Çывăр, чĕппĕм (Венгри фольклорĕнчен). Г. Юмарт куçарнă

Песни, потешки, прибаутки

    Çывăр, чĕппĕм, паппа ту,
Хăватлантăр çунатту.
Ирпе ирех тăрăн-ха,
Сурăхсене курăн-ха.
Мекексен çăмне кассан,
Сĕт туянăпăр ялан:
Çийĕн эс тăраниччен,
Тутă пуличчен.