ÇЫРЛАРА

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Анне пире вӑрмана
Илсе кайрĕ çырлана.
Çĕн Хурӑнвар ĕшнинче,
Ешĕл тĕмсем айĕнче,
Мĕн чул кĕтмел, пĕрлĕхен –
– Ӑçтан татса пĕтерен!
Хӑмла çырли, çĕр çырли...
Пулать витре тӑп тулли.
Кун пек чухне пит аван
Киле килме çырларан.