Çывăр, хĕрĕмçĕм. Клава Вишневская

Загадки, пословицы, поговорки

    Пепкеçĕм, хĕрĕмçĕм,
Мĕншĕн куç хупмастăн,
Мĕншĕн çывăрмастăн?
Пепкеçĕм, хĕрĕмçĕм,
Тем манран кĕтетĕн,
Темшĕн хĕмленетĕн.

***

Пĕлетĕп, хĕрĕмçĕм,
Илеме куратăн —
Йăл кулса пăхатăн.
***

Эс çывăр, хĕрĕмçĕм,
Улаха хам кайăп—
Чĕр илем пуçтарăп.
Николай ВАСИЛЬЕВ

АЧИНЕ-КАЧИНЕ

Ачине-качине,
Ачашланма ачашне,
Кулкалама куллине,
Паппа тума паппине.
У-у-у...

Паппа туса пĕтерсен Сиксе тăма сиккине
Утса кайма уттине,
Чупса кайма чуппине.
У-у-у...

***

Тата çамрăк пепкине
Хăлаçланма хăватне,
Чĕвĕлтетме чĕлхине,
Юрламашкăн юррине,
У-у-у...
КĔМĔЛ КĔСЛЕ

Авăк уйăх тăхринчен
Вăрăм вĕрен картарăп,
Вăрăм вĕрен ункинчен
Йĕлме сăпка çактарăп.

***

Йĕлме сăпка хĕррине
Кĕмĕл кĕсле çактарăп,
Çав кĕслене каласа,
Çак ачана çывратăп.

***

Çывăр, ачам, çывăрах,
Ыйху тутлă пултăрах,
Çак ытарлă пурнăçра
Ырлăх пултăр ытларах.

ПĔЧĔК ЫВĂЛĂМ

Çут çурла пек çĕнĕ уйăх
Тухрĕ тÿпене.
Пĕчĕк ывăлăм, ан çуйăх,
Хуп куçусене.

Тĕлĕрет чечеклĕ улăх,
Сад та ыйхăра.
Пĕчĕк ывăлăм, ан çуйăх,
Канлĕ çывăрах.

***

Пурнăçу илемлĕ, тулăх—
Ÿсĕн пуç ухса.
Пĕчĕк ывăлăм, ан çуйăх,
Çывăр вăй пухса.

***

Çичĕ ют, пире ан çулăх —
Хуралта салтак!
Пĕчĕк ывалăм, ан çуйăх,
Çывăр тепĕртак.