Ыра камал

Ефимов Георгий Андреевич

    

Содержание:

АМАШĔ ПАРНИ
ЫРĂ КĂМАЛ
«АННЕНЕ ХĂРАТСА КĔРЕР МАР..»
ÇĔР ПИЧĔ
СĂНАРЛА ЧĔЛХЕМĔР – ТĂВАН ЧĔЛХЕ
ХАНАСЕНЕ КĔТСЕ
ТЫРĂ ÇУМАРĔ
УРИНЕ АППА
ЮЛТАШ КАЛАВĔ
АВТАНПА ÇУЙАН МЫСКАРИ
УПА
ПАКША
ЧЕЕ ШАПА
ÇĂРТТАН

ПАКША

Калав

Кӳршĕ ачи Микуçпа эпир вăрмантан, çăка хăвăлĕнчен, пакша мăйри илсе таврăнтăмăр. Мăйăрĕ сап-сарă, тутă, сар çу тути калать.

Кăна пичче курчĕ те:

Эй-йей, кайăкăнне çаратан, ху пухма ӳркенетĕн. Халех каялла кайса хунă пул, – терĕ. – Пакши хĕл каçма хатĕрлет, вăл пур – пĕр кун хушшинче çисе ярать, – хĕрелсе кайсах ятлама пуçларĕ.

Микуç çисе те ячĕ пулĕ ĕнтĕ, – хуравларăм эпĕ, пиччепе килĕшес килменрен.

Эсĕ çын çине ан йăвантар, хушнине ту, ыттисене те кала: вăрманта усăллă чĕрчунсене сиен антуччăр, – хистерĕ пичче.

Юрать, – терĕм те эпĕ мăйăра каялла хутаçа тултартăм.

Манпа пĕрле пичче те пычĕ. Хайхи çăка хăвăлĕ патне çитрĕмĕр.

Мăйăрне эсĕ малтан мĕнле пулнă, çапла майласа хума тăрăш, – тет пичче.

Юрать-ха хăвăлĕ ытла çӳлтех мар. Мăйăра хăпарса хутăм. Ай-уй, мĕн кăна çук пулĕ хăвăлта?! Васканăран, Микуçпа эпир нимĕн те асăрхаман иккен. Типĕтнĕ çырла, йĕкел, кăмпа. Чăн-чăн хуçалăх!

Пакшасем вĕсем çавăн пек, – терĕ пичче. – Пурне те пуçтарса хураççĕ. Тепĕр чух хăйсен пӳлмине те çухатаççĕ, анчах та, пӳлме тĕлне лексен, хуть те камăн пултăр, çиеççĕ те каяççĕ, тиркемеççĕ.

Уншăн вĕсем пĕр-пĕрне кӳренмеççĕ, кӳренме мар – пĕлмеççĕ те...Авă, кур, – тĕллесе кăтартать пичче.

Эй, тĕлĕнтермĕш! Çинçе кăна типнĕ хыр туратти çине мăк чухлĕ кăмпа тирсе тултарнă! Кăмпана çӳрекен хăшпĕр ăста кăмпаçсем те капла тума ăс çитереес çук. Кăмпапа кăмпа хушши те пĕр пек хушăллă, виçнĕ пек. Пакша апат-çимĕç хатĕрлеме çав тери ăста иккен! Хĕлле, шартлама сивĕре, ниçта та апат тупма çук чух, вăл йывăçран йывăçа сиксе çӳресе хатĕр апатне шырать. Шыракан тупать, теççĕ, вăл хырăмне тăрантаратех.

Тăхта! Шăп тăр. Авă, сăна, – сасартăк чарчĕ мана пичче.

Пĕр йывăç çинчен тепри çине ялт! сикрĕ пакша. Унтан турат çине майлашăнса ларчĕ те йĕри-тавралла сăнама тапратрĕ. Ана темле ятарласа лартсан та капла меллĕ курма çук пулĕ? Пакша пичĕ тăрăхла-рах пулаканччĕ, кун вара мечĕк пек çап-çаврака. Кĕçех: «Пакша мар пулĕ ку?!» – тесе кăшкăрса яраттăм. Анчах вăл нимĕнле хăрушлăх та çуккине асăрхаса хăвăла вĕлт! çеç кĕрсе кайрĕ. Кăшт тăрсан, каялла тухрĕ. Мечĕк пек пичĕ тăрăхланнă.

Çăварне вăл мăйăр, йĕкел тултарать, çавăнпа пакша пичĕ çавракаланса каять, – куларах пăхса каларĕ пичче.

Хĕле мĕнле тăрăшса хатĕрленеççĕ иккен пакшасем! Кунтан пултăр пакша мăйрине тивесси. Эпир хамăр мăйăр пуçтарма пултараймастпăр-и?