Ырă кăмăллă Рая
Тарават (Игнатьева) Валентина Николаевна
ЫРǍ КǍМǍЛЛǍ РАЯ
Райăпа Çинук - туссем,
Пайлаймаççĕ теттесем.
Пысăк Барби пукане
Кайнă Çинук кăмăлне.
Пластилин кравать кирлех.
Рая тантăшне шеллет.
Райăна лекет упа,
Слон, хăравçă мулкачсем...
- Килĕшетĕп эп санпа.
Пулар Барбипе туссем, -
Рая куççульне шăлать,
Хăй именчĕклĕн кулать.
- Çĕнĕ çурт лартма шутлап.
Пулăшĕç мана туссем.
Пулĕç пысăк алăксем,
Йăлтăр-ялтăр кантăксем.
Мăйăр пухăпăр, çырла
Туссемпе юрла-юрла.
Пулĕ кĕреке тулли:
Пӳремеч,
хуран кукли...