Сармантей

Народное творчество

Содержание:


ТИЛĔ ТУС

САРМАНТЕЙ

МĂЙĂР ЮМАХĔ

ПĂРÇА

ПŸРНЕСКЕ

ĂШĂТМАН ТĂЛĂП

КУШАК

 

ТИЛĔ ТУС

 

Пĕр старик вăрмантан чĕрĕ тилĕ тытса таврăнать те карчăкне калать:

Карчăк, манăн кивĕ çĕлĕке кăмакана пăрахса çунтарса яр. Эпĕ çĕлĕклĕх питĕ аван тир тупса килтĕм, пăх-ха,– тет те михĕ ăшĕнчен тилле кăларса урайне яратъ.

Карчăкĕ вут хутса янă пулнă. Старик çĕлĕкне илет те кăмакана вăрнлаттарать.

Старик калать:

Тилĕ тус, ĕнтĕ эпĕ сана çĕлĕк тума пусатăп. Виличчен пире пĕрре ташласа кăтарт-ха.

Старик çĕçĕ хăйрать. Мĕскĕн тилли унталла-кунталла пăхкалать. Мăнтарăн чунĕ! Пит вилес килмест пуль çав! Тилĕ чÿречерен вăрман еннелле вăрттăн пăхать.Старик çĕççине хăйраса пĕтерчĕ те тилле калать:

Ну, тилĕ тус, ташла, ташламастăн пулсан – пусатăп.

Тилĕ калать:

Ташласси ташлăп-ха та, манăн хитре кĕпе çук-çке.

Карчăкпа старик ку тилле кĕпе тупса тăхăнтартаççĕ.

Тилли ташлама хатĕрленсе ура çине тăчĕ. Хăйне тăрăххăн пăхкалать.

Старик калать:

Мĕншĕн ташламастăн тата, тилĕ тус?

Ташласса ташлăп та,– тет тилли,– манăн пуçра хушпу çук-çке.

Карчăкпа старик тилле хушпу тупса тăхăнтартрĕç.

Тилли хушпу тăхăнсан та ташламасть. Хăйне татах тăрăххăн пăхкалать. Карчăкпа старик иккĕшĕ те:

Ташла ĕнтĕ, тилĕ тус, ташла, мĕншĕн ташламастăн? – теççĕ.

Тилли калать:

Ташласса ташлăп та, манăн тенкĕллĕ мăй çыххи çук-çке.

Карчăкпа старик тенкĕллĕ мăй çыххи те параççĕ. Тилли çаплах ташламасть.

Манăн алăра сулă çук-ха тата,– тет вăл,кутăнланса.

Старикпе карчăкĕ тилĕ мĕн ыйтнине пурне те тупса пачĕç. Тиллĕн те кăмăлĕ уçăлчĕ. Старик кĕсле калама тытăнчĕ, тилĕ хуллен-хуллен ташлама пуçларĕ. Çăмăлран та çăмăлрах ташлать вăл. Хушпу тенкисемпе мăй çыххи тенкисем шăнкăртатса çеç тăраççĕ. Карчăкĕ çунакан кăмака умăнчен пăрăнсах алă çупма пуçларĕ.

Çăмăлтарах ташла, ну, яра пар! – хавхалантарать тилле старик. Хăй те алхасса кайнă. Сиксе тăрса тилĕпе ташласси анчах. Тилли те çăмăллăн тем тĕрлĕ илемлĕ ташлать. Стариккипе карчăкĕ тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Тилĕ ташласа çÿрерĕ-çÿрерĕ те хăйне ăшă пулнă пек тыткаласа калать:

 

Алăк уççи уçăрах,

Кантăк хуппи уçăрах.

 

Карчăк хайхи алăкне, кантăкне вăр-вар уçса пăрахать. Тилĕ хĕпĕртесе кула-кула ташласа çÿрерĕ-çÿрерĕ те алăкран вĕлт тухса шурĕ. Карчăкпа старик çăвар карса тăрса юлчĕç. Пĕтĕм мул та, çĕлĕк те пĕтрĕ. Тилли те питĕ чее çав!

 

 

САРМАНТЕЙ

 

Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă. Ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантейĕ те йĕрет. Сарă чăххи те какалать.

Хапхи калать, тет:

Манăн та уçăлса хупăнас, – тет.

Анать, тет, пĕр вăкăр шыва.

Хапха, эсĕ мĕншĕн уçăлса хупăнатăн? – тесе ыйтать, тет.

Уçăлса хупăнмасăр. Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă. Ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать! – тет.

Вăкăр калать:

Эппин, манăн та мĕкĕрес пуль, – тет.

Мĕкĕрсе анать, тет, шыв хĕррине. Шыв калать:

Мĕншĕн, вăкăр, мĕкĕретĕн? – тет.

Мĕкĕрмесĕр. Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, тет. Ăна шăши пынă та хӲрипе çапса çĕмĕрнĕ, тет. Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет, хапхи те уçăлса хупăнать, тет.

Шыв калать:

Манăн та хумханас, эппин,– тет.

Пĕр çĕнĕ çын шыв ăсма анать.

Шыв, эсĕ мĕншĕн хумханатăн? – тет.

Хумханмасăр,– тет шывĕ. – Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, тет. Ана шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ, тет. Сармантейĕ те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет, хапхи те уçăлса хупăнать, тет. Вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет.

Çĕнĕ çын калать:

Манăн та витрене çапса çĕмĕрес,– тет. Çапса çĕмĕрет витрине çĕнĕ çын. Тавăрăнать киле. Хунямăшĕ чуста çăрать, тет:

Кин, мĕншĕн хăрах витрепе анчах ăсса килтĕн? – тет.

Хăрах витрепе анчах пулмасăр,– тет.– Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă, тет, ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ, тет. Сармантей те йĕрет, тет, сарă чăххи те какалать, тет, хапхи те уçăлса хупăнать, тет, вăкăрĕ те мĕкĕрет, тет, шыв та хумханать,– тет.

Хунямăшĕ калать:

Манăн та чустана кăларса ывăтас, эппин,– тет.

Кăларса ывăтать, тет, чустине.

Ывăлĕ кайнă вăрмана. Таврăнать вăрмантан. Ывăлĕ калать:

Мĕншĕн яшка пĕçермерĕр? – тет.'

Амăшĕ калать:

Сармантейĕн сарă чăххи сарă çăмарта тунă. Ăна шăши пынă та хÿрипе çапса çĕмĕрнĕ. Сармантей те йĕрет, сарă чăххи те какалать, хапхи те уçăлса хупăнать, вăкăрĕ те мĕкĕрсе анать, шыв та хумханать, çĕнĕ çын та хăрах витрине çапса çĕмĕрнĕ,– тет.

Ывăлĕ калать:

Манăн та хăрах атта кăларса ывăтас,– тет. Вăл та хăрах аттине кăларса ывăтрĕ, тет. Пĕтрĕ.

 

МĂЙĂР ЮМАХĔ

 

Чăхпа автан вăрмана мăйăр çиме кайрĕç, тет. Автанĕ шĕшкĕ çинчен пĕр мăйăр ывăтрĕ, тет те, чăх куçне шăтарсах пăрахрĕ, тет. Пырать чăх çулпа макăрса. Хирĕç çынсем килеççĕ, тет.

Чăх, чăх! Ма макăратăн? – тесе хĕрхенсе ыйтаççĕ.

Епле макăрас мар манăн. Автан тусăм ман куçăма персе шăтарчĕ, – тет чăх.

Автан, автан! Чăх куçне мĕншĕн шăтартăн эсĕ? – тесе ыйтаççĕ çынсем.

Мана шĕшке туратти авăнса çапрĕ,– тет автанĕ.

Шĕшкĕ, шĕшкĕ! Мĕншĕн эсĕ тураттупа автана çапрăн? – теççĕ çынсем.

Мана качакасем кăшларĕç, – тет шĕшкĕ.

Качакасем, качакасем! Шĕшке мĕншĕн кăшларăр эсир? – тесе ыйтаççĕ çынсем.

Пире кĕтÿçсем сыхламаççĕ,– теççĕ качакасем, хÿрисене вылятса

Кĕтÿçсем, кĕтÿçсем! Качакасене мĕншĕн сыхламастăр эсир? – тесе ыйтаççĕ çынсем.

Пире хуçа майри çÿхе икерчĕ пĕçерсе çитермерĕ,– теççĕ кĕтÿçсем.

Хуçа майри, хуçа майри! Кĕтÿçсене эсĕ мĕншĕн икерчĕ пĕçерсе çитермерĕн? – тесе ыйтаççĕ çынсем.

Ман чустана сысна тăкса янă, – тет хуçа майри.

Сысна, сысна! Хуçа майрин чустине ма тăкса ятăн эсĕ? – тесе ыйтаççĕ çынсем.

Ман çăвăрсене кашкăр тытса кайрĕ,– тет сысна.

Кашкăр, кашкăр! Сысна çурисене ма тытса кайрăн? – тесе ыйтаççĕ çынсем. – Манăн çиес килчĕ! – терĕ, тет, кашкăр.

 

ПĂРÇА

 

Пĕр карчăкпа старик пурăнаççĕ. Тырă вырма вăхăт çитрĕ – кахалскерсем уя каймарĕç, тырри ана çинчех юлчĕ, тет.

Пурăнаççĕ-пурăнаççĕ – çиме çăкăрĕ пĕтет кусен. Çичĕ кун выçах ларчĕç. Пĕр пăрçа тупрĕç те çавăнпа выляса лараççĕ. Пăрçа ÿкрĕ те çухалчĕ. Ну хайхискерсем макăраççĕ! Ну хайхискерсем макăраççĕ! Шырарĕç-шырарĕç – тупаймарĕç.

Пăрçа сакайне ÿкнĕ. Шÿсе çитсен, пăрçа çĕрелле тымар янă, çÿлелле хăмăл янă. Ӳсет пăрçа, урай хăмине перĕнесси инçе те мар, кĕçех перĕнет. Пăрçа хăмăлĕ аталанчĕ, урай хăмине перĕнчĕ, çурăк тупрĕ, пÿрте шăтса тухрĕ, карчăкпа старикĕн пуканĕ тавра çаврăнчĕ, малаллах пăхать, çÿлеллех кармашать, çав мачча хăмине перĕнсе пулĕ-и, тет.

Пăрçа çитĕнет, хăмăлĕ маччана перĕнчĕ, пит парка çитĕнет: чăптам кĕлеткеллĕ, симĕс çулçăллă, тăват-пилĕк туратлă. Карчăкпа старик хăмăл кутне кĕре-кĕре выртаççĕ. Пăрçа кусене çулçисемпе хÿтĕлесе витсе усрать. Çитĕнет пăрçа, хăмăл мачча хăминчен те çÿле кайрĕ, хĕвел çутине тухрĕ.

Пăрçан шухăш малаллах: çÿлте пĕлĕт курчĕ те: тавай, тет, çав пĕлĕте перĕнес, тет. Шухăш тытрĕ – пулчĕ, хайхи хăмăл пĕлĕте перĕнчĕ.

Старик пăрçа татма сакайне анчĕ, пăхать – пăрçан хăмăлĕ сип-симĕс, кучĕ саралма та шухăшламасть-ха.

Пĕр çичĕ кун тăхтарĕ те старик каллех кĕрсе пăхрĕ – пăрçа хăмăлĕ саралнă, хутаççисем тулма пуçланă. Старик çемçе, симĕс, селĕм пăрçана пит юратрĕ. Çиме тытăнчĕ. Татать те татать. Татнă çемĕн пăрçа хăмăлĕ тăрăх çÿлелле хăпарать, пăрçа çулçи çине пусать те тата çÿлерех кармашать. Симĕс пăрçана çисе тăранма пĕлмерĕ старик, пăрçа хутаççи пĕтичченех çисе хăпарчĕ, пĕлĕт çине çитесси те нумай юлмарĕ ĕнтĕ, çаплах çиет. Пĕлĕт патне çитрĕ те пăхать – тахçан-авал çанталăк пуçланнă чухне – пĕр арăм çăкăр пĕçернĕ те çăкăрне сивĕнме пĕлĕт хушшине хĕстерсе хунă. Пĕлĕт юхса кайнă çемĕн çăкăра çÿлелле хăпартнă. Çав çăкăр каллĕ-маллĕ – пĕрре хĕвелтухăçнелле, тепре хĕвеланăçнелле тата çурçĕрпе кăнтăр хушшинчи пĕлĕтпе юхса çÿрет, тет.

Старик пĕлĕт çине пăхкаласа тăнă чух çав çăкăр, пĕлетпе юхса, старик патнелле пычĕ, тет. Старик çăкăра илесшĕн малалла кармашрĕ те çăкăра ячĕ илчĕ, тет. Пăрçа хăмăлĕ тайăлса-тайăлса кайрĕ те, старик çĕре пÿрчĕ умнех тÿп! ÿкрĕ, тет. Карчăкки, старик анать-ши тесе, пÿртре ларать. Кантăк витĕр пăхрĕ те старик выртнине курах кайрĕ, тет. Чупса тухрĕ, тет, урама. Старикне ытала-ытала макрать, тет. Анчах лешĕ вилсех кайнă, тет. Çынсем пуçтарăнчĕç, тет, карчăк патне. Майласа пытарчĕç, тет, старике. Карчăк тек кахалланса лармарĕ, тет. Сухине те хăех тăвать, тыррине те вырса пуçтарать. Çапать, типтет, армана кайса авăртать. Тăрăшсах ĕçлет. Халь ĕнтĕ ун пурте пур. Старикĕ çеç çук. Эх, малтанах çапла ĕçленĕ пулсан, старик те вилмен пулĕччĕ, тесе шутлать, тет, карчăк. Мĕн тăвăн. Иртнине тавăраймăн çав.

 

 

 

ПӲРНЕСКЕ

 

Пурăннă, тет, ĕлĕк пĕр тăлăх арăм. Унăн пÿрнеске пек ачи пулнă. Хăйсен нимĕн çимелли пулман. Пÿрнеске пек ачи амăшне калать, тет:

Анне, пуян Эрхипĕн ылтăн нумай. Вăл ăна кĕлетре çăнăх ăшĕнче пытарса усрать. Мĕн тума кирлĕ пуяна çавăн чухлĕ ылтăн. Пирĕн, ав, нимĕн те çук. Вăрласа килем-и? – тесе калать, тет.

Амăшĕ ачине вăрлама ямĕччĕ, анчах çимелли чăнах та çук. Çавăнпа амăшĕ пÿрнеске пек ачана ылтăн вăрлама кайма чарсах тăмарĕ, тет. Пÿрнеске кĕлете кĕрсе, чĕрес ăшне пытанать анчах, Эрхип арăмĕ кăвас хума çăнăх илме тухать. Çăнăхне илсе кĕрсе, ăна алламасăрах кăвас çăрма пуçлать.

Пÿрнеске кăвас чĕресĕнчен:

Ай-ай, инке, аякка ыраттаран! – тесе темиçе хут кăшкăрать.

Пуян арăмĕ аптăранипе кăвасне ĕнене тухса парать, хăй сума тытăнать. Вăл вăхăтра Пÿрнеске ĕне хăлхине кĕрсе ларать. Пуян арăмĕ ĕне сума пуçласанах, Пÿрнеске ĕнене хăлхинчен çыртать те, ĕне пуян арăмне тапса ярать. Эрхип арăмĕ ĕни патне:

Хура ĕне – тăпрукан, хура ĕне – тăпрукан,– тесе пырать, тет. Ана мăшкăлласа, Пÿрнеске селĕпле калать, тет.

Хайхискерсем, ĕне чирлĕ тесе, тытаççĕ те пусаççĕ, пыршисене çырмана кайса пăрахаççĕ. Унта Пÿрнеске те ларса каять.

Пыршăсене çиме кашкăр пырать, тет. Пÿрнеске хăвăрт кăна кашкăр хăлхи ăшне кĕрсе ларать те ши-ши-ши! шăхăрать. Унччен те пулмасть, кашкăр хăраса ним пĕлми пулать. Пÿрнеске хытăран та хытă шăхăрать. Хăранипе кашкăрăн чĕри çурăлса каять те вилет.

Пÿрнеске шухăшлать: «Куна епле киле илсе каяс?– тесе калать, тет – Аннене кайса пĕлтериччен çынсем те килсе çитĕç». Унтан çавăнтах юлчĕ, тет те, кам та пулин килессе кĕтме пуçларĕ, тет.

Çав кашкăр патне пĕр купса тройкăпа, тăрантаспа питĕ хытă пырать, тет. Тăрантасĕ çине пĕчĕк арча лартнă. Туллиех ылтăн, тет. Кашкăр патне çитсен, купса лашине чарать те кашкăра тăрантас çине хурса илсе каять.

Пÿрнеске: «Тинех пĕтрĕм»,– тесе калать, тет. Кăшт кайсан, вăл ши-ши! шăхăрать.

Купса: «Кам шăхăрать-ши? » – тесе, лашине чармасăрах каялла çаврăнса пăхать. Вăл вăхăтра Пÿрнеске шăхăрмасть. Лешĕ тата кăшт кайсан, ку тепре шăхăрать. Купса ку хутĕнче лашисене чарсах итлесе пăхать, шăхăрма чарăннипе каллех чуптарать. Пÿрнеске кĕçех тата хытă шăхăрать. Купса аптăранипе тăрантасĕ çинчен ансах итлесе пăхать. Унталла пăхать, кунталла, никам та курăнмасть. Çав вăхăтра Пÿрнеске кашкăр хăлхи ăшĕнчен тухса тилхепене туртать те лашана пушăпа çапать. Купса çул çине пĕчченех тăрса юлать. Пÿрнеске амăшĕ патне таврăнать. Халь ĕнтĕ вĕсен ылтăн нумай. Пуйсах кайрĕç, тет. Тек выçă лармарĕç, тет. Паян кун та Пÿрнескепе амăшĕ телейлĕ пурăнаççĕ, тет.

 

ĂШĂТМАН ТĂЛĂП

 

Пĕр улпутăн кÿршĕ улпут патне пысăк ĕçпе каймалла пулнă. Çул çинче хырăм часах ан выçтăр-ха тесе, улпут тутлă апат нăках çисе тултарчĕ, тарçи кÿлсе тăратнă хыçлă çуна çине лаш кĕрсе ларчĕ. Тарçи ларкăч çине кушак пек ялт сиксе ларчĕ те, тилхепине кăрт-карт турткаласа, ура кукалесе тăракан лашасене хăваларĕ. Тройка улпут килкартинчен вăш çеç уялла тапса сикрĕ.

Çанталăк калама çук сивĕ тăрать. Тимĕр çуна тупанĕсем, чуна çÿçентерсе, сиввĕн шăхăрса пыраççĕ. «Ух, сивĕ те паян! – тесе шухăшласа пырать улпут. – Тăлăп ăшĕнче капла сивĕ те, ямшăка мĕнле-ши

Эй, тарçăм, шăнмарăн-и? – тесе ыйтать улпут.

Каккуй шăнма, тарласа пыратăп! – кăшкăрать ямшăк, ларкăч çинче çил арманĕ пек хăлаçланса пыраканскер. – Эй, яра пар!..

Мĕнле апла? Эпĕ питĕ шăнтăм. Тăрат-ха лашасене, çуран утам кăштах,– терĕ улпут.

Э-э, улпутăм, санăн тăлăпу ăшне сивĕ кĕрсе тулнă. Ниçталла тухма çуккипе тарăхса, вăл сана шăнтса вĕлересшĕн, – хуравлать тарçи.

Ан кул, çĕтĕк çурханах! – çилленсех çитрĕ улпут.

Тĕрĕс, улпутăм. Çак çĕтĕк аçам мана шăнасран хÿтĕлет те ĕнтĕ: сивĕ пĕр çĕтĕкрен кĕрет те тепĕр çĕтĕкрен тухса та вĕçет. Пăх-ха ман çине: епле ташласа кăна ларатăп вĕт эпĕ,– савăнăçлăн кулать ямшăк.

Кайсан-кайсан, улпут тӲсеймерĕ:

Шăнса вилетĕп, иçмасса! Хывса пар-ха мана аçамна. Эсĕ ку путсĕр тăлăпа тăхăн, – терĕ.

Тарçăн хушнине итлемеллех. Шăтăк-шатăк ала пек аçамне хывса пачĕ те вăл улпута унăн тилĕ тир тăлăпне вăр-вар тăхăнса та лартрĕ, лешĕ – кун аçамне. Кайрĕç вара каллех малалла. Кайсан-кайсан, ямшăкĕ:

Ăшăнтăн-и, улпутăм? – ыйтать улпутран.

Çук-ха,– тет лешĕ, кÿтсе кайнăскер.

Кайсан-кайсан, тарçă каллех ыйтать:

Ăшăнтăн-и?

Çу-ук-ха-а, – тет улпут аран-аран тухакан сассипе.

Кайсан-кайсан, татах чĕнет тарçă. Улпут сăмах та шарламасть. «Çывăрса кайрĕ-ши ку?» – тесе, ямшăк улпута хыпашласа пăхать – лешĕ каска пек шак хытă: шăнса вилнĕ улпут.

Тарçă улпут виллине пĕр тарăн сакăлтана йăвантарчĕ те вĕçтерчĕ шахвурсем патне. Лашисемпе хыçлă çунана йÿнĕ хакпах сутса ячĕ, тет, вăл шахвурсене. Тилĕ тир тăлăпне те сутрĕ, мĕншĕн тесен улпут тăлăпĕ ăна пысăк, шалпака-мĕн. Хайхи пирĕн тарçă палламалла мар, хуçа пек тумланса, кĕсъе тулли укçапа ашшĕ-амăшĕ патне таврăнчĕ, тет. Ялти чи хитре те чипер хĕре качча илсе, калама çук вăйлă туй турĕ, тет.

 

КУШАК

 

Пĕр вăкăр юман кутне выртнă, тет те, ун çине йĕкелсем пăт-пат ÿкеççĕ, тет. Вăкăр хăраса каять: «Кунта пăшалпа переççĕ-çке», – тет те, çак вырăнтан тăрса тарать, тет.

Пырать-пырать те такана тĕл, пулать. Така çапла калать:

Ну, вăкăр тус, мана та илсе кай пĕрле, – тет.

Атя, атя, иккĕн авантарах пулĕ, – тет.

Каяççĕ-каяççĕ те кусем автана тĕл пулаççĕ. Автан калать:

Ну, вăкăр тус, мана та илсе кай пĕрле, –тет.

Атя, атя, – тет вăкăр, – иккентен виççĕн авантарах пулĕ, – тет.

Каяççĕ-каяççĕ, хура тĕл пулаççĕ. Хур калать:

Вăкăр тус, мана та илсе каятри? – тет.

Атя, атя,– тет вăкăр, – виççĕнтен тăваттăн авантарах пулĕ,– тет.

Каяççĕ-каяççĕ, кушака тĕл пулаççĕ.

Вăкăр тус, мана илсе каятри? – тет кушак.

Атя, атя, – тет вăкăр, – тăваттăнтан пиллĕкĕн авантарах пулĕ, – тет.

Каяççĕ-каяççĕ те пĕр вырăна чарăнаççĕ. Куша калать кусене:

Атя, вăкăр тус, пÿрт лартар, – тет.

Мана пĕр хÿтлĕх пулсан юрать, – тет вăкăр.

Атя, така тус, пÿрт лартар, –тет.

Мана та хÿтлĕх пулсан юрать, – тет така.

Кушак каллех калать:

Атя, хур тус, пÿрт лартар, – тет.

Хур калать:

Мăна пĕр вак куç пулсан юрать, – тет.

Кушак калать:

Атя, автан тус, пÿрт лартар, – тет.

Автан калать:

Мана пĕр кашта пулсан çитет, – тет.

Пĕри те кушакпа пÿрт лартма килĕшмерĕç.

Кушак тус пĕчченех пÿрт лартрĕ, тет.

Пырать, тет, вăкăр кушак пÿрчĕ патне.

Уç, кушак тус, –тет.

Кушак:

Кайса тăр пÿрт хÿтлĕхне, – тет.

Уçан-тăк уç, атту пÿртне ишеп, – тет вăкăр.

Кушак уçса кĕртрĕ, тет. Унтан така пычĕ, тет.

Уç, кушак тус, – тет.

Кушак калать:

Кайса тăр хÿтлĕхе, – тет.

Уçан-тăк уç, атту тĕксе йăвантарса ярап, – тет така.

Кушак уçса кĕртет. Унтан хур пырать те калать:

Уç, кушак тус, –тет.

Кушак калать:

Кайса лар вак куçне, –тет.

Уçан-тăк уç,атту мăкна йăлт çăлатăп, – тет.

Кушак уçса кĕртет. Хайхи автан пырать.

Уç, кушак тус, – тет.

Кушак калать:

Кайса лар кашту çине, – тет.

Уçан-тăк уç, атту йăлтах тăприне чавса пĕтереп, – тет автан.

Кушак автана та ирĕксĕр уçса кĕртрĕ, тет.

Пуçларĕç, тет, çапла пурте пĕрле пурăнма, Пурăн-сан пурăнсан, кунта кашкăр ушкăнĕ çитрĕ, тет.

Тавай çакăнта кĕрер, – тесе калаççĕ, тет.

Малтан ват кашкăрĕ чăмрĕ, тет. Çакна вăкăрпа така тÿрех пĕр кĕтесе хĕстерсе лартрĕç, тет.

Автанĕ:

Киккири-ки-ик! – тесе авăтса ярать, тет. – Тавай тĕкне татас, – тет.

Хурĕ калать, тет:

Ка-ка-как, ка-ка-как, тавай пуçне çурас!

Хайхи кашкăр аран-аран тухса тарчĕ, тет.

Ах тур, унта май мар, – тесе калать, тет. – Тавай тарар, – тесе калать, тет.

Кашкăрсем:

Тавай тарар, – теççе, тет.

Хайхисем каяççĕ-каяççĕ, тет. Халь те пулин каяççĕ, тет.