Юрлакан юпах

Карягина (Степанова) Марина Фёдоровна

Юлташӑм - юланутҫӑ. Юпахĕ юрӑхсӑртарах - юставсӑр, юлташӑм - юрккӑн.

– Юлашки юпах-им, юри юнтарать-тӑк, юлаймастӑн-им юлхавусӑр?

– Юлаймастӑп, - юптарать юлташ, - юлхавлантӑрин. Юнтарĕ-юнтарĕ, юлашкинчен юравлӑланĕ-ха юртти. Юрĕ, ют юпаха юратаймӑпах.

Юмӑҫ юмларĕ-ши - юрӑхлӑланчĕ юлташӑн юпахĕ. Ютшӑнмасть. Юмахлать! Юсӑнсассӑн юсанать, юлташшӑн юншӑхать, юрӑ юрлать! Юлташӑм юрламасассӑн - юрлаттарать:

Юхать юханшыв

Юрӑ юрласа,

Юхать юсанса,

Юппи - юлташа.

Юхать юханшыв

Юри юнтарса,

Юла юптарса,

Юхать юхӑнса.

Юхать юханшыв

Юр юнтариччен,

Юка юхиччен,

Юплешке юппи

Ютта юличчен…

Юрккӑнланчĕ юпах, юмартланчĕ: юпахĕ – юланутҫилле, юланутҫи – юпахĕлле…