Асатте яленче

Борлен Борис Леонтьевич


Тупмалли

 

Б. Тихонов. Асатте ялне кайсан

П. Çалкус. Çуркунне

Вăтанчăк автан

Çуркунне юрри

Хур аçи

Б. Тихонов. Чакак

Шимпии-шимпи чăх чĕппи

Кăвакал

Шăнкăрч

Чĕкеç

П. Çалкус. Кушакпа шăши

Б. Тихонов. Кушак

Кушака вăрçас килет

Йытă çури

 

П. Çалкус. Качака

Утмăл турат

Б. Тихонов. Йĕп вăри

Тĕкĕлтура

П. Çалкус. Кăткă

Ĕмĕт

Лавçăсем

Б. Тихонов. Ват çына пулăшмалла

П. Çалкус. Парне

Хурăн

Б. Тихонов. Куршанак

Чие

Шурă хурлăхан

Мулкач

Чĕрĕп

Хурăна хуçасшăн тăвăл

Аслати

П. Çалкус. Çумăр умĕн

Çумăр

Б. Тихонов. Кăмпара

Мĕн-ши вăл çĕмел?

П. Çалкус. Хама çеç, тен, хăналас?

Б. Тихонов. Пултарать çав

Хветура

Кĕтӳра

Çур аки

П. Çалкус. Асанне е кукамай

Б. Тихонов. Çӳпçе

Иксĕмĕр юрлар-и, асанне!

П. Çалкус. Чуччу

Кĕр кунĕ

Шкула

Б. Тихонов. Ик чĕлхе вăл – ик тĕнче

П. Çалкус. Сăмах вăййи

Пулмасла ӳкерчĕксем

Тупсăмне туп

Тата тăххăр пур

Пӳрнеске

Буратино йыхравĕ

Пукане

Каçхине

Хĕл илемĕ

Çывăр, уйăх

Ут

Хĕл мучи килет

Б. Тихонов. Кам мĕн сутрĕ?

Тĕрĕ

П. Çалкус. Хĕл мучи юрри

Б. Тихонов. Менелник

П. Çалкус. Чун уççи

Ачалăх

Б. Тихонов. Ан хăрат, пакша

П. Çалкус. Парнеле çен телей

 

Асатте ялне кайсан

 

Асатте мана кĕтмен,

Асанне пĕлмен-илтмен

Çуллахи каникула

Эпĕ пырасса яла.

Асатте унта-кунта

Уткалать те чупкалать,

Çупăрлать мана чунтан

Сухалне шăла-шăла.

Васкаварлăн асанне

Пуçтарать сĕтел çине:

Ахаль мар-мĕн каçхине

Çунă кушакки питне.

Чи хисеплĕ вырăна

Кĕртсе лартрĕç те мана

Тытăнчĕç хăна тума.

Мĕн кăна хуман ума?

Йăл кулать ман асанне:

«Çи-ха, çи, − тет, − шăрттанне».

Асатте калать: «Палан

Питĕ тутлă пылпалан».

Авалхи кил-çурт шăрши

Маншăн чи тутли мар-ши?

 

Чакак

 

Çутă кашăк, çăмарта

Шурă чашка хутăмăр,

Ирхине тăтăмăр та –

Пушă савăт куртăмăр.

Йăлт та йăлт сикет чакак:

«Çăмарта пехлетĕп ак!»

Çутă кашăкě вара

Мĕншĕн кирлĕ-ши вăрра?

Çăмарта çимешкĕн-ши?

Сивĕ шыв ĕçмешкĕн-ши?

 

Шимппи-шимппи

Чах чеппи

 

Шимппи-шимппи чăх чĕппи,

Выçăхса вилместĕр-и?

Питĕ тутлă вир кĕрпи,

Пухăнса çиместĕр-и?

 

Чупкалаççĕ чуппипе,

Сиккелеççĕ сиккипе.

Мухтанаççе кунĕпе:

«Эпĕ −чипер, чип-чипер».

 

Икĕ пĕчĕк автанне

Мĕн çитмерĕ-ши тата?

Шеллемесĕр пĕр-пĕрне

Çапăçаççĕ тупата.

 

Пĕчĕк хулă илтĕм те

Хăвалатăп ик енне:

Çапăççа ан пĕлччĕр тек

Хăшĕ чи илемлине.

 

Кавакал

 

Симĕссĕн-кăваккăн

Ялкăшать çуначĕ –

Кăвакал, мĕн калăн,

Чăмрĕ те çухалчĕ.

Чĕпписем сап-сарă,

Такамран хăраççĕ:

Кăшкăрса мăнтарăн

Амăшне шыраççĕ.

Çывăхрак-çке хăмăш

Авăнса силленчĕ.

Çавăнтан ав амăш

Нартлатса çĕкленчĕ.

Чĕпписем васкавлăн

Ун патне ишеççĕ,

Амăшĕ пек тарăн,

Çук, чăмма пĕлмеççĕ.

 

Шăнкăрч

 

Шăнкăрч халĕ юрламасть,

Юрлама та юрамасть:

Пысăк-çке çемйи ытла та,

Чĕпписем карса ыйтаççĕ,

Çăварне карса лараççĕ,

Амăшне кĕтсе шавлаççĕ.

 

Шăнкăрч вĕçĕмсĕр вĕçет,

Канăçа пĕлми ĕçлет,

Пахчара тупать кăпшанкă.

Хурт шырать,

Курсан вут-шанкă.

Уй-хире çитме васкать вăл,

Йăвине ăман тултать вăл.

 

Чăйăлти чĕпписене,

Ыранхи юрăççене,

Питĕ тутлă çитересшĕн,

Хăвăртрах çитĕнтересшĕн,

Ӳстересшĕн, вĕçтересшĕн,

Пурăнмашкăн вĕрентесшĕн.