Асатте ялне кайсан

Борлен Борис Леонтьевич

    Асатте мана кěтмен,
Асанне пěлмен-илтмен
Çуллахи каникула
Эпě пырасса яла.
Асатте унта-кунта
Уткалать те чупкалать,
Çупǎрлать мана чунтан
Сухалне шǎла-шǎла.
Васкаварлǎн асанне
Пуçтарать сěтел çине:
Ахаль мар-мěн каçхине
Çунǎ кушакки питне.
Чи хисеплě вырǎна
Кěртсе лартрěç те мана
Тытǎнчěç хǎна тума.
Мěн кǎна хуман ума?
Йǎл кулать ман асанне:
«Çи-ха, çи, - тет, - шǎрттанне».
Асатте калать: «Палан
Питě тутлǎ пылпалан».
Авалхи кил-çурт шǎрши
Маншǎн чи тутли мар-ши?