Ача чухнехи

Трубина Марфа Дмитриевна

ПРОЛОГ


Мĕтрин арăмĕпе икĕ ачи урайĕнче çывăрнă. Хăй вăл алăк патёнчи урлă сак çинче çётĕк сăхман витĕнсе выртнă. Тул çутăла пуçланă ĕнтĕ. Урам енчи чÿречерен ирхи шуçăмăн кёрен çути кĕнĕ, Мĕтрийĕн хĕрлĕрех шĕвĕр сухалĕпе ырхан пичĕ çине ÿкнĕ. Кил картинче автан авăтса янă. Çăмăл ыйхăллă кил хуçи, шурă пир кёпе, кăвак йём тăхăннăскер, вырăнĕ çинчен ялт! сиксе тăнă, çанталăк мёнле-ши тесе кил картине тухнă.
Кунĕ тÿлек пулнă. Виç-тăватă кун çил туласа çумăр çунă хыççăн халĕ уяртнă. Сенкер тÿпе тăп-тăрă. Сÿнме ĕлкĕреймен шултра çăлтăрсем илемлĕн йăлтăртатнă. Хĕвел тухăçĕ çуталнăçемĕн çуталса пынă.
Мĕтри лайăх çанталăка пăхса савăннă. Уяр чух юлашки сĕлле вырса илесчĕ тесе вăл пусса иртерех тухма шут тытнă, тен, кăнтăрла иртсен çумăр пулĕ ĕнтё. Çав шухăшпа Мĕтри кĕлет умне хăвăрт пырса ларнă, тăли-çăпатине илсе урине сырнă. Васкасах вăл тытма çинче ларакан витререн куркапа шыв ăсса питне çунă, шăлăнма алкумне кĕнĕ. Кунта, стена çумĕнчи пăта çинче, шурă кĕпе çĕтĕкĕ, килте йăваланă кивĕ шлепке çакăнса тăнă. Мĕтри таса çётĕкпе шăлăннă, кăвакарма пуçланă çÿçне якаткаласа шлепкине тăхăннă.

Праски, ачасене вăрат, тырă вырма кайăпăр, — тенĕ вăл алăка уçса. — Юрĕ, — илтĕннĕ арăмĕн сасси. — Эпĕ лаша тытма каятăп. Яшка ăшăт. Кăнтăрлахи апата тăварлă хăяр ил! — Юрё!

Алăка шалт хупса Мĕтри алкум картлашки çинчен хăвăрт анса кайнă.
Хĕвел тухса сарăлма тытăнсан Мĕтри лаша кÿлсе арăмне, икĕ ачине — Иванпа Альтике — лартса тырă вырма тухса кайнă.

Сĕлĕ нÿрлĕ пулё-ха, — пăшăрханнă Праски. — Эпир ана çине çитиччен вăл типсе çитет. Тăватă çухрăм ытла каймалла-çке-ха, — тенĕ Мĕтри лашине турткаласа.

Çул çуртри пуссипе пынă. Кустăрмасем айĕнче шыв, шĕвĕ пылчăк сирпĕнкеленĕ. Çулăн икĕ айккипе ансăр анасем тăсăла-тăсăла выртнă.
Вун икĕ çулхи Иванпа çичĕ çулхи Альтик хăмăр куçĕсемпе кăмăллăн пăхкаласа хутаçлă пăрçа çисе пынă. Ачасем тырă вырса пĕтерсен вăрмана мăйăр татма каяс си çинчен сăмахланă.
Мĕтри арăмĕ тĕрёллĕ шурă кĕпе çинчен кăвак пир сап пун çыхнă. Пуçĕнче сурпанпа чалма. Урине кивĕ çăпата па пир тăла сырнă. Тăп-тăп пÿллĕскер, вăл урапа çинч хутланса ларса пынă, хура та илемлĕ куçĕпе салхуллă пăхкаласа хăй çăмăлланасси çинчен шухăшланă.
«Хĕр çуратас марччĕ, ывăл пултăрччĕ, — тенё вăл хăй ăшĕнче. — Тен, хĕр çуралĕ», — çаврăннă унăн шухăш тепĕр майлă. Хĕр ача çуралĕ тесе шухăшласанах хĕрарăмăн пичё-куçĕ тĕксёмленнё, инкек пулассине сиснĕ пек унăн ăш вăркама тапратнă.
—Но-о-о! Яра пар! — хăваланă Мĕтри лашине. Вăл та хăй арăмĕ çăмăлланассине асра тытнă, ывăл çуралĕ-шн хĕр-ши тесе шухăшланă.
«Ывăл çуралсан, — тенĕ вăл хăй ăшёнче, — çĕр хушнатчĕ, тырă, утă-улăм ытларах пулатчĕ. Тына илсе ярăттăм. Вăл ÿссессĕн ĕнеллĕ пулăттăмăр. Ывăл çуралтăрччĕ, ывăл кирлĕ. Хăçан çăмăлланĕ-ши арăм?»
Чылай кайсан лаша çул çинчен вырнă ана çине пăрăннă, урапана йывăррăн туртса сёлĕ ани пуçне çитернĕ. Ани ансăр, икĕ хăлаç та çук пулё. Кĕске, сайра та сат ланчăк сĕлле вырса савăнмаллиех çук.
Кил-йыш ĕçе тытăннă. Амăшĕпе ашшĕ ана хĕррине тăнă, ачасем — варрине. Пĕчĕк Альтик хăй кёлтине пичĕшĕпе шай тултарас тесе ĕштеленсе вырнă; Иван амăшĕнчен юлас мар тесе тăрăшнă — пурте хăвăрт вырнă. Ансăр ана кĕскелнĕçемĕн кĕскелсе пынă.
Кăнтăрлахи апата ларас умĕн Мĕтри арăмĕ урапа патне пырса сăхман сарса выртнă. Мĕтри çавна курсан çурлине тĕм çине чикнĕ те арăмё патне утса пынă.
—Мĕн пулчĕ, Праски? Аптрарăн-и-мĕн? — ыйтнă вăл арăмĕ çине хĕрхенсе те ачашшăн пăхса илсе.
Сăнтан ÿкнĕ арăмĕ тарăхса пăхкаланă, упăшкине хирёç чĕнеймен, шăлне çыртса йынăша-йынăша илнĕ.
—Ирхине килтен тухмалла марччĕ, — ÿпкелешсе каланă Мĕтри.
—Ун чух палли çукчĕ. Паянлăха ĕçлетĕп пулĕ тесеттём. Çапла каласа Праски выртнă çĕртен айлаткаласа тăнă, юнашар ана çинчи сурат хыçне утса кайнă.
—Лаша кÿлес-и? — ыйтнă упăшки.
Сурат хыçĕнчен сасă илтĕнмен.
Мĕтри ана пуçне кăкарнă лаши патне васкаса утнă. Лашине хăвăрт çавăтса килсе кÿлсе тăратнă. Ачасем суат еннелле пăхкаласа илнĕ. Мĕтри пилёк-ултă кĕлте илсе урапа çине хунă, çыххине салтса çемçе вырăн тунă.

Ну, хатĕр! Лар, Праски! — кăшкăрнă Мĕтри лашине сурат патнелле çавăрма тытăнса. Çав самантра ача макăрни илтĕннĕ. Лашине тăратса Мĕтри сурат хыçнелле васкаса пынă. — Мён ача? — ыйтнă вăл калама çук хумханса.

Хĕр, — илтĕннĕ арăмĕн хурлăхлă, кăмăлсăр сасси. Мĕтрин пичĕ-куçĕ кĕл пек шурса кайнă. Йывăр хуйхă килсе çакланнă пек, вăл чунтан-чĕререн тарăхса пуçне чиксе тăнă.
Хăмăллă хура тăпра çинче калăп пек пĕчĕкçĕ ырхан ача выртнă. Чĕркуçленсе ларнă амăшё хăйĕн пиçиххине татса ача кăвапине çыхма тытăннă. Ĕçпе хытнă аллисем чĕтренĕ. Куçĕнчен пăрçа пек шултра куççулё тухса ача кăкри çине пăт-пăт тумланă.
—Ан йĕр, — тенĕ Мĕтри арăмне те, ачине те хĕрхенсе, — чĕрке хăвăртрах мёнпе те пулин. Турă пÿрменнине илес çук. Эх, мăнтарăн пурнăçĕ...
Арăмĕ ачана саппунпа чёркесе ума тытнă, чёркуçленнĕ çĕртен аран-аран тăрса урапа патнелле хуллен утса пынă. Мĕтри арăмне сăхман тăхăнтарнă, урапа çине ларма пулăшнă. Пуçне усса тăракан лаша хуçи турткаласанах утса кайнă, çул çине тухсан юрта пуçланă.
Киле çитсенех Мĕтри хунĕ патне васкаса кайнă, хунямăшне Праски çăмăлланни çинчен пёлтернĕ. Хăй лашине ана çине каялла чуптарнă, сёлле вырса пĕтерсе турттарсах килесшĕн пулнă.
Пÿрте кĕрсен Праски ачине тĕпелти сак çине вырттарнă. Хăй ачана чăпăл тăвас тесе вучаха хуранпа шыв çакса янă, кĕлете тухса ача кипки валли шурă кĕпе çĕтĕкĕ, такана илсе кĕнĕ.
Вучахра кăвайт ялкăшса çуннă. Шыв ăшăниччен кăшт выртамха тесе Праски ачи çумне выртнă.
Çав вăхăтра пÿрте тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă, пуçне сурпанпа чалма çыхнă пĕчĕк карчăк пырса кĕнĕ. Аллинче — купăста çулçипе витнĕ йывăç курка. Шурă тăла сырнă урисемпе хуллен пускаласа карчăк тёпелелле иртнĕ, аллинчи куркана сётел çине лартнă. Праски, çын кĕнине сиссе пулмалла, куçне уçнă, унăн ырханланнă пичĕ çутăлса кайнă.

Анне, ырах-ха килтĕн... Ашăм пит çунать-çке манăн. Карчăк хĕрĕ çине сăрă куçĕпе ăшшăн пăхса илнĕ. — Мĕншĕн ăш çунмалла санăн, хĕрĕм? — Хĕр çуратрăм-çке-ха, анне. — Уншăн мĕн ăша çунтармалли пур? — Хёр ачана харам пыр теççĕ-çке.

Калĕçин. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмасть тенё ваттисем. Пурнăçра хёрĕн те хăйĕн вырăнĕ, шăпи-телейĕ пулĕ. Вырт-ха эсĕ, кан.
Праски выртнă, карчăк ачана шыва кёртме тытăннă.

Ах, ырханскер, шыва чиксенех епле хытă кăшкăрса ячĕ. Кукашшĕ сăнлă хăй. Пиччĕшĕнпе аппăшĕн пек сăмси турё мар, пичĕ те лапкарах пек. — Ку ача Иванпа Альтик пек илемлĕ пулаймасть, —хурлăхлăн каланă Праски.— Уссессĕн хăех илемленĕ-ха. Акă, кур, мĕнле аллисене кукăрткалать, епле хытă шăнăрлă — пурăнас ача ку. Ай, кайăк чёппи, чăл-чăл куççи...

Амăшĕ Праские йăпатасшăн кăмăллăн пакăлтатнă, кулкаланă, анчах хĕр çуралнăшăн хăй ăшĕнче калама çук хыпса çуннă. Ачана чунтан-чĕререн хĕрхенсе, хурланса çапла каланă:
— Мăнтарăн ачи, хурлăх курма çеç пултăн эсĕ. Хёр пурри хёрёх хуйхă тенĕ. Асапа, мăшкăла тÿсме пÿлĕхçĕ тÿсĕмлĕ ÿстертёр сана — хĕн-хур курма çуралнă мĕскĕн чуна…
Çуса тасатнă хыççăн кукамăшĕ ачана таса кипкепе чĕркесе амăшĕ çумне вырттарнă, хăй сăпка илме тухса кайнă. Чылай тăрсан вăл сăпка илсе кĕнĕ. Хупне нÿрĕ çĕтĕкпе сăтăрнă, ăшне таса улăм хунă, çиеле кивĕ кĕпе татăкĕсенчен çĕленĕ шурă та таса çитти сарнă. Часах карчăк сиктĕрмине мачча çинчи ункăран тирсе сăпкана çакса янă.
—Пулчĕ,—тенĕ вăл хăй ёçĕпе кăмăллă пулса, - вырттарам-ха пĕчёк хĕре сăпкана.
Ачана вăл кăвак питлĕ кёске çытар çине хунă та урай варрине тăнă, вара ăна çÿлелле çĕкленĕ, кăмака еннелле виçĕ хут сулса пăшăлтатса каланă:
—Хĕрт-сурт, сыхла ачана!
Çакăн хыççăн карчăк ачана сăпкана вырттарнă вăл çÿлĕк çинчен авăрсăр хуçăк çĕçĕ илнĕ те сăпка йĕри-тавра çапла каласа виççĕ çаврăннă:
—Тимĕр карта çавăратăп. Ача патне ан пыр, усал, сик тух пирĕн пÿртрен!
Çĕççине вара карчăк усал яланах тимĕртен хăратăр тесе сăпка çумне çакнă.
Праски амăшĕ мĕн тунине пăхса выртнă. Карчăкăн тата ĕçĕ пĕтмен пулмалла: вăл алкумне тухса хура çăм çиппи илсе кĕнĕ, ача çиттине, кипкине сирсе унăн алли, ури сыпписене çăм çиппипе çыхнă. Çапла туни ачана ийе чăмласран, нишлĕ пуласран упранă имĕш.

Ваттисем хушнине турăм ĕнтĕ, Праски,карчăк хĕрё патне пырса ларнă. — Мунча кĕме пыр. Аçу паçăрах хутса янăччĕ.— Юрĕ, пырăп.

Карчăк сĕтел çинчи йывăç курка еннелле пăхкаласа каланă:

Пылне çи, хĕрĕм. Аçу парса ячĕ, ăшă пыл çитĕр терĕ. Халь çеç юхтарнă. Пыл сывлăхшăн сиплĕхлĕ теççĕ. — Юрё, анне, çăкăрпа çийĕп. — Çăкăр та çăкăр, çĕр улми те хăяр... Кăкăр сĕчĕ антармалли апачĕ те çук. Çусăр яшка çисе пурăннипех ĕмĕрÿ иртет пулĕ. — Çаплах, анне. — Çăмарта пĕçерсе парам-и? — Çук, кирлĕ мар. Иванюк лавккинчен краççын илнĕшĕн те вун сакăр çăмарта тÿлемеллеччĕ-ха. — Кастарнă такана пусăр эппин. — Ой, ăна пусмалли çук: куланай татăлаймасан сутма кирлĕ. — Аптрамалла сирĕнпе, — тенĕ юлашкинчен карчăк. Праски çине вăл хёрхенсе пăхнă, пёркеленчĕк пичĕ унăн  хуйхăллă пулнă. Ассăн сывласа илсе вăл тухса кайнă..

 

Çакăнта асăннă ĕçсем 1888-мĕш çулта Аслă Кусн ялĕнче пулса иртнĕ.