Çынран ан кул

Зотова Галина Вячеславовна

Пĕр карчăкпа старик пурăннă тет. Вĕсен Мĕтри ятлă пĕртен-пĕр ывăл пулнă тет. Çак Мĕтри питё ачашланма юратнă тет. Вăл ÿссе пынăçемён тата усалланса, куштанланса пырать тет. Хăйне пысăка хурать, çынран кулма та именмест тет. Пĕррехинче Мĕтри урама тухать те инçе мар кÿ-лĕре илемлĕ акăша курать. Акăшĕ аманнăскер пулнă та пĕр-пĕчченех çÿренĕ. Кайăкăн пĕр ури ыратнă, çавăнпа вăл хăрах уран сиккелесе çÿренĕ.

Акăша курсан Мĕтри унта чупса пынă, кайăка шуйхантарма, чулпа пеме тытăннă. Аманнă кайăк инçе каяйман, ача ăна татах хăвалама, кăшкăрашма пикеннĕ.

Хăранă, сехĕрленсе ÿкнĕ акăш пур вăйне пухса кÿлё варринелле ишсе кайнă. Вăл унта та лăпкăн ларайман, хăрушлăх каллех килес-рен пуçне ун-кун пăркаласа тавра-налла тинкернĕ.

Çакăн хыççăн темиçе кун иртсен Мĕтри чирлесе ÿкнĕ. Унăн мён пур шăм-шакĕ вĕриленсе кайнă, пуçĕ хытă ыратнă. Тата урисем те тем-шĕн чăтма çук ыратнă, хăрах ури çине çех пусма май килнĕ. Çапла Мĕтри темиçе кун нушаланса вырт-нă, чирĕ ниепле те иртсе кайман. Ашшёпе амăшĕ хăраса ÿкнĕ, вĕсем ачана сиплевçĕ карчăк патне илсе каяс тенĕ. Сиплевçи вёсен хуйхине тÿрех ăнланнă, часах чирён сăлтавне те пĕлтернĕ:

— Сирĕн ывăлăр, — тенĕ вăл, — кÿлĕри акăша кÿрентернĕ, ăна питё хытă хăратнă. Мĕтрин çав акăша шыраса тупса каçару ыйтмалла. Акăш пурăнакан кÿлĕри шывпа пĕрёхсен ачан ури те тÿрленĕ.

Ватăсем урхамах кÿлнĕ те ывăл-не лартса акăша шырама тухса кайнă. Акăшĕ кунти кÿлле пăрах-са кайнă иккен, Мĕтри хытах хă-ратнă-тăр ăна.

Пыраççё акă вёсем çулпа. Хирĕç пĕр пĕчĕк кайăк вĕçсе килет, хăй чĕлхипе чивлетсе:

Мётри мана хĕлле пĕрчĕ сапса парсан эпĕ акăш ăçтине калатăпсире, — тет.

Сапса парăп, яланах пулăшăп, — сăмах парать ача.

Вĕсем вара кайăк кăтартнă çул-па кайса акăша шыраса тупаççĕ, унран каçару ыйтаççĕ те Мётрие чиртен сыватма тархаслаççĕ.

Акăшё вёсене:

—Сирён пахчара хитре кĕлчечек тёмё пур. Çав кĕлчечекĕн чи пысăк чечеккин йĕппине илсе килсе манн урари хурта чиксе туртса кăлармал-ла. Вара эпĕ сывалатăп, Мĕтрие те пулăшма шантаратăп, — тет.

Çапла калать те акăш кÿлĕри шывпа арçын ачан урине пĕрĕхет. Мĕтри ури çав самантрах тÿрленет, ача чипер утакан пулать. Вара вăл часрах киле вĕçтерсе кайса кёлче-чекĕн пысăк йĕппине тупса килет, акăш урине тÿрлетет.

Çавăнтанпа акăш карчăкпа ста-рикён кÿллинче пурăнма тытăнать, нимĕнрен те хăрамасть. Унтах вăл мăшăр та тупать тет.

Метри те ĕнтĕ хăйне йĕркеллĕ тытать тет, ыттисенчен кулма та пăрахнă, сăпайлă калаçать тет.