ÇЫРЛА ПИÇНĔ ВĂХĂТРА

Васянка Никифор Тарасович

1. Ҫырла пиçнӗ вӑхӑтра та
Ирпе ирех тухрӑмӑр.
Тухрӑмӑр та утрӑмӑр
Пионерсем вӑрмана.

2. Хӑшӗ-пӗри пуракпа та
Хӑшин чӗрес алӑра.
Тухрӑмӑр та утрӑмӑр
Отрячӗпех çырлана.

3. Татрӑмӑр-çке çырлине те
Хӗп-хӗрлине, пиçнине,
Макӑ чӗрес хӗрринчен те
Пурак хуппи ӳкиччен.

4. Шӑкӑлтатса каçхине
Эпир киле çитрӗмӗр.
Эпир киле çитрӗмӗр те
Сӗтпе çырла çирӗмӗр.