсем хăйсен умне лартнă задачăна – тырпул тухăçĕшĕн тăрăшассине пĕлеççĕ, çавăншăн ĕçлеççĕ.

Хĕвел хĕртсе, ăшă çил вĕрсе çĕре типĕтсессĕнех МТСран Кăркуçсен колхозне трактор килчĕ. Праçник пек пулчĕ çав кун. Трактора хирĕç халăх ялĕпе тенĕ пекех тухрĕ. Митинг пулчĕ. Машин сассиллĕ çĕнĕ пурнăç пуç-ламăшне ырă сунса, çурхи уçă сывлăшра хĕрӳллĕ сăмахсем янăрарĕç. Колхоза ĕçлеме килнĕ агроном хăйĕн саламлă сăмахĕнче бригадирсен ĕçĕсем çинчен те асăнчĕ.

Кашни колхоз пур майсемпе те ăслăлăх хушнă тăрăх тырă-пулă тухăçĕшĕн тăрăшни вăл – социализм çулĕпе тунă утăм. Сывă пултăр наука хушнă тăрăх ĕçлесси! Сывă пултăр пĕрлешӳллĕ вăйлă ĕç! Сывă пулччăр ĕç паттăрĕсем! – тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.

Митингран халăх праçникрен саланнă пек саланчĕ, колхозниксем ĕçе тытăнчĕç.

Çул хĕрринче, колхоз хирĕ пуçланса кайнă çĕрте, икĕ пысăк купа курăнать: пĕри – кĕл купи, тепри – тислĕк. Çак икĕ купи те ачасем ĕçленипе пулнă. Нумаях пулмасть колхозниксем тислĕкне те, кĕлне те уя турттарса хучĕç.

Агроном кĕле тытса пăхрĕ те:

Кĕле пит аван усранă, первый сорт! Пухасса нумай пухнă, тата кирлĕ çĕре сапма çителĕклĕ, – терĕ.

Унтан, агроном кăтартнипе, колхозниксем кĕле виçе-виçе уйрăм купасем туса хучĕç. Ăçта мĕн чухлĕ кĕл, фосфорит, тислĕк хумаллине агроном каласа кăтартрĕ. Колхозниксем ĕçлеççĕ, турттараççĕ, тăкаççĕ, салатаççе тислĕке. Фосфорита, кĕле çĕклеççĕ, сапаççĕ. Нумай пусăллă уйра кашни тырпул валли, çимĕç валли хăшне тислĕк, хăшне тата кĕл нумайтарах сапрĕç. Пуринчен ытла кĕл çĕрулми пуссине нумайтарах лекрĕ, агроном çапла хушнă.

Çĕре юсамалли япаласем çителĕклĕ пулин те, атьăр, сăнамалăх, кашни тырра, çимĕçе халичченхи пек кĕлсĕр-нимсĕр акса пăхар, – терĕ агроном.

Колхозниксем агроном каланине йышăнчĕç. Пĕрер татăк тĕрлĕрен тырă кĕл, фосфорит, тислĕк хумасăр акрĕç тата гектартан сакăр пайĕнчен пĕр пайне кĕлсĕрех çĕрулми лартса пăхма килĕшрĕç.

...Çанталăк уяр, ăшă. Хĕвел кăмăллă, çĕр питне ăшăтса пăхать. Колхоз ачисем çара уран, кĕпе вĕççĕн ашшĕсене пулăшса, чупкаласа ĕçлесе çӳреççĕ. Трактор мĕкĕрни вĕсене савăнтарать, вĕсен трактор çине ларса пăхас килет. Кăркуç трактор çине ларса курчĕ-курчех. Тырă акса пĕтернĕ кун трактора вăхăтлăха колхоз картишне илсе кайрĕç. Тракторист Кăркуçа хăйпе юнашар лартрĕ те, Кăркуç кăмăлне çĕклентерсе, хурçă ут çинче яла пырса кĕчĕ.

 

IV

Хĕвел хĕртет. Сайра хутра çумăрсем те пулкалаççĕ. Колхоз хирĕсенче тырăсем машинăпа акнăран пит тикĕс шăтрĕç. Çăра, тĕксĕм симĕс сăнлă калча пĕр пек тикĕс хăпарать. Ниçта çумкурăкĕ çук. Шыв пек тап-таса, пĕр тикĕс курăнать колхоз калчи.

Вăхăт хулленех шăвать. Пусăри тырăсем çитĕнеççĕ. Колхоз тыррисем маларах ĕлкĕрчĕç – тырă вырма вăхăт çитрĕ.

Кăркуçсен колхозне тырă выракан машина илсе килсе лартрĕç. Ана майлаштарчĕç, унтан колхозниксем тырă вырма пуçларĕç.

Хуларан тата авăн çапакан машина илсе килчĕç. Вырса купаланă çĕмелсене, суратсене пĕр çĕре турттарса машинăпа çапса пыраççĕ. Колхозниксем пĕр виçĕ эрне хушшинче тырра вырса, çапса пуçтарчĕç. Çийĕнчех агрономпа шкул ачисем колхоз правленине тырă тухăçне шута илме пулăшрĕç. Кăçалхи çул колхозăнни пек тырă аван пулнине никам та астумасть. Ытти хресченсен тыррипе танлаштарсан, колхоз тырри гектартан çирĕм пилĕк-вăтăр пăта яхăн мала тухнă.

Колхоза кĕнисем тырăран пуян, – теççĕ колхозник маррисем.

Манăн та кĕмеллеччĕ колхоза, – теççĕ хăшĕ-пĕрисем.

Колхозăн тырă пит ăнса пулни çинчен ял хытă сăмах ваклать. Кĕл çинчен, фосфорит çинчен çынсем калаçма тытăнчĕç. Курнă вĕсем: колхоз хирĕнче те кĕл, фосфорит сапман тырăсем начартарах. Халиччен кĕле çырмана тăкакан çынсем, кĕл çинчен сăмах тапратсан, пĕрре те чĕнмеççĕ, вăраххăн кăна сывласа илеççĕ.

Кĕр çывхарать. Колхозниксем хире çĕрулми кăларма тухрĕç.

Кăркуç тата ытти ачасем пусса малтан çитсе тăнă. Кĕлсĕр лартнă çĕрулмине кăларса пăхрĕç. Çĕрулмийĕ вĕтĕ, çитменнине, йышсăр.

Ай-яй, ай-уй, ытла вĕтĕ-çке çĕрулмийĕ, – терĕç тинтерех çитсе тăнă хĕрарăмсем.

Чимĕр-ха, лешне, кĕлпе лартнине, кайса чакаласа пăхар, – терĕç ачасем. Кĕреçисене тăраткаласа, кĕлпе лартнă çĕрулми ани çине чупрĕç. Вĕсем хыççăн хĕрарăмсем те утрĕç. Тапратрĕç кăларма. Шултра, таса çĕрулмисем вăнк та вăнк! Кĕреçе айĕнчен сике-сике тухаççĕ!

Вăт ку çĕрулми! Пăхса савăнмалăх пур! – теççĕ хĕрарăмсем, шакăлтатса.

Çанталăкĕ те уяр тăчĕ те, çĕрулмине колхозниксем пурте кар ĕçлесе тăватă кун хушшинче кăларса, турттарса пĕтерчĕç. Колхозăн чул подвалĕсем таса, шултăра çĕрулмипе тулчĕç.

Каярах хĕрлĕ кăшмана, выльăх çарăкне, кишĕрне кăларса турттарса нӳхрепсене тултарчĕç. Тырă-пулă, çĕрулми тата ытти тымарçимĕçсем ăнса пулнăшăн колхозниксем пит кăмăллă, пит хĕпĕртеççĕ.

Пĕтĕм ĕçе пуçтарнă хыççăн колхозниксен пуху пулчĕ. Колхоз правленийĕ тырпул тухăçĕ çинчен отчет туса пачĕ. Патшалăха тырă, çĕрулми парасси çинчен тата ăратлă выльăхсем туянасси çинчен калаçса татăлчĕç. Юлашкинчен агроном çапла каларĕ:

Сирĕн тырă, ытти хресченсемпе танлаштарсан, гектартан çирĕм пилĕк-вăтăр пăт ытларах тухнă. Вăл акă мĕнрен килнĕ: машинăпа ĕçленинчен, фосфорит, кĕл, тислĕк тăкнинчен. Çĕрулми мĕнпур пуссипе кĕл сапса лартнăран пилĕкçĕр пăт ытларах тухнă. Астуса илĕр-ха, кама пула пухăнчĕ сирĕн кĕлпе тислĕк? Пĕчĕк пионерсене, пĕчĕк ĕç паттăрĕсене пула мар-и? Çав кĕлпе тислĕке ача-пăчасем пухнине пула эсир патшалăха ытларах тырă, çĕрулми пама пултаратăр. Ытларах тырă панипе пирĕн патшалăх тата та вăйлăрах пулĕ. Эпĕ çав ачасене парнелеме сĕнетĕп.

Колхозниксем агроном каланине кăмăллăн, алă çупса йышăнчĕç.

 

V

Ыран Кăркуçсен колхозĕнчен станцăна хĕрлĕ обоз каймалла. Петюк пиччĕш Кăркуçа лав çинче хĕрлĕ ялав тытса пыма каларĕ. Ытти ачасем те пыраççĕ.

Сивĕ кĕрхи ир. Хĕвел хĕрелсе тухнă вăхăталла ялтан хĕрлĕ обоз тухса кайрĕ. Кăркуç малтанхи лав çинче, Петюк пиччĕшĕпе юнашар ларса пырса, ялавне вĕлкĕштерет. Çăклă урапасем лачăртатса пыраççĕ. Вунпилĕк лав çĕрулмипе, вунă лав тырăпа. Ялтан обоз вăрăммăн тăсăлса тухса кайрĕ. Малти лав çинче хĕрлĕ ялав илемлĕн явăнкаласа вĕçсе пырать.

Кăнтăрлапа хĕрлĕ обоз станцăна çитрĕ. Лавсем пысăк ампарсем патне пырса чарăнчĕç. Колхозниксем тырра пĕр ампарне, çĕрулмине тепĕр ампарне пушатрĕç. Пирĕн ачасем кунта та ĕçсĕр мар: пысăккисене тырă, çĕрулми пушатма пулăшрĕç, лашасене пăхрĕç. Пушатса пĕтерсен, пурте апатланма столовăйне кайрĕç. Апатлансан, Петюк ачасене:

Ну, ачасем! Атьăр райпо лавккине! Унта ача-пăча пальти нумай. Кам хăш пальтона килĕштерет, кама хăшĕ юрать, тăхăнса виçсе пăхар та илер! – терĕ.

Ачасем Петюк пиччĕшне сăрăнса илчĕç. Шакăлтатса калаçаççĕ, кулаççĕ, сиккелеççĕ. Кĕшĕлтетсе райпо лавккине кĕрсе тăчĕç. Петюк прикащике хут тыттарчĕ. Прикащик хутне пăхрĕ те:

Çичĕ ача-пăча пальти, пĕр мăшăр атă! – терĕ. Хутне ытти хутсен ушкăнне тирчĕ те пальтосене тата пĕр мăшăр атта илсе пачĕ.

Ачасем малтан пальтосене хăюсăртарах тыткаласа, тăхăнкаласа пăхрĕç.

Эпĕ çакна илетĕп, – терĕ Кăркуç хура, хăйне лăп юракан пальтона тăхăнса ярса. Çĕтĕк пиншакне миххе персе чикрĕ. Ыттисем Кăркуçа кура хăюллăрах çаврăнкалама пуçларĕç.

Эпĕ çакна, кăваккине, – терĕ Вавиле.

Эпĕ çакна, хурине, Кăркуçăн пеккине, – терĕ Мишша.

Хĕрачасем те хăйсене килĕшнине суйласа илчĕç. Пальтисене тыткаласа пăхса пĕр-пĕринпе пăшăлтатаççĕ, йăл-йăл кулса илеççĕ.

Сана, Кăркуç, пĕр мăшăр атă парас тетĕп, – терĕ Петюк. Кăркуç хĕрелсе кайрĕ, нимĕн те чĕнмерĕ.

Ачасем, эсир эпĕ Кăркуçа сиртен уйрăм пĕр мăшăр атă панăшăн кăмăлсăрланмастăр пулĕ?

Кăмăлсăрланмастпăр, çук! – терĕç ачасем.

Кăркуç бригадăсен ĕçне пуçарса яраканни пулнă! – терĕ Вавиле.

Кăркуç атта тивĕçлипе илет! – терĕç Кçенттипе Мишша.

Ил, Кăркуç, атта! Юлташусем те, ав, эпĕ каланипе килĕшсе, атта сана парасшăн, сана тивĕç, – терĕ Петюк. Атта илсе Кăркуçа пачĕ. Кăркуç хĕрелсе кайса атта илчĕ.

Тăхăнса пăх-ха, тăхăнса пăх, тен, юрамасть! – терĕç ачасем, Кăркуçа сырăнса илсе.

Кăркуç тăхăнса пăхрĕ. Атти лăпах юрать...

Ну, шăнкăрчеем! Атьăр, вĕçтерер килелле, – терĕ Петюк.

Кăркуç тăли-çăпатине те миххе персе чикрĕ те, пурте пĕрле лавккаран тухрĕç. Пушă лавсем çине ларса килелле чуптарчĕç.

...Кăркуç амăшĕ ачине кĕтсе урама темиçе хутчен туха-туха пăхрĕ. Каçалапа çанталăк сивĕтрĕ. Çурçĕр енчен сивĕ çил вĕрет. Кăркуç станцăна çӳхе пиншакпа кăна кайнăшăн амăшĕн чĕри вăркать. Шăнса пăсăласран хăрать. Краççын çутсан, Кăркуç яшт пырса кĕчĕ. Пальтопа, атăпа, паллас та çук! Амăшĕ ывăлĕ çине тимлĕн пăхса илчĕ, тĕлĕнсех кайрĕ.

Ара, Кăркуç, кам тумтирне тăхăннă эсĕ? Шăнмарăн-и?

Пĕрре те шăнман, анне. Пальтийĕ те, аттийĕ те хамăнах. Кĕл пухса тырпул, çĕрулми тухăçне хăпартма пулăшнăшăн парнелерĕç. Астăватăн-и, эпĕ кĕл пухасси çинчен каларăм та, эсĕ мана: «Кĕле ăна авалтанпах çырмана тăкнă. Кĕл вăл никама кирлĕ мар, ура айĕнчи япала», – терĕн.

Çапла каларăм çав, – терĕ амăш ӳкĕннĕ сасăпа.

Ура айĕнчине эпир пухрăмăр, уссине куртăмăр, – терĕ Кăркуç. Амăшĕ умĕнче пальтине, аттине кăтартса çăмăллăн çаврăнкаласа илчĕ.

 

ЗВЕНОРА

 

Кăмака умĕнчи чăланта çутă. Шурă тутăрлă, кăвак çитсă кĕпеллĕ хĕрарăм плита çипе лартнă савăтсене асăрхаса тăрать. Акă çатма чашăлтатма та тытăнчĕ. Хĕрарăм ăна плита хĕрринерех шутарчĕ. Унччен те пулмарĕ, симĕс чейникри шыв та вĕресе пăсланма пуçларĕ. Хĕрарăм ăна сĕтел çине илсе лартрĕ те, чăлантан пуçне кăларса, тĕттĕм пӳлĕмелле пăхрĕ.

Валя, тă-ăр, – терĕ хĕрарăм тӳлек сассипе ачашшăн. Сасă пулмарĕ. Вăл вара тĕттĕм пӳлĕме тухрĕ. Стена çумне аллипе ярса кăч тутарчĕ те шурă абажурлă лампочка пӳлĕме çутатрĕ. Пӳлĕм варринче – таса çивитти сарнă пысăк сĕтел. Ун çинче финик пальми илемлĕн сарăлса ларать. Шурă занавеска карнă икĕ чӳрече хушшинче – юман этажерка, унта – хулăн кĕнекесем. Комод çинче тĕкĕр йăлтăртатать. Стена çумĕнче – пукансем. Икĕ тимĕр кравать. Пĕри, пысăкки, чăлан çумĕнче; тепри, пĕчĕкреххи, – кăмака çумнерех. Пысăк кравачĕ çинчи кăвак çивиттипе шурă питлĕ минтерне лайăх тирпейлесе хунă.

Хĕрарăм пĕчĕкрех кравать патне пычĕ.

Тăр, Валя, тăрах, хĕрĕм, – терĕ вăл. – Хам ĕçе тухса кайсан, сана вăратакан та пулмĕ. Кукаму çук халĕ. Шкултан тăрса юлăн тата, тăрах.

Çапла каланă хыççăн пĕчĕк кравать çинче хĕрлĕ çивитти хăпартланчĕ, вара пĕр кĕтессинчен сирĕлчĕ те, ун айĕнчен шурă кĕпеллĕ хĕрача сиксе тăчĕ. Варпуççи пек сарă çӳçне мăнтăрккарах аллисемпе çамки çинчен сирсе, вăл тумланма тытăнчĕ. Амăшĕнни пекех куçлă кĕпе, ун çинчен кăвак çăмран çыхнă свитер тăхăнчĕ те кравачĕ çинчен сиксе анчĕ. Йĕтĕн çеçки пек кăвак куçĕсене хĕскелесе, Валя стена çумĕнчи сехет çине пăхрĕ.

Ир-çке, анне. Çичĕ сехет те çитеймен, – терĕ вăл.

Хĕрача кăмăлсăрланчĕ, унăн пĕчĕк тути чăмăртанса мăкăрăлчĕ.

Хĕрачи кăмăлсăрланнине амăшĕ çийĕнчех асăрхарĕ.

Иртерех тăма хăнăхас пулать, хĕрĕм. Шкула кайиччен çипуçна тирпейле. Халĕ ĕнтĕ пурне те хăвăн тума тӳр килет. Кукамуна шанмалли çук, эпĕ ерçейместĕп – ĕçе каймалла.

Çапла каласа амăшĕ ачине пуçĕнчен шăлса илчĕ.

Валя карăнса анасларĕ. Унăн çемçе те ăшă вырăн çине тепĕр хут выртас килет. Пĕр-икĕ хутчен вăл кравачĕ çинелле пăхкаласа та илчĕ. Амăшĕ, çавна сиссе, ачин ыйхине сирсе ярасшăн калаçать:

Кĕрлеттерсе пырать пулĕ-ха ĕнтĕ кукаму поездпа. Тухса кайни талăк ытла. Кутемĕн Мускавран та иртсе кайрĕ пулĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ кунтан вăл Калининградри кукку патне çитет. Нарспипе Тимура пăхма пуçлать...

Амăшĕ калаçнине итлесе, Валя шухăшлать: «Кукамай килте пулнă пулсан, ирех тăман пулăттăм. Ах, кукамай, юратнă кукамайăм, мĕншĕн кайрăн-ши эсĕ кукка патне? »

Валя, тĕлĕрсе кайнă пек пулса, пуçне усса тăчĕ.

Çăвăн, хĕрĕм, хăвăртрах, – астутарчĕ амăшĕ.

Валя питне çума пычĕ. Шыв та сивĕ пек туйăнать ăна, шăлĕсене те тасатас килмест. Кукамăшне тӳсейми курас килсе кайрĕ. Питне çукаласа шăлăнкаларĕ те вăл, тарăхса, кăмăлсăр сасăпа каларĕ.

Мĕншĕн кукка чĕнсе илчĕ-ши пирĕн кукамая? Мĕншĕн ятăн эс ăна? Ямалла марччĕ... Ĕнтĕ кукамай та çук, атте те çук...

Плита çинчи сĕт вĕреме кĕчĕ. Амăшĕ ăна хăвăрт илсе лартрĕ.

Кукаму çукки пысăк инкек мар вăл, хĕрĕм. Кукаму таврăнĕ, аçуна кĕтмелли çук пирĕн.

Анне, кăçал çулла атте вилтăпри çине кайса куратпăр-и? Тупайăпăр-ши эпир ăна? – терĕ хĕрача, хурланса.

Кайăпăр, хĕрĕм, тупăпăр. Сталинград çывăхĕнче, паллă вырăнта пытарнă тесе çырнă кукку. Тирпейле-ха вырăнна, апат çийĕпĕр. Манăн каяс та пулать. Тăхăн çăматтусене. Хăвăртрах çаврăнкала.

Кукамай çăматсене, эпĕ тумланма тытăнсан, ялан кăмака çинчен илсе кравать çумне лартатчĕ, – аса илчĕ Валя, кăмака çине çăматă илме хăпарнă май.

Унăн çăматтисем кăмака çинче тупăнмарĕç. Ăçта-ши вĕсем? Валя кăмака çинчен кăштăртатса анчĕ. Çăматтисене шыраса, вăл унталла-кунталла пăхкаларĕ. Çук çăматăсем. Вара вăл хăй кравачĕ айнелле кăшт лăпчăнса пăхрĕ. Çăматăсем кравать айĕнче вырта параççĕ. Тытса пăхрĕ вăл вĕсене, вĕсем типмен, йывăр, сивĕ.

Кукамай пулнă пулсан, – терĕ Валя йĕрсе ярас пек сассипе.

Мĕн пулнă тата? – ыйтрĕ амăшĕ, кухньăран тухса.

Çăматăсем типмен... Кукамай çук та, çăматăсем те кравать айĕнчех çĕр каçнă, – терĕ Валя, тутине мăкăртса.

Çăматтусене кăмака çине е кăмакана хăвăн хумалла пулнă, – терĕ амăшĕ. – Эпĕ ăçтан пурне те асăрхаса çитерем. Малашне ху япалусене хăвах тирпейле, кукаму çук.

Çапла каларĕ те амăшĕ кухньăна кĕрсе кайрĕ. Çу шăрши сарса чашлатакан çатмана вăл плита çинчен илсе кухньăри сĕтел çине лартрĕ.

Валя, çăматтисене пăхкаласа, тутине мăкăртса тăрать.

Плита çумне ларт çăматтусене, шкула кайиччен типеççĕ, – терĕ амăшĕ.

Ху ларт. Кукамай пулнă пулсан, вăл хăех тăватчĕ ку ĕçе, мана хушмастчĕ, – терĕ Валя.

Амăшĕ, тĕлĕнсе, ачи çине ыйтуллăн пăхрĕ. Унăн типшĕмрех пичĕ самантлăха хĕрелчĕ, вара шуралчĕ. Сисĕнкĕсĕр, ассăн сывласа илсе, вăл унăн çăматтисене плита çумне лартрĕ. Кăшт шухăша кайса тăрсан, вăл сехет çине хăвăрт пăхса илчĕ те яланхи пекех тӳлек сассипе:

Апат çийĕпĕр, Валя, – терĕ. Хăй, сĕтел хушшине ларса, апатланма тытăнчĕ.

Амăшĕ çăматăсене плита çумне лартсанах, Валя, ун патĕнчен пăрăнса, тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Комод çинче выртакан хĕрлĕ галстукне илсе мăйне çакрĕ, вара шăмă турапа сарă çӳçне турарĕ, тĕкĕр çине пăхса çӳçне çивĕтлеме тытăнчĕ. Пӳрне тăршшĕ икĕ пуклак çивĕт туса, вĕсен вĕçĕсене кăвак лентăпа çыхрĕ. Хăйĕн ĕçĕпе вăл питĕ кăмăллă пулчĕ. Хăлха хыçĕнчи мăйрака пек кăнтарса тăракан çивĕчĕсемпе киленсе, вăл тĕкĕр умĕнче пуçне пăркаласа, çаврăнкаласа пăхса тăчĕ.

Валя, апат сивĕниччен ларса çи! Акă сана пылак чей, сĕт. Сĕтне сана хăймаллине ярса патăм. Ĕнерхи тутлă пăтта ăшаларăм. Кукаму пĕçерсе хăварнă хуплу пур. Килех, ларса çи хăвăртрах.

Валя тĕкĕр умĕнче тăрать-ха. Вăл çивĕчĕсене ĕнси çумнелле пусса аялалла туртать, çивĕчĕсем каллех, иккĕшĕ икĕ еннелле кайса, мăйракасем пек кăнтарса тăраççĕ.

Çак хушăра Валя амăшĕ сĕтел хушшинчен тухрĕ. Сехет çине пăхса илчĕ те вăл хăвăрт тумланма тытăнчĕ. Кăвак пустав пальто тăхăнчĕ, пуçне хăмăр мамăк тутăр çыхрĕ, портфельне илчĕ.

Апат çисе тăрансан, сĕчĕпе хуплуне шкапа ларт, çатмине ывăспа хупла, – терĕ вăл Вальăна тухса каяс умĕн.

Юрĕ, – терĕ Валя, сĕтел умне чупса пырса.

Валя амăшĕ Мария Ивановна ĕçе тухса кайрĕ.

Çак вăхăтра шăннă чӳречесенчен тул çути килни палăрчĕ.

 

II

Кăнтăрла иртсен виçĕ сехетре Мария Ивановна больницăран пĕр хушă ĕçлесе килне таврăнчĕ. Питĕ ывăннă вăл, Валя килте çук. Ăçта-ши вăл? Халиччен Валя икĕ сехет тĕлнеллех шкултан килекенччĕ.

Мария Ивановна пӳрте кĕрсенех, кухньăри сĕтел çинчен кушак тăрăс! сиксе анни илтĕнчĕ. Валя амăшĕ кухньăна кĕчĕ, ун-кун пăхкаласа илчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Сĕтел çинче сĕт курки выртать, сĕчĕ урайне тăкăннă та кăмака умĕнче кӳлленсе тăрать. Çатмине витмен. Пăттине кушак çатма çине кĕрсе ларсах çинĕ пулмалла; чăхсене памалли çеç юлнă. Хуплу питне ик-виç тĕлтен кушак çыртса илнĕ, тăрмаланă йĕрсем пур. Сĕтел айĕнче аш турамĕсене кăларса илнĕ хуплу татăкĕсем выртаççĕ. Мария Ивановна, хытă кăмăлсăрланса, пысăк пӳлĕме тухрĕ. Валя хăй вырăнне пуçтарман. Çивиттийĕ кравачĕ çинчен çĕрелле чалăшшăн усăннă, урайне лексе тăрать. Пӳлĕм варринчи шурă çивитти витнĕ сĕтел çинче çитсă татăкĕсем, касса вакланă хутсем япăхса выртаççĕ. Валя амăшĕ пит тарăхса пӳртне тирпейлеме тытăнчĕ. Васкаса ĕçлет вăл. Пысăк кăмакине хутмалла, апат хатĕрлемелле, кухньăри урайне çумалла. Выльăх-чĕрлĕхне те, чăххи-чĕппине те – пурне те апатламалла. Каçхине çичĕ сехетре Мария Ивановнăн каллех больницăра пулмалла.

Вут хутса çунтарнă çĕре Валя килчĕ, çиме ыйтрĕ. Апат хатĕр маррине пĕлсен, вăл тутине мăкăртрĕ.

Ăçта пултăн? Мĕншĕн час килмерĕн, хĕрĕм? – ыйтрĕ амăшĕ.

Риммăсем патĕнче уроксем хатĕрлерĕмĕр, – терĕ Валя хуллен.

Сĕтел çинчи апатсене çаплипех хăварнă, вырăнна тирпейлемен, – кăмăлсăррăн, хăй тĕллĕн мăкăртаткаласа илчĕ амăшĕ, кăмака умĕнчи урая çĕтĕкпе сăтăрнă май.

Валя нимĕн те чĕнмерĕ.

«Анне мана çилленнĕ, вăл мана юратми пулнă», – шухăшларĕ Валя. Салтăнчĕ те, пысăк сĕтел хушшине кĕрсе ларса, «Тăван сăмах» кĕнекине уçса хучĕ. Кĕнеке çинелле ӳпĕнчĕ вăл, анчах кĕнекине вуламасть, кукамăшĕ килте чухнехине аса илсе ларать. Кукамăшĕ килте чух Валя амăшĕ тарăхнине те, кăмăлсăрланнинĕ те нихçан та асăрхаман. Амăшĕ ăна паянхи пек нихçан та сивлек туйăнман, ялан ăшă кăмăллăччĕ, ялан юратса калаçатчĕ. Валя шкултан таврăнатчĕ, кăшт тăрсан, амăшĕ больницăран килетчĕ. Кукамăшĕ вут хутса апат пĕçерсе хунă. Пӳрт ăшă, таса, кăмакаран кукамăшĕ тутлă апат кăларса лартатчĕ... Аванччĕ кукамăшĕ пур чухне.

Кукамăше те ăна нихçан та çилленмен. Мĕн ыйтнă, çавна туса панă. Хăш чухне, лартса панă апат кăмăла килмесен, кукамăшĕ ыйтатчĕ:

Мĕн кирлĕ сана, нюкка, мĕн çиес килет?

Валя патĕнче чупкаласа кăна çӳретчĕ вăл, вăр-вар урăх апат туса паратчĕ. Кукамăшĕ ăна сĕт те сахал çитернĕ, ялан хăйма паратчĕ... Пĕрре те амăшĕ пек марччĕ вăл, нимĕнле ĕç те хушмастчĕ. Хăш чух амăшĕ Вальăна:

Çавна ту-ха, куна ту-ха, – тетчĕ. Кукамăшĕ вара хыпăнса ӳкетчĕ.

Ара, Валя, пĕчĕкскер, мĕн ĕç тумалăх пур. Хамăр пур чухне ăна ĕç хушса лараймăпăр-ха.

Кукамăшĕ çапла каланине вăл питĕ килĕштерет. Амăшĕ пĕчĕк, çăмăл ĕç хушнă пулсан та, Валя ăна тумасăрах ирттерет, кукамăшĕ тăватчĕ.

Хам тăватăп, нюкка, эсĕ лар-ха, – тетчĕ ăшă кăмăллă карчăк.

Кăмăллăччĕ çав вăл, кăвак куçĕсемпе Валя çине ытарайми юратса пăхатчĕ. Вăл халĕ те куç умĕнче тăнă пекех, «нюкка, нюкка» тесе чĕнни те хăлхана илтĕннĕ пек туйăнать.

Тĕттĕм пулса килет. Лампочка та çуталчĕ. Валя çаплах уçă кĕнеке умĕнче кукамăшĕ çинчен шухăшласа ларать.

Ĕнтĕ ĕç пĕтрĕ аранах, – терĕ Валя амăшĕ ывăннă сассипе. Хăй çăвăнма тытăнчĕ.

Амăшĕ сассине илтсен, Валя куçĕ умĕнчен ăшшăн пăхса тăракан кукамăшĕ çухалчĕ. Валя вара кĕнекине хупса кухньăна кĕчĕ.

Апат пиçнĕ-и, анне?

Пиçнĕ, хĕрĕм, çийĕпĕр. Эсĕ сĕтел çине кашăксем, вилкăсем хурса хатĕрле, эпĕ таса мар шыва тухса тăкам.

Çапла каласа, амăшĕ тулли витрене йăтса тухса кайрĕ.

«Кукамай кашăксене, вилкăсене ялан хăех илсе хуратчĕ, анне мана хушать», – тесе шухăшларĕ те Валя хăй вырăнне, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Карăнса анасласа илчĕ вăл. Хăмăр кушакĕ Вальăна малтан урисенчен пырса çемçен сĕртĕнчĕ, вара, якăлт сиксе, Вальăпа юнашар ларчĕ. Кăмăллăн мăрлатса, куçĕсене хĕскелесе, вăл Валя çумне тăсăлса выртрĕ. Кашăксемпе вилкăсене сĕтел çине кăларса хума кирлине Валя манман, анчах унăн халĕ вырăнтан тапранас килмест.

Амăшĕ кухньăна пушă витрепе кĕчĕ, ăна чăнкăрт тутарса, кĕтесе лартрĕ. Хăй сĕтел çинелле вĕлт пăхса илчĕ. Унта кашăксемпе вилкăсем çуккине курсан, унăн кăмăллă сăн-пичĕ улшăнчĕ. Вăл, ассăн сывласа илсе, шкап патнелле пычĕ.

Кукамăшĕ кайнăранпа икĕ уйăх çитрĕ. Амăшĕ Вальăна хăй ĕçе тухса кайнă чухне кулленех ирхине вăратса хăварать, тирпейлеме хушать, çăмăл ĕçсене тума каласа хăварать, анчах амăшĕ ĕçрен таврăннă çĕре Вальăн пĕр ĕçĕ те пулман. Шкултан килсе апат çиет те вăл уçăлма тухать, çунашкапа ярăнать, каçхине, уроксене хатĕрлесе пĕтерсен, çывăрма выртать.

Мария Ивановна хĕрачине сăнаса час-час шухăшлать:

Хăйне хăй тирпейленме пĕлмест. Мĕнле хăнăхтарас-ши ăна тирпейленме, – тет вăл хăш чухне, питĕ тарăхса.

Валя амăшĕ тарăхнине сисет. Унăн пĕчĕк пуçĕнче каллех çав шухăш:

«Анне тарăхать... анне мана юратмасть», – тет вăл.

Амăшĕ тарăхнине сиссе, унăн йĕрес те, тарăхас та килет...

 

* * *

Мария Ивановна больницăран час-часах шкула çӳрет. Шкулта вăл ачасен сывлăхне, шкул тасалăхне тĕрĕслет.

Пĕррехинче Валя амăшĕ шкула пычĕ. Хăй ĕçне пĕтерсен вăл аслă пионервожатăй патне кĕрсе ларчĕ. Пионервожатăй кăтра хура çӳçлĕ çамрăк хĕр. Валя амăшĕ унпа чылайччен калаçрĕ. Тухса каяс умĕн кăмăллă та çивĕч хĕр ăна çапла каларĕ.

Валя пирки ан пăшăрханăр, Мария Ивановна, пионер организацийĕ хăй ĕçне тăвĕ. Вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пырать вăл, ĕçе те хăнăхма тивĕç...

Çапла каларĕ те вăл, Валя амăшне ăсатса, шкул алкумĕ вĕçнех анчĕ.

Çак вăхăтрах пысăк перемена пуçланчĕ.

Пионервожатăй коридорпа иртсе пынă чухне класри отряд вожатăйне хăй патне пыма каларĕ.

Анна Капитонова! Анюк! Пионервожатăй патне, – илтĕнчĕ пĕр-икĕ сасă çиччĕмĕш класс алăкĕ патĕнче.

Анюк, хура куçлă, çинче питлĕ илемлĕ хĕрача, чăпар свитер тăхăннăскер, хĕрлĕ галстукне вĕлкĕштерсе, пионервожатăй патне хăвăрт кĕрсе кайрĕ. Унта вăл чылай тăчĕ. Урока ларма звонок пулас умĕн тин тухрĕ.

 

IV

Уроксем пĕтнĕ хыççăн Анюк хăйĕн отрячĕн пĕрремĕш звенине пионерсен пӳлĕмне пухăнма хушрĕ.

Анюк хыççăнах пӳлĕме кăвак кĕпе, хĕрлĕ свитер тăхăннă хĕрача Галя Миронова кĕчĕ.

Мĕн ĕçлетпĕр паян? Мĕн тума пухатăн ман звенона? – ыйтрĕ Галя кĕрсенех.

Вăл, ункăланса тăракан хĕрлĕрех çӳçĕсене вĕлкĕштерсе, Анюкпа юнашар пырса ларчĕ.

Шкул ачисем хăйсене епле тыткалама кирли çинчен калаçса пăхăпăр, – терĕ Анюк.

Эпир вăл правилăсене халĕ те аван пĕлетпĕр. Хамăрăн учительница Мария Александровна ăнлантарса панă пире. Правилăсем пирки вăл час-часах калаçусем ирттерет. Звенора каллех правилăсене вĕренмелле-и? – терĕ Галя, кăмăлсăрланнă пек пулса.

Анюк, çавна туйса, Гальăна çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ.

Эсĕ пĕлетĕн, эсĕ вăл правилăсене аван тытса пыратăн...

Звено та пĕлет, – терĕ Галя.

Анчах сан звенора çав правилăсене пăсакан пионерка пур. Ун çинчен ку таранччен эсĕ те, эпĕ те пĕлмен.

Кам вăл? – ыйтрĕ Галя, çаврака хăмăр куçĕсене пысăклатса.

Валя Турунтаева, – терĕ Анюк шăппăнрах, алăк еннелле пăхса илсе.

Ăçтан пĕлетĕн?

Пĕлтĕм, каласа парăп акă. Валя амăшне пĕрре те пулăшмасть, хăй вырăнне, хăй япалисене тирпейлемест...

Кĕме юрать-и? – илтĕнчĕ çинçе сасă.

Юрать! – терĕ те Анюк, сиксе тăрса, алăка яр уçса ячĕ.

Пӳлĕме Валя, Санюк, Марук, Лидюк кĕчĕç – Галя звени пухăнчĕ.

Анюк вĕсене пысăк сĕтел умĕнчи пукансем çине ларма сĕнчĕ. Хĕрачасем ларчĕç.

Ачасем, сирĕн класа паян Валя амăшĕ – Мария Ивановна пычĕ-и? – ыйтрĕ Анюк кăмăллăн.

Пычĕ, – терĕ Валя, амăшне асăннипе хавасланса, кăвак куçĕсене çиçтерсе.

Мĕн турĕ вăл сирĕн патăрта?

Пуçсене, хăлхасене, чĕрнесене пăхрĕ.

Тата мĕн турĕ?

Класра урай, стенасем, кантăксем таса-и тесе пăхать, – терĕ Санюк, çинçе саслă, пĕчĕк питлĕ хĕрача.

Мĕн тесе хăварчĕ вăл сире?

Пĕр çăвар уçман, анчах хăй сăмахне каласшăн хыпăнса ларакан Лидюк каларĕ:

Аван, таса. Малашне те тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн тăрăшăр терĕ... Тăрăшатпăр. Шкулта та, килте те, – терĕ Лидюк.

Лидюк аван каланипе кăмăллă пулса, Анюк малалла калама тытăнчĕ:

Çапла, ачасем, Мария Ивановна пирĕн шкулти пионерсем, вĕренекен ачасем тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн тăрăшаççĕ тет. Классене çӳпĕлемеççĕ, класа кĕнĕ чухне урисене тасатса кĕреççĕ, тумĕсем таса пӳлĕмре çакăнса тăраççĕ, коридорта, классенче тусан çук, тасалăх, тирпейлĕх пирĕн шкулта курăнсах тăрать. Ку – шкулта. Килте мĕнле-ши? Кашни пионер, шкул ачи килĕнче тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн тăрăшать-ши? Ашшĕ-амăшне кирлĕ таран пулăшать-ши? Хăй япалисене хăй тирпейлесе кирлĕ вырăна хурать-ши, çывăрса тăрсан, хăй вырăнне хăй тирпейлет-ши? Ачасем, сирĕн килти тирпейлĕхе, тасалăха тĕрĕслесе пăхар мар-и?

Тĕрĕслер, тĕрĕслер, – терĕç хĕрачасем.

Звенипех тĕрĕслесе тухар, – терĕ звено вожатайĕ Галя, куçĕсемпе юриех Валя çинелле пăхса.

Ачасем тĕрĕслер, тĕрĕслер тесенех, Валя ним шарламасăр галстук вĕçĕсене пĕтĕркелеме тытăнчĕ. Çиçсе тăракан кăвак куçĕсем халĕ тĕксĕмленнĕ пек пулчĕç.

Паянах тытăнар мар-и ку ĕçе? – терĕ Анюк.

Паянах, паянах, – терĕç ачасем харăс.

Кам патне малтан кĕрĕпĕр? Звено вожатăйĕнчен тытăнатпăр пулĕ, – терĕ Анюк, Галя еннелле пăхса.

Чăн малтан пирĕн пата айтăр, пирĕн пата, – терĕ Галя, сиксе тăрса.

Юрĕ, юрĕ! – килĕшрĕç ачасем. Галя, хĕвел пайăрки пек çӳçĕсене вĕлкĕштерсе, пӳлĕмрен хăвăрт тухрĕ. Ун хыççăн ыттисем те тухрĕç.

Ачасем тумланчĕç те шакăлтатса шкултан тухса кайрĕç. Вĕсем утнă май ир çинче çеç çунă шурă юр чĕриклетет.

Галя хăйсен тĕлне çитерехпе малтан чупса кайрĕ. Пӳрт уççине амăшĕ хурса хăварнă çĕртен васкаса илчĕ те пӳрте уçрĕ.

Галя амăшĕ колхоз ферминче ĕçлет, вăл – ĕнесем сăваканни. Галя та, Валя пекех, амăшĕпе çеç пурăнать. Ашшĕ килте çук, çар çынни вăл. Вăрçă чарăннăранпа вăл кашни çулах киле пĕрер уйăхлăха çеç килсе каять. Халĕ вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнче пурăнать.

Хĕрачасем пӳрте кĕрсенех, Галя вĕсене хăшне сак çине, хăшне пукан çине ларма сĕнчĕ. Пионеркăсем ларчĕç, пăхкаласа лараççĕ.

Гальăсен пӳрчĕ пысăках мар, виçĕ чӳречеллĕ çеç, кивĕрех пӳрт. Пырса кĕрсенех пӳртри тирпейлĕх, тасалăх куç умне тухса тăчĕ. Сăрĕ кăштах кайнă урай тап-таса. Стена çинче тусан çук. Пĕренисем, кивĕпе тĕксĕмленме тытăннă пулсан та, тăтăшах сăтăрнăран пулĕ, яка, кăшт йăлтăртатса курăнаççĕ. Галя вырăнĕ, хăмăр çивитти витнĕскер, тирпейлĕ, шурă питлĕ минтерĕ хăпарса тăрать. Икĕ чӳрече умĕнче пĕрер лутра чечек. Вĕсен çулçисем симĕс, таса.

Мĕнле пек туйăнать сире, ачасем, Гальăсен пӳрчĕ? – ыйтрĕ Анюк, йĕри-тавра пăхкаласа.

Таса, таса, аван, – терĕç хĕрачасем.

Кăмака кукрине пырса пăхăр, – терĕ Анюк татах. Хăй те кăмака кукринелле пычĕ.

Кунта та кашни япала харпăр хăй вырăнĕнче, пурте таса, тирпейлĕ.

Кăмака çинче çӳп-çап, тусан çук-и тесе, Анюкпа Марук кăмака картлашки çине тăрсах пăхрĕç. Унта та тап-таса. Икĕ мăшăр çăматă ларать те, мăнтăр кушак аçи сарăлса выртнă. Вăл хăйне ыйхăран вăратнипе Анюк çине сиввĕн пăхса илчĕ, хӳри вĕçне вĕлт-вĕлт сиктерчĕ те тепĕр енне çаврăнса выртса куçĕсене хупрĕ.

Хĕрачасем, сĕтел, пукан урисем çинче тусан çук-и тесе, пӳрнисемпе сăтăркаласа пăхрĕç. Çук, пӳрне çине тусан пĕрчи лармарĕ. Пӳрчĕ таса пулнипе сывлăш та уçă, тутлă пек туйăнать.

Пӳрт ăшчиккине пăхса çаврăннă хыççăн Анюк каларĕ:

Мĕнле пек туйăнать сире Гальăсен пӳрчĕ? Валя, сана мĕнле пек? Таса-и, çук-и? Тата та тасарах кирлĕ пек-и?

Таса, – терĕ Валя, хăюсăрланнă пек пулса.

Таса, тирпейлĕ, – терĕç ытти хĕрачасем те.

Юлташсем мухтанипе Гальăн хăпартланас кăмăл пулчĕ, анчах вăл ăна палăртмарĕ. Паçăрхи пекех кул-каласа, вăл ним пулман пек каларĕ:

Таса пурăнас тетпĕр, анчах аннен вăхăчĕ çук. Ирхине ирех фермăна тăрса каять. Пит ывăнать вăл, çав тери хĕрхенес килет.

Пулăшатăн-и эсĕ ăна? – ыйтрĕ Анюк.

Пулăшатăп. Ман ăна питĕ пулăшас килет. Ывăнса таврăннă хыççăн пĕрре те ĕçлеттерес килмест: пĕтĕм вак-тĕвек ĕçсене хам тума тăрăшатăп.

Каласа пар-ха, мĕнле пулăшатăн? Ирхине тăрсан мĕн тума тытăнатăн? – ыйтрĕ Анюк.

Галя ăшшăн кулкаласа калама тытăнчĕ.

Вырăн çинчен тăрса тумлансанах, вырăна тирпейлеме тытăнатăп, çивиттине тухса силлетĕп. Канмалли кунсенче кравать çинчи япаласене пĕр-икĕ сехетлĕхетулта çакса тăрататăп, вара тин пӳрте илсе кĕрсе вырăн çине саратăп. Вырăнĕсене анненне те, хамăнне те тирпейлесен нӳрлĕ çĕтĕкпе сĕтеле, саксене, пукансене сăтăратăп, хăш чухне, алă çитнĕ таран, пĕренесене те сăтăратăп. Ун хыççăн урайне те йĕпе милĕкпе шăлатăп е çĕтĕкпе сăтăратăп, вара тусан пулмасть. Ирхи апат çисен, тирĕк-чашăка çуса кăмака умне хурса хăваратăп. Аннен вут хутнă чухне ĕçĕ сахалтарах пултăр тесе, çĕрулмяçуса, шуратса хуратăп, вутă йăтса кĕретĕп. Паян та, ав, шкула кайиччен, лупасайĕнчен виçĕ хут вут йăтса кĕтĕм те кăмакана чиксе хăвартăм. Анне, фермăран таврăнсан, часах вут чĕртсе ярса апат пĕçерме тытăнать. Унăн ĕçĕ кал-кал пулать. Савăнать вара вăл, алă канса кайнă пек туйăнать, тет.

Хĕрачасем Галя каланине тимлĕн итлесе ларчĕç.

Пурин те Галя пек пулма тăрăшмалла, чăн-чăн пионерка вăл, – терĕ Анюк, ăна мухтаса.

Хĕрачасем, пĕрин хыççăн тепри, ăмăртмалла тенĕ пек, хăйсем килте мĕн-мĕн туни çинчен, ашшĕ-амăшне пулăшни çинчен калама тытăнчĕç. Пĕр Валя çеç тантăшĕсем çине хăюллăн пăхма хăяймасăр, ним шарламасăр ларчĕ.

Валя, эсĕ мĕнле пулăшатăн? Пурте хăйсем мĕн ĕçленине каласа пачĕç, эсĕ те каласа пар, – терĕ юлашкинчен Анюк.

Валя, кăвак куçĕсене çĕрелле чикрĕ, пуçне усса, шурă алсишне тути патне тытрĕ те нимĕн те шарламарĕ. Темшĕн хурланнă пек вăраххăн сывласа илчĕ.

Валя мĕн те пулин каласса Анюк кăштах кĕтсе тăчĕ те çапла каларĕ:

Ачасем, Валя пире хăй япалисене тирпейлени çинчен, амăшне мĕнле пулăшни çинчен каласа памарĕ. Паянах каймаллаччĕ те вĕсем патне, анчах каç пулса килет. Паянлăха, ачасем, çитĕ, киле кайăпăр, сирĕн пата, Валя, ӳлĕм пырăпăр.

Тен, ыранах? – сăмах хушрĕ Галя.

Ыранах, ыранах, – терĕç хăшĕ-пĕрисем.

Ыран та пыма пултаратпăр, каярах та, – терĕ Анюк, тумланса.

Пионеркăсем тухса кайрĕç. Пĕчĕк кил хуçи Галя вĕсене кăмăллăн ăсатрĕ.

 

V

Валя килнелле пуçне чиксе утрĕ. Унăн пĕчĕк пуçĕнче салхуллă шухăш. «Валя, эсĕ начар пионерка, звенори ытти ачасенчен кая юлатăн, ху япалусене тирпейлеместĕн, аннӳне пулăшмастăн», – тесе Вальăна никам та каламан, анчах юлташĕсем хăйне çапла калама пултарасса туйса илчĕ вăл. Çав шухăш Вальăна пуçне устарчĕ. Пĕр-икĕ хутчен унăн куçĕсем те шывланса илчĕç.

Киле çитнĕ çĕре каç тĕттĕмĕ палăра пуçларĕ. Хапхаран кĕрсенех вăл амăшне курчĕ. Выльăххисене апат парса хупнă та вăл, картишне çулăкпа шăлать.

Мĕншĕн паян, хĕрĕм, час килмерĕн? – ыйтрĕ Мария Ивановна, ун çине сисĕнкĕсĕр сăнаса пăхса.

Хамăр звенопа Гальăсем патне кĕрсе тухрăмăр, – терĕ те Валя, тек чĕнмесĕр, амăшĕн куçĕнчен хăвăртрах çухалас тесе, пӳртелле кĕрсе кайрĕ.

Пӳрте кĕрсенех Вальăна хăйсен пӳрт ăшчикĕ кичеммĕн туйăнса кайрĕ.

Вырăнне тирпейлемен, урайĕнче хут таткисем сапаланса выртаççĕ, пукан çинчен хăрах чăлха усăнса тăрать...

Валя пальтоне çакрĕ. Çăматтине хывса кăмака хыçнелле лартрĕ те тĕпелелле иртрĕ. Çӳп-çапсене таптаса, сăтăркаласа утать. Сасартăк Валя урине чăлха витĕр темскер питĕ хытă тирчĕ.

Ай-й! – çухăрса ячĕ Валя.

Мĕн пулчĕ? – ыйтрĕ амăшĕ, çав самантра пӳрте шуç таз йăтса кĕрекенскер. Вăл таза хăвăрт кухньăна кĕрсе ӳпĕнтерчĕ те васкаса ачи патне пычĕ.

Темĕскер çине пырса тăрăнтăм, – терĕ Валя, çерçи пек хăрах уран сиккелесе.

Амăшĕ электричество çутрĕ. Урайĕнче хачă чарăлса вырта парать.

Кам пăрахнă ку хачча? – ыйтрĕ амăшĕ.

Эпĕ пулĕ... Паçăр ирхине хут касса чечексем тунăччĕ. Астуман, хачă урайнех выртса юлнă, – терĕ Валя, ури ыратнипе ĕштеленсе.

Амăшĕ Вальăн пĕчĕкçеç суранне марльăпа авраса çыхрĕ.

Ӳлĕмрен илнĕ япалана хăй вырăннех хурас пулать, хĕрĕм. Ăçтан илнĕ-ха эс ăна? – ыйтрĕ вăл хĕрĕнчен.

Комод çинчен, – терĕ Валя.

Комод çинех хур, – терĕ амăшĕ.

Халех-и? – терĕ Валя, çыхнă ури çине пăхса.

Халех, – терĕ амăшĕ.

Валя, çыхнă ури çине кĕлипе çеç пускаласа, хачча комод çине кайса хучĕ.

Çакна курсан, Мария Ивановна ачи сисиччен йăл кулса илчĕ.

Апат çи, Валя. Эпĕ сана кĕтсе тăмасăрах çирĕм, каймалла ман, – терĕ те вăл Вальăна кăмакаран яшка, ăшаланă çĕрулми кăларса пачĕ. – Вучахра, пăхăр чейникре, кофе пур, ĕç.

Валя сĕтел хушшине ларчĕ. Пăхать – унăн чашки ирхине пăтă çисен мĕнле лартса хăварнă, çаплипех ларать: чашăк хĕрринче тĕл-тĕл пăтă хытса ларнă, кашăкĕ çинче сыпса илмен пăтти пур, унтан йӳçĕнкĕ шăршă килет. Кофе ярса ĕçмелли курка та таса мар: тĕпне юлнă сĕт йӳçсе ларнă.

Валя, хăй савăчĕсене курсан, тутине мăкăртрĕ, йĕрсе ярас патнех çитрĕ.

Кăмака умĕнче, симĕс чейникре вĕри шыв пур, çав шывпа çу... Эпĕ васкатăп, – терĕ Мария Ивановна, ачи кăмăлсăрланнине юриех асăрхаман пек пулса.

Çапла каларĕ те вăл, пысăк пӳлĕме тухса, тумланма тытăнчĕ. Унăн куçĕсем кухня еннеллех пăха-пăха илеççĕ.

Валя нумаях лармарĕ, сĕтел хушшинчен тухрĕ те кă-мака умнелле пычĕ. Часах кухньăра шыв юхтарни, тирĕк-чашăка çуни илтĕнчĕ.

Алăк умĕнче кушак макăрчĕ. Мария Ивановна ăна уçса кĕртрĕ. Кушак, хӳрине пăшал пек тăратса, кухньăна кĕрсе кайрĕ, мăрлатрĕ, Валя патне пычĕ пулмалла.

Тăхта-ха кăштах, халь паратăп, куратăн вĕт, эпĕ пушă мар, – терĕ Валя кушаккине.

Хĕрĕ ĕçленине сăнаса тăракан Мария Ивановна ăшшăн кулса илчĕ те ĕçе тухса кайрĕ.

 

VI

Пӳртре шăп. Лампочка сӳннĕ. Валя амăшĕ те ĕçрен таврăнса çывăрма выртнă, тӳлеккĕн сывласа çывăрать. Вальăн ыйхă килмест. Унăн ури ыратать. Çитменнине тата, пуçа тĕрлĕ шухăшсем килсе кĕреççĕ, канлĕх памаççĕ.

Вăл Галя патĕнче пулнине аса илчĕ. Гальăсен тирпейлĕ вырăнĕ, тап-таса урайĕ, сип-симĕс йăлтăркка çулçăллă чечекĕ халĕ те куç умĕнче пек...

«Гальăн чечек çулçисем питĕ таса, пирĕн пальма тусанланнă, Гальăнни пек тăвасчĕ», – терĕ Валя хăй ăшĕнче.

Галя хăй амăшне мĕнле пулăшни çинчен каласа панине Валя пĕтĕмпех аса илсе выртрĕ. Вăл кашни юлташне, кашни мĕн каласа панине аса илчĕ. Кашнин каланине вăл кăмăллать...

Юлташĕсем çинчен шухăшласа выртнипе вăл ури ыратнине те маннă пек пулчĕ. Ачана лăпкă ыйхă пусрĕ.

 

* * *

Тепĕр кун ирхине амăшĕ Вальăна, яланхи пекех, хăй ĕçе кайиччен вăратса хăварчĕ. Пӳртри ăпăр-тапăрсене пуçтармарĕ вăл, юриех, Валя мĕн хăтланать-ха тесе, сăнамалла, çаплипех хăварса ĕçе тухса кайрĕ.

Пĕр вунă сехет тĕлнелле Мария Ивановнăн больницăран ял Советне килсе кайма тӳр килчĕ. Çул майăн вăл наччаслăха килне кĕрсе тухрĕ. Пăхать – урайĕнче хут таткисем, çӳп-çап çук – таса. Пукан çинчен кичеммĕн усăнса тăракан хăрах чăлха хăйĕн мăшăрне тупнă, икĕ чăлхи те кăмака хыçĕнче пăтара тирпейлĕн çакăнса тăраççĕ. Валя вырăнĕ те тирпейлĕ. Минтерне комодран шурă минтер пичĕ илсе тăхăнтарнă. Питшăлли те кравать пуçĕнче çакăнса тăрать. Сĕтел айĕнче выртакан сăмса тутри халĕ унта çук.

Мария Ивановна кухньăна кĕрсе пăхрĕ. Апат çинĕ хыççăн Валя хăй тирки-чашкине çуса плита çине ӳпĕнтернĕ. Кухньăри сĕтел таса. Çăкăрне марля витсе çӳлĕк çине хунă. Сĕт чӳлмекне ывăспа витсе сакайне лартнă.

Мария Ивановна калама çук кăмăллă пулса васкаса тухса кайрĕ.

Валя шкултан таврăннă чухне амăшĕ больницăран таврăнман-ха. Валя пӳрте уçса кĕчĕ. Таса урай, тирпейлĕ кравать, сип-симĕс таса пальма курăнса кайни Вальăна савăнтарса ячĕ. Валя тутрине салтса, пальтине пăтана çакса, çăматтисене кăмака хыçнелле лартса чăлха вĕççĕн пӳлĕмре уткаласа пĕр-ик хутчен çаврăнчĕ. Комод патĕнчен иртнĕ чухне тĕкĕр çинче вăл хăйĕн кăмăллă сăнне курчĕ, йăл кулчĕ. Мăйрака пек кăнтарса тăракан çивĕчĕсене аялалла туртрĕ те сиккелесе кухньăна кĕчĕ. Унăн амăшĕ киличчен мĕнле ĕç те пулин туса хурас килет. Валя свитер вĕççĕнех пӳртрен тĕпĕр-тĕпĕр тухса кайрĕ. Кăшт тăрсан вăл пĕр пĕчĕк çĕклем вутă илсе кĕчĕ, кухньăна кĕрсе кăмака умне пăрахрĕ. Тата мĕн тумалла-ши? Валя амăшĕ киличчен çĕрулми шуратса хатĕрлеме шут тытрĕ. Кăмака хыçĕнче ларакан пушă витрене шыраса тупса, вăл тĕпсакайне çĕрулми илме анчĕ.

Çав самантра пӳрте Мария Ивановна килсе кĕчĕ. Валя пысăк пӳлĕмре çуккине кура Мария Ивановна кухньăна кĕчĕ. Пăхать – кăмака умĕнче çĕклем вутă, сакайĕнчен Валя çур витрене яхăн çĕрулми илсе тухать...

Амăшĕ тĕлĕннипе, савăннипе пĕр самантлăха ним тума пĕлмесĕр пăхса тăчĕ, вара, сакайĕнчен сиксе тухнă хĕрачине хăй çумне хĕстерсе, çурăмĕнчен ачашшăн лăп-карĕ. Валя амăшĕ çумне тĕршĕнчĕ.

Валя, эпĕ сана ĕçлеме тытăнасса шанман. Ĕçлĕхсĕр ача пулать пулĕ тесе ăшăма çунтараттăм, паян эсĕ мана савăнтаратăн, – терĕ вăл чĕтрекен сассипе.

«Анне мана юратать», – хĕпĕртесе шухăшларĕ Валя.

Малашне эпĕ вак-тĕвек ĕçсене пурне те хам тăватăп, эсĕ ахаль те ывăнатăн...

Амăшĕпе ачи пĕр-пĕрин çине тулли кăмăлпа савăнса пăхса илчĕç.