Çырма юхать кĕрлесе

Иванов Константин Васильевич

Çырма юхать кĕрлесе
Аслă ялăн çумĕпе.
Хĕвел, тĕрĕ тĕрлесе,
Вылять унăн шевлипе.

Тăрă шывăн ăшĕнче
Кăвак пĕлĕт явăнать,
Ватă йăмра, тайалса,
Тĕсне пăхса савăнать.

Авă, кĕпер çийĕнче
Старик ларать вăлтапа,
Йăпăрт-йăпăрт пуллине
Улталасшăн ăманпа.

Ав, ачисем çÿл енче
Шывра ишсе çÿреççĕ,
Пулă тытан ваттине
Хирĕçтерме пĕлеççĕ.

Акă, пĕр çын кĕперпе
Каçса пырать çырмана,
Çырма урлă каçрĕ те
Кĕрсе кайрĕ вăрмана.