ЖИРАФ

Галкин Александр Алексеевич

Читлӗхӗ ун питӗ çӳлӗ,

Хӑй унтан та вӑрӑм пӳлӗ.

Ҫавӑнпа вӑл хурӑна

Ҫинӗ-янӑ,

Куртӑна?

 

Ак мӗскер вӑл мыскара,

Килнӗскер Шупашкара!