ЗООПАРК

Галкин Александр Алексеевич

– Мускавран Шупашкара

Килнӗ теççӗ мыскара.

– Мӗн тума?

– Тем тума!

– Эппин атьӑр-ха курма,

Тен, май килӗ паллашма?..

– Ращара, тет, мыскари! –

Хӑвӑртрах чупар-и?

Ҫитрӗмӗр,

            Кӑн-кан пӑхатпӑр:

Ҫук-çке,

            Нимӗн те курмастпӑр!

Ҫӳлӗ-çӳлӗ хӳме çеç, –

Шалта мӗн-ши?

            Мӗн кӗрлеç?

Алӑк пур.

            Кӗрсе каятпӑр,

Унта ак мӗскер куратпӑр: