Ача чухнехи

Трубина Марфа Дмитриевна

Тупмалли

АЧА ЧУХНЕХИ (ПОВЕСТЬ)
ПИРĔН САВĂНĂÇ (КАЛАВ)
ЗВЕНОРА (КАЛАВ)

 

 

АЧА ЧУХНЕХИ

 

ПРОЛОГ

Мĕтрин арăмĕпе икĕ ачи урайĕнче çывăрнă. Хăй вăл алăк патĕнчи урлă сак çинче çĕтĕк сăхман витĕнсе выртнă. Тул çутăла пуçланă ĕнтĕ. Урам енчи чӳречерен ирхи шуçăмăн кĕрен çути кĕнĕ, Мĕтрийĕн хĕрлĕрех шĕвĕр сухалĕпе ырхан пичĕ çине ӳкнĕ. Кил картинче автан авăтса янă. Çăмăл ыйхăллă кил хуçи, шурă пир кĕпе, кăвак йĕм тăхăннăскер, вырăнĕ çинчен ялт! сиксе тăнă, çанталăк мĕнле-ши тесе кил картине тухнă.

Кунĕ тӳлек пулнă. Виç-тăватă кун çил туласа çумăр çунă хыççăн халĕ уяртнă. Сенкер тÿпе тăп-тăрă. Сӳнме ĕлкĕреймен шултра çăлтăрсем илемлĕн йăлтăртатнă. Хĕвел тухăçĕ çуталнăçемĕн çуталса пынă.Мĕтри лайăх çанталăка пăхса савăннă. Уяр чух юлашки сĕлле вырса илесчĕ тесе вăл пусса иртерех тухма шут тытнă, тен, кăнтăрла иртсен çумăр пулĕ ĕнтĕ. Çав шухăшпа Мĕтри кĕлет умне хăвăрт пырса ларнă, тăли-çăпатине илсе урине сырнă. Васкасах вăл тытма çинче ларакан витререн куркапа шыв ăсса питне çунă, шăлăнма алкумне кĕнĕ. Кунта, стена çумĕнчи пăта çинче, шурă кĕпе çĕтĕкĕ, килте йăваланă кивĕ шлепке çакăнса тăнă. Мĕтри таса çĕтĕкпе шăлăннă, кăвакарма пуçланă çӳçне якаткаласа шлепкине тăхăннă.

Праски, ачасене вăрат, тырă вырма кайăпăр, – тенĕ вăл алăка уçса.

Юрĕ, – илтĕннĕ арăмĕн сасси.

Эпĕ лаша тытма каятăп. Яшка ăшăт. Кăнтăрлахи апата тăварлă хăяр ил!

Юрĕ!

Алăка шалт хупса Мĕтри алкум картлашки çинчен хăвăрт анса кайнă.

Хĕвел тухса сарăлма тытăнсан Мĕтри лаша кӳлсе арăмне, икĕ ачине – Иванпа Альтике – лартса тырă вырма тухса кайнă.

Сĕлĕ нӳрлĕ пулĕ-ха, – пăшăрханнă Праски.

Эпир ана çине çитиччен вăл типсе çитет. Тăватă çухрăм ытла каймалла-çке-ха, – тенĕ Мĕтри лашине турткаласа.

Çул çуртри пуссипе пынă. Кустăрмасем айĕнче шыв, шĕвĕ пылчăк сирпĕнкеленĕ. Çулăн икĕ айккипе ансăр анасем тăсăла-тăсăла выртнă.

Вун икĕ çулхи Иванпа çичĕ çулхи Альтик хăмăр куçĕсемпе кăмăллăн пăхкаласа хутаçлă пăрçа çисе пынă. Ачасем тырă вырса пĕтерсен вăрмана мăйăр татма каясси çинчен сăмахланă.

Мĕтри арăмĕ тĕрĕллĕ шурă кĕпе çинчен кăвак пир саппун çыхнă. Пуçĕнче сурпанпа чалма. Урине кивĕ çăпатапа пир тăла сырнă. Тăп-тăп пӳллĕскер, вăл урапа çинч хутланса ларса пынă, хура та илемлĕ куçĕпе салхуллă пăхкаласа хăй çăмăлланасси çинчен шухăшланă.

«Хĕр çуратас марччĕ, ывăл пултăрччĕ, – тенĕ вăл хăй ăшĕнче. – Тен, хĕр çуралĕ», – çаврăннă унăн шухăш тепĕр майлă. Хĕр ача çуралĕ тесе шухăшласанах хĕрарăмăн пичĕ-куçĕ тĕксĕмленнĕ, инкек пулассине сиснĕ пек унăн ăш вăркама тапратнă.

Но-о-о! Яра пар! – хăваланă Мĕтри лашине. Вăл та хăй арăмĕ çăмăлланассине асра тытнă, ывăл çуралĕ-шн хĕр-ши тесе шухăшланă.

«Ывăл çуралсан, – тенĕ вăл хăй ăшĕнче, – çĕр хушнатчĕ, тырă, утă-улăм ытларах пулатчĕ. Тына илсе ярăттăм. Вăл ӳссессĕн ĕнеллĕ пулăттăмăр. Ывăл çуралтăрччĕ, ывăл кирлĕ. Хăçан çăмăлланĕ-ши арăм?».

Чылай кайсан лаша çул çинчен вырнă ана çине пăрăннă, урапана йывăррăн туртса сĕлĕ ани пуçне çитернĕ. Ани ансăр, икĕ хăлаç та çук пулĕ. Кĕске, сайра та сапаланчăк сĕлле вырса савăнмаллиех çук.

Кил-йыш ĕçе тытăннă. Амăшĕпе ашшĕ ана хĕррине тăнă, ачасем – варрине. Пĕчĕк Альтик хăй кĕлтине пичĕшĕпе шай тултарас тесе ĕштеленсе вырнă; Иван амăшĕнчен юлас мар тесе тăрăшнă – пурте хăвăрт вырнă. Ансăр ана кĕскелнĕçемĕн кĕскелсе пынă.

Кăнтăрлахи апата ларас умĕн Мĕтри арăмĕ урапа патне пырса сăхман сарса выртнă. Мĕтри çавна курсан çурлине тĕм çине чикнĕ те арăмĕ патне утса пынă.

Мĕн пулчĕ, Праски? Аптрарăн-и-мĕн? – ыйтнă вăл арăмĕ çине хĕрхенсе те ачашшăн пăхса илсе.

Сăнтан ӳкнĕ арăмĕ тарăхса пăхкаланă, упăшкине хирĕç чĕнеймен, шăлне çыртса йынăша-йынăша илнĕ.

Ирхине килтен тухмалла марччĕ, – ӳпкелешсе каланă Мĕтри.

Ун чух палли çукчĕ. Паянлăха ĕçлетĕп пулĕ тесеттĕм. Çапла каласа Праски выртнă çĕртен айлаткаласа тăнă, юнашар ана çинчи сурат хыçне утса кайнă.

Лаша кӳлес-и? – ыйтнă упăшки.

Сурат хыçĕнчен сасă илтĕнмен.

Мĕтри ана пуçне кăкарнă лаши патне васкаса утнă. Лашине хăвăрт çавăтса килсе кӳлсе тăратнă. Ачасем сурат еннелле пăхкаласа илнĕ. Мĕтри пилĕк-ултă кĕлте илсе урапа çине хунă, çыххине салтса çемçе вырăн тунă.

Ну, хатĕр! Лар, Праски! – кăшкăрнă Мĕтри лашине сурат патнелле çавăрма тытăнса. Çав самантра ача макăрни илтĕннĕ. Лашине тăратса Мĕтри сурат хыçнелле васкаса пынă.

Мĕн ача? – ыйтнă вăл калама çук хумханса.

Хĕр, – илтĕннĕ арăмĕн хурлăхлă, кăмăлсăр сасси.

Мĕтрин пичĕ-куçĕ кĕл пек шурса кайнă. Йывăр хуйхă килсе çакланнă пек, вăл чунтан-чĕререн тарăхса пуçне чиксе тăнă.

Хăмăллă хура тăпра çинче калăп пек пĕчĕкçĕ ырхан ача выртнă. Чĕркуçленсе ларнă амăшĕ хăйĕн пиçиххине татса ача кăвапине çыхма тытăннă. Ĕçпе хытнă аллисем чĕтренĕ. Куçĕнчен пăрçа пек шултра куççулĕ тухса ача кăкри çине пăт-пăт тумланă.

Ан йĕр, – тенĕ Мĕтри арăмне те, ачине те хĕрхенсе, – чĕрке хăвăртрах мĕнпе те пулин. Турă пӳрменнине илес çук. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ...

Арăмĕ ачана саппунпа чĕркесе ума тытнă, чĕркуçленнĕ çĕртен аран-аран тăрса урапа патнелле хуллен утса пынă. Мĕтри арăмне сăхман тăхăнтарнă, урапа çине ларма пулăшнă. Пуçне усса тăракан лаша хуçи турткаласанах утса кайнă, çул çине тухсан юрта пуçланă.

Киле çитсенех Мĕтри хунĕ патне васкаса кайнă, хунямăшне Праски çăмăлланни çинчен пĕлтернĕ. Хăй лашине ана çине каялла чуптарнă, сĕлле вырса пĕтерсе турттарсах килесшĕн пулнă.

Пӳрте кĕрсен Праски ачине тĕпелти сак çине вырттарнă. Хăй ачана чăпăл тăвас тесе вучаха хуранпа шыв çакса янă, кĕлете тухса ача кипки валли шурă кĕпе çĕтĕкĕ, такана илсе кĕнĕ.

Вучахра кăвайт ялкăшса çуннă. Шыв ăшăниччен кăшт выртам-ха тесе Праски ачи çумне выртнă.

Çав вăхăтра пӳрте тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă, пуçне сурпанпа чалма çыхнă пĕчĕк карчăк пырса кĕнĕ. Аллинче – купăста çулçипе витнĕ йывăç курка. Шурă тăла сырнă урисемпе хуллен пускаласа карчăк тёпелелле иртнĕ, аллинчи куркана сĕтел çине лартнă. Праски, çын кĕнине сиссе пулмалла, куçне уçнă, унăн ырханланнă пичĕ çутăлса кайнă.

Анне, ырах-ха килтĕн... Ăшăм пит çунать-çке манăн.

Карчăк хĕрĕ çине сăрă куçĕпе ăшшăн пăхса илнĕ.

Мĕншĕн ăш çунмалла санăн, хĕрĕм?

Хĕр çуратрăм-çке-ха, анне.

Уншăн мĕн ăша çунтармалли пур?

Хĕр ачана харам пыр теççĕ-çке.

Калĕçин. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть тенĕ ваттисем. Пурнăçра хĕрĕн те хăйĕн вырăнĕ, шăпи-телейĕ пулĕ. Вырт-ха эсĕ, кан.

Праски выртнă, карчăк ачана шыва кĕртме тытăннă.

Ах, ырханскер, шыва чиксенех епле хытă кăшкăрса ячĕ. Кукашшĕ сăнлă хăй. Пиччĕшĕнпе аппăшĕн пек сăмси тӳрĕ мар, пичĕ те лапкарах пек.

Ку ача Иванпа Альтик пек илемлĕ пулаймасть, – хурлăхлăн каланă Праски.

Ӳссессĕн хăех илемленĕ-ха. Акă, кур, мĕнле аллисене кукăрткалать, епле хытă шăнăрлă – пурăнас ача ку. Ай, кайăк чĕппи, чăл-чăл куççи...

Амăшĕ Праские йăпатасшăн кăмăллăн пакăлтатнă, кулкаланă, анчах хĕр çуралнăшăн хăй ăшĕнче калама çук хыпса çуннă. Ачана чунтан-чĕререн хĕрхенсе, хурланса çапла каланă:

Мăнтарăн ачи, хурлăх курма çеç пултăн эсĕ. Хĕр пурри хĕрĕх хуйхă тенĕ. Асапа, мăшкăла тӳсме пӳлĕхçĕ тӳсĕмлĕ ӳстертĕр сана – хĕн-хур курма çуралнă мĕскĕн чуна…

Çуса тасатнă хыççăн кукамăшĕ ачана таса кипкепе чĕркесе амăшĕ çумне вырттарнă, хăй сăпка илме тухса кайнă. Чылай тăрсан вăл сăпка илсе кĕнĕ. Хупне нӳрĕ çĕтĕкпе сăтăрнă, ăшне таса улăм хунă, çиеле кивĕ кĕпе татăкĕсенчен çĕленĕ шурă та таса çитти сарнă. Часах карчăк сиктĕрмине мачча çинчи ункăран тирсе сăпкана çакса янă.

Пулчĕ, – тенĕ вăл хăй ĕçĕпе кăмăллă пулса, – вырттарам-ха пĕчĕк хĕре сăпкана.

Ачана вăл кăвак питлĕ кĕске çытар çине хунă та урай варрине тăнă, вара ăна çӳлелле çĕкленĕ, кăмака еннелле виçĕ хут сулса пăшăлтатса каланă:

Хĕрт-сурт, сыхла ачана!

Çакăн хыççăн карчăк ачана сăпкана вырттарнă вăл çÿлĕк çинчен авăрсăр хуçăк çĕçĕ илнĕ те сăпка йĕри-тавра çапла каласа виççĕ çаврăннă:

Тимĕр карта çавăратăп. Ача патне ан пыр, усал, сик тух пирĕн пӳртрен!

Çĕççине вара карчăк усал яланах тимĕртен хăратăр тесе сăпка çумне çакнă.

Праски амăшĕ мĕн тунине пăхса выртнă. Карчăкăн тата ĕçĕ пĕтмен пулмалла: вăл алкумне тухса хура çăм çиппи илсе кĕнĕ, ача çиттине, кипкине сирсе унăн алли, ури сыпписене çăм çиппипе çыхнă. Çапла туни ачана ийе чăмласран, нишлĕ пуласран упранă имĕш.

Ваттисем хушнине турăм ĕнтĕ, Праски,карчăк хĕрĕ патне пырса ларнă. – Мунча кĕме пыр. Аçу паçăрах хутса янăччĕ.

Юрĕ, пырăп.

Карчăк сĕтел çинчи йывăç курка еннелле пăхкаласа каланă:

Пылне çи, хĕрĕм. Аçу парса ячĕ, ăшă пыл çитĕр терĕ. Халь çеç юхтарнă. Пыл сывлăхшăн сиплĕхлĕ теççĕ.

Юрĕ, анне, çăкăрпа çийĕп.

Çăкăр та çăкăр, çĕр улми те хăяр... Кăкăр сĕчĕ антармалли апачĕ те çук. Çусăр яшка çисе пурăннипех ĕмĕрӳ иртет пулĕ.

Çаплах, анне.

Çăмарта пĕçерсе парам-и?

Çук, кирлĕ мар. Иванюк лавккинчен краççын илнĕшĕн те вун сакăр çăмарта тÿлемеллеччĕ-ха.

Кастарнă такана пусăр эппин.

Ой, ăна пусмалли çук: куланай татăлаймасан сутма кирлĕ.

Аптрамалла сирĕнпе, – тенĕ юлашкинчен карчăк. Праски çине вăл хĕрхенсе пăхнă, пĕркеленчĕк пичĕ унăн хуйхăллă пулнă. Ассăн сывласа илсе вăл тухса кайнă..

Çакăнта асăннă ĕçсем 1888-мĕш çулта Аслă Куснар ялĕнче пулса иртнĕ.

 

ЗВЕНОРА

 

I

Кăмака умĕнчи чăланта çутă. Шурă тутăрлă, кăвак çитсă кĕпеллĕ хĕрарăм плита çипе лартнă савăтсене асăрхаса тăрать. Акă çатма чашăлтатма та тытăнчĕ. Хĕрарăм ăна плита хĕрринерех шутарчĕ. Унччен те пулмарĕ, симĕс чейникри шыв та вĕресе пăсланма пуçларĕ. Хĕрарăм ăна сĕтел çине илсе лартрĕ те, чăлантан пуçне кăларса, тĕттĕм пӳлĕмелле пăхрĕ.

Валя, тă-ăр, – терĕ хĕрарăм тӳлек сассипе ачашшăн. Сасă пулмарĕ. Вăл вара тĕттĕм пӳлĕме тухрĕ. Стена çумне аллипе ярса кăч тутарчĕ те шурă абажурлă лампочка пӳлĕме çутатрĕ. Пӳлĕм варринче – таса çивитти сарнă пысăк сĕтел. Ун çинче финик пальми илемлĕн сарăлса ларать. Шурă занавеска карнă икĕ чӳрече хушшинче – юман этажерка, унта – хулăн кĕнекесем. Комод çинче тĕкĕр йăлтăртатать. Стена çумĕнче – пукансем. Икĕ тимĕр кравать. Пĕри, пысăкки, чăлан çумĕнче; тепри, пĕчĕкреххи, – кăмака çумнерех. Пысăк кравачĕ çинчи кăвак çивиттипе шурă питлĕ минтерне лайăх тирпейлесе хунă.

Хĕрарăм пĕчĕкрех кравать патне пычĕ.

Тăр, Валя, тăрах, хĕрĕм, – терĕ вăл. – Хам ĕçе тухса кайсан, сана вăратакан та пулмĕ. Кукаму çук халĕ. Шкултан тăрса юлăн тата, тăрах.

Çапла каланă хыççăн пĕчĕк кравать çинче хĕрлĕ çивитти хăпартланчĕ, вара пĕр кĕтессинчен сирĕлчĕ те, ун айĕнчен шурă кĕпеллĕ хĕрача сиксе тăчĕ. Варпуççи пек сарă çӳçне мăнтăрккарах аллисемпе çамки çинчен сирсе, вăл тумланма тытăнчĕ. Амăшĕнни пекех куçлă кĕпе, ун çинчен кăвак çăмран çыхнă свитер тăхăнчĕ те кравачĕ çинчен сиксе анчĕ. Йĕтĕн çеçки пек кăвак куçĕсене хĕскелесе, Валя стена çумĕнчи сехет çине пăхрĕ.

Ир-çке, анне. Çичĕ сехет те çитеймен, – терĕ вăл.

Хĕрача кăмăлсăрланчĕ, унăн пĕчĕк тути чăмăртанса мăкăрăлчĕ.

Хĕрачи кăмăлсăрланнине амăшĕ çийĕнчех асăрхарĕ.

Иртерех тăма хăнăхас пулать, хĕрĕм. Шкула кайиччен çипуçна тирпейле. Халĕ ĕнтĕ пурне те хăвăн тума тӳр килет. Кукамуна шанмалли çук, эпĕ ерçейместĕп – ĕçе каймалла.

Çапла каласа амăшĕ ачине пуçĕнчен шăлса илчĕ.

Валя карăнса анасларĕ. Унăн çемçе те ăшă вырăн çине тепĕр хут выртас килет. Пĕр-икĕ хутчен вăл кравачĕ çинелле пăхкаласа та илчĕ. Амăшĕ, çавна сиссе, ачин ыйхине сирсе ярасшăн калаçать:

Кĕрлеттерсе пырать пулĕ-ха ĕнтĕ кукаму поездпа. Тухса кайни талăк ытла. Кутемĕн Мускавран та иртсе кайрĕ пулĕ. Тепĕр икĕ-виçĕ кунтан вăл Калининградри кукку патне çитет. Нарспипе Тимура пăхма пуçлать...

Амăшĕ калаçнине итлесе, Валя шухăшлать: «Кукамай килте пулнă пулсан, ирех тăман пулăттăм. Ах, кукамай, юратнă кукамайăм, мĕншĕн кайрăн-ши эсĕ кукка патне? »

Валя, тĕлĕрсе кайнă пек пулса, пуçне усса тăчĕ.

Çăвăн, хĕрĕм, хăвăртрах, – астутарчĕ амăшĕ.

Валя питне çума пычĕ. Шыв та сивĕ пек туйăнать ăна, шăлĕсене те тасатас килмест. Кукамăшне тӳсейми курас килсе кайрĕ. Питне çукаласа шăлăнкаларĕ те вăл, тарăхса, кăмăлсăр сасăпа каларĕ.

Мĕншĕн кукка чĕнсе илчĕ-ши пирĕн кукамая? Мĕншĕн ятăн эс ăна? Ямалла марччĕ... Ĕнтĕ кукамай та çук, атте те çук...

Плита çинчи сĕт вĕреме кĕчĕ. Амăшĕ ăна хăвăрт илсе лартрĕ.

Кукаму çукки пысăк инкек мар вăл, хĕрĕм. Кукаму таврăнĕ, аçуна кĕтмелли çук пирĕн.

Анне, кăçал çулла атте вилтăпри çине кайса куратпăр-и? Тупайăпăр-ши эпир ăна? – терĕ хĕрача, хурланса.

Кайăпăр, хĕрĕм, тупăпăр. Сталинград çывăхĕнче, паллă вырăнта пытарнă тесе çырнă кукку. Тирпейле-ха вырăнна, апат çийĕпĕр. Манăн каяс та пулать. Тăхăн çăматтусене. Хăвăртрах çаврăнкала.

Кукамай çăматсене, эпĕ тумланма тытăнсан, ялан кăмака çинчен илсе кравать çумне лартатчĕ, – аса илчĕ Валя, кăмака çине çăматă илме хăпарнă май.

Унăн çăматтисем кăмака çинче тупăнмарĕç. Ăçта-ши вĕсем? Валя кăмака çинчен кăштăртатса анчĕ. Çăматтисене шыраса, вăл унталла-кунталла пăхкаларĕ. Çук çăматăсем. Вара вăл хăй кравачĕ айнелле кăшт лăпчăнса пăхрĕ. Çăматăсем кравать айĕнче вырта параççĕ. Тытса пăхрĕ вăл вĕсене, вĕсем типмен, йывăр, сивĕ.

Кукамай пулнă пулсан, – терĕ Валя йĕрсе ярас пек сассипе.

Мĕн пулнă тата? – ыйтрĕ амăшĕ, кухньăран тухса.

Çăматăсем типмен... Кукамай çук та, çăматăсем те кравать айĕнчех çĕр каçнă, – терĕ Валя, тутине мăкăртса.

Çăматтусене кăмака çине е кăмакана хăвăн хумалла пулнă, – терĕ амăшĕ. – Эпĕ ăçтан пурне те асăрхаса çитерем. Малашне ху япалусене хăвах тирпейле, кукаму çук.

Çапла каларĕ те амăшĕ кухньăна кĕрсе кайрĕ. Çу шăрши сарса чашлатакан çатмана вăл плита çинчен илсе кухньăри сĕтел çине лартрĕ.

Валя, çăматтисене пăхкаласа, тутине мăкăртса тăрать.

Плита çумне ларт çăматтусене, шкула кайиччен типеççĕ, – терĕ амăшĕ.

Ху ларт. Кукамай пулнă пулсан, вăл хăех тăватчĕ ку ĕçе, мана хушмастчĕ, – терĕ Валя.

Амăшĕ, тĕлĕнсе, ачи çине ыйтуллăн пăхрĕ. Унăн типшĕмрех пичĕ самантлăха хĕрелчĕ, вара шуралчĕ. Сисĕнкĕсĕр, ассăн сывласа илсе, вăл унăн çăматтисене плита çумне лартрĕ. Кăшт шухăша кайса тăрсан, вăл сехет çине хăвăрт пăхса илчĕ те яланхи пекех тӳлек сассипе:

Апат çийĕпĕр, Валя, – терĕ. Хăй, сĕтел хушшине ларса, апатланма тытăнчĕ.

Амăшĕ çăматăсене плита çумне лартсанах, Валя, ун патĕнчен пăрăнса, тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Комод çинче выртакан хĕрлĕ галстукне илсе мăйне çакрĕ, вара шăмă турапа сарă çӳçне турарĕ, тĕкĕр çине пăхса çӳçне çивĕтлеме тытăнчĕ. Пӳрне тăршшĕ икĕ пуклак çивĕт туса, вĕсен вĕçĕсене кăвак лентăпа çыхрĕ. Хăйĕн ĕçĕпе вăл питĕ кăмăллă пулчĕ. Хăлха хыçĕнчи мăйрака пек кăнтарса тăракан çивĕчĕсемпе киленсе, вăл тĕкĕр умĕнче пуçне пăркаласа, çаврăнкаласа пăхса тăчĕ.

Валя, апат сивĕниччен ларса çи! Акă сана пылак чей, сĕт. Сĕтне сана хăймаллине ярса патăм. Ĕнерхи тутлă пăтта ăшаларăм. Кукаму пĕçерсе хăварнă хуплу пур. Килех, ларса çи хăвăртрах.

Валя тĕкĕр умĕнче тăрать-ха. Вăл çивĕчĕсене ĕнси çумнелле пусса аялалла туртать, çивĕчĕсем каллех, иккĕшĕ икĕ еннелле кайса, мăйракасем пек кăнтарса тăраççĕ.

Çак хушăра Валя амăшĕ сĕтел хушшинчен тухрĕ. Сехет çине пăхса илчĕ те вăл хăвăрт тумланма тытăнчĕ. Кăвак пустав пальто тăхăнчĕ, пуçне хăмăр мамăк тутăр çыхрĕ, портфельне илчĕ.

Апат çисе тăрансан, сĕчĕпе хуплуне шкапа ларт, çатмине ывăспа хупла, – терĕ вăл Вальăна тухса каяс умĕн.

Юрĕ, – терĕ Валя, сĕтел умне чупса пырса.

Валя амăшĕ Мария Ивановна ĕçе тухса кайрĕ.

Çак вăхăтра шăннă чӳречесенчен тул çути килни палăрчĕ.

 

II

Кăнтăрла иртсен виçĕ сехетре Мария Ивановна больницăран пĕр хушă ĕçлесе килне таврăнчĕ. Питĕ ывăннă вăл, Валя килте çук. Ăçта-ши вăл? Халиччен Валя икĕ сехет тĕлнеллех шкултан килекенччĕ.

Мария Ивановна пӳрте кĕрсенех, кухньăри сĕтел çинчен кушак тăрăс! сиксе анни илтĕнчĕ. Валя амăшĕ кухньăна кĕчĕ, ун-кун пăхкаласа илчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Сĕтел çинче сĕт курки выртать, сĕчĕ урайне тăкăннă та кăмака умĕнче кӳлленсе тăрать. Çатмине витмен. Пăттине кушак çатма çине кĕрсе ларсах çинĕ пулмалла; чăхсене памалли çеç юлнă. Хуплу питне ик-виç тĕлтен кушак çыртса илнĕ, тăрмаланă йĕрсем пур. Сĕтел айĕнче аш турамĕсене кăларса илнĕ хуплу татăкĕсем выртаççĕ. Мария Ивановна, хытă кăмăлсăрланса, пысăк пӳлĕме тухрĕ. Валя хăй вырăнне пуçтарман. Çивиттийĕ кравачĕ çинчен çĕрелле чалăшшăн усăннă, урайне лексе тăрать. Пӳлĕм варринчи шурă çивитти витнĕ сĕтел çинче çитсă татăкĕсем, касса вакланă хутсем япăхса выртаççĕ. Валя амăшĕ пит тарăхса пӳртне тирпейлеме тытăнчĕ. Васкаса ĕçлет вăл. Пысăк кăмакине хутмалла, апат хатĕрлемелле, кухньăри урайне çумалла. Выльăх-чĕрлĕхне те, чăххи-чĕппине те – пурне те апатламалла. Каçхине çичĕ сехетре Мария Ивановнăн каллех больницăра пулмалла.

Вут хутса çунтарнă çĕре Валя килчĕ, çиме ыйтрĕ. Апат хатĕр маррине пĕлсен, вăл тутине мăкăртрĕ.

Ăçта пултăн? Мĕншĕн час килмерĕн, хĕрĕм? – ыйтрĕ амăшĕ.

Риммăсем патĕнче уроксем хатĕрлерĕмĕр, – терĕ Валя хуллен.

Сĕтел çинчи апатсене çаплипех хăварнă, вырăнна тирпейлемен, – кăмăлсăррăн, хăй тĕллĕн мăкăртаткаласа илчĕ амăшĕ, кăмака умĕнчи урая çĕтĕкпе сăтăрнă май.

Валя нимĕн те чĕнмерĕ.

«Анне мана çилленнĕ, вăл мана юратми пулнă», – шухăшларĕ Валя. Салтăнчĕ те, пысăк сĕтел хушшине кĕрсе ларса, «Тăван сăмах» кĕнекине уçса хучĕ. Кĕнеке çинелле ӳпĕнчĕ вăл, анчах кĕнекине вуламасть, кукамăшĕ килте чухнехине аса илсе ларать. Кукамăшĕ килте чух Валя амăшĕ тарăхнине те, кăмăлсăрланнинĕ те нихçан та асăрхаман. Амăшĕ ăна паянхи пек нихçан та сивлек туйăнман, ялан ăшă кăмăллăччĕ, ялан юратса калаçатчĕ. Валя шкултан таврăнатчĕ, кăшт тăрсан, амăшĕ больницăран килетчĕ. Кукамăшĕ вут хутса апат пĕçерсе хунă. Пӳрт ăшă, таса, кăмакаран кукамăшĕ тутлă апат кăларса лартатчĕ... Аванччĕ кукамăшĕ пур чухне.

Кукамăше те ăна нихçан та çилленмен. Мĕн ыйтнă, çавна туса панă. Хăш чухне, лартса панă апат кăмăла килмесен, кукамăшĕ ыйтатчĕ:

Мĕн кирлĕ сана, нюкка, мĕн çиес килет?

Валя патĕнче чупкаласа кăна çӳретчĕ вăл, вăр-вар урăх апат туса паратчĕ. Кукамăшĕ ăна сĕт те сахал çитернĕ, ялан хăйма паратчĕ... Пĕрре те амăшĕ пек марччĕ вăл, нимĕнле ĕç те хушмастчĕ. Хăш чух амăшĕ Вальăна:

Çавна ту-ха, куна ту-ха, – тетчĕ. Кукамăшĕ вара хыпăнса ӳкетчĕ.

Ара, Валя, пĕчĕкскер, мĕн ĕç тумалăх пур. Хамăр пур чухне ăна ĕç хушса лараймăпăр-ха.

Кукамăшĕ çапла каланине вăл питĕ килĕштерет. Амăшĕ пĕчĕк, çăмăл ĕç хушнă пулсан та, Валя ăна тумасăрах ирттерет, кукамăшĕ тăватчĕ.

Хам тăватăп, нюкка, эсĕ лар-ха, – тетчĕ ăшă кăмăллă карчăк.

Кăмăллăччĕ çав вăл, кăвак куçĕсемпе Валя çине ытарайми юратса пăхатчĕ. Вăл халĕ те куç умĕнче тăнă пекех, «нюкка, нюкка» тесе чĕнни те хăлхана илтĕннĕ пек туйăнать.

Тĕттĕм пулса килет. Лампочка та çуталчĕ. Валя çаплах уçă кĕнеке умĕнче кукамăшĕ çинчен шухăшласа ларать.

Ĕнтĕ ĕç пĕтрĕ аранах, – терĕ Валя амăшĕ ывăннă сассипе. Хăй çăвăнма тытăнчĕ.

Амăшĕ сассине илтсен, Валя куçĕ умĕнчен ăшшăн пăхса тăракан кукамăшĕ çухалчĕ. Валя вара кĕнекине хупса кухньăна кĕчĕ.

Апат пиçнĕ-и, анне?

Пиçнĕ, хĕрĕм, çийĕпĕр. Эсĕ сĕтел çине кашăксем, вилкăсем хурса хатĕрле, эпĕ таса мар шыва тухса тăкам.

Çапла каласа, амăшĕ тулли витрене йăтса тухса кайрĕ.

«Кукамай кашăксене, вилкăсене ялан хăех илсе хуратчĕ, анне мана хушать», – тесе шухăшларĕ те Валя хăй вырăнне, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Карăнса анасласа илчĕ вăл. Хăмăр кушакĕ Вальăна малтан урисенчен пырса çемçен сĕртĕнчĕ, вара, якăлт сиксе, Вальăпа юнашар ларчĕ. Кăмăллăн мăрлатса, куçĕсене хĕскелесе, вăл Валя çумне тăсăлса выртрĕ. Кашăксемпе вилкăсене сĕтел çине кăларса хума кирлине Валя манман, анчах унăн халĕ вырăнтан тапранас килмест.

Амăшĕ кухньăна пушă витрепе кĕчĕ, ăна чăнкăрт тутарса, кĕтесе лартрĕ. Хăй сĕтел çинелле вĕлт пăхса илчĕ. Унта кашăксемпе вилкăсем çуккине курсан, унăн кăмăллă сăн-пичĕ улшăнчĕ. Вăл, ассăн сывласа илсе, шкап патнелле пычĕ.

Кукамăшĕ кайнăранпа икĕ уйăх çитрĕ. Амăшĕ Вальăна хăй ĕçе тухса кайнă чухне кулленех ирхине вăратса хăварать, тирпейлеме хушать, çăмăл ĕçсене тума каласа хăварать, анчах амăшĕ ĕçрен таврăннă çĕре Вальăн пĕр ĕçĕ те пулман. Шкултан килсе апат çиет те вăл уçăлма тухать, çунашкапа ярăнать, каçхине, уроксене хатĕрлесе пĕтерсен, çывăрма выртать.

Мария Ивановна хĕрачине сăнаса час-час шухăшлать:

Хăйне хăй тирпейленме пĕлмест. Мĕнле хăнăхтарас-ши ăна тирпейленме, – тет вăл хăш чухне, питĕ тарăхса.

Валя амăшĕ тарăхнине сисет. Унăн пĕчĕк пуçĕнче каллех çав шухăш:

«Анне тарăхать... анне мана юратмасть», – тет вăл.

Амăшĕ тарăхнине сиссе, унăн йĕрес те, тарăхас та килет...

 

* * *

Мария Ивановна больницăран час-часах шкула çӳрет. Шкулта вăл ачасен сывлăхне, шкул тасалăхне тĕрĕслет.

Пĕррехинче Валя амăшĕ шкула пычĕ. Хăй ĕçне пĕтерсен вăл аслă пионервожатăй патне кĕрсе ларчĕ. Пионервожатăй кăтра хура çӳçлĕ çамрăк хĕр. Валя амăшĕ унпа чылайччен калаçрĕ. Тухса каяс умĕн кăмăллă та çивĕч хĕр ăна çапла каларĕ.

Валя пирки ан пăшăрханăр, Мария Ивановна, пионер организацийĕ хăй ĕçне тăвĕ. Вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пырать вăл, ĕçе те хăнăхма тивĕç...

Çапла каларĕ те вăл, Валя амăшне ăсатса, шкул алкумĕ вĕçнех анчĕ.

Çак вăхăтрах пысăк перемена пуçланчĕ.

Пионервожатăй коридорпа иртсе пынă чухне класри отряд вожатăйне хăй патне пыма каларĕ.

Анна Капитонова! Анюк! Пионервожатăй патне, – илтĕнчĕ пĕр-икĕ сасă çиччĕмĕш класс алăкĕ патĕнче.

Анюк, хура куçлă, çинче питлĕ илемлĕ хĕрача, чăпар свитер тăхăннăскер, хĕрлĕ галстукне вĕлкĕштерсе, пионервожатăй патне хăвăрт кĕрсе кайрĕ. Унта вăл чылай тăчĕ. Урока ларма звонок пулас умĕн тин тухрĕ.

 

IV

Уроксем пĕтнĕ хыççăн Анюк хăйĕн отрячĕн пĕрремĕш звенине пионерсен пӳлĕмне пухăнма хушрĕ.

Анюк хыççăнах пӳлĕме кăвак кĕпе, хĕрлĕ свитер тăхăннă хĕрача Галя Миронова кĕчĕ.

Мĕн ĕçлетпĕр паян? Мĕн тума пухатăн ман звенона? – ыйтрĕ Галя кĕрсенех.

Вăл, ункăланса тăракан хĕрлĕрех çӳçĕсене вĕлкĕштерсе, Анюкпа юнашар пырса ларчĕ.

Шкул ачисем хăйсене епле тыткалама кирли çинчен калаçса пăхăпăр, – терĕ Анюк.

Эпир вăл правилăсене халĕ те аван пĕлетпĕр. Хамăрăн учительница Мария Александровна ăнлантарса панă пире. Правилăсем пирки вăл час-часах калаçусем ирттерет. Звенора каллех правилăсене вĕренмелле-и? – терĕ Галя, кăмăлсăрланнă пек пулса.

Анюк, çавна туйса, Гальăна çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ.

Эсĕ пĕлетĕн, эсĕ вăл правилăсене аван тытса пыратăн...

Звено та пĕлет, – терĕ Галя.

Анчах сан звенора çав правилăсене пăсакан пионерка пур. Ун çинчен ку таранччен эсĕ те, эпĕ те пĕлмен.

Кам вăл? – ыйтрĕ Галя, çаврака хăмăр куçĕсене пысăклатса.

Валя Турунтаева, – терĕ Анюк шăппăнрах, алăк еннелле пăхса илсе.

Ăçтан пĕлетĕн?

Пĕлтĕм, каласа парăп акă. Валя амăшне пĕрре те пулăшмасть, хăй вырăнне, хăй япалисене тирпейлемест...

Кĕме юрать-и? – илтĕнчĕ çинçе сасă.

Юрать! – терĕ те Анюк, сиксе тăрса, алăка яр уçса ячĕ.

Пӳлĕме Валя, Санюк, Марук, Лидюк кĕчĕç – Галя звени пухăнчĕ.

Анюк вĕсене пысăк сĕтел умĕнчи пукансем çине ларма сĕнчĕ. Хĕрачасем ларчĕç.

Ачасем, сирĕн класа паян Валя амăшĕ – Мария Ивановна пычĕ-и? – ыйтрĕ Анюк кăмăллăн.

Пычĕ, – терĕ Валя, амăшне асăннипе хавасланса, кăвак куçĕсене çиçтерсе.

Мĕн турĕ вăл сирĕн патăрта?

Пуçсене, хăлхасене, чĕрнесене пăхрĕ.

Тата мĕн турĕ?

Класра урай, стенасем, кантăксем таса-и тесе пăхать, – терĕ Санюк, çинçе саслă, пĕчĕк питлĕ хĕрача.

Мĕн тесе хăварчĕ вăл сире?

Пĕр çăвар уçман, анчах хăй сăмахне каласшăн хыпăнса ларакан Лидюк каларĕ:

Аван, таса. Малашне те тасалăхшăн, тирпейлĕхшĕн тăрăшăр терĕ... Тăрăшатпăр. Шкулта та, килте те, – терĕ Лидюк.

Лидюк аван каланипе кăмăллă пулса, Анюк малалла калама тытăнчĕ:

Çапла, ачасем, Мария Ивановна пирĕн шкулти пионерсем, вĕренекен ачасем тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн тăрăшаççĕ тет. Классене çӳпĕлемеççĕ, класа кĕнĕ чухне урисене тасатса кĕреççĕ, тумĕсем таса пӳлĕмре çакăнса тăраççĕ, коридорта, классенче тусан çук, тасалăх, тирпейлĕх пирĕн шкулта курăнсах тăрать. Ку – шкулта. Килте мĕнле-ши? Кашни пионер, шкул ачи килĕнче тирпейлĕхшĕн, тасалăхшăн тăрăшать-ши? Ашшĕ-амăшне кирлĕ таран пулăшать-ши? Хăй япалисене хăй тирпейлесе кирлĕ вырăна хурать-ши, çывăрса тăрсан, хăй вырăнне хăй тирпейлет-ши? Ачасем, сирĕн килти тирпейлĕхе, тасалăха тĕрĕслесе пăхар мар-и?

Тĕрĕслер, тĕрĕслер, – терĕç хĕрачасем.

Звенипех тĕрĕслесе тухар, – терĕ звено вожатайĕ Галя, куçĕсемпе юриех Валя çинелле пăхса.

Ачасем тĕрĕслер, тĕрĕслер тесенех, Валя ним шарламасăр галстук вĕçĕсене пĕтĕркелеме тытăнчĕ. Çиçсе тăракан кăвак куçĕсем халĕ тĕксĕмленнĕ пек пулчĕç.

Паянах тытăнар мар-и ку ĕçе? – терĕ Анюк.

Паянах, паянах, – терĕç ачасем харăс.

Кам патне малтан кĕрĕпĕр? Звено вожатăйĕнчен тытăнатпăр пулĕ, – терĕ Анюк, Галя еннелле пăхса.

Чăн малтан пирĕн пата айтăр, пирĕн пата, – терĕ Галя, сиксе тăрса.

Юрĕ, юрĕ! – килĕшрĕç ачасем. Галя, хĕвел пайăрки пек çӳçĕсене вĕлкĕштерсе, пӳлĕмрен хăвăрт тухрĕ. Ун хыççăн ыттисем те тухрĕç.

Ачасем тумланчĕç те шакăлтатса шкултан тухса кайрĕç. Вĕсем утнă май ир çинче çеç çунă шурă юр чĕриклетет.

Галя хăйсен тĕлне çитерехпе малтан чупса кайрĕ. Пӳрт уççине амăшĕ хурса хăварнă çĕртен васкаса илчĕ те пӳрте уçрĕ.

Галя амăшĕ колхоз ферминче ĕçлет, вăл – ĕнесем сăваканни. Галя та, Валя пекех, амăшĕпе çеç пурăнать. Ашшĕ килте çук, çар çынни вăл. Вăрçă чарăннăранпа вăл кашни çулах киле пĕрер уйăхлăха çеç килсе каять. Халĕ вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнче пурăнать.

Хĕрачасем пӳрте кĕрсенех, Галя вĕсене хăшне сак çине, хăшне пукан çине ларма сĕнчĕ. Пионеркăсем ларчĕç, пăхкаласа лараççĕ.

Гальăсен пӳрчĕ пысăках мар, виçĕ чӳречеллĕ çеç, кивĕрех пӳрт. Пырса кĕрсенех пӳртри тирпейлĕх, тасалăх куç умне тухса тăчĕ. Сăрĕ кăштах кайнă урай тап-таса. Стена çинче тусан çук. Пĕренисем, кивĕпе тĕксĕмленме тытăннă пулсан та, тăтăшах сăтăрнăран пулĕ, яка, кăшт йăлтăртатса курăнаççĕ. Галя вырăнĕ, хăмăр çивитти витнĕскер, тирпейлĕ, шурă питлĕ минтерĕ хăпарса тăрать. Икĕ чӳрече умĕнче пĕрер лутра чечек. Вĕсен çулçисем симĕс, таса.

Мĕнле пек туйăнать сире, ачасем, Гальăсен пӳрчĕ? – ыйтрĕ Анюк, йĕри-тавра пăхкаласа.

Таса, таса, аван, – терĕç хĕрачасем.

Кăмака кукрине пырса пăхăр, – терĕ Анюк татах. Хăй те кăмака кукринелле пычĕ.

Кунта та кашни япала харпăр хăй вырăнĕнче, пурте таса, тирпейлĕ.

Кăмака çинче çӳп-çап, тусан çук-и тесе, Анюкпа Марук кăмака картлашки çине тăрсах пăхрĕç. Унта та тап-таса. Икĕ мăшăр çăматă ларать те, мăнтăр кушак аçи сарăлса выртнă. Вăл хăйне ыйхăран вăратнипе Анюк çине сиввĕн пăхса илчĕ, хӳри вĕçне вĕлт-вĕлт сиктерчĕ те тепĕр енне çаврăнса выртса куçĕсене хупрĕ.

Хĕрачасем, сĕтел, пукан урисем çинче тусан çук-и тесе, пӳрнисемпе сăтăркаласа пăхрĕç. Çук, пӳрне çине тусан пĕрчи лармарĕ. Пӳрчĕ таса пулнипе сывлăш та уçă, тутлă пек туйăнать.

Пӳрт ăшчиккине пăхса çаврăннă хыççăн Анюк каларĕ:

Мĕнле пек туйăнать сире Гальăсен пӳрчĕ? Валя, сана мĕнле пек? Таса-и, çук-и? Тата та тасарах кирлĕ пек-и?

Таса, – терĕ Валя, хăюсăрланнă пек пулса.

Таса, тирпейлĕ, – терĕç ытти хĕрачасем те.

Юлташсем мухтанипе Гальăн хăпартланас кăмăл пулчĕ, анчах вăл ăна палăртмарĕ. Паçăрхи пекех кул-каласа, вăл ним пулман пек каларĕ:

Таса пурăнас тетпĕр, анчах аннен вăхăчĕ çук. Ирхине ирех фермăна тăрса каять. Пит ывăнать вăл, çав тери хĕрхенес килет.

Пулăшатăн-и эсĕ ăна? – ыйтрĕ Анюк.

Пулăшатăп. Ман ăна питĕ пулăшас килет. Ывăнса таврăннă хыççăн пĕрре те ĕçлеттерес килмест: пĕтĕм вак-тĕвек ĕçсене хам тума тăрăшатăп.

Каласа пар-ха, мĕнле пулăшатăн? Ирхине тăрсан мĕн тума тытăнатăн? – ыйтрĕ Анюк.

Галя ăшшăн кулкаласа калама тытăнчĕ.

Вырăн çинчен тăрса тумлансанах, вырăна тирпейлеме тытăнатăп, çивиттине тухса силлетĕп. Канмалли кунсенче кравать çинчи япаласене пĕр-икĕ сехетлĕхетулта çакса тăрататăп, вара тин пӳрте илсе кĕрсе вырăн çине саратăп. Вырăнĕсене анненне те, хамăнне те тирпейлесен нӳрлĕ çĕтĕкпе сĕтеле, саксене, пукансене сăтăратăп, хăш чухне, алă çитнĕ таран, пĕренесене те сăтăратăп. Ун хыççăн урайне те йĕпе милĕкпе шăлатăп е çĕтĕкпе сăтăратăп, вара тусан пулмасть. Ирхи апат çисен, тирĕк-чашăка çуса кăмака умне хурса хăваратăп. Аннен вут хутнă чухне ĕçĕ сахалтарах пултăр тесе, çĕрулмяçуса, шуратса хуратăп, вутă йăтса кĕретĕп. Паян та, ав, шкула кайиччен, лупасайĕнчен виçĕ хут вут йăтса кĕтĕм те кăмакана чиксе хăвартăм. Анне, фермăран таврăнсан, часах вут чĕртсе ярса апат пĕçерме тытăнать. Унăн ĕçĕ кал-кал пулать. Савăнать вара вăл, алă канса кайнă пек туйăнать, тет.

Хĕрачасем Галя каланине тимлĕн итлесе ларчĕç.

Пурин те Галя пек пулма тăрăшмалла, чăн-чăн пионерка вăл, – терĕ Анюк, ăна мухтаса.

Хĕрачасем, пĕрин хыççăн тепри, ăмăртмалла тенĕ пек, хăйсем килте мĕн-мĕн туни çинчен, ашшĕ-амăшне пулăшни çинчен калама тытăнчĕç. Пĕр Валя çеç тантăшĕсем çине хăюллăн пăхма хăяймасăр, ним шарламасăр ларчĕ.

Валя, эсĕ мĕнле пулăшатăн? Пурте хăйсем мĕн ĕçленине каласа пачĕç, эсĕ те каласа пар, – терĕ юлашкинчен Анюк.

Валя, кăвак куçĕсене çĕрелле чикрĕ, пуçне усса, шурă алсишне тути патне тытрĕ те нимĕн те шарламарĕ. Темшĕн хурланнă пек вăраххăн сывласа илчĕ.

Валя мĕн те пулин каласса Анюк кăштах кĕтсе тăчĕ те çапла каларĕ:

Ачасем, Валя пире хăй япалисене тирпейлени çинчен, амăшне мĕнле пулăшни çинчен каласа памарĕ. Паянах каймаллаччĕ те вĕсем патне, анчах каç пулса килет. Паянлăха, ачасем, çитĕ, киле кайăпăр, сирĕн пата, Валя, ӳлĕм пырăпăр.

Тен, ыранах? – сăмах хушрĕ Галя.

Ыранах, ыранах, – терĕç хăшĕ-пĕрисем.

Ыран та пыма пултаратпăр, каярах та, – терĕ Анюк, тумланса.

Пионеркăсем тухса кайрĕç. Пĕчĕк кил хуçи Галя вĕсене кăмăллăн ăсатрĕ.

 

V

Валя килнелле пуçне чиксе утрĕ. Унăн пĕчĕк пуçĕнче салхуллă шухăш. «Валя, эсĕ начар пионерка, звенори ытти ачасенчен кая юлатăн, ху япалусене тирпейлеместĕн, аннӳне пулăшмастăн», – тесе Вальăна никам та каламан, анчах юлташĕсем хăйне çапла калама пултарасса туйса илчĕ вăл. Çав шухăш Вальăна пуçне устарчĕ. Пĕр-икĕ хутчен унăн куçĕсем те шывланса илчĕç.

Киле çитнĕ çĕре каç тĕттĕмĕ палăра пуçларĕ. Хапхаран кĕрсенех вăл амăшне курчĕ. Выльăххисене апат парса хупнă та вăл, картишне çулăкпа шăлать.

Мĕншĕн паян, хĕрĕм, час килмерĕн? – ыйтрĕ Мария Ивановна, ун çине сисĕнкĕсĕр сăнаса пăхса.

Хамăр звенопа Гальăсем патне кĕрсе тухрăмăр, – терĕ те Валя, тек чĕнмесĕр, амăшĕн куçĕнчен хăвăртрах çухалас тесе, пӳртелле кĕрсе кайрĕ.

Пӳрте кĕрсенех Вальăна хăйсен пӳрт ăшчикĕ кичеммĕн туйăнса кайрĕ.

Вырăнне тирпейлемен, урайĕнче хут таткисем сапаланса выртаççĕ, пукан çинчен хăрах чăлха усăнса тăрать...

Валя пальтоне çакрĕ. Çăматтине хывса кăмака хыçнелле лартрĕ те тĕпелелле иртрĕ. Çӳп-çапсене таптаса, сăтăркаласа утать. Сасартăк Валя урине чăлха витĕр темскер питĕ хытă тирчĕ.

Ай-й! – çухăрса ячĕ Валя.

Мĕн пулчĕ? – ыйтрĕ амăшĕ, çав самантра пӳрте шуç таз йăтса кĕрекенскер. Вăл таза хăвăрт кухньăна кĕрсе ӳпĕнтерчĕ те васкаса ачи патне пычĕ.

Темĕскер çине пырса тăрăнтăм, – терĕ Валя, çерçи пек хăрах уран сиккелесе.

Амăшĕ электричество çутрĕ. Урайĕнче хачă чарăлса вырта парать.

Кам пăрахнă ку хачча? – ыйтрĕ амăшĕ.

Эпĕ пулĕ... Паçăр ирхине хут касса чечексем тунăччĕ. Астуман, хачă урайнех выртса юлнă, – терĕ Валя, ури ыратнипе ĕштеленсе.

Амăшĕ Вальăн пĕчĕкçеç суранне марльăпа авраса çыхрĕ.

Ӳлĕмрен илнĕ япалана хăй вырăннех хурас пулать, хĕрĕм. Ăçтан илнĕ-ха эс ăна? – ыйтрĕ вăл хĕрĕнчен.

Комод çинчен, – терĕ Валя.

Комод çинех хур, – терĕ амăшĕ.

Халех-и? – терĕ Валя, çыхнă ури çине пăхса.

Халех, – терĕ амăшĕ.

Валя, çыхнă ури çине кĕлипе çеç пускаласа, хачча комод çине кайса хучĕ.

Çакна курсан, Мария Ивановна ачи сисиччен йăл кулса илчĕ.

Апат çи, Валя. Эпĕ сана кĕтсе тăмасăрах çирĕм, каймалла ман, – терĕ те вăл Вальăна кăмакаран яшка, ăшаланă çĕрулми кăларса пачĕ. – Вучахра, пăхăр чейникре, кофе пур, ĕç.

Валя сĕтел хушшине ларчĕ. Пăхать – унăн чашки ирхине пăтă çисен мĕнле лартса хăварнă, çаплипех ларать: чашăк хĕрринче тĕл-тĕл пăтă хытса ларнă, кашăкĕ çинче сыпса илмен пăтти пур, унтан йӳçĕнкĕ шăршă килет. Кофе ярса ĕçмелли курка та таса мар: тĕпне юлнă сĕт йӳçсе ларнă.

Валя, хăй савăчĕсене курсан, тутине мăкăртрĕ, йĕрсе ярас патнех çитрĕ.

Кăмака умĕнче, симĕс чейникре вĕри шыв пур, çав шывпа çу... Эпĕ васкатăп, – терĕ Мария Ивановна, ачи кăмăлсăрланнине юриех асăрхаман пек пулса.

Çапла каларĕ те вăл, пысăк пӳлĕме тухса, тумланма тытăнчĕ. Унăн куçĕсем кухня еннеллех пăха-пăха илеççĕ.

Валя нумаях лармарĕ, сĕтел хушшинчен тухрĕ те кă-мака умнелле пычĕ. Часах кухньăра шыв юхтарни, тирĕк-чашăка çуни илтĕнчĕ.

Алăк умĕнче кушак макăрчĕ. Мария Ивановна ăна уçса кĕртрĕ. Кушак, хӳрине пăшал пек тăратса, кухньăна кĕрсе кайрĕ, мăрлатрĕ, Валя патне пычĕ пулмалла.

Тăхта-ха кăштах, халь паратăп, куратăн вĕт, эпĕ пушă мар, – терĕ Валя кушаккине.

Хĕрĕ ĕçленине сăнаса тăракан Мария Ивановна ăшшăн кулса илчĕ те ĕçе тухса кайрĕ.

 

VI

Пӳртре шăп. Лампочка сӳннĕ. Валя амăшĕ те ĕçрен таврăнса çывăрма выртнă, тӳлеккĕн сывласа çывăрать. Вальăн ыйхă килмест. Унăн ури ыратать. Çитменнине тата, пуçа тĕрлĕ шухăшсем килсе кĕреççĕ, канлĕх памаççĕ.

Вăл Галя патĕнче пулнине аса илчĕ. Гальăсен тирпейлĕ вырăнĕ, тап-таса урайĕ, сип-симĕс йăлтăркка çулçăллă чечекĕ халĕ те куç умĕнче пек...

«Гальăн чечек çулçисем питĕ таса, пирĕн пальма тусанланнă, Гальăнни пек тăвасчĕ», – терĕ Валя хăй ăшĕнче.

Галя хăй амăшне мĕнле пулăшни çинчен каласа панине Валя пĕтĕмпех аса илсе выртрĕ. Вăл кашни юлташне, кашни мĕн каласа панине аса илчĕ. Кашнин каланине вăл кăмăллать...

Юлташĕсем çинчен шухăшласа выртнипе вăл ури ыратнине те маннă пек пулчĕ. Ачана лăпкă ыйхă пусрĕ.

 

* * *

Тепĕр кун ирхине амăшĕ Вальăна, яланхи пекех, хăй ĕçе кайиччен вăратса хăварчĕ. Пӳртри ăпăр-тапăрсене пуçтармарĕ вăл, юриех, Валя мĕн хăтланать-ха тесе, сăнамалла, çаплипех хăварса ĕçе тухса кайрĕ.

Пĕр вунă сехет тĕлнелле Мария Ивановнăн больницăран ял Советне килсе кайма тӳр килчĕ. Çул майăн вăл наччаслăха килне кĕрсе тухрĕ. Пăхать – урайĕнче хут таткисем, çӳп-çап çук – таса. Пукан çинчен кичеммĕн усăнса тăракан хăрах чăлха хăйĕн мăшăрне тупнă, икĕ чăлхи те кăмака хыçĕнче пăтара тирпейлĕн çакăнса тăраççĕ. Валя вырăнĕ те тирпейлĕ. Минтерне комодран шурă минтер пичĕ илсе тăхăнтарнă. Питшăлли те кравать пуçĕнче çакăнса тăрать. Сĕтел айĕнче выртакан сăмса тутри халĕ унта çук.

Мария Ивановна кухньăна кĕрсе пăхрĕ. Апат çинĕ хыççăн Валя хăй тирки-чашкине çуса плита çине ӳпĕнтернĕ. Кухньăри сĕтел таса. Çăкăрне марля витсе çӳлĕк çине хунă. Сĕт чӳлмекне ывăспа витсе сакайне лартнă.

Мария Ивановна калама çук кăмăллă пулса васкаса тухса кайрĕ.

Валя шкултан таврăннă чухне амăшĕ больницăран таврăнман-ха. Валя пӳрте уçса кĕчĕ. Таса урай, тирпейлĕ кравать, сип-симĕс таса пальма курăнса кайни Вальăна савăнтарса ячĕ. Валя тутрине салтса, пальтине пăтана çакса, çăматтисене кăмака хыçнелле лартса чăлха вĕççĕн пӳлĕмре уткаласа пĕр-ик хутчен çаврăнчĕ. Комод патĕнчен иртнĕ чухне тĕкĕр çинче вăл хăйĕн кăмăллă сăнне курчĕ, йăл кулчĕ. Мăйрака пек кăнтарса тăракан çивĕчĕсене аялалла туртрĕ те сиккелесе кухньăна кĕчĕ. Унăн амăшĕ киличчен мĕнле ĕç те пулин туса хурас килет. Валя свитер вĕççĕнех пӳртрен тĕпĕр-тĕпĕр тухса кайрĕ. Кăшт тăрсан вăл пĕр пĕчĕк çĕклем вутă илсе кĕчĕ, кухньăна кĕрсе кăмака умне пăрахрĕ. Тата мĕн тумалла-ши? Валя амăшĕ киличчен çĕрулми шуратса хатĕрлеме шут тытрĕ. Кăмака хыçĕнче ларакан пушă витрене шыраса тупса, вăл тĕпсакайне çĕрулми илме анчĕ.

Çав самантра пӳрте Мария Ивановна килсе кĕчĕ. Валя пысăк пӳлĕмре çуккине кура Мария Ивановна кухньăна кĕчĕ. Пăхать – кăмака умĕнче çĕклем вутă, сакайĕнчен Валя çур витрене яхăн çĕрулми илсе тухать...

Амăшĕ тĕлĕннипе, савăннипе пĕр самантлăха ним тума пĕлмесĕр пăхса тăчĕ, вара, сакайĕнчен сиксе тухнă хĕрачине хăй çумне хĕстерсе, çурăмĕнчен ачашшăн лăп-карĕ. Валя амăшĕ çумне тĕршĕнчĕ.

Валя, эпĕ сана ĕçлеме тытăнасса шанман. Ĕçлĕхсĕр ача пулать пулĕ тесе ăшăма çунтараттăм, паян эсĕ мана савăнтаратăн, – терĕ вăл чĕтрекен сассипе.

«Анне мана юратать», – хĕпĕртесе шухăшларĕ Валя.

Малашне эпĕ вак-тĕвек ĕçсене пурне те хам тăватăп, эсĕ ахаль те ывăнатăн...

Амăшĕпе ачи пĕр-пĕрин çине тулли кăмăлпа савăнса пăхса илчĕç.