ЫРĂ КУН

Иванов Константин Васильевич

Хĕвел тухать, улăхать

Çÿллĕ тусен тăррине,

Хăй çутипе ăшăтать

Таçти-таçти çĕрсене.

Çак çуллахи ырă кун

Хушăлкана та савать.

Пур тĕнчери ырă чун

Ташлать, сикет, савăнать.