ĂШĂТМАН ТĂЛĂП

Народное творчество

    Пĕр улпутăн кÿршĕ улпут патне пысăк ĕçпе каймалла пулнă. Çул çинче хырăм часах ан выçтăр-ха тесе, улпут тутлă апат нăках çисе тултарчĕ, тарçи кÿлсе тăратнă хыçлă çуна çине лаш кĕрсе ларчĕ. Тарçи ларкăч çине кушак пек ялт сиксе ларчĕ те, тилхепине кăрт-карт турткаласа, ура кукалесе тăракан лашасене хăваларĕ. Тройка улпут килкартинчен вăш çеç уялла тапса сикрĕ.
    Çанталăк калама çук сивĕ тăрать. Тимĕр çуна тупанĕсем, чуна çÿçентерсе, сиввĕн шăхăрса пыраççĕ. «Ух, сивĕ те паян! — тесе шухăшласа пырать улпут.— Тăлăп ăшĕнче капла сивĕ те, ямшăка мĕнле-ши?»
    — Эй, тарçăм, шăнмарăн-и? — тесе ыйтать улпут.
    — Каккуй шăнма, тарласа пыратăп! — кăшкăрать ямшăк, ларкăч çинче çил арманĕ пек хăлаçланса пыраканскер.— Эй, яра пар!..
    — Мĕнле апла? Эпĕ питĕ шăнтăм. Тăрат-ха лашасене, çуран утам кăштах,— терĕ улпут.
    — Э-э, улпутăм, санăн тăлăпу ăшне сивĕ кĕрсе тулнă. Ниçталла тухма çуккипе тарăхса, вăл сана шăнтса вĕлересшĕн,— хуравлать тарçи.
    — Ан кул, çĕтĕк çурханах!— çилленсех çитрĕ улпут.
    — Тĕрĕс, улпутăм. Çак çĕтĕк аçам мана шăнасран хÿтĕлет те ĕнтĕ: сивĕ пĕр çĕтĕкрен кĕрет те тепĕр çĕтĕкрен тухса та вĕçет. Пăх-ха ман çине: епле ташласа кăна ларатăп вĕт эпĕ,— савăнăçлăн кулать ямшăк.
    Кайсан-кайсан, улпут тÿсеймерĕ:

    — Шăнса вилетĕп, иçмасса! Хывса пар-ха мана аçамна. Эсĕ ку путсĕр тăлăпа тăхăн,— терĕ. Тарçăн хушнине итлемеллех. Шăтăк-шатăк ала пек аçамне хывса пачĕ те вăл улпута унăн тилĕ тир тăлăпне вăр-вар тăхăнса та лартрĕ, лешĕ — кун аçамне. Кайрĕç вара каллех малалла. Кайсан-кайсан, ямшăкĕ: Ăшăнтăн-и, улпутăм? — ыйтать улпутран.
    — Çук-ха,— тет лешĕ, кÿтсе кайнăскер. Кайсан-кайсан, тарçă каллех ыйтать:
    — Ăшăнтăн-и?
    — Çу-ук-ха-а,— тет улпут аран-аран тухакан сассипе. Кайсан-кайсан, татах чĕнет тарçă. Улпут сăмах та шарламасть. «Çывăрса кайрĕ-ши ку?» — тесе, ямшăк улпута хыпашласа пăхать — лешĕ каска пек шак хытă: шăнса вилнĕ улпут.
    Тарçă улпут виллине пĕр тарăн сакăлтана йăвантарчĕ те вĕçтерчĕ шахвурсем патне. Лашисемпе хыçлă çунана йÿнĕ хакпах сутса ячĕ, тет, вăл шахвурсене. Тилĕ тир тăлăпне те сутрĕ, мĕншĕн тесен улпут тăлăпĕ ăна пысăк, шалпака-мĕн. Хайхи пирĕн тарçă палламалла мар, хуçа пек тумланса, кĕсъе тулли укçапа ашшĕ-амăшĕ патне таврăнчĕ, тет. Ялти чи хитре те чипер хĕре качча илсе, калама çук вăйлă туй турĕ, тет.