ХĔЛЛЕХИ КАÇСЕНЧЕ

Трубина Марфа Дмитриевна

   

ТУПМАЛЛИ

ХĔРЛĔ ГАЛСТУК
АСЛАТИ
ВУПĂР
ХĔЛЛЕХИ КАÇСЕНЧЕ

ХĂНАРАН
ЯЛ ТĂРĂХ
МУЧАР. ПОВĔСТЬ
ПĔЧĔК КОЛХОЗНИКСЕМ
АРÇУРИ
ТИХА
ПИРĔН САВĂНĂÇ
ЧĂХПА КУШАК
ЧĔПАССИ
ЗВЕНОРА
ЮРИЙ ИНКЕКĔСЕМ
СОВЕТ СОЮЗĔН ГЕРОЙĔ
ПЕТТЕ ПУЛĂШУ ЫЙТАТЬ
ТРУБИНА МАРФИ В. Я. КАНЮКОВ

 

ХĔРЛĔ ГАЛСТУК

 

Вăрманти полустанокра поезд çинчен виçĕ-тăватă чăваш тата пĕр вун-вуник çулхи ача тухса юлчĕç.

Ача шурă кĕпепе, кĕске хăмăр йĕмпеле. Мăйне хĕрлĕ галстук çыхнă. Пуçĕнче хĕрлĕ çăлтăрлă шурă шлепке. Уринче хура чăлхапа пушмак. Чăлхи, вăрăмскер, ача урисене яштак кăтартать. Ачан пĕтĕм пӳ-сийĕ, уткалани, пăхкаласа тăни илемлĕ.

Чăвашсем, полустанокран тухсан, вăрман хĕррине чĕлĕм туртма ларчĕç. Ача çурăм хыçĕнчи пĕчĕк кутамккине çӳлерех хăпартса çыхрĕ те вăрман сукмакĕпе çăмăллăн утрĕ.

Çуллахи кун каç еннелле сулăннă. Хĕвел чалăшшăн пăхать, йывăç çулçисем витĕр сукмак çине унăн çути тĕл-тĕл ӳккелет. Ванюк, вăрмана кĕрсенех, унталла-кунталла пăхкаларĕ. Тăван вăрман, тăван çĕршыв! Ванюк ку вăрманти кашни йывăçа, кашни шĕшкĕ тĕмине тенĕ пекех астăвать. Акă сукмак хĕрринче кукăр-макăр ват улмуççи ларать. Çак улмуççи çинчен Ванюк выçлăх çул пĕр витре улма пухнăччĕ. Улмисем вĕтĕ, сип-симĕс, çăвара чикмелле мар йӳçĕччĕ. Ванюк амăшĕ çав улмасене, кăмакана хывса пĕçерсе, ачисене çитеретчĕ. Выçлăх çул мĕн-мĕн çимен-ши? Выçлăх çул Ванюкăн ашшĕ, икĕ йăмăкĕ вилчĕç. Ванюк та, выçлăх çул килте пурăннă пулсан, вилетчĕ пулĕ. Юрать Ванюка амăшĕ çине тăрсах ву-лăсри ытти ачасемпе пĕрле Мускава ячĕ. Мускава кайман пулсан, Ванюк паян кун çак сукмакпа: «Халех киле çитетĕп, аннене куратăп», – тесе хавассăн утса пынă пулĕччĕ-ши? Выçлăх çул, асран кайман йывăр çул... Сарă çӳçлĕ, йăлтăркка куçлă пĕчĕк Санюк халĕ те Ванюкăн куçĕ умĕнче. Ыраш çăкри, паранкă çинĕ чух Санюк чупса çӳресе вылятчĕ, кулатчĕ. Кĕркунне, çимелли пĕтсен, Санюк улшăнчĕ. Çимелли йĕкел пашалăвĕ çеç. Санюкăн илемлĕ пичĕ кăн-кăвак пулса кайрĕ. Тути хуралчĕ. Икке кайнă пĕчĕк Санюк утайми те пулчĕ. Кунĕ-кунĕпе пукан çинче ларса: «Мемме-е», – тесе аллисене кăнтаратчĕ. Вилес умĕн малтанхи кун Санюк пукан çинче сулкаланса ларать. Йĕкел пашалăвне çăварĕнче мăкăлтаттарса нăчăк-нăчăк! ĕмет. Амăшĕ ачана ачашласа сăпкана вырттарчĕ. Санюк çĕрле сăпкарах вилсе выртнă...

Тепĕр икĕ эрнерен Ванюкăн ашшĕ те шыçăнса кайса вилчĕ. Вара пилĕк çулхи Малани вилчĕ. Ăна пытарнă кун кантуртан ачасене пухса Мускава ямалли хут килчĕ. Амăшĕ, Ванюк та пулин çăлăнтăр тесе, Ванюка Мускава яма питех те çине тăчĕ. Ванюкпа амăш иккĕш кантура çуран кайрĕç. Вулăсран ачасем пухăнса çитсен, вĕсене Мускава ячĕç. Ванюк амăшĕ, пĕр-пĕччен тăрса юлсан, килне хупса, Çĕрпĕве кайнă. Унта вăл, çисе пурăнасшăн, пĕр шкула ĕçлеме кĕнĕ.

Çак шухăшсемпе Ванюк вăрмантан тухрĕ. Ав, ыраш пусси урлă Ванюкăн тăван ялĕ курăнчĕ. Ялĕ, пытаннă пек, лапăра чăмăртанса ларать. Чăн малтан йывăç тăррисем, çӳллĕрех пӳртсем курăнчĕç. Кăшт кайсан, улăм витнĕ çуртсем, йывăç пахчисем курăнма пуçларĕç. Хăйсен улăм витнĕ лапчăк пӳртне асăрхасан, Ванюк чĕри хăвăртрах картлатма тытăнчĕ. Çинçе, çăмăл пушмаклă урисем хытăрах утăмлама пуçларĕç. Ванюк ыраш пуссин яп-яка, илемлĕ сукмакĕпе хăвăрттăн шак-шак тутарса утать. Шăркана ларнă вăрăм ыраш Ванюка пуçĕнчен те, хулпуççинчен те тĕртĕнсе тутлă шăршă çаптарать.

Кĕтӳ кĕртес вăхăтра Ванюк ял патне çитрĕ. Тусан мăкăрлантарса кĕтӳ униченелле кĕрет. Кĕтӳ кĕнĕ çĕре хĕрарăмсем, ача-пăчасем пухăнса тăнă. Ванюка вĕсем патĕнчен иртсе кайнă чух никам та палламарĕ. Паллама та çук çав. Ванюк Мускава кайнă чух пĕчĕк, çич-сакăр çулхи çĕтĕк-çатăк начар ачаччĕ. Халĕ вăл, илемлĕ пӳ-силлĕскер, урам тăрăх çăмăллăн утса кайрĕ. Пĕр карчăк куçне хĕвелтен аллипе хупласа: «Ăçта каять-ши ку маттур ача», – тесе пăхса юлчĕ. Икĕ ача сысна çурисене пĕчĕк пушшисемпе хăвалаççĕ. Ванюка курсан, вĕсем чарăнчĕç те пăхса юлчĕç.

Епле аванскер, – терĕ пĕр ачи, Ванюка куçĕсемпе ăсатса.

Ванюк пĕр сăмах чĕнмесĕр килелле утрĕ. Васкаса пырать. Тăван ял, çуралнă кил! Чухăн пулсан та пит паха.

Ванюк амăшĕ хĕрĕх пилĕк çула çитнĕ. Çакăн чул пурăнса та Ванюк амăшĕ паянхи пек пысăк савăнăç курман. Картишĕнче качака суса ларакан амăшĕ, Ванюк хапхаран кĕнине курсан, хытса кайнă пек пулса пăхса тăчĕ. Хăй куçне хăй шанмасть. Вара вăл, сасартăк куççуль юхтарса, Ванюк патне чупса пычĕ, ывăлне пӳрте илсе кĕчĕ. Кăшт тăрсан, Ванюка курма хурăнташсем, кӳршĕсем пычĕç. Амăшĕ ачине çăмарта пĕçерсе çитересшĕн, сĕтпе чей ĕçтересшĕн ĕштеленсе çӳрет. Хăй ăшĕнче ачипе савăнать.

Куç тулли вĕт! – тет. Ванюк амăшĕ ăна çăмартине те шуратса, чейне те тултарса парать. Виçĕ çул хушшинче мĕн тĕрлĕ ӳссе, тасалса кайнă. Калаçассине те епле аван калаçать. Вырăсла калаçма та вĕренсе çитнĕ. Кутамккинчен темиçе кĕнеке кăларса хучĕ, хут вĕреннĕ пулмалла...

Амăшĕн савăнăçĕ вĕçĕмсĕр, Ванюка курма пынă хурăнташĕсем, кӳршисем саланса пĕтсен, амăшĕпе ывăлĕ картишĕнче чылайччен сăмахласа ларчĕç. Çутă çăлтăрсем тухсан тин Ванюкпа амăшĕ çывăрма выртрĕç.

 

II

Ванюкăн тăван ялĕ – Лапракасси – пĕтĕм вулăсĕпе пĕр тĕттĕм ял. Вулăсри ытти ялсенче комсомол ячейкисем, вуламалли çуртсем пур. Лапракассинче ун пек-кун пек япала çук вара. Çĕнĕ пурнăçăн культурăллă хумĕсем Çак лапăра пытанса ларакан яла пырса çапăнман пек туйăнать.

Лапракассинчи пурнăç пуртарах çынсем ачисене Хиркассинчи шкулта вĕрентсе пурăннă. Чухăн çын ачисем, тумтир çук пирки, пилĕк-улт çухрăма вĕренме каяйман.

Выçлăх иртни виçĕ çул тулчĕ. Кĕркунне çитсе килет. Лапра çыннисем хирти ĕçĕсене пуçтарчĕç. Кăçал тырă начар мар. Пурин те çителĕклĕ.

Малтан, Ванюк Мускавран килсессĕнех, ачасем унран ютшăннă, пĕрле явăçсах çӳремен. Халĕ пĕтĕм ялти вак-тĕвек ача-пăча Ванюк патне выляма çӳрет. Ванюк ачасемшĕн ытла тĕлĕнмелле маттур туйăнать. Ванюк темле вăйă та, темле юрă та, тем çинчен каласа кăтартма та пĕлет. Кунĕ-кунĕпе пекех ачасем Ванюкпа пĕрле Киремет сăрчĕн çеремĕ çинче салтакла та, темĕн тĕрлĕ илемлĕ вăйăсем те выляççĕ, юрлаççĕ. Ванюк юлташĕсене Мускавра хăй пурăнни çинчен, мĕн курни, мĕн илтни çинчен кала-кала кăтартать. Ял ачисемшĕн Ванюк каласа кăтартни ытла тĕлĕнмелле туйăнать. Пионер юррисене, вăййисене кашни ача вĕренсе çитнĕ. Пионер, комсомол мĕнне те вĕсем Ванюк каласа ăнлантарнинчен пĕлнĕ. Çывăрма выртсан, хăшĕ-пĕри хăйсене хăйсем пионера кĕнине тĕлĕкре курнă. Вăрансан, çав тĕлĕк те вĕсене тахçанччен савăнтарса çӳренĕ. Пионер отрядне çырăнасшăн вĕсем пит çуннă.

Хут пĕлмесен, эпир пионер пулаймастпăр, – тенĕ Ванюк. – Пионерсем вĕренеççĕ. Пирĕн те хут вĕренес пулать. Пире шкул кирлĕ. Хамăр ялта шкул уçма комсомол ячейки урлă ыйтăпăр. Пирĕн пиччесем, комсомолецсем, пире шкул уçтарса парĕç.

Ачасем шкул пулассине кĕтсе тăнă. Шкул уçăлас шанчăка вĕсем асра тытса çӳренĕ.

Пĕр вырсарникун пуян Гриша арăмĕ, иртерех вут хутса çунтарса çимĕçсем пĕçерсе кăларчĕ. Ачисемпе чиркĕве каяс тесе хатĕрленет. Икĕ ывăл ачи, Вальăпа Шура, сĕтел хушшинче темĕн пăшăлтатса лараççĕ.

Мĕн пăшăлтатса ларатăр эсир? Тăхăнăр часрах таса кĕпесем те атьăр чиркĕве, – терĕ амăшĕ. Ачисем нимĕн те шарламарĕç. Иккĕшĕ те алкумне вĕлт тухрĕç те кайрĕç. Алкумĕнче каллех темĕн пуплеме тытăнчĕç.

Кăшт тăрсан, вунă çулхи Валя алăка уçрĕ те:

Анне, эпир паян чиркĕве пымастпăр, ачасен пухăвне каятпăр, – терĕ.

Ах, путсĕр ачасем! Епле вăл чиркĕве каймастпăр! Каллех çав Ванюк патне каятăр пулĕ-çке! Ах, ку Ванюка! Илтмен-и эсир, ĕнер пачăшкă кухарки пионерсене антихрист чĕпписем тенине! Ан кайнă пултăр çав Ванюк патне. Аçу пĕлсен çапса çурать, персе вĕлерет!

Чан çапса ячĕ. Пуян Гриша арăмĕ пустав сăхман, пушмак-чăлха тăхăнчĕ те, турăш умĕнче сăхсăхса, чиркĕве тухса кайрĕ.

Ачасем, амăшĕ тухса кайсанах, анкарти хыçĕпе Киремет çеремĕ тенĕ çĕре çитрĕç. Киреметре ачасем чылай пухăннă-мĕн.

Çирĕм ачана яхăн пулĕ. Çавăнтах Ванюкпа пĕрле икĕ пысăк ют ача пур. Вальăпа Шура ачасен ушкăнне кĕчĕç.

Камсем ку пысăккисем? – тесе ыйтрĕ Валя çаптаркка кĕпеллĕ ачаран.

Вулăсри ячейкăри комсомолецсем, – терĕ те лешĕ мĕн каланине итлеме хатĕрленчĕ.

Ванюк хăй юлташĕсем пионер отрядне çыр.ăнас тенине ячейкăна пырса каласан, пĕтĕм ячейка хускалса ура çине тăчĕ. Часрах пионер отрячĕн ялавне хатĕрлесе, комсомолецсем Лапра ялне ачасен чаплă пухăвне ирттерме килчĕç.

Кăтра çӳçлĕ, хура кĕпеллĕ, çӳллĕ комсомолец ачасене сăмах калама тытăнчĕ.

Ачасем, эсир пионер пуласшăн. Кам вăл пионер? Камсене калаççĕ пионер тесе? Акă, пĕр-пĕр ученăй хăйĕн ĕçĕпе наукăна малалла ярать, çав çын наука пионерĕ пулать. Акă, çулçӳревçĕ халиччен этем çитмен, этем ури пусман çĕре çитет – вăл пионер. Тата, акă, патша вăхăтĕнче революци тăвасшăн хăйсене хĕрхенмесĕр ĕçленĕ çынсем – революци пионерĕсем пулаççĕ. «Пионер» сăмах малта пыракан, çĕнĕ çул шыраса уçса тупакан тенине пĕлтерет. Мĕнле пулмалла пионера кĕнĕ ачан? Пионерăн аван вĕренмелле, аван вĕренсе социализмла çĕршывра культурăллă, усăллă этем пулмалла. Пионер ĕçре хастар пулмалла, малта ертсе пымалла. Пионер сывлăхлă, паттăр, тӳсĕмлĕ. Унăн хăйĕн ӳт-пĕвне çирĕп ӳстермелле. Йывăрлăх пионера хăратмасть: унăн кĕрешсе çĕнтерме вĕренмелле. Пионерăн лозунгĕ çакă: «Ленин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул!..» «Яланах хатĕр!..» – ответлет пионер. Пионер хĕрлĕ галстук çыхса çӳрет. Галстукăн виçĕ кĕтесĕ коммунистсен, комсомолецсен тата пионерсен пĕрлĕхне пĕлтерет. Эсир паян чаплă сăмах паратăр, ун хыççăн эсир – Ленин ачисем, комсомол шăллĕсем пулатăр, хĕрлĕ галстук илетĕр. Сире чăн-чăн пионерсем пулма сĕнетĕп. Сывă пултăр пионер организацийĕ! Сывă пултăр Ленин ĕçĕ!

Ачасем харăссăн алă çупса ячĕç.

Тепĕр комсомолец, шурă кĕпеллĕскер, хĕрачанни пек çинçе пĕчĕк питлĕскер, ачасене икĕ ретĕн тăратса тухрĕ те çапла каларĕ:

Эпĕ, ачасем, хисеплĕ тупа сăмахĕсене калатăп, эсир ман хыççăн ушкăнпа калăр, – терĕ.

Ачасем хатĕрленчĕç: шăп, тӳп-тӳрĕ тăраççĕ. Комсомолец уçă сасăпа, васкамасăр, кашни сăмах хыççăн чарăнса калама тытăнчĕ.

Эпĕ, Социализмлă Совет Республикисен Союзĕн çамрăк пионерĕ, юлташсем умĕнче тупа тăватăп: Ленин ĕçĕшĕн эпĕ çирĕп тăрăп, коммунизм çĕнтертĕр тесе тăрăшăп, кĕрешĕп. Аван вĕренсе, социализмлă Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕ пулăп тесе сăмах паратăп.

Ачасем пĕр харăссăн кашни сăмаха комсомолец хыççăн каларĕç.

Ĕнтĕ эсир пионерсем, – терĕ комсомолец. Çапла каланă хыççăн комсомолец портфелĕнчен хĕрлĕ галстуксем кăларчĕ. Икĕ комсомолец кашни пĕрер шеренгăна тăчĕç те ачасене галстук çыхма тытăнчĕç. Галстук çыхнă чухне комсомолец: «Ленин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул!» – тет. «Яланах хатĕр!» – тет пионер. Вунсакăр ачана хĕрлĕ галстук çыхрĕç. Вунсакăр пионер хутшăнчĕ çак чăваш ялĕнчен пионерсен аслă çемйине.

Эпир сирĕн пионер отрячĕ валли ялав та илсе килтĕмĕр, – терĕ кăтра çӳçлĕ комсомолец. Вăл хăйĕн портфелĕпе юнашар выртакан сăрлă яка патака илчĕ. Патакăн пĕр вĕçне хаçатпа чĕркенĕ. Комсомолец чĕркенине сӳтрĕ те патакне çӳлелле çĕклерĕ – хĕрлĕ ялав сар хĕвел çинче ылтăн саспаллисемпе çиçсе вĕлкĕшрĕ. Комсомолец çав ялава Ванюка тыттарчĕ. Ванюк, хĕпĕртенипе чĕтресе кайса, паха ялава çирĕппĕн тытрĕ. Ачасем Ванюк вĕрентнĕ пионер юррине юрласа ячĕç. Юрлама чарăннă хыççăн ачасем çерем çине ларчĕç.

Пионер отрячĕ пур, анчах пионерсем валли шкул çук. Пире шкул кирлĕ, – терĕ Ванюк комсомолецсене.

Тĕрĕс каларăн. Шкул калама çук кирлĕ, – килĕшрĕç комсомолецсем. Ванюк тухса кайнă пупăн çурчĕ пушах ларни, унта шкул тума пит майли çинчен каларĕ.

Вăл çурта пуян Гриша арман хуçине партарасшăн, атте каларĕ, ыран пуху пулать, сутаççĕ, – терĕ пĕри.

Суттармастпăр, – терĕ Ванюк, ура çине сиксе тăрса.

Суттарас марччĕ, – килĕшрĕç ытти пионерсем те.

Суттармастпăр, тĕрĕс калатăр, – терĕ шурă кĕпеллĕ комсомолец. – Ырах пĕлтеретĕр эсир пире ку хыпара. Сире шкул уçса парас шутпа эпир мĕн тума пултарнине пĕтĕм вăйран тăрăшса тăвăпăр. Эпир ыран килетпĕр, халĕ ĕнтĕ саланăр.

Пионерсем йĕркеленсе тăчĕç те ялалла илемлĕн харăс утса кайрĕç, çĕнĕ юрă пуçласа ячĕç. Хĕрлĕ ялав варкăшса хĕвел çинче çиçсе пырать.

 

III

Тепĕр кунхине ялти пĕтĕм пионер кăнтăрларанпах Ванюксем патĕнче вĕркĕшрĕ. Енерхи комсомолецсем те унта. Картишĕнче ачасене вĕрентеççĕ. Мĕнле тусан аван пулĕ тесе сӳтсе яваççĕ. Кĕркури Михали патĕнчен туй параппанĕ илсе килчĕç.

Каçалапа пуху та пухăнма тытăнчĕ. Ватăрах çынсем, кĕске сăхмансем тăхăнса, икшерĕн-виçшерĕн чиркӳ патнелле хуллен утаççĕ. Халăх пухăвĕ чиркӳпе юнашар пушă çурт çумĕнче пухăнать. Ку çурта вунпилĕк çул малтан халăх хăй вăйĕпе пупа лартса панăччĕ. Çамрăк пуп ват пуппала килĕшсех пурăнаймарĕ те тухса кайрĕ. Çын пурăнман çурт часах япăхланчĕ. Халĕ ку çуртăн сакăр чӳречи те çĕмрĕк. Икĕ кăмакине те ишсе пĕтернĕ.

Тепрер çул ларсан, ку çурта пĕрер пĕренен салатса пĕтерĕç. Ана луччă сутас пулать, – тесе шут турĕç Лапра çыннисем.

Паян çак çурта арман хуçине сутма пуху пуçтарăнать. Арман хуçи ăна хăйĕн уйăрăлса тухакан ывăлĕ валли илесшĕн.

Сутас та, укçине мишавая çĕр касса панăшăн тӳлес. Пит манерлĕ пулать: мишавая тӳлеме халăх çинче пĕр пус укçа та çукчĕ-ха, – теççĕ çынсем.

Çак шухăшпа чылайăшĕ килĕшет.

Лапчăк карттуслă Иван чĕлĕмне шăлпа хытă çыртнă та хăй патĕнче тăракан çич-сакăр çынна:

Кун пек çурт сутса ĕçмесен, хăçан ĕçес? – тет. Хăй, чĕлĕмне мăкăрлантарса, çĕре лачлаттарса сурать. Иван шухăшне те хапăл тăвакансем пур: пуринчен ытла кайри кас куштанĕсем çакăнпа килĕшеççĕ. Вĕсем çуртне сутичченех арман хуçинчен вăтăр пĕр тенкĕлĕх эрех ĕçнĕ.

Пĕр ватă старик хул айне «Канаш» хĕстернĕ те чалăшса кайнă картлашка çинче ларать. Старик патĕнче виç-тăватă çын тăрать. Хуллентерех пуплеççĕ. Вĕсен шухăшĕсем ак çапла:

Ку çурта сутас мар, шкул валли юсас. Анчах куштансем шкула хирĕç. Халăх çинче каласан та çĕнтереймĕпĕр...

Куштансем, çуртне сутатпăр тесе, кашни пасартах ĕçеççĕ тет те... – терĕ старик. Хăй хаçатне кăларчĕ те пăшăлтатса вулама тытăнчĕ.

Çĕнтеретпĕр. Власть хамăрăн вĕт, – терĕ тепри.

Пуян Гришан тата унпала пĕр майлă çынсен урăх шухăш. Пуян Гриша, питне-куçне йăвашлантарса, хуллен сăмах калать:

Ку çурта сутас та укçине чиркĕве парас. Çурт укçи чиркĕве тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен ку çурта пупшăн, чиркӳшĕн тунă... – Гриша çапла каларĕ те йĕри-тавра хăй шухăшлă çынсене шыраса пăхкаларĕ. Хăшĕ-пĕри «çапла-çапла» тенине илтсен, пуян Гришан кăмăлĕ çемçелсех кайрĕ. Вăл, куçне мăч-мăч хупса, ытларах та йăвашланса кайрĕ.

Акă яка тумланнă арман хуçи те пухăва çитрĕ.

Халăх сĕрлет. Пĕри апла, тепри капла тăвасшăн. Халăх хушшинче виç-тăватă ăча пысăк çынсен ушкăнĕсене шăтара-шăтара çӳреççĕ. Акă, пĕр ачи тăнласа тăчĕ те, çынсем хушшинчен хăвăрт витĕр-витĕр тухса, вĕлт турĕ.

Урамра лав курăнса кайрĕ. Кантур ямшăкĕ тӳрех Ванюксен картишнелле чуптарчĕ.

Чылайччен кĕрлесен, çурта икçĕр тенкĕлле сутма йышăнчĕç, анчах Иван: «Виç витре эрех ларт тата икçĕр тенкĕ çумне», – тесе кăшкăрать.

Сасартăк параппан сасси илтĕнчĕ. Урамра тӳнк! тӳнк! илтĕнет.

Пурте параппан сасси илтĕннĕ еннелле пăхрĕç.

Урам тăрăх хĕрлĕ ялав çĕклесе параппан çапса, ачасем салтаксем пек утса пыраççĕ. Вĕсем хыççăн кантурти икĕ комсомолецпа вулăс исполкомĕн членĕ пырать.

Ку мĕнле япала? Мĕне пĕлтерет? – тесе, çынсем тĕлĕнсе хытса кайрĕç. Çăвара карса пăхса тăраççĕ.

Пионерсем халăх пухăвĕ умне пырса тăчĕç те пĕр çын пек харăс:

Парăр пире шкул! – тесе кăшкăрса ячĕç.

Вулăс исполкомĕн членĕ халăх ăшне кĕрсе кайрĕ те, папкине хул айĕнчен кăларса:

Мана сăмах калама ирĕк парăр-ха? – тесе ыйтрĕ.

Кала, кала! – терĕç шкул уçас шухăшлă çынсем. Пионерсене, комсомолецсене тата вулăс исполкомĕн членне курсанах, вĕсен чĕри уççăн тапма пуçларĕ.

Эсир кунта çурт сутма пухăннине илтрĕмĕр эпир. Кун çинчен пионерсемпе комсомолецсем вулăса пĕлтерчĕç. Юлташсем! Сирĕн çак çурта сутас пулмасть. Эсир ку çурта юсасан, вутне турттарса пама пулсан, эпир сирĕн ялта шкул уçас тетпĕр. Пăхăр, юлташсем, сирĕн ачăрсем кунта пĕрлешсе шкул ыйтма килнĕ. Вĕсем вĕренесшĕн çунаççĕ. Çурт пур çинче епле эсир, ку çурта сутса, ачăрсене шкулсăр хăварăр.

Халăх сĕррр! кĕрлесе илчĕ.

Кăтра çӳçлĕ, хура кĕпеллĕ комсомолец вĕренни пит кирли çинчен хĕрӳллĕ сăмах каларĕ.

Ленин пире Совет Союзĕнче пĕр хут пĕлмен çын ан пултăр тенĕ, – терĕ комсомолец юлашкинчен. – Шкул уçмасан, эсир Ленин сăмахĕсене, çĕнĕ пурнăç йĕркисене хирĕç пыратăр. Тĕттĕме пĕтермелле! Хăвăр ачăрсене шкул уçса парăр.

Парăр пире шкул! – харăс, хытăрах кăшкăрчĕç пионерсем.

Шкул уçас шухăшлă çынсем хăпартланчĕç, «Канаш» вулакан старикĕн, пионерсене курсан, хĕпĕртенипе куçĕ шывлансах кайрĕ.

Ара, халăх, епле кун пек хăйсем шкул ыйтакан ачасене шкул туса памăпăр! Намăс пулать пире, халăх!

Арман хуçипе куштансен пичĕ-куçĕсем улшăнчĕç: унталла-кунталла, хăйсене майлă çынсем шыраса, кăн-кан пăхкаларĕç.

Пуян Гриша, хăй ывăлĕсене пионерсем хушшинче курсан, кĕл пек шуралса кайрĕ. Пит хытă çилленсе кайса, вăл хыттăн, ятлаçнă пек, калама тытăнчĕ:

Кирлĕ мар пире шкул! Авă, пăхăр, шкулта вĕренес ачасем мĕнле çӳреççĕ. Кун пек пĕчĕккисем ваттисен ĕçне пырса пӳлни тĕнче çуралнăранпа та пулман. Килĕшӳсĕр япала ку! Вĕсене мĕн шкулĕ! Хулă илмелле те хăваласа ямалла.

Халăх каллех сĕррр! кĕрлесе илчĕ. Куштансемпе пуян Гриша шухăшлисем пĕр майлă, шкул уçас текенсем (халĕ вĕсем нумайланчĕç) тепĕр майлă.

Парăр пире шкул! – виççĕмĕш хут янратса ячĕç пионерсем.

Чылайччен тавлашсан, кĕрлесен, сасăларĕç те çурта шкул валли юсамалла турĕç. Вулăс исполкомĕн членĕ çавăнтăх договор çырма тытăнчĕ. Договорĕ çапла пулнă: халăх икĕ эрне хушшинче шкул çуртне юсаса парать, вуттине кирлĕ вăхăтра турттарать. Учительне шалу уездран параççĕ.

Пионерсемпе комсомолецсем мĕнле килнĕ çаплах, стройпа утса, ĕретлĕн кайрĕç. Хăйсен шухăшĕ вырăна кĕнĕшĕн кашни пионер, кашни комсомолец хавасланса утса пырать.

Пуху саланма тытăнчĕ. Арман хуçинчен эрех ĕçнĕ çынсем кăмăлсăрланса пухуран пуçран çапнă пек тухса кайрĕç.

Лапчăк карттуслă Иван, çурт сутнă чухне ĕçкĕ пулать-ха тесе ĕмĕтленнĕскер, халĕ чĕлĕмне тата хытăрах çыртса, шуйттансем тесе такама ятлаçса тухса кайрĕ.

Пуян Гриша, пысăк хуйхă пулнă пек, пĕкĕрĕлсе хутлансах ларнă пек туйăнчĕ. Асаплăн, вăрăммăн сывласа, хуллен чиркӳ хыçнелле утрĕ вăл.

Ванюк, киле таврăнсан, савăннипе лара-тăра пĕлмест.

Амăшне пухура мĕн пулни çинчен, икĕ эрнерен шкула вĕренме каймалли çинчен темиçе хут васка-васка каласа пачĕ. Ванюк амăшне ывăлĕ савăнни паха.

Ывăлĕпе пĕрле амăшĕ те хĕпĕртет.

Çывăрма выртсан, Ванюк тахçанччен çывăрса каяймарĕ. Пуçĕнчи шухăшĕсем вĕçсе çӳлелле хăпараççĕ. «Хамăр шкултан юлташсемпе вĕренсе тухатпăр та вара пурте икĕ сыпăклă шкула вĕренме кĕретпĕр. Икĕ сыпăклă шкултан тухсан е Хусана, е Мускава каятпăр».

Вырăн çинче чылайччен çавăрăнкаласа выртсан, Ванюк хăрах аллине питçăмарти айне чикрĕ те савăнăçлă шухăшсемпе тутлăн çывăрса кайрĕ.

 

АСЛАТИ

 

Кăнтăрла çитсе килет. Хĕвел пит пĕçертет. Тӳпе хĕрринче хураллă-шурăллă çумăр пĕлĕчĕсем купаланса тăраççĕ. Тапхăр-тапхăр аякра аслати хуллен хăнтăртатса илет. Лявук пиччен улмуççи пахчинче ача-пăча сасси пур. Аякранах ян-ян илтĕнет. Виçĕ хĕрача çатан карта çинче ларать. Лапсака, вĕтĕ улмаллă улмуççи ачасем ларакан тĕле сулхăн тăвать. Ачасем виççĕшĕ те аркисене сип-симĕс вĕтĕ панулми тултарнă. Хĕвелпе пиçсе хуралса кайнă урисене суллакаласа улма çисе лараççĕ.

Эпир улма çинине эсир никама та ан калăр, – тет ултă çулхи Укçине – Лявук пичче хĕрĕ. Хăй симĕс панулмине ирĕксĕр çинĕ пек, тути-çăварне чалăштарса, куçĕсене хĕссе чăмлать.

Атте пасартан килет пулĕ ĕнтĕ. Вăл, эпир улма çинине курсан, ятлаçать. Улмана пулса çитмесĕр çимеççĕ тет. Пулса çитмесĕр çисен, аслати çапать тет.

Халĕ пире аслати çапать-и ĕнтĕ? – тесе ыйтрĕ пилĕк çулхи пĕчĕк Марук. Хăй çыртнă улмине çăварĕнчен кăларса илчĕ. – Аслати çапать пулсан, çыртнă улмана та пулин çиес мар. Чăнах çапать-и вара? – татах ыйтрĕ Марук йĕрсе ярас сассипе.

Çичĕ çулхи Праски, çак хĕрачасенчен чăн пысăкраххи, хăйне пысăк çын вырăнне хурса калать:

Хăш чухне çапать, хăш чухне çапмасть.

Праски хăй çыртнă улмине йӳçĕ пулнăран ывăтса ячĕ те:

Пĕчĕккисене çапать, пысăкраххисене, ман пеккисене, çапмасть, – тесе хучĕ. Улмисене хăшне-пĕрне çĕре пăрахать, хăшне-пĕрне çыртса пăхса арки çине хурать. Питне-куçне пĕркелентерсе, йывăр ĕç тунă пек, чĕрĕ улмана çатăртаттарать.

Çук, аслати вăл кирек кама та çапать. Пĕчĕккисене те, пурне те çапать. Кам улма çиет, çавна çапать; эсĕ ху та пĕлместĕн, – терĕ Укçине.

Укçине Праски еннелле çавăрăнса ларчĕ те тутине кăшт мăкăртса та илчĕ.

Праски хăйĕннех:

Эсĕ ху та пĕлместĕн, асту, пĕлекенни килсе ларнă кунта. Эпĕ сиртен пысăкрах-ха. Эсир иксĕр те нимĕн те пелместĕр. Ман пек пысаккисене аслати улма çисен те çапмасть. Эпĕ пĕлтĕр панулмине пӳрне вĕçĕ пек пулсанах çинĕ те, мана çапах аслати çапман-çке. Пысăкрах ачасене çапмасть вăл аслати. Сана та, Укçине, аслати çапмасть пулĕ-ха. Çу-ук, сана та çапмасть. Эсĕ Марукран пысăкрах вĕт. Марук пĕчĕккĕ. Ăна çумăр килсенех аслати шартлаттарса пăрахать акă!

Укçине, хăйне Праски аслати çапмасть тенĕрен, Праски майлă пулса та тăчĕ.

Мана та аслати çапмасть, сана та, Праски, çапмасть, Марука çеç çапать.

Укçине хăйне аслати çапмасть тенĕрен, савăнăçлă, анчах çавăнтах хурланса та илчĕ.

Марука аслати çапсан, Марук çук пулать-çке вара. Марук çук пулсан, манăн кампа выляс? Праскипе ятлаçсан, эпĕ Марук патне каяттăм. Марук çук пулсан, выляс килмест манăн. Ах, эпĕ Марука та аслати ан çаптăр тетĕп те.

Укçине, Марукшăн хуйхăрса, хуйхăллă куçĕсемпе Марука пăхса илчĕ.

Марук пĕр шарламасăр юлташĕсем калаçнине итлесе ларать. Куçĕсемпе пĕр вĕçĕмсĕр юлташĕсене пăхать.

Праски, эсĕ аслатие курнă-и? – ыйтрĕ Укçине.

Ху курнă-и? – тет Праски.

Эпĕ курман та, пирĕн атте курнă, – тет Укçине.

Кам вăл аслати?

Укçине аслати мĕнлине каласа пама тытăнчĕ. Хăйне хăй пысăк çын вырăнне хурса, аслати çинчен пит хăрушшăн каласа пама тăрăшать. Хăй куçĕсене пысăклатнă, тутине мăкăртса калаçать.

Аслати хӳлтĕр-хӳлтĕр тăвать те, вара çумăр çăвать. Аслати хӳлтĕртетни вăл – урапа чупни, тет. Ав, унта пĕлĕтсем курăнаççĕ. – Укçине сăрт пек купаланса тăракан хураллă-шурăллă пĕлĕтсене аллипе тĕллесе кăтартрĕ. – Çав пĕлĕтсем тăрăх шыв турттарса урапапачупаççĕ. Урапи сăртсемпе пынă чух хӳлтĕр-хӳлтĕр тутарса пырать – аслати пулать. Лаши сăртран аннă чух хытă чупсан, шывĕ пичĕкере чӳхĕнсе сирпĕнет. Çавă çумăр çуни пулать. Лашине вутлă чăпăрккапа хăвалаççĕ, тет. Вăл – çиçĕм çиçни. Пирĕн атте ăслати пĕлĕт тăрăх çӳренине пит пĕлет. Мана çавăнпа улма çиме хушмасть. Улмана пиçсе çитмесĕр çисен, аслати çапать, тет те, çунтарать, тет.

Ачасем виççĕшĕ те çумăр пĕлĕчĕсем çинелле пăхаççĕ.

Укçине-е-е! Ăçта эсĕ? Кил хăвăртрах! Аçу пасартан кулач илсе килчĕ! – тенĕ сасă илтĕнчĕ.

Амăшĕ Укçинене чĕнет. Укçинен аслати çинчен тата калас кăмăл пурччĕ. Амăшĕ сассине илтсенех Укçине хăпăл-хапăл арки çинчи улмине силлерĕ те, çатан çинчен анса, килне вĕçтерчĕ.

Çумăр пĕлĕчĕсем ял çинелле тăвăнса килчĕç, хĕвел хупланчĕ. Праскипе Марук, йĕри-тавра мĕн пулнине сăнамасăр, улма çикелесе лараççĕ. Сасартăк аслати хаяррăн авăтса ячĕ. Хĕрачасем шартах сиксе шари! çухăрса ячĕç.

Пĕтрĕмĕр, аслати халь çапса пăрахать пире улма çинĕшĕн, – тесе шухăшларĕç пĕчĕк çынсем. Иккĕшĕ те кĕл пек шап-шурă шуралса кайса аркă çинчи улмисене çĕре сирпĕтрĕç. Праски хăвăртрах çатан çинчен анчĕ те киле вĕçтерчĕ. Çавăрăна-çавăрăна пăхса чупать. Пĕчĕк Марук, кĕске алли-урисемпе тапаланса, çатан çинчен часах анаймарĕ. Пĕччен юлсан, Марук макăра-макăра çатан çинчен анкаласа килнелле чупрĕ. Чупать-чупать, нимĕн чул та каяймасть. Сасартăк çил-тăвăл çавăрса çитрĕ. Улăм пĕрчисем, çӳпĕ-çапă, тусан, вĕçсе килсе, Марука питĕнчен пырса çапăнчĕç, Марук, ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр, çатан çумне тĕршĕнсе тăчĕ. Аслати, пĕр чарăнмасăр тенĕ пекех, çĕр кисрентерсе авăтать. Çил-тăвăл ураран ӳкерес пек, çĕре ӳпне-питне çавăрса пăрахас пек тулашать.

Çав вăхăтра Марук амăшĕ хăйĕн икĕ аслă хĕрĕпе пӳртре ларнă. Çил-тăвăл чиксĕр пăтранса килнине курсан, амăшĕ 16 çулхи Вассăна:

Чуп-ха, тухса ил хăвăртрах Марука. Ача тăвăлтан хăраса пит макăрать пуль. Паçăр вăл хĕрачасемпе Лявук карти çинче ларатчĕ. Чуп-ха, кайса ил, – терĕ.

Васса, тăвăл киличчен тĕрĕ тĕрлесе лараканскер, халĕ тĕррине пуçтарса хунă та кашни аслати авăтмассерен шарт сиксе ларать.

Персе вĕлеретĕп тесен те тухмастăп халĕ эпĕ пӳртрен. Аслати çапса пăрахĕ. Мĕнле чунпа тухас манăн çав хаяр çил-тăвăл çине, – терĕ Васса. Çиçĕм пит вăйлă çиçрĕ те, Васса сак çине шаларах сиксе ларчĕ.

Эпĕ Марука кайса илетĕп, – терĕ 12 çулхи Лисук, кĕнеке вуласа лараканскер. Лисук нумаях пулмасть шкултан пионерсен пухăвĕнчен таврăннă, кĕнекине те çавăнтан илсе килнĕ. Пионерсен йăлисене, пионер законĕсене Лисук пит аван пĕлнĕ. «Хатĕр пул!» тенине манман. Пионер паттăр. Хăрушă вăхăтра йывăр ĕçе тума пионер яланах хатĕр.

Лисук вуласа ларакан кĕнекине хупрĕ те:

Анне, эпĕ кайрăм! – тесе пӳртрен хăвăрт тухса чупрĕ. Васса çаплах хăраса ларать.

Сана, усала, аслати те çапмасть пуль, – тесе юлчĕ хăй. Аслати тата хытăрах авăтнă пек туйăнать. Çил-тăвăл куçа уçма та памасть, калама çук вăйлă. Пĕр чарăнмасăр çиçĕм çиçет. Чăнахах та пит хăрушă.

Кăшт тăрсан, Лисук Марука пӳрте йăтăрлантарса та кĕчĕ. Марук сиксе чĕтресе çухăрать. Амăшĕ Марука йăпатса аркă çине тытса ларчĕ. Марук, амăшĕ арки çинчен анса, кăмака хыçнелле кĕрсе кайма хăтланать.

Лисук йăмăкне ыталаса тытрĕ те:

Мĕншĕн, Марук, йĕретĕн? Ĕнтĕ киле çитрĕмĕр вĕт. Çил-тăвăл халь иртсе кайĕ, ан йĕр, – тет.

Марукĕ темĕн каласшăн, анчах хытă ĕсĕкленипе каласа яраймасть.

Амăшĕ те йăпатать, Марук çаплах йĕрет.

А-а-а-аслати çа-а-пать мана, э-э-эпĕ у-у-улма çинĕ çав, – тесе ячĕ хайхи Марук, макăрма чарăнаймасăр, пĕтĕм пĕвĕпе чĕтресе.

Улма çинĕ? Улма çинĕшĕн нихăçан та аслати çапмасть. Уншăн пулсан, пĕрре те ан йĕр, – терĕ Лисук. Хăй йăмăкĕ патĕнче ăшшăн кулкаласа тăрать. Йăмăкне пуçĕнчен те шăлать, йывăрскерне çĕклесе те пăхать.

Ан йĕр, Марук, улма çинĕшĕн аслати çапать тесе ăна айвансене хăратма калаççĕ. Акă эсĕ кантăкран пăхса тăр-ха, – терĕ Лисук. Хăй çавăнтах Марука кантăк умне аран-аран çĕклесе тăратрĕ те пӳртрен хăвăрт тухса кайрĕ. Кăшт тăрсан Лисук хăй саппунĕпе пахчаран аркă тулли вĕтĕ панулми йăтса кĕчĕ.

Акă, пăх, Марук. Эпĕ пĕр аркă улма пуçтартăм. Аслати авăтнă, çиçĕм çиçнĕ чухнех улма çиетĕп, эсĕ кантăкран пăхса тăр.

Лисук каллех пӳртрен вĕлт! тухрĕ те, картишĕнче тăрса, Марука кантăк витĕр калать:

Пăх, Марук, улма çиетĕп, астуса тăр, аслати çапать-и мана, – терĕ те картиш варринче уçă çĕрте тăрса, улма çиме тытăнчĕ. Çил-тăвăл кăшт лăпланнă пек, анчах аслати тата хытăрах хӳлтĕртетет, çиçĕм йăл-ял тусах тăрать. Çанталăк тата хытăрах тĕттĕмленчĕ. Акă пĕр-икĕ тумлам шултра çумăр пăт-пат ӳккелерĕ. Лисук карташ варринче улма çисе тăрать. Сасартăк çумăр чĕреслетсе яра пачĕ. Лисук пӳрте чупса кĕчĕ.

Куртăн-и, Марук, мана аслати улма çинĕшĕн çапрĕ-и? – тесе ыйтрĕ.

Çапмарĕ-çке, – терĕ Марук пĕтĕм пĕчĕк пит-куçĕпе хĕпĕртесе, çуталса кайса.

Ан ман, Марук, аслати çынна нихăçан та улма çинĕшĕн çапмасть. Улмана пулса çитмесĕр çисе пăхма кирек хăçан та юрать, анчах ытла нумай çисен, вăл, пулса çитменскер, вар-хырăма пăсать тата çиме те тутлă мар, усси çук унăн. Аслати улма çинипе çименнине пĕлмест. Илле пророк çинчен калани вăл юптару çеç. Ăна ахаль туртса кăларнă. Çиçĕмпе аслати – вăл хăй тĕллĕн пулакан тĕнчери вăй-хăват. Аслати вăл, çил е çумăр пекех, хăй тĕллĕн пулать.

Çумăр чĕреслетсе нумайччен çуса тăмарĕ, часах иртсе кайрĕ. Кай енчен пĕлĕт çуталса та килчĕ. Кăшт тăрсан хĕвел те курăнчĕ. Хура пĕлĕт айĕнчен тухса, кулса янă пек пăхать. Хулăн пĕлĕтсем мал еннелле купаланса шурĕç. Кăвак тӳпе çумăр хыççăн тасалса çăвăннă пек, тата та кăвакрах, çутăрах. Улăх урлă асамат ӳкрĕ. Марук çумăр чарăннă-чарăнман урама сиксе тухрĕ. Пĕчĕк çын пĕтĕм чĕререн, аслати мана улма çинĕшĕн çапмасть тесе савăнать. Унта-кунта шыв кӳлленчĕкĕсем пур. Марук кĕпине çĕклесе кӳлленчĕксенче çара уран утса çӳрет. Пĕчĕккĕскер, унталла та, кунталла та чупкалать, шыва урисемпе сирпĕтет. Иртсе кайнă çумăр хыççăн хуллен аслати сасси илтĕнет: мăкăртатса, пĕр çилĕсĕр авăтнă пек туйăнать. Марук аслати сасси илтĕнмессерен хăй ăшĕнче: «Ах, мĕн тĕрлĕ ырă, аслати улма çинĕшĕн çапмасть», – тесе шухăшлать, унăн савăннипе сиккелесе чупас килет. Çавăнтах хăрах уран сиккелесе илет. Хĕвел çинче хăй мĕлки сиккеленипе хăй кулать. Пĕтĕм çутçанталăк Марукшăн урăхла, илемлĕ, савăнăçлă туйăнать. Ача чунĕ нимрен те хăрамасть. Пĕчĕк тăнпуçа пусмăрласа, хăратса тăракан ултав сирĕлнĕ.

Праскипе Укçине, çумăр иртсе кайсан, чылайран тин выляма тухрĕç. Праски аслати сасси илтĕнми пуличченех сăхман пĕркенсе шăналăк ăшĕнче пашкаса выртнă. Укçине икĕ аллипе питне хупласа сак айне кĕрсе ларнă та, çумăр иртсе кайсан, амăшĕ туртса кăлармасăр та тухман. Халĕ те аякри аслати сасси кăшт илтĕнсенех Праскипе Укçине килелле тарса кĕме пикенеççĕ. Марук юлташĕсене урамра курсан, вĕсем патне чупса пычĕ. Кĕпи чĕркуççи таран йĕпе, хăй ытарайми савăнăçлă кулатъ.

Эсир хăвăр нимĕн те пĕлместĕр. Улма çинĕшĕн аслати çапмасть, – терĕ Марук. Хăй пуçне суллакаласа, аллисене выляткаласа каларĕ.

Ăçтан пĕлетĕн? Кам каларĕ? – ыйтрĕ Праски.

Пирĕн Лисук паян аслати хăрушла авăтнă чухнех, аслати умĕнчех картишĕнче улма çисе тăчĕ, аслати çапах çапмарĕ...

Праскипе Укçине Марук каланине итлесех тăракан марччĕ, халĕ пĕр шарламасăр, тĕлĕннипе хытса кайса, итлесе тăраççĕ.

Улма çинĕшĕн аслати никама та çапмасть. Ĕненмесен Лисукран хăйĕнчен ыйтăр, – терĕ Марук.

Хĕрачасем виççĕшĕ те Лисук патне аслати çинчен ыйтса пĕлме урисемпе шыв сирпĕтсе чупрĕç.

 

ВУПĂР

 

Эпĕ пĕчĕккĕ, улттă-çиччĕре пур пулĕ... Пĕрре атте анкартинче авăн типĕтет. Каç пулнă. Пӳртре хăй çутнă. Анне каçхи апат пĕçерет. Эпĕ анне патĕнче вăл ĕçленине пăхса ларатăп. Пиччепе аппа урамра кӳршĕ хĕрĕпе калаçса тăраççĕ. Вĕсем кулса калаçни пӳртех илтĕнет. Вучахри вут çунса пĕтме тытăнсан, анне мана:

Яшка пиçрĕ, аçуна кайса чĕн, апат çийĕпĕр! – терĕ.

Эпĕ хамăн кивĕ сăхмана пĕркентĕм те çара пуçăнах анкартине вĕçтертĕм. Чĕрĕ лаша пулса, пуçа каçăртса, сиккелесе чупатăп.

Апат çимелле! – тесе кăшкăратăп.

Йĕтем çине çитрĕм. Пирĕн авăн çумĕнче аттепе Якку пичче кукленсе ларнă та чĕлĕм туртаççĕ.

Якку пичче, ватă старик, пирĕн кӳршĕ. Вăл та хăй йĕтемĕ çинче авăн типĕтет. Пирĕн йĕтемсем юнашарах. Якку пичче атте патне чĕлĕм туртма, калаçса ларма пынă.

Авăнсем мăкăрланаççĕ. Тырă шăршипе тĕтĕм шăрши сăмсана çапать. Çанталăк тӳлек, уяр. Тулли уйăх тăрă пĕлĕт çинче çап-çутă курăнать. Капансем урлă пирĕн йĕтем çине çутатса пăхать.

Ытла çутă. Авăн çапма пит аван, – терĕ атте. Хăй, çанталăк аван тăнипе ăмсанса, йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ.

Çанталăкĕ калама çук аван! Малашне тепле пулĕ? Манăн шăмшак йынăша пуçларĕ. Çанталăк пăсăласса сисет пуль, хăямат, – терĕ Якку пичче. Кукленсе ларнă çĕртен Якку пичче аран-аран айлаткаласа тăчĕ те аяла хывса хунă аçамне илсе тăхăнчĕ.

Çанталăк ыран-паянах пăсăлмасть пулĕ-ха. Уйăх карталанман-çке. Çанталăк пăсăлас умĕн уйăх йĕри-тавра карта пулаканччĕ, – терĕ атте.

Шурă пĕлĕт таткисем те çук-и вара пĕлĕт çинче? Куçам витерех курмасть те, çанталăк улшанассине пĕлĕте пăхса чухлаймастăп, – терĕ Якку пичче. Хăй аллипе хăрах куçне хупласа çӳлелле пăхса илчĕ.

Пĕлĕт тăрă, шыв пек тап-таса, тăп-тăрă, кăн-кăвак. Айта, хĕрĕм, киле, – терĕ атте. Сӳннĕ чĕлĕмне çăпата пуçĕ çине шаккаса кĕлне кăларчĕ те ларнă çĕртен тăчĕ. Эпир киле кайрăмăр. Якку пичче хăй йĕтемĕ çинелле утрĕ.

Эпĕ аттепе Якку пичче калаçса тăнă чухнех киле хăвăртрах каясшăн çунса тăраттăм. Халĕ, аттерен иртсе кайса, паçăрхи пекех сиккелесе чупатăп. Манпа юнашар манăн мĕлке сиккелесе пырать. Сасартăк... тĕттĕм пулма пуçланă пек туйăнчĕ. Мĕлке те пĕтсе ларнă пекех пулчĕ. Çав вăхăтрах Якку пичче йĕтем çинчен:

Ан кай-ха, Мĕтри, кил-ха кунта! – тесе кăшкăрчĕ.

Атте, ман хыçра пыраканскер, каялла çавăрăнчĕ те йĕтем çинелле утрĕ. Эпĕ те атте хыççăн каялла чупрăм. Уйăх çути тĕттĕмленнĕçемĕн тĕттĕмленет. Якку пичче йĕтем варринче тăрать. Йĕри-тавра тĕттĕмленсе пырать. Йĕтем хуп-хура курăна пуçларе. Эпĕ хăраса кайрăм. Аттене сăхман аркинчен çатăрласа ярса илтĕм.

Мĕн пулчĕ, мĕн тĕттĕмленсе килчĕ? Уйăх çути пĕте пуçларĕ-çке, – терĕ атте йĕтем çине кĕрсенех.

Якку пичче пирĕн пата пырса тăчĕ. Вăл аттене:

Эпĕ хам та сана çавăнпа чĕнтĕм. Уйăха вупăр çиме пуçламарĕ-ши тетĕп? Пăх-ха, Мĕтри, авантарах.

Эпир виçсĕмĕр те тĕттĕмленсе пыракан уйăха пăхса тăма тытăнтăмăр. Уйăх пĕр енчен пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленсе пырать.

Ах, шуйттан! Уйăха вупăр çиет вĕт! – терĕ Якку пичче. Хăй хăраса ӳкнĕ пулас, сасси тытăнчăкланма пуçланă.

Атте, хытса кайнă пек пулса, пĕр чĕнмесĕр уйăха пăхса тăрать. Уйăхĕ, пĕр хура япала хупланипе, çутине çухатнăçем çухатать.

Чим-ха! Эпĕ ăна, шуйттана, вĕри кĕл сапам, – терĕ Якку пичче. Аçамне хуплаштарчĕ те авăна кĕрсе кайрĕ.

Уйăх çути пачах пĕтсе ларнă пек. Якку пичче авăнтан ĕнĕк шăршă кăларса вĕри кĕл илсе тухрĕ. Аçам аркипе тытнă. Ватăскер, ĕштеленсе, вĕри кĕле çӳлелле сирпĕтет.

Вĕри кĕл санăн куçна, пĕтесшĕ вупăрĕ! – терĕ.

Якку пичче арăк çинчи кĕле сапса пĕтерчĕ. Вăл хушăра уйăх пĕтсе ларчĕ. Çăлтăрсем паçăр, уйăх çутатнипе, питех палăрмастчĕç, халĕ шултăрарах та нумайтарах курăна пуçларĕç.

Пĕтрĕмĕр! Вупăр уйăха çисе ярсан, тĕнче пĕтет, теççĕ!

Çак сăмахсене Якку пичче пит хăраса, хуйхăрса каларĕ. Пуçĕ çине хăрушла япала персе анассине пĕлнĕ пек, пуçне икĕ аллипе ярса илчĕ. Ахлатса сывласа, вăйĕ пĕтнипе авăн çумне кукленсе ларчĕ.

Ах, тур çырлах, ан пăрах! Вилес пулсан та, çакăнтах вилетпĕр-çке ĕнтĕ! Васпати, васпати памилăй! – çав вăхăтрах Якку пичче иккĕ-виççĕ сăхсăхса илчĕ.

Ăмма питех хăрас-ха, Якку пичче! Тен, чиперех иртсе кайĕ-ха! Пĕрре хĕвел хупланнăччĕ те, çапах тĕнче пĕтмерĕ-çке, – терĕ атте.

Якку пичче вăйсăрланса кайнă сасăпа:

Ах, ачам! Ырă мар ку! Тĕнче пĕтнĕ чух вупăр уйăха çисе ямалла, теççĕ, – терĕ те каллех сăхсăхма пуçларĕ.

Атте Якку пиччепе юнашар пырса ларчĕ. Эпĕ аттепе Якку пичче хушшине хĕсĕнсе кĕрсе лартăм. Хăранипе, чĕтресе, пăштик-пăштик сывласа ларатăп. Хамăр вилнине, тĕнче пĕтнине курас мар тесе, эпĕ питĕме алăпа хытă хупларăм. Якку пичче чавси сиккеленипе эпĕ Якку пичче сăхха персе ларнине туятăп...

Те нумай, те сахал лартăмăр, атте сасартăк:

Уйăх курăна пуçларĕ! – терĕ.

Эпĕ пите уçрăм. Чăнахах та уйăхăн пĕр хĕрри кĕлт курăнать. Якку пичче сăхсăхма чарăнчĕ.

Тĕнче пĕтме вăхăт çитмен-ха эппин, – терĕ Якку пичче. Ларнă çĕртен авăн çумне перĕнкелесе тăчĕ те уйăха пăха пуçларĕ. Атте те тăчĕ. Эпĕ аттерен юлмастăп.

Атте ман çине пăхса илчĕ те:

Иртсе каять акă вăл. Тата пăртак тăрсан, паçăрхи пекех çутă пулать, – терĕ.

Ĕнтĕ иртсе каять, – тет Якку пичче. – Ĕнтĕ вупăр уйăха çăварĕнчен кăларса ячĕ пуль.

Уйăх çуталнăçем çуталать. Йĕри-тавра çуттăн курăна пуçларĕ. Хура тĕттĕм япала уйăх çинчен сисĕнкĕсĕр шуса тухать.

Уйăх çуталнă майĕпе Якку пиччен хăрасси те пĕтрĕ. Вăл аттепе пĕрле чĕлĕм чĕртме тытăнчĕ.

Ăçтан çăваран тухрĕ-ха çав вупăр? – тет Якку пичче. Хăй чĕлĕмĕ ăшне табакне пӳрнепе пускаласа тултарать.

Те вупăр, темскер вăл? – терĕ атте.

Ай, мĕн аташатăн? Вупăр пулмасăр, мĕн пулать тата вăл? – тет Якку пичче.

Чĕлĕмĕсене иккĕшĕ те чĕртсе ячĕç те, Якку пичче калама тытăнчĕ:

Эпĕ çамрăк чух бурлакра çӳренĕ. Пĕрре, Атăл хĕрринче, каçхине апат пĕçернĕ чух, уйăха вупăр çиме пуçларĕ. Ун чухне манăн куçпуç витĕр курать. Уйăха вупăр çинине хамах курса тăтăм. Вупăр вăл йытă майлах. Уйăх патне хуллен-хуллен шуса пычĕ те, уйăха кап ярса илсе, чăмлама та пуçларĕ. Эпир нумаййăн Атăл хĕрринче пăхса тăратпăр. Вупăр уйăха чăмларĕ-чăмларĕ те кăшт çеç çăтса ямарĕ. Пĕр чĕрне хури чухлĕ çеç тăрса юлчĕ.

«Вĕри кĕл сапăр, вĕри кĕл!» – терĕç хăшĕ-пĕрисем. Вут хунă çĕртен вĕри кĕл илсе сапрăмăр та, уйăха вупăр çав самантрах çăварĕнчен кăларса ячĕ. Кĕл шăршине вупăр юратмасть иккен, мĕншĕн тесен кĕл вăл çуннă япала, таса.

Апли апла пулĕ те-ха, – тет атте, – вупăр ăçта пурăнать-ши эппин?

Вупăр вăл тĕпсĕр çырмара сăнчăрта тăрать, тет. Çав çырмана ахаль çын анаймасть, тет. Тухатмăшсем çеç тăмана пулса вĕçсе анаççĕ, тет. Тухатмăш пĕрер çынна усал тăвас пулсан, вупăра сăнчăртан салтса ярать, тет. Лешĕ каять, тет, вара çынсене пуса-пуса выртма. Вупăр пуснă тенине илтмен-и эсĕ?

Илтесси илтнĕ те, вупăр пуснине курман, – тет атте.

Ах, ачам, вупăр пуснине никамăн та курас ан пултăр. Çынна вупăр пуссассăн, çын тĕлĕкре пит асапланать. Çухăрса яма сасси тухмасть, вăранса тăрас тесен – алă-ура сиккелемест. Пĕтĕм шăмшака лап хупласа йывăрлантарса пăрахать те, çын туртăшса выртать. Пĕр кача пӳрнине çеç сиккелентерсен, çын вăранма пултарать, çавăнтах çынна тăн та килсе кĕрет. Хăрушла вăл вупăр. Çынна вупăр пусмалла курайман тухатмăш тăвать. Вупăрĕ çынсене пусса çӳресен-çӳресен усалланса каять те вара уйăх патне пырать. Пĕрре ĕлĕк-авал çапла пулнă, тет. Асатте калатчĕ ăна. Вупăр уйăха чăмларĕ-чăмларĕ, тет те, пĕлĕт çинчен сĕтĕрсех антарчĕ, тет. Тепĕр кун уйăх капан кутĕнче вырта парать, тет. Хăйне пĕтĕмпех вупăр чăмласа пĕтернĕ, тет. Каçхине, çынсем куриччен, пĕр çын уйăха пĕлĕт çине улăхтарса янă, тет, вара.

Атте лăш кулса ячĕ.

Аплах пулнă-ши вара? – терĕ.

Ĕлĕк-авал, ачам, пулнă та пулĕ. Пулман тес çук. Атте нимĕн шарламасăр чĕлĕмне мăкăрлантарса авăнтан виçĕ-тăватă улăм пĕрчи туртса кăларчĕ те йăваласа пăхрĕ. Типĕ улăм шатăртатса ванать.

Калаçкаласа тăнă вăхăтра уйăх çап-çутă пулса тăнă.

Авăн типсе çитет. Апат çисе кăшт кансассăнах авăн çапма тухас, – терĕ атте.

Ĕнтĕ тухсан та пырать. Манăн та ачасене кĕçĕр, эсĕ каланă пекех, авăн çапма кăларас пулĕ-ха.

Якку пичче, чĕлĕмне мăкăрлантарса, хăй авăнĕ патнелле хуллен утрĕ. Эпир аттепе киле кĕтĕмĕр...

Апат çисе ларнă чухне пичче уйăх тĕттĕмленнĕ чухнехине калама тапратрĕ.

Эпир урамра тăратпăр. Сасартăк уйăх тĕттĕмленме пуçларĕ. Михаля пиччесен картишĕнче çăри-çари тукаларĕç. Унччен те пулмарĕ, Михаля пичче çӳçне-пуçне вирелле тăратнă та çарамасах хапхинчен сирпĕнсе тухрĕ. Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет тесе, хаяррăн кăшкăрса ярса урам тăрăх чупа пачĕ. Вăл кăшкăрнипе кӳршĕ çыннисем те урама сиксе тухрĕç.

Мĕн пулнă?

Вут тухнă-и?

Кам авăнĕ çунать? – тесе пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ. Уйăх тĕттĕмленсех ларма тытăнсан, хĕрарăмсем сасăпах улама тапратрĕç. Пирĕн Алтатте те пĕчĕк ача пекех макăрчĕ, – терĕ пичче. Хăй кулкаласа аппа çине пăхса илчĕ.

Эсĕ ху та чутах макăрса ямарăн. Тарье пулман пулсан, ху та çухăра-çухăра пӳрте тарса кĕреттĕн те Тарьерен çеç вăтанса макăрмарăн пулас, – терĕ аппа пиччене хирĕç.

Чăнах çав, уйăх пĕтсе ларнă чухне пит хăрамалла. Урам тулли çын сапаланса тăрать. Çухрашкаланипе, чупкаланипе пушшех чун хăрать, тискеррĕн туйăнать, – терĕ пичче.

Эпĕ питĕ хăранипе халĕ тин чĕтреме чарăнтăм. Пичче каланине хăлхана тăратса итлесе ларатăп. Хамăн куç кантăк çинче. Вупăр уйăха тепĕр хут çиме тытăнман-ши тесе, эпĕ кантăкран темиçе хут та пăхса илтĕм. Манăн апат çиес шухăш та çук.

Ыттисене кура атте те ĕлĕк чухне хĕвел тĕттĕмленни çинчен каласа пама тытăнчĕ.

...Иван ун чухне алăри ача. Пĕтĕм халăх пусăра тырă вырать. Çанталăк уяр, пĕр çумăр пĕлĕчĕн татăкки те курăнмасть. Кăнтăрлахи апат çиес умĕн сисмен çĕртенех хĕвел тĕттĕмленме тытăнчĕ. Хура пĕлĕт хĕвеле хупларĕ пулĕ тесе пăхкаларăм йĕри-тавра – пĕлĕт таврашĕ çук. Хĕвел тĕттĕмленнĕçемĕн тĕттĕмленчĕ те – и-и... пĕтсех ларчĕ. Каç пулнă пекех тĕттĕмленчĕ. Ах, пит хăраса ӳкрĕмĕр вара! Ытла пит хăрушлаччĕ-çке! Çынсем ĕçе пăрахса килелле чупа пуçларĕç. Пурте: «Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет!» – тесе ниçта кайма аптăранă. Хветĕркке Яккăвĕ лаша кӳлнĕ те вырман анасем урлах шатăртаттарать. Эпĕ Ивана çĕклерĕм те Хветĕркке хыççăн чупрăм. Аннӳ ман хыçран талкăшать. Кĕтӳ те кĕртсе ячĕ. Староста уй хапхи патне тухнă та: «Халăх, кĕрĕр, яла – тĕнче пĕтет!» – тесе кăшкăрать. Пурте: «Киле çитсе вилесчĕ хăть!» – тесе анраса кайса, тар юхтарса чупаççĕ...

Атте каласа пĕтерчĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Пурте апатланса пĕтертĕмĕр, унтан çывăрма выртрăмăр. Эпĕ атте хыçне кĕрсе выртрăм. Хамăн ыйхă та килет, анчах ниепле те çывăрса каймалла мар. Куçа хупсассăнах вупăр курăнать. Хура лапсăркка йытă пек те, тепĕр чухне пĕр картина çинче курнă мăйракаллă шуйттан чĕппи пек. Кайран тепле çывăрса кайнă.

Çĕрле ыттисем авăн çапма тухнă. Мана пӳрте пĕчченех хупса хăварнă. Юрать-ха, эпĕ çĕрле вăранман, вăраннă пулсан, вупăртан хăраса çавăнтах вилеттĕм пулĕ.

 

II

Халĕ уйăха «вупăр çинĕ» каçран вăтăр çул ытла иртрĕ. Эпĕ ĕнтĕ пĕчĕк хĕрачаран çитĕнсе вунпилĕк-вунултă çул учительте пурăнатăп.

1924 çул, хĕлле. Сивĕ уяр каç. Эпĕ уйăх тĕттĕмленнине сăнама урама тухрăм. Уйăх пирĕн пахчари йăмрасенчен çӳлерех хăпарнă та, çаплах çутатса пăхать, юра симĕсĕн-кăвакăн йăлтăртаттарать. Таçта ял варринче çынсем юрлани, ача-пăча çуйăхни илтĕнет. Унта туй иккен. Çынсем туй курма каяççĕ. Эпĕ те урамалла çынсемпе пĕрле туй еннелле утрăм. Утнăçемĕн уйăха пăхсах пыратăп. Уйăх çап-çутă тăнă çĕртех пĕр хĕрри тĕттĕмленме тытăнчĕ. Такам уйăха хĕрринчен катса илнĕ пек катăк курăна пуçларĕ. Çутти илемсĕрленсе, хĕрелсе кайрĕ. Краççын пĕтнĕ лампа çути пек хĕрлĕн, тĕксĕммĕн курăнать.

Эпĕ хам пĕчĕккĕ чухне уйăх тĕттĕмленнине аса илтĕм. Кам та пулин халех урама сиксе тухса, «уйăха вупăр çиет, тĕнче пĕтет» тесе çухăрса ярассăнах туйăнать.

Анчах урам шăпăрт. Ун пек-кун пек çухăракан никам та çук. Краççын çути кашни пӳртрех пур. Ман умри çынсем, туй курма каякансем, чарăнса тăчĕç те, пĕр-пĕринпе уйăх тĕттĕмленни çинчен календарь ăнлантарнă тăрăх калаçма пуçларĕç. Эпĕ иртсе кайрăм. Туй çĕмĕрлет. Лаша тулхăрни, хуткупăс сасси. Ĕçнĕ çынсем юрлани аякка каять. Уйăх тĕттĕмленнĕçем тĕттĕмленсе пырать. Ак тата мана хирĕç туй урамĕнчен виççĕн утса тухрĕç. Калаçкаласа пыраççĕ.

Шкулта пĕлĕт çине пăхмалли труба пулмалла. Айтăр-ха хăвăртрах, трубапа уйăх тĕттĕмленнине авантарах кайса курар, – тет пĕр сасă. Ку çынна эпĕ сассинченех палларăм. Ку Корниле Иванĕ – хĕрĕх-хĕрĕх икĕ çулхи çын. Хут пĕлет вăл. Шкула пырса чăвашла кĕнекесем, хаçатсем илкелесе каять.

Пур пулмалла-çке, – тет Шур Микула, утмăл çулхи старик, Корниле Иванĕн кӳрши.

Ман тĕле çитрĕç. Виççĕмĕш çын Алендей Кĕркурийĕ иккен. Вăл халь кăна Хĕрлĕ Çартан таврăннă. Эпĕ ăна Хĕрлĕ Çартан таврăннăранпа курманччĕ те-ха.

Ăçта каятăн? – теççĕ мана.

Уйăха «вупăр çинине» курма тухрăм, – тетĕп çаксене.

Çынсем лăш кулса илчĕç.

Пĕлĕт çине пăхмалли труба шкулта пур-и? – тет Иван.

Вăл çук та, бинокль пур, – тетĕп.

Кунтах-и?

Çук, шкулта, – тетĕп.

Айта, пире бинокль те юрать. Уйăх тĕттĕмленнине авантарах курасчĕ-ха, – тет Иван.

Çапла калаçкаласа тăнă хушăра пирĕн пата тепĕр ушкăн çын пычĕ. Кунта ваттисем те, çамрăккисем те пур. Пуринчен ытла ача-пăча нумай. Кусем те шкула кайма тухнă иккен. Уйăх тĕттĕмленнине трубапа пăхасшăн. Шкулта пĕлĕт çине пăхмалли-труба пур тесе такам каланă вĕсене. Ун пекки çук тесен, хăшĕ-иĕри каялла кайрĕ. Иван, Алендей Кĕркурийĕ, Шур Микула тата пилĕк-ултă ача шкула çитичченех пычĕç.

Уйăх вăл темĕн тата ытларах тĕттĕмленчĕ. Шкулалла васкаса утатпăр. Ача-пăча пирĕн хыçран кĕшĕлтетсе пырать. Шăн çăпатисемпе юра чăрик-чарик тутарса, утнă çĕрте утаççĕ, чупнă çĕрте чупаççĕ.

Шкула çитрĕмĕр. Пĕлĕт çине пăхмалли труба çукшăн кăмăлсăрланса, эпĕ çынсене бинокль илсе тухса патăм. Çынсем пит хавас. Вĕтĕр-шакăр ачасем черет йышăнса пăхаççĕ. Эпĕ çав хушăра вĕсене уйăх мĕншĕн тĕттĕмленнине каласа паратăп.

Акă тĕксĕм уйăх хуллен çутăлма тытăнчĕ. Ачасем шкул патĕнчен пĕчĕккĕнех саланма пуçларĕç.

Хайхи виçĕ çын: Корниле Иванĕ, Алендей Кĕркурийĕ, Шур Микула – ман хваттере кĕчĕç, кĕнеке-хаçат илес теççĕ. Эпĕ мĕнпур пек çĕнĕрех хаçатсене патăм. Унтан ĕлĕк уйăх тĕттĕмленнинчен çынсем хăрани çинчен сăмах тапратса ятăм.

Ĕлĕкрех пулсан, кун пек чухне пĕтĕм халăх хăраса ӳкнĕ ĕнтĕ, – тет Микула пичче, шурă çӳçлĕ, шурă сухаллăскер – вăл мана авалхи çын пек туйăнать. Хăй вăл пит ăслă. Хут пĕлет. Ачисене те вĕрентнĕ.

Эпĕ пĕчĕккĕ чухне «уйăха вупăр çинине», Якку пичче уйăха кĕлпе сапнине, хам вилсе каяс пек хăранине каласа патăм.

Пурте манпа пĕрле кулаççĕ.

Ĕлĕк чăнах та çапла пулнă çав, – теççĕ вĕсем.

Революци пулни халăх куçне уçрĕ.

Акă, пурăна киле халăх ĕлĕкхи йăласене йăлтах пăрахĕ, – терĕ Алендей.

Хурал чанĕ 10 çапрĕ.

Киле каймалла пуль, – терĕ Иван.

Каятпăр, – терĕç Микула пиччепе Алендей.

Сывă пул, пирĕн пата пырса лар, – терĕç мана çынсем. Виççĕшĕ те алă тытрĕç.

Ӳлĕмрен хăвăр килсе ларăр, яланах килĕр, – терĕм эпĕ вĕсене.

Эпир килетпĕр-çке кунта, – тесе, çынсем киле кайма тухрĕç.

Эпĕ те алăка питĕрсе кĕме вĕсемпе пĕрле тухрăм. Уйăх çӳллĕ тӳпере çап-çутă тăрать. Пĕлĕт таса, кăвак. Пирĕн ял вĕçĕ тĕлĕнче кăна пĕлĕт çинче тĕтре пек хупăрланнă, хăмăр пĕлĕт таткисем пур.

Ай-яй çутă! Хайхи, леш вупăр, уйăх патĕнчен саççимех тасалнă, – терĕ Алендей Кĕркури кулкаласа. Эпир пурте алкум вĕçĕнче чарăнса тăтăмăр.

Э-э-э! – терĕ Микула пичче, аллине сĕлтсе. – Акă тĕттĕмлĕх пĕтсех пырĕ, «вупăр» та çавнашкалах сирĕлĕ. Пурăннăçемĕн, çутталла тухнăçемĕн халăх вăранать, тасалать. Суя, кирлĕ мар япала пурнăçран майĕпе пăрахăçа тухать. Елĕк кун пек пулăмсенчен халăх хăранă терĕмĕр. Халĕ пăхăр-ха! Уйăх тĕттĕмленнинчен кам хăракан пур? Вĕтĕр-шакăр ачи-пăчи те уйăха сăнаса пăхасшăн бинокльпе тăрмашать.

Юра шăтăртаттарса çынсем хуллен урам тăрăх утрĕç.

Эпĕ çынсем курăнми пуличченех алкум вĕçĕнче тăтăм. Тӳлек, çутă, сивĕ. Ялта хăй çути сахал, унта-кунта çеç курăнкалать. Пĕр сасă-чĕвĕ те илтĕнмест.

Эпĕ çынсене ăсатма тумтирсĕрех тухнă. Сивĕ шатăр чĕпĕтрĕ, çӳçенсе кайрăм та алкумне чупса улăхрăм. Юр йăлтăртатнине, уйăх çутине ăмсанса каллех пĕр самантлăха йĕри-тавра пăхса илтĕм. Ял тĕлĕнчи хăмăр тĕтре хуллен хĕвеланăçĕ еннелле туртăнать...

 

ХĔЛЛЕХИ КАÇСЕНЧЕ

I

Вунвиç çулхи Макçăм пĕчченех К. ялĕнчи 6 çул вĕренмелли шкула вĕренме çӳрет. Макçăмăн шкула çитичченех пĕр лапанкă тăрăх каймалла. Кĕркуннепе çуркунне, çĕр типĕ, çанталăк ăшă чухне, çав лапанкăпа утма пит аван. Лапанкă тăршшĕпе симĕс çерем. Унта-кунта йывăç тĕмисем пур. Çуркунне вара, хĕвел хĕртсе пăхнă чух, Макçăм çерем çинчи сар чечексене пăхса утать. Аван çав çулла: ăшă тумтир кирлĕ мар. Макçăм, кĕпе вĕççĕн, çара уран çăмăллăн утса, шкула çитнине те сисмест.

Хĕлле... хĕлле апла мар. Ах, мĕншĕн пулать-ши çав хĕл? Пĕтĕм тăлăх-туратăн ăшă тумтир пулнă пулсан хĕл пулни те пырĕччĕ. Макçăмăн та ак пĕр сăхман кăна. Вăл та пулин ала пек витĕр курăнать. Хулпуççисем çине саплăксем хăпарса ларнă. Çĕлĕкĕ те, ашшĕнчен юлнăскер, çĕтĕк-çатăк. Урине Макçăм çăм тăла таткисем çавăрса кĕптĕр-кĕптĕр çăпата сырса ярать. Малтанах шкулти ачасем Макçăм тумĕнчен кулма та хăтланчĕç:

Макçăм-Макçăм-макакак! Хура чăххи ка-ка-как! – текелесе витлетчĕç. Халĕ ĕнтĕ Макçăма ун пек каламаççĕ. Макçăмăн ашшĕ çуккине, амăшĕ вĕтĕр-шакăр ача-пăчапа тарăхса пурăннине пĕлчĕç. Çитменнине тата, Макçăм хăй аван вĕреннипе часах примерлă ача пулса тăчĕ. Пионер отрядĕнче те, шкулти ĕçсене тума та Макçăм ĕлкĕрет. Хастарлă ача çав Макçăм. Шкула пĕр кун сиктермесĕр çӳрет. Çумăр çăвать-и, юр-и, кутсăр-пуçсăр тăман тухать-и – Макçăм çапах шкула çӳрет. Хĕлле çеç Макçăм пит тарăхать. Лапанкăри сукмака тăман шăла-шăла каять. Макçăм вара хăш чух кĕртсем урлă ишет. Юр ăшне пилĕк таран пута-пута ларать. Хăй çаплах маллала тапаланать. Сивĕ çил сăхман витĕр каять. Умра та, хыçра та куç курми юр пĕтĕрнет. Сăтăрать çил, касать. Кăткă пек тапаланакан пĕчĕк çынна урнă çил çĕр питĕнчен шăлса пăрахас пек туллать.

 

II

Шкулта стурăш пӳлĕмĕнче шăп. Лампа çути çавракăшĕнче икĕ мĕлке курăнать. Пĕри – Макçăм, кĕнеке çине ӳпĕнсе ларать. Тепри – шкулти стурăш, 19 çулхи хĕр, тăлăх Кулюк. Макçăм уçă сассипе кĕнекине вулать. Кулюк пĕр шарламасăр кĕнеке вуланине итлесе ларса чăлха çыхать. Макçăм кĕнекине сумкине чикрĕ те хаçат туртса кăларчĕ.

Мĕн тĕрлĕ ырă çав хут пĕлни: мĕн вулас тет, çăвна вулать, – терĕ Кулюк.

Эсĕ хут пĕлместĕн-и-мĕн? – терĕ Макçăм хаçата майлаштарса тытса.

Пĕлместĕп çав. Пĕлес пулсан, кĕнекине те, хаçатне те вулăттăм та, пĕлменни хуплать.

Мĕншĕн вĕренмен эсĕ?

Анне яман: кĕнчеле арламалла пулнă. Халĕ ĕнтĕ хут вĕренни пит кирлĕ те... Хут пĕлекен хĕрсемпе танлаштарсан, хама хам ытла та шута кĕмен çын пек туйăнать…

Кулюк сасси хуйхăллă. Хура куçĕсем те хуйхăллăн пăхаççĕ. Макçăм Кулюк çине пăхса илчĕ те кăшт шухăша кайса тăчĕ.

Эпĕ сана вулама, çырма вĕрентем, вĕренетĕн-и?

Вĕренесчĕ те, ма вĕренес мар?

Юрĕ, кĕçĕрех тытăнăпăр.

Макçăм хаçатăн шултра саспаллисемпе çырнă тĕле тытрĕ те:

«Канаш» тесе вуламалла çакна, – терĕ. Вара кашни саспаллине уйрăм каласа тухрĕ.

Пĕчĕк учитель кăтартать. Çитĕннĕ вĕренекенĕ ĕçпе хытса кайнă пӳрнисемпе саспаллине тĕллесе учитель хыççăн тăрăшса калать.

Макçăмпа Кулюк пĕр «Канаш» сăмахпа чылайччен аппаланчĕç. Коридорти сехет 12 çапсан тин çывăрма выртрĕç.

Кулюка хут вĕрентме пуçланă каçран Макçăм киле çӳреме пăрахрĕ. Хăш чухне эрнере пĕрре кăна кайкаласа килет. Шкулта, Кулюк пӳлĕмĕнче, Макçăма выртса-тăрса пурăнма аван. Шкул пуçлăхĕ Макçăма: – Кулюк патĕнче пурăн, – терĕ. Кулюка хут вĕрентме тытăннине пĕлсен, пит кăмăллă пулчĕ. Пысăккисене вĕрентмелли букварь, хут пачĕ.

Ачасем шкултан тухса кайсан, Кулюкпа Макçăм классене тирпейлеççĕ, вара кăмакасене хутса яраççĕ. Çĕрулми, хăш чух яшка пĕçерсе çиеççĕ. Пушансанах Макçăм Кулюка хут вĕрентме тытăнать.

Букварь кĕнекипе ĕç малалла пит ăнса пычĕ. Кулюк пĕр-ик эрне хушшинче çырма, вулама вĕренчĕ. Вуласси те, çырасси те начартарах та, çапах картне кĕрет. Виççĕмёш эрне çинче Макçăм Кулюка «Малалла» ятлă кĕнекерен вула-вула пара пуçларĕ, каласа та кăтартать хăш чух. Задачăсем те шутлакалама вĕрентет.

Кулюк савăнăçлă. Хурарах, çинçерех питлĕскер, вăл халь чиперленсе кайнă пекех туйăнать. Кĕнеке вуланă чух вăл кулакан тутине кăшт аллипе хупласа пăшăлтатать.

Çуркуннепе Кулюк хăй çырнипех темиçе тетрадь тултарчĕ, вуласса та ĕнтĕ тĕрĕс, уçă вулама вĕренчĕ.

 

 

 

III

5-6 çул иртрĕ. Пĕрре Макçăм, халĕ хулара аслă шкулта вĕренекенскер, хĕллехи каникула яла килчĕ те, хăй вĕреннĕ шкула кайса курас-ха тесе, К. ялне йĕлтĕрпе кайрĕ. Халиччен çӳрекен лапанкăпа Макçăм йĕлтĕрпе яр! та яр! ярăнса çăмăллăн вĕçтерет. Çул çинче Макçăм пĕчĕкрех чух çак лапанкăри ишсе тухайми кĕрт çинче тапаланнине аса илет. Куç умне Кулюк сиксе тухрĕ. Хĕллехи каçсенче Кулюка хут вĕрентнине аса илчĕ.

Ăçта-ши халĕ Кулюк? Çав шкултах стурăшра пурăнать-ши е ăçта та пулин кайнă-ши? – тесе шухăшласа, Макçăм юр тыттисем хушшипе ярăнса ял патне çитрĕ. Чылай пулать Макçăм К. ялне килменни.

Макçăм шкула кĕрсе тухрĕ. Халĕ ку шкул аслăрах иккен. Халĕ шкулăн тата уйрăм çурт пур – ачасем валли общежити. Унтах ачасене вĕри апат çитереççĕ.

Халĕ ют ялтан вĕренме çӳрекен ачасем кашни кун киле çӳресе çил-тăманпа тарăхмаççĕ.

Ялĕнче колхоз пит пысăк та вăйлă тенине илтнĕччĕ Макçăм. Колхоза кайса курас шухăшпа колхоз картишĕ патнелле йĕлтĕрсене шутарчĕ.

Чăн малтан колхозăн сăрт айĕпе тăсăлса каякан вити курăнчĕ. Кăшт уйрăмрах правлени çурчĕ ларать – çĕнĕ, пысăк çурт. Унпа юнашар пекех – клуб. Сăрт айнерех, çăл çывăхĕнче, колхоз мунчипе кĕпе çумалли çурт.

Ун çумĕнчех пысăк кантăклă çӳç касмалли пӳрт хĕсесе ларнă, хăйĕн вывескипе, çутă кантăкĕпе кĕрсе тухма илĕртет...

Макçăм правление кĕчĕ. Правлени пӳлĕмĕ çут «Тапак туртма юрамасть» тесе çырса çапни пурнăçа кĕрсе пырать пулмалла: çынсем правленире чылай пулин те, пĕри те чĕлĕм туртаканни çук, тапак тĕтĕм шăрши те килмест.

Правление пырса кĕрсенех Макçăм сĕтел хушшинче пĕр хĕрарăм ларнине курчĕ. Хĕрарăм та килсе кĕнĕ Макçăма пăхать. Кулюк иккен. Кулюк, Макçăма палласанах, сĕтел хушшинчен тухса алă тытрĕ.

Эсĕ кунта... мĕн ĕçре? – терĕ Макçăм, курнăшăн савăнса.

Эпĕ-и... эпĕ колхоз пуçлăхĕ, – терĕ Кулюк.

Макçăм Кулюк çине кăшт куçа чарса илсе пăхса тачĕ те ĕненмен пек:

Эс колхоз пуçлăхĕ-и вара? – терĕ.

Колхоз пуçлăхĕ. Çавăрать, пĕтĕрет кăна терĕ Кулюк вырăнне пĕр ватăрах колхозник.

Эй-й, Кулюк, апла эппин, – терĕ Макçăм кулса, илтнĕ хыпаршăн калама çук кăмăллă пулнине палăртса.

Бригадирсене ыран уя тислĕк кăларттарма хушса хăварса, Кулюк Макçăма хăй патне хăнана илсе кайрĕ.]

Кулюк пӳрчĕ ирĕк, тирпейлĕ. Халĕ Кулюк тăлăх, чухăн хĕрача мар: вăл пуян колхозница. Колхоза кĕнĕ çулах Кулюкпа упăшки иккĕш колхозра нумай еçленипе пӳрт лартрĕç, выльăх-чĕрлĕх туянчĕç. Кулюк упăшки, совпартшкултан вĕренсе тухнăскер, халĕ клуб пуçлăхĕ. Нумайччен калаçрĕç Макçăмпа Кулюк.

Кулюк хута вĕреннĕренпе халăх хушшинче нумай ĕçлеме тытăннă иккен. Чăн малтанах вăл чăх-чĕп эртелĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Вĕренӳ сахалтарах пулни кура Кулюк хăй тĕллĕн те вĕренме тăрăшнă, курссене кая-кая вĕреннĕ. Хăй пĕлĕвне çултан-çул ӳстерсе пынă. Пĕлӳ ӳснĕçемĕн Кулюкăн халăх хушшинче ĕçлес хастарлăхĕ те ӳснĕ. Хальхи вăхăтра К. ялĕнчи колхоз калама çук пысăк çитĕнӳсем тăвать. Малтанах колхоз япăх пулнă Колхоз пуçлăхĕ ĕçме, колхозниксем ĕçленине çаратма юратнă. Кулюк, ял активĕпе пĕрле хытă тăрăшса, сирпĕтрĕ холхозри юрахсăр çынсене: кулаксене, юлхавсене, вăрăсене.

Колхоз çинчен каласа кăтартнă чухне Кулюк хăй пирки пачах асăнмасть, анчах Кулюк ку ĕçре питĕ нумай вăйхунине Макçам туйса илчĕ.

Маттур эсĕ, Кулюк. Сан пек хастар хĕрарăмсем ытларах пулсан, эпир тата часрах социализм туса хурăттăмăр, терĕ Макçăм.

Мана эсĕ çакнашкал пулма пулăшрăн, – терĕ Кулюк, Макçăм çине ăшă куçесемпе пăхса.

1929–1935.

ХĂНАРАН

 

Паян Каша ялĕнче чиркӳ праçникĕ. Таврари ялсенчен паян Каша ялне хытă чуптарса лавсем пыра-пыра кĕреççĕ. Çуллен-çул ку ялсем паянхи кун ĕçкĕ тăваççĕ. Кашни килтех ĕçкĕ. Чухăнни те, пуянни те хăй çемĕн праçник ячĕпе ĕçет. Ахăрать вара ӳсĕр ял, çапăçать, çĕмĕрлет. Хăш чух хĕрлĕ автан та пĕлĕт хĕрринче çунаттисене сарса ташласа илет. Ирхине вара чипер ларакан çурт вырăнне хура кăмрăк курăнать.

Крикка та паян ĕçкĕ ĕçет. Ун патне хăнасем чылай килсе тулнă. Икĕ сĕтел çинче апат-çимĕç купи-купипех. Пĕр сĕтелли турăш кĕтессинче. Кунта арçынсем лараççĕ. Кĕреке умĕнче хĕрлĕ улача кĕпеллĕ Крикка ларать. Крикка – çӳçĕ кăвакарма пуçланă лутрарах старик, кăмăлллă питлĕ-куçлăскер, хăнисене ĕçтерет, çитерет; пĕринпе те тепринпе уççăн калаçать.

Тепĕр сĕтелли кăмака кукринерех тăрать. Кунта шакăр хĕрарăм ларса тухнă. Тĕрлĕрен тĕслĕ кĕпесем, пурçăн тутăрсем хĕрлĕн те çуттăн курăнаççĕ. Тенкĕ-шăрçа йăлтартатни куçа илĕртет.

Каç пулса килет. Урам еннелле тухакан чӳречесем çине хĕвеланăç енчи хĕрлĕ çутă ӳкнĕ. Анса ларма пынă хĕвел пысăккăн курăнать, шăн кантăк тĕррисене йăлтăртаттарать. Пӳртре ăшă, апат-çимĕç шăрши тутлăн килет: Крикка карчăкĕ çуллă кукăльсем, хур-кăвакал шарккăвĕсем, шăрттансем сахалах хатĕрлемен пуль. Ав, хăй, карчăкĕ, шурă кĕпепе, сурпан-чалма сырнă, сĕтел патĕнчен сĕтел патне кускаласа çӳрет. Кукăльсене пĕрин хыççăн тепĕрне каса-каса лартать. Пашелкассинчи хĕрĕ Кĕтерук амăшне пулăшать, сăра ĕçтерет, кукăльсене сĕтел çине пырса хурать. Кĕтерук хĕрлĕ сатин кĕпепе, йăрăс пӳллĕ, тăп-тăп питлĕ-куçлă. Пуçĕнче пурçăн тутăр. Хăнасем умĕнче илемлĕн ярăнса утса çӳрет.

Анне, кукамай, атя пи-ик муккана кайса пăхай, – тет виçĕ çул çурăри Санькка, амăшĕпе кукамăшĕ хушшинче çаврăнкаласа çӳресе.

Ан кансĕрле-ха, – тесе ăшшăн сĕлтсе ярать Кĕтерук ачине.

Ача пӳрт варрине тухса тăрать. Сарă çӳçлĕ, хĕрлĕ сатин кĕпепе, хура çытмапа, пушмак, чăлха тăхăннă.

Ку-кама-ай, атя пи-ик муккана кайса пăхай, – тет Санькка, кукамăшне чĕрçитти аркинчен туртса.

Крикка, ача пăрăва кайса курасшăн, илсе тухса кăтарт çавна! – терĕ Крикка карчăкĕ, ачана Крикка патнелле сĕлтсе.

Кил кунта, кил! – терĕ Крикка, ачана кăчăк туртса, кĕрекерен пĕр хĕрлĕ улма илчĕ те улмине çӳлелле ывăткаларĕ.

Кил, улма паратăп.

Ача кукашшĕ патне чупса пычĕ. Хавассăн улмана илчĕ те кукашшĕ чĕркуççийĕ çине таянса тăчĕ. Улмине çиет. Крикка ачан варпуççи пек çӳçне ачашласа шăлать.

Сирĕн тиха мĕнле чупать çав, Санькка? – терĕ Крикка, ачана куçран пăхса.

Санькка çавăнтах, пуçне каçăртса, çинçе сассипе ихи-хи-хо-хок! – тесе çухăрчĕ илчĕ.

Хăнасем кĕр кулса ячĕç.

Унччен те пулмарĕ, Санькка урисене кукăрткаласа, тăпăрт-тăпăрт сиксе алăк патнелле чупрĕ. Алăк патĕнче тепĕр хут тихалла кĕçенсе илчĕ те кукашшĕ патнелле тĕрлеттерсе пычĕ. Çав вăхăтра пӳрте Санькка ашшĕ – Сар Ванюк килсе кĕчĕ. Сарă, кăтра, йăпшăм питлĕ çын. Шурă кĕпепе, çăматăпа Ванюк çемçен утса кĕреке умнелле пычĕ. Вăл лашасене утă-сĕлĕ пама тухнă-мĕн.

Ашшĕне курсан, Санькка ашшĕ патнелле чупса пычĕ те тихалла сиксе илчĕ.

Ах, маттурскер!

Епле чĕрĕ!

Мĕнле илемлĕ тукалать, – теççĕ хĕрарăмсем. Пур хăнасен куçĕсем те – Санькка çинче.

Пĕчĕк тихана сĕлĕ парас пуль, – терĕ ашшĕ. Саньккана аркă çине тытса ларчĕ те кĕсъерен шурă пĕремĕк кăларса пачĕ. Ача пĕремĕк çинĕ хушăрах ашшĕ арки çинчен йăпăр-япăр анчĕ те:

Ух-ух ту, атте, – тесе аллисене çӳлелле кăнтарчĕ, часах ашшĕ ури çине хăпарса та тăчĕ.

Ашшĕ ачана сиктерме тытăнчĕ.

Ух! ух! ух! – ача яр-яр сикет. Ачан кăтрарах çӳçĕсем вĕл-вĕл тăваççĕ. Уçă сассипе ача ахăлтатса кулать. Хаваспа тулли куçĕсем йăлтăртатаççĕ.

Ашшĕ ачана ярăнтарчĕ-ярăнтарчĕ те арки çине вĕлт сиктерсе хăпартса лартрĕ. Ачана ытараймасăр ашшĕ çурăмĕнчен савса илчĕ. Ашшĕшĕн ку пĕртен-пĕр ывăл ача пек пахи урăх нимĕн те çук çав.

Автан мĕн тет çа-ав! – терĕ кукашшĕ, Саньккана каллех астарса.

Санькка каллех йăпăр-япăр ашшĕ çинчен анчĕ те, мăйне автан пек тăсса, икĕ аллипе хăлаçланса:

Ки-ки-ий-йик! – тесе çухăрса ячĕ. Санькка пит-куçне автан пек тăвасшăн тăрăшни пит кулăшла тухрĕ. Мĕнпур хăна ачана пăхса кулса ячĕ.

Кĕслеçĕ кĕслине хĕстерсе кĕчĕ. Ăна курсанах Санькка:

Тĕнкĕл-тĕнкĕл, ники-ники, – тесе алă çупса ячĕ.

Ну, ташла эппин! – терĕ кукашшĕ, – ыран Çĕрпӳ пасарĕнче лаша илсе парăп.

Шăнкăртаттар-ха кăшт, – терĕ Санькка ашшĕ кĕслеçе.

Лешĕ кĕсле калама тытăнчĕ. Санькка кăшт пăхса, итлесе тăчĕ те, кĕске, мăнтăр аллисемпе çупса ярса, урисемпе тăпăртаттарма та тытăнчĕ. Патнерех тăракан çынсем алă çупса ячĕç. Кукашшĕ кула-кула такмаклать:

 

Эй-ну, яр пар!

Ярапине хама пар!

Улми çупать,

Çулçи ташлать.

Титĕл-титĕл, тит-тит!

Титĕл-титĕл, ти-ти!

 

Ача çавăрăнкаласа çӳресе ташлать. Пĕчĕк урисемпе темле те тукалать.

Ил ачуна! Кун пек ачана куç часах ӳкекен! – терĕ пĕр ватăрах хĕрарăм Кĕтерука.

Кĕтерук ташласа тăракан ачана кăп ярса илчĕ те, кăкри çумне хĕстерсе, сисĕнкĕсĕр ачашласа чуптуса илчĕ. Кĕтерукшăн Санькка мĕн чухлĕ пахине калас та çук. Паян ачана çынсем ăмсаннипе амăш кăмăлĕ тулнă.

Кĕтерук ачана хăйпе пĕрле сĕтел хушшине лартрĕ. Çырла куклисем, пылпа кулач, панулмисем çитереççĕ. Ача амăш арки çинче часах ыйхăларĕ.

Пап-па, – терĕ вăл, çыртнă улмине сĕтел çине хурса. Кĕтерук ачана хĕрарăмсен хыçнелле, кĕтесе, хăйĕн шаль тутрине сарса вырттарчĕ. Ача часах çывăрса кайрĕ.

 

II

Хăнасем килни чылай вăхăт иртнĕ. Чылай эрех-сăра хăнасен пырне ярăннă. Паçăр йĕркеллĕ калаçса ларакан çынсем халĕ чылайăшĕ картран тухнă: хăшĕ хăрушла сассипе ĕнрешлесе юрă çавăрасшăн, хăшĕ-пĕрисем пыр шăтăкĕпе кăшкăрашса çынсене хăйсем мĕн каланине итлеттересшĕн. Сăра-эрехне çаплах ĕçеççĕ. Пурте тутă пулин те, апатсене астивсе пăхса çаплах кавлеççĕ. Пӳртре тӳсме çук пăчă. Эрех-сăра, тар шăрши сăмсана çапать. Чĕлĕм тĕтĕмĕ лăп-тулли – тĕтре пек курăнать. Паçăр самай çунакан краççын халĕ тĕксĕммĕн çунать. Кăшкăрса калаçни, кĕсле сассине пĕтерсе кĕрĕслеттерсе ташлани, асар-писер юрлани хăлхана йĕрĕнтерет. Тахçанхи ĕмĕрхи тискер этемсем чĕрĕлсе килсе кунта пухăннăн туйăнать.

Микул- турă пек çутă пуçлă старик кĕрекере ларнă çĕртех хăй мĕн ĕçнине айне кăларса янă.

Ара, мĕн шăпăртаттарса юхтаратăн? – терĕ ăна юнашар ларакан çын.

Микул турă пекки нимĕн те чĕнмест. Урлă-пирлĕ тайăнкаласа хур тукмакки чăмлать. Унччен те пулмарĕ, какăрса илчĕ те Крикка тыттарнă эрех черккине çăварне ӳпĕнтерчĕ.

Акă пĕр çамрăкрах çын сĕтел хушшинчен хăвăрт сиксе тухрĕ. Унăн пит-куçĕ тем чăтайми асап курнă пек чалăшшăн турткаланать. Çынсене чавсапа хирсе, алăк патнелле пырать, куçне чарнă, тутине шат тытнă. Сасартăк çăварĕнчен пичке пăкки еирпĕнсе тухса кайнă пек хăсăк тапса тухрĕ. Алăк патне çитеймесĕрех шалл! хăсса ячĕ. Пăсăк çăмарта шăрши евĕрлĕ йӳçĕ шăрша пӳрте сарăлчĕ. Çынсене хăсăкпа сирпĕтсе вараласа тула тухса кайрĕ.

Пĕр пустав халатлă çын кĕреке урлă уртăнса Криккапа хыттăн хăй лаши çинчен калаçать.

Ман лаша пекки районĕпе çу-ук! – тет халатли, кăкрине чышса.

Санăн лашу манăн патне пыраймасть, – тет Крикка, кăвак сухалне якатса. Хĕрĕнрсĕскер, Крикка хăнипе те чĕрре кĕрсе калаçать. Лешĕ тарăхнă сасăпа кăкрине тата хытăрах чышса хăйĕннех калать. Унччен те пулмарĕ, хăнапа хуçи сĕтел урлах тытăçса та илчĕç. Сĕтел çинче тăракан четвĕрт кĕленчи, стакан чăнкăр-чанкăр турĕç. Хĕрарăмсем хушшинче такам çари çухăрчĕ. Шăлĕсене çыртса, куçне-пуçне чарса пăрахса хăнапа хуçи пĕр-пĕрне туллаççĕ. Крикка питçăмарти тăрăх юн юхса та анчĕ. Темиçе алă çапăçакансене чарма тăсăлчĕ. Халатлă çыннăн арăмĕ упăшкине йĕре-йĕре кĕреке хушшинчен сĕтĕрет. Çапăçакансене аран-аран йăпаткаласа уйăрчĕç.

Ĕрлешеççĕ, çĕмĕрлеççĕ ӳсĕрсем. Анчах тискеррĕн, ирсĕррĕн туйăннине ку пӳртре никамах та сисмест. Пурте пекех кунта тăнне-пуçне, этемлĕхне çухатнă. Крикка карчăкĕпе Кĕтерук кăна хăнасене пăхса тăрас майпа ӳсĕр мар. Хĕрарăмсем те арçынсенчен сахалах юлмаççĕ – кашни пекех ӳсĕр. Кĕтерук паян эрех тавраш пĕрре те сыпман. Сăрине ĕçесси ĕçкеленĕ те, ăш хыпнăран кăна ĕçнĕ, пуç патне пымаллах ĕçмен.

Ĕçес мар çав эрехе, нихăçан та ĕçес мар, – тесе паян çак таранчченех шухăшлать Кĕтерук. Паçăр яла пырса кĕнĕ чух мĕн курни Кĕтерукăн куç умĕнче. Уй хапхине тĕрлĕ сăрăпа сăрласа çапла çырнă: «Чиркӳ праçникĕсенче ĕçкĕеем туса ӳсĕрĕлесси – кивĕ пурнăçран юлнă ирсĕр йăла».

Кĕтерукпа упăшки çак çырнине лашине тăратсах вуларĕç.

Апла та... праçнике хуньăм патне каяс килет-çке-ха, – тесе хучĕ Ванюк. Лашине туртрĕ. Урампа пыраççĕ. Пĕр урам тăваткăлĕнче икĕ шалçа тăратнă. Шалçасем хушшине хут карнă. Кунта эрех этеме мĕн тери сиен тунине карттин туса хунă. Акă ӳсĕр çын шăнса вилет, акă кунта ӳсĕрпе арăмне, ачи-пăчине хĕнет, çĕçĕпе чикме хатĕрленет. Тепĕр картинĕ ӳсĕрпе вут кăларса яни, ӳксе вилни... темĕн те тунă. Кĕтерукăн пĕтĕм картинсене курсан çӳçпуç вирелле тăчĕ. Хăрушла картинăсем! Упăшки эрех ĕçекен арăма пит хĕрхенес килчĕ. Юрать-ха, Кĕтерукăн упăшки ĕçкĕсенче кăна ĕçкелет. Ахаль чух та ĕçес пулсан, ӳсĕрпе Кĕтерука, Саньккана хĕнес пулсан, мĕн курмалла?

Комсомолсем ĕçленĕ ĕнтĕ кăна, – терĕ Ванюк, картин патĕнчен лашине хуллен уттарса.

Ĕçмелле мар çав эрехе, – терĕ Кĕтерук, мĕн курнине пĕтĕмпех ăша чиксе.

Ан ĕç. Курăпăр-ха паян аçу патĕнче мĕнле ĕçменнине, – терĕ упăшки, кулкаласа.

Чăнах та пĕрре те сыпас мар тетĕп, сыпмастăп. – Ку сăмахсене Кĕтерук чĕререн каларĕ.

Лаша урам тăрăх юртать: кооператив лавкки умĕнче каллех çавăн пек çырса çапни пур. «Эрех – этем тăшманĕ», – тенĕ. Аяларах эрех этем сывлăхне пĕтерни çинчен картин тунă. Юнашарах тепĕр плакат – кунта Каша ялĕнче раштав кунĕ ĕçкĕ туса вăтам шутпа мĕн чухлĕ ĕçме-çиме, укçа-тенкĕ пĕтнине кăтартнă. Пĕр раштав праçникĕ виçĕ пин тенкĕ çура ӳкет. Икĕ çул хушшинче пĕр трактор ĕçсе, çисе яраççĕ çак Каша ялĕнче.

Вăт пирĕн хамăрăн та ыран пĕр çитмĕл-сакăрвун тенкĕ шывпа юхса кайнă пек каять – пĕрре ĕçкĕ туса илес тетпĕр, – терĕ Ванюк.

Каясси каять те-ха, тăвансене йыхăрнă-çке-ха ĕнтĕ, сăри-эрехне те тăкакласа хатĕрленĕ, – терĕ Кĕтерук.

Юрĕ, кăçал ĕçкĕ туса ирттерер те, вара хамăр та ĕçке каймăпăр, хамăр та нихăçан та тумăпăр, – терĕ Ванюк, лашине хунĕ хапхи умнелле пăртарса.

Çĕмĕрлет ĕçкĕ... Усĕр çынсем тата хăрушларах, ирсĕртерех. Кĕтерук канмалăх тенĕ пек хĕрарăмсен ушкăнне пырса ларчĕ. Пашелкассинчи Микула – Кĕтерук йыснăшĕ – эрех ĕçтерсе çӳрет. Микула хура куçлă, мăнтăр питçăмартиллĕ çын. Эрехне четвĕрт кĕленчипех хул айне хĕстернĕ. Хăй ӳсĕр, анчах тăнне çухатман, ури çинче хытах тăрать. Микулана, шӳтлесе, «эрех пички» теççĕ, мĕншĕн тесен Микула, эрехпе çамрăкранах пиçнĕскер, темĕн чухлĕ ĕçсен те ураран ӳкмест.

Хуньăм ĕне халалларĕ. Ени сĕтлĕ-çуллă пултăр тесе ĕçер-ха кăшт, çăвар-ха ĕнене, – тет Микула, эрехне кама та пулин тултарса парса.

Сĕтлĕ-çуллă, ăнăçлă пултăр, пĕр пуçран пин пуçа çиттĕр, – текелесе, хĕрарăмсем янк та янк тутараççĕ эрехе.

Савнă, тĕнче çути пек паха пултăрăм, ĕçсе пар-ха пĕр черкке, – терĕ Микула, Кĕтерука пĕр черкке тултарса парса.

Ĕçместĕп, йысна!

Мĕнле ĕçместĕн?

Ĕçес мар тетĕп.

Урамра комсомолсем çырса хунине хытă тăнларăн-и-мĕн? Эй-й, каккуй, ĕçместĕп текелет. Делегатка мар пуль вĕт?

Делегатка мар та, çавах ĕçместĕп. Комсомолсем çырса хуни те пĕтĕмпех тĕрĕс, ĕçмелле мар çав эрехе.

Э-э-э, савнă пултăрăм! Эсĕ пирĕн çын мар-çке! Çак ялта паян камăн килте комсомол пур, делегатка пур – ĕçкĕ тумалла мар тунă, тет. Санăн çавăн пек çынсем патне каймаллаччĕ, ĕç!

Ĕçместĕп!

Юрĕ, ан ĕç! – терĕ йыснăшĕ кăмăлсăр сасăпа. – Эппин, ыран хăвăр пата пырассине ан кĕт, – терĕ те çилленнĕ пек пулчĕ.

Ара, йысна, сана кам пирĕн пата ан пыр тет, – терĕ Кĕтерук та, кăмăлсăрланса.

Эсĕ эрех ĕçменни – ан пыр тенипе пĕрех. Ĕç пĕр черкке, сыпса çеç пар!

Кĕтерук пĕрмаях хăй ăшĕнче: ĕçес марччĕ, сыпса та пăхас марччĕ тесе шухăшласа лараканскер, халĕ хăй шухăшне улăштарчĕ. Пĕрех сыпса парам çакна, кайтăр ку манран хăпса тесе шухăшларĕ. Йыснăшĕ те черккене Кĕтерук çăварĕ умĕнчех тытса тăрать. Кĕтерук ĕçрĕ. Йыснăшĕ черккене вăйпа Кĕтерук çăварне ӳпĕнтерчĕ.

Вăт маттур! Пĕр черкке маншăн ĕçрĕн, ĕнтĕ аппушăн тепĕрне яр!

Тултарать.

Çу-ук, урăх ĕçместĕп, – тет Кĕтерук, тути-çăварне тутăрпа шăлкаласа.

Ĕçетĕн! Ĕне пĕр мăйракаллă мар, иккĕллĕ, икĕ мăйракине те çăвас пулать. Пĕрне ĕçнине тепĕрне ĕçетĕнех ĕнтĕ. – Каллех йыснăшĕ эрехе Кĕтерук тути патнех илсе пынă. Пĕрне ĕçнĕ-тĕк, иккĕмĕшĕнчен мĕнле хăтăлас Кĕтерукăн. Кăшт сыпам терĕ Кĕтерук, тутине тăсрĕ. Йыснăшĕ каллех черккене Кĕтерук çăварнелле ӳпĕнтерчĕ.

Иккĕ пулчĕ! – тет Микула хавассăн. – Ну, тур калашле, виççĕ – виççĕ ĕçмесен, эпир ыран хамăр та сирĕн патăрта ĕçместпĕр! – тет йыснăшĕ, тепĕр черкке тултарса.

Виççĕмĕшне Кĕтерук хăй аллипех тытса ĕçрĕ. Пĕтĕм шăмшак çемçелсе, чĕркуççи вăйĕсем пĕтсе кайнă пек туйăнчĕç. Пуç хуллен, сисĕнкĕсĕр çавăрăнни ыррăн туйăнса кайрĕ.

Ĕне ури тăваттă, тăваттăмăшне те çу, – тет йыснăшĕ, каллех черкке тултарса. Кĕтерукăн ку черккене ĕçес килсех кайрĕ. Эрех шăрши уççăн пек, тутлă пек туйăнчĕ. Тытрĕ те тĕппипе ĕçрĕ....

Çĕмĕрлет ĕçкĕ... Усĕрсем хăшĕ-пĕри йăванса кайнă. Хăшĕ-пĕри пĕр-пĕринпе тытăçас çинче шăрчĕсене тăратса лараççĕ, хăшĕ-пĕри вĕçĕмсĕр «упа ташши» ташлать, кĕсле кĕввине пăхмасăр пĕр тĕлте кĕрĕслеттерсе сикет. Кĕтерукпа упăшки те тухса ташларĕç. Кĕтерук ташланă çĕртех сулăнса кайрĕ, чутах йăванса каятчĕ. Кĕтерукшăн пĕтĕм пӳрт ăшчикки йĕри-тавра çавăрăнать. Çынсем, сĕтелсем, хăш чух пуçхĕрлĕ тăраççĕ. Кăмака чалăша-чалăша каять. Куç умĕнчи пĕтĕм япала çавăрăнать, пĕтĕрĕнет. Йыснăшĕ пĕр пырса зрех ĕçтернĕренпе Кĕтерук мĕн чухлĕ эрех, пыллă сăра ĕçнине тахçанах шутне çухатнă. Темĕн чул вăхăт иртсен упăшки Кĕтерука:

Киле кайăпăр, тумлан, – терĕ. Такам Кĕтерука кĕрĕк тыттарчĕ. Кĕтерук, упăшки ăна апла каласан, ыйхăран вăраннă пек пулса йĕри-тавра пăхкаларĕ. Пӳртре çынсем сахалланнă. Аран-аран кĕрĕкне тăхăнса, Кĕтерук шаль тутрине шырать. Ача айĕнчен шаль тутрине çыпăçусăр кăшт туртса илчĕ. Санькка шарт сиксе вăранса çухăрса ячĕ. Кĕтерук ача сассине илтсен тин ачине аса илчĕ пулмалла.

К-кил, ы-ыльăм, киле ка-ятпăр, – тесе ачине пит юратса тытрĕ, кĕрĕкпе, тăлăппа чĕркеме хăтланать, анчах чĕркенĕ типтерĕ çук: ачан алли-урисем курăнсах тăраççĕ. Такам пĕр карчăк Саньккана амăшĕнчен илчĕ те кашта çинче çакăнса тăракан пĕчĕк утиялпа ачана пит аван чĕркерĕ.

Атя, лартса ярам, çуна çинче ачуна авантарах чĕркĕн.

Кĕтерук, кĕрĕкпе, тăлăппа чĕркенкелесе, алкум вĕçĕнче тăракан çуна çине йăванса каяс пек тухса ларчĕ. Кĕтерук Саньккана тăлăп ăшне пит аван чĕркесе лартрĕ. Кĕтеруксене ăсатма темиçе çын сăрапа, эрехпе тухрĕç. Ванюк чух тайкаланса çуна ларкăчĕ çине кĕрсе ларчĕ.

Ну, ачасем, çул курки! – тет Крикка, çуна умĕнче çарамасах тăрса. Кĕрӳшĕпе хĕрне эрех тыттарать. Темиçе черкке те ĕçтерчĕ. Пĕр хĕрарăм икшер стакан пыллă сăра пачĕ. Юлашкинчен Микула та – те йăнăшпа, те юри – черкке вырăнне стакан илсе тухнă. Эрехе стаканпа тултарса пачĕ. Ванюкпа Кĕтерук мĕн панине çаплах ĕçрĕç.

Сывă пулăр, çилленсе ан кайăр, – терĕç ăсатакансем.

Ванюк лашине туртрĕ. Сивĕпе ĕнтĕркесе тăнă лаша вăшт çеç хапхаран тухса кайрĕ.

Кайрĕç-и? – терĕ Крикка карчăкĕ, алкум вĕçне хыпаланса тухса. – Ямалла марччĕ те... – терĕ вăл, пăшăрханса.

Мĕнле ан кайччăр вĕсем? Ыран хăйсем ĕçкĕ ĕçеççĕ те, вара кунта çĕр выртса тăраççĕ-и? – терĕ Микула. Пӳрте кĕрсе кайрĕ.

Пит ӳсĕр, кайман пулсан авантарах пулĕччĕ, тен... Вĕсем тухса кайнă чух хам тĕпсакайне кĕнĕ-çке, ах, ямалла марччĕ... – тет карчăк, пĕчченех алкум вĕçĕнче тăрса юлса. Кĕтерукпа кĕрӳшне кăларса янăшăн пăшăрханса пӳрте кĕрсе кайрĕ.

 

III

Ванюк лаши пуçне ухса, çилхине вĕçтерсе чупать. Çанталăк тӳлек. Шартлама сивĕ. Уйра, çуна йĕрленисĕр пуçне, пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмест, пĕр чĕрĕ чун та курăнмасть. Кăвак тӳпере çăлтăрсем, шултран курăнса, урисене вĕлтĕр-вĕлтĕр вылятса тăраççĕ. Катăлнă уйăх куçне хĕссе пă-хать. Ванюк ларчăк çинче ларса пынă çĕртенех ыйхăланă. Тăлăп çухине тăратнăскерне, ăна сивĕ те тивмест. Çуна ярăннă майĕн ыйхă тутлă килет. Ванюк малалла ӳпĕнсе, çуна умĕ çине таянса, нимĕн туйми çывăрать.

Кĕтерук та сасă памасть. Вăл ялтан тухичченех ĕшеннипе, пит ӳсĕррипе вилнĕ пек çывăрса кайнă.

Санькка амăш арки çинче, ăшă çĕрте, ларса пырать. Алли-урине утиялпа авраса чĕркенĕскер, пĕр сиккеленмесĕр ларать. Унăн та ыйхă килет. Кăшт кайсан Санькка та тĕлĕрчĕ.

Лаша килелле хавас майĕпе хытă чупать. Вăрмана çитесси те инçе мар. Вăрман витĕр тухсанах киле çитеççĕ. Вăрман хĕрринче, икĕ çул юппи тĕлĕнче, пĕр тунката хуран курăнса ларать. Лаша чипер чупса пынă çĕртех çав тункатаран хăраса пĕр еннелле варт пăрăнчĕ. Çуна сасартăк сиксе илсе чалăшрĕ те, Санькка çул хĕрнелле вăнк ывтăнчĕ. Утиялпа чĕркесе пĕтернĕскер, Санькка юр çине ӳксен тин çари! çухăрса ячĕ. Утиялне сирсе ура çине тăчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ. Хăвăрт каякан çуна хура çăмха пек курăнать.

Анне, анне-е-е! Эп пы-йа-а-ап, эпĕ те паххапа каяп! – тесе йĕрсе çухăрчĕ. Çуна хыççăн чупрĕ. Пĕчĕк пушмакĕсемпе юра чĕрик-чĕрик тутарса чупать. Чупать, чупать ача, анчах чупни малалла каймасть. Лаша хăранă майĕпе тата хытăрах чупрĕ пулас. Умри хура пăнчă часах куç умĕнчен çухалчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ача сассине, вăл ӳксе юлнине сисеймен. Амăшĕ, вилĕ ӳсĕрскер, хăй йăванса юлас пулсан та туяс çук. Ашшĕ çуна чалăшса сиктерсен пĕр самантлăха вăраннă пек пулнăччĕ, анчах куçне те уçаймарĕ, пуçне те çĕклеймерĕ; ӳсĕрле ыйхă ытла та йывăр пуснă. Çуна курăнми пулсан, ача чупма чарăнчĕ. Пăхса тăрать, йĕрет. Шартлама сивĕ ача çанçурăмне, питне-куçне чĕпĕте пуçларĕ. Ача тăнă çĕртех аллине пĕçĕ хушшине хĕстерсе куклене-куклене анать.

Анне-е, ыш-ш! Эпĕ те паххапа кай-а-а-ам!

Амăш аякра. Çуна сасси те илтĕнми пулчĕ. Ача, сивĕпе ĕнтĕркенĕскер, утиялĕ патнелле тăнк-тăнк тутарса утса пычĕ. Утиялĕ тĕлне çитрĕ те аллисене тăсса утиял çине ӳпне лап ӳкрĕ. Сивĕ, питĕ сивĕ. Ачан алли-урисем хытма пуçларĕç.

Ы-шш-шишша, анне-е, ыш! – тесе йĕрет ача паçăрхи пекех, анчах сасси халĕ йăвашланнă, хытах илтĕнмест.

Ача чылайччен аллипе питне хупласа выртрĕ. Выртсан-выртсан пуçне çĕклерĕ те чун хавалĕпе:

Анне! – тесе çухăрчĕ. Вара каллех питне аллисемпе хупласа выртрĕ. Хуллен йынăша пуçларĕ.

Тем чул вăхăт иртрĕ. Ача йынăшсан-йынăшсан шăп пулчĕ. Йĕри-тавра пĕр чĕрĕ сасă илтĕнмест. Ача вилнине никам та курмарĕ. Кăвак тӳперен çеç çăлтăрсем куçĕсене чарса пăхса тăчĕç. Икĕ-виçĕ çăлтăр пĕр тĕксĕмленсе, пĕр çутăлса илчĕç. Куçĕсене мăч-мăч туса илнĕ пек туйăнчĕ. Таçтан пĕр пайрака тӳлек çил вăр вĕçсе килчĕ. Шăнса вилнĕ ачан кĕпи аркине, кăтраланса тăракан çӳç пайăркине хуллен вĕрсе илчĕ те сисĕнкĕсĕр çухалчĕ.

Уйра шăп, тӳлек. Вăрман урлă шурăмпуç çути килни палăрать.

 

IV

 

Ванюкпа Кĕтерук килне тул çутăлсан тин çитрĕç. Лаши çул юппинче урăх çулпа кайнă-мĕн. Пилĕк çухрăм каяс вырăнне вĕсем вунпĕр çухрăм лăп тавра кайса çавăрăннă.

Ванюк хăйсен хапхи тĕлне çитсен арăмне çурăмĕнчен тĕккелесе:

Тăрăр, шăнса вилмерĕр-и? – терĕ. Кĕтерук упăшки тĕккелесен тин вăранчĕ. Ахлаткаласа, тайăнкаласа çуна çинчен тăчĕ. Арăмĕ çуна çинчен пĕччен тăнине курсанах Ванюкăн çанçурăмĕ вĕриленсе, сивĕнсе кайрĕ, çӳçĕсем вирелле тăнă пек туйăнчĕç, чĕре хăвăрт кăртлатса тапса илчĕ. Пĕр самантлăха Ванюкăн чĕнме сасă та çук пек...

Ӳксе юлнă! Ӳкерсе хăварнă! – тесе хаяррăн çухăрса ячĕ Ванюк.

Кĕтерук, тин ыйхăран вăраннăскер, тăнсăр çын пек пулса кайнă.

Ача ăçта? Ача ӳксе юлнă вĕт! – терĕ Ванюк. Хăй çавăнтах уласа йĕрсе ячĕ. Кĕтерук, упăшки мĕн каланине тăнласа илсенех, ăçта тăнă çавăнтах йăванса кайрĕ. Ванюк лашана вăр-вар çавăрчĕ те, çуна çине тăрса, çавраçил пек каялла вĕçтерчĕ.

Ванюк лашине пĕр хĕрхенмесĕр чуптарать, хытă çапать. Акă вăрмантан тухса тунката патнелле çитет. Аякранах çул хĕрринче хĕрлĕ япала курăнчĕ. Ванюк куç хупса иличчен тенĕ пек ачи патне çитрĕ. Ачи пĕчĕк аллисемпе питне хупланă та ӳпне выртать. Чĕрĕ пекех курăнать. Ванюк ачана хăвăрт ярса илчĕ те сывласа яраймасăр çавăркаласа пăхрĕ. Ачи пăр татки пек кăт хытă. Хăрах куçне аллипе хупланă, хăраххи, уçăскер, шурă илнĕ пек курăнчĕ. Пăр татки пек куçĕпе Санькка ашшĕ çине пăхнă пекех туйăнчĕ. Ванюк хăйне хăй тем туса пăрахасса çитрĕ, анчах ним тума та çук! Ача виллине тăлăп ăшне хупса, кăкăр çумне хĕстерсе, Ванюк лашине килелле хăваларĕ.

 

V

 

Çĕрле. Паян Ванюкпа Кĕтерук патĕнче хăнасем пулмаллаччĕ, урăм-сурăм ĕçкĕ ирттермеллеччĕ, анчах пур килнĕ пек хăнасем саланса пĕтрĕç. Ванюк хунĕпе хунямăшĕ кăна юлнă. Пӳртре кичемлĕ. Ахлатнă, йĕнĕ сассем илтĕнеççĕ. Санькка турăш айĕнче, пĕчĕк тупăкра выртать. Кĕтерукпа амăшĕ тупăк умĕнче лараççĕ. Кĕтерука амăшĕ ӳсĕрличчен ĕçнĕшĕн йĕре-йĕре ӳпкелет. Кĕтерук чĕрене касакан сасăпа, хăй сывлăшне çавăрса яраймасăр йĕрет. Санькка аллине Кĕтерук тыта-тыта пăхса сывлăшпа ăшăтать.

Ах! Пĕтертĕм-çке сана, пĕтертĕм, ачам! Ах! Хам ӳсĕрри пĕтерчĕ! Мĕншĕн кайрăм-ши ĕçке! Мĕншĕн ĕçрĕм-ши? Тĕрĕссине çырнă комсомолсем! Кирлĕ мар ĕçкĕ! Еçкĕ пĕтерчĕ ман ачана-а. – Йĕрет Кĕтерук. Хăш чух урайне лучăрканса анать.

Сĕтел вĕçĕнче Крикка пĕр шарламасăр ларать. Вăл паян кунта киличчен Çĕрпӳ пасарне кайса килнĕ. Санькка валли тетте – çуналлă лаша илнĕ.

Теттийĕ акă халь сĕтел çинчех тăрать.

Алăк патĕнчи вырăн çинче Ванюк выртать. Анчах вăл çывăрмасть. Хупнă куçĕсенчен тапхăр-тапхăр вĕри куççулĕ юхса анать. Хăш чух арăмĕ çине пăхса илет, вара каллех куçне хупса шăлне çыртать. Ванюк, ывăлне чĕртес тесе, темĕн чухлĕ тăрăшрĕ. Тупса килсенех юрпа, пăрлă шывпа сăтăрчĕ, тухтăра та илсе килсе пăхрĕç – ача чĕрĕлмерĕ.

Ĕнер Санькка чупкаласа выляса çӳрени халĕ те куç умĕнче. Тупăкран тăрса, сĕтел çинче тăракан теттене мăнтăр аллисемпе ярса илессĕнех туйăнать.

 

МУЧАР

 

Мучара ял Совечĕ паян чухăнсен спискине кĕртрĕ. Мучар савăнать, хăй тăвас тенине турĕ вăл.

Ну, арăм, ĕнтĕ тин ирĕккĕн сывласа яма пултаратпăр, пурăнатпăр пурăнăçа, – терĕ вăл хавассăн. Мучар чеен куçне хĕссе илчĕ, çĕтĕк-çатăк ачисем çинелле кăмăллăн пăхрĕ. Унтан пасара тухса сулăнчĕ.

Мучаршăн пурнăç пĕр чăрмавлă шухăшсăр, майĕпе шуса кайрĕ. Майĕпе шусах, вăхăт хĕл вĕçнелле пычĕ. Ялта çураки кампанийĕ пуçланса кайрĕ. Кăнтăрла вăрлăх пухаççĕ, сортлаççĕ. Ял Совечĕ таврашĕнче çынсем хальчченхинчен ытларах вĕркĕшеççĕ. Каçсерен пухусем: чухăнсен пуххи, хĕрарăмсен пуххи. Тепрер каçран пур халăх пуххи пулса иртет. Канашлаççĕ, сӳтсе яваççĕ, халиччен туман çĕнĕ япаласене тума йышăнаççĕ. Ял вĕрет. Ял хăйĕн пысăк ĕçне тума – çураки кампанине ирттерме – вăраннă.

Пĕрре чухăнсемпе ял активĕ пуххинче акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстермелли çинчен канашлаççĕ. Хура пусса çĕрулми, турнепс акса хăварас теççĕ. Пухура акмалли çĕр лаптăкăшне ӳстерме йышăнаççĕ. Çынсем пухуран саланаççĕ. Акă виç-тăватă çын пӳртрен тухнă та алкум вĕçĕнче пĕр çĕре пухăнса чĕлĕмсем чĕрткелесе тăраççĕ. Мучар та пухуран тухрĕ. Чĕлĕм чĕртсе тăракан çынсене тĕттĕмре палласшăн пулса, вăл вĕсем патнерех пырса тăчĕ. Унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ.

Аван калаçаççĕ комсомолецсем... Халăха серепепе тытнă пек тăвасшăн вĕсем, – терĕ вăл шăппăн.

Мĕн апла? Чăнахах аван вĕт вăл – хура пусăра çимĕç туса илни, – терĕ пĕри.

Аван-çке, пит аван, – терĕç тата пĕр иккĕшĕ.

Аванни аван та, – тет Мучар йăваш сасăпа, – совечĕ пурпĕр нумай акнăшăн налог хывать-çке-ха. Халĕ пире комсомолецсем йăпатса, улталас тенĕ пек, хура пусса актарса илесшĕн, кĕркунне вара, эсир çавăн чухлĕ çĕр акса илнĕ тесе, налогне ӳстерсе шăйăрса илеççĕ.

Çапла пулĕ çав, – терĕ пĕри, иккĕленсе.

Чăн та çапла пулма пултарать, – терĕ тепри.

Продолжение