Çырусем

Ялгир Петр Алексеевич

    Пĕчĕкçĕ Валерьяна
Тусĕсем çыраççĕ,
Çĕн Çул çитнĕ май ăна
Саламсем яраççĕ.

Пĕрмĕш çырăвне ача
Хăвăрт уçрĕ акă.
Вăл палларĕ Мулкача —
Çырнă кукăр-макăр:

«Нихăçан ик куяна
Эс ан хăвалаччĕ —
Курăн хÿрине кăна,
Кулĕ çеç Мулкачă».

Васкаварлă Пăрчăкан
Хÿхĕм çыру янă,
Ыр сунса калать чунтан:
«Çивĕч пул, тăванăм».

Утаман çырать çапла:
«Урока кĕрсессĕн,
Чĕрнÿне эс ан кăшла,
Итлесе лар эсĕ».

Ас парса калать Чакак:
«Урок каламашкăн
Тух та шăп ан тăр, анчах
Эс ан хăй суймашкăн».