Ылтăнту

Зотова Галина Вячеславовна

Пурăннă тет пĕр патшалăхра карчăкпа старик.Вĕсем туслă, питё килĕштерсе пурăннă тет, анчах вёсен ача çук тет. Çавăнпа вĕсем тунсăхлаççĕ тет. Ватăсем юмăç патне те кайса пăхрёç, чир-кÿре çурта та лартрĕç тет, анчах ниепле те ачаллă пулаймарĕç тет. Вĕсен пахчинче çÿллĕ те яштака хыр ÿснё. Пĕр çулхине унта çăхан йăва çавăрчĕ тет. Йёри-тавра шурă юр кёрчĕсем купаланса тăраççĕ тет, çăхан сивёрен хăрамасăр чĕпĕ кăларчĕ тет. Чĕппи тухсанах çăхан савăннипе  пётём  тĕнче  илтмелле кăшкăрса ячĕ тет. Ана илтсен кар-чăк стариккине ятлаçма тытăнчĕ тет:

—Çăхан ырра сиссе кăшкăрмасть, кас çак хыра! — тесе калать тет.

Старикĕ пăчкăпа пуртă илчĕ тет те хыр патне пырса касма хатĕр-ленчĕ тет. Вăл пурттине çĕкленё çеç, ун патне çăхан вĕçсе аннă та этем чёлхипе калаçма пуçланă:

—Ан кас хыра, ман чĕппĕн пурнăçне ан тат. Уншăн эпĕ сан виçĕ ĕмĕтне пурнăçлама шантаратăп, тенĕ.

Старик тĕлĕнсе кайрĕ, пурттине аяккалла ывăтрĕ тет. Вара çăхана:

Пирён пÿртре ача-пăча сасси çук, ачаллă пулсан эпир телейлĕ пулнă пулăттăмăр, — терĕ тет. Эпĕ сире пулăшăп. Акă сана çавра çăмха, вăл ăçталла кусать, эсĕ те çавăнталла ут, — терĕ тет çăханĕ.  старик пÿрте кĕрсе карчă-кёпе сывпуллашрё те ача шырама тухса кайрĕ тет. Вăл пĕр кун утать, тата тепĕр кун, виççёмĕшĕнче пĕр çÿллĕ ту патне пырса тухать. Ту тăрринче хайхи çăхан ларать тет. Старик, ывăннăскер, канма ларчё те хутаçĕнчен кукăль кăларса çиме тытăнчё тет. Çав самантра вăл çă-хан этем чĕлхипе: «Мана та çитер!.. Кар-р!!! Манăн та çиес килет!» — тенине илтет.  Вара старик çăхана кукăль татăкĕ пăрахса парать тет. Çăхан татах: «Татах пар-р! Кар-р! Тăрантар-р!!!» — тесе кăшкăрать тет. Старик çапла çăхана виçё хут-чен кукăль пăрахса пачĕ тет, хăйне çиме кăшт çеç хăварчё тет.

Çăхан кукăле çисе ярсан старике тав тăвать те çуначĕсемпе ваш-ваш сулать тет. Старик куçё умĕнчех ту икĕ пая пайланать. Çăхан тĕлĕн-се тăракан старике ту ăшне кĕме çуначёпе сулса паллă парать тет. Старик хăра-хăрах шалалла кĕрет. Кăштах утсан тĕлĕнтермĕш курать: ун умĕнче хитре кăна ача кÿми çуталса ларать, кÿмере ылтăн çÿç-лĕ арçын ача выртать. Тёлĕнсе те савăнса кайнăскер, старик ачана алла илет. Унтан васкаса ту ăшĕн-чен тухать, килнелле уттарать тет.

Çитет хай старик килне. Эх, са-вăнаççĕ те вĕсем ача тупăннишĕн. Карчăкпа старик ачан ятне те туп-рёç тет: Ту ывăлё — Ылтăнту. Чун-тан савса, юратса ÿстереççĕ ватăсем хăйсен пепкине. Ачи те кунпа мар, сехетпе ÿссе пынă. Кĕçех вăл яш-так пÿллĕ маттур йĕкĕт пулса тăнă, ашшё-амăшё ун çине ытарайми пăхса савăннă.

Ку вăхăталла çак çĕршыври пат-шан та хитре хĕр ÿссе çитнĕ тет. Ашшĕ юратнă хĕрне тёнчери чи чаплă йĕкĕте качча парасшăн тет

Анчах ун пек каччăна мĕнле туп-малла-ха? Çавăн çинчен шутласа пуç ватаççĕ тет патша тарçисем. Тавра-ри йёкĕтсенчен кашниех хитре хĕре качча илесшĕн тет. Патша хăйён хёр-не кÿлĕ варринчи кермене кайса ячё тет. Хĕре качча илес текенён виçё ĕç пурнăçламалла пулнă: чи малта-нах кăкшăмран чей ĕçсе пăхмалла, унтан кÿлё урлă ишсе каçмалла, юлашкинчен вара хĕре кÿлё урлă пĕр йĕпетмесёр илсе каçармалла.

Такам та тăрăшса пăхнă, анчах пёри те хĕре илме тивĕçлĕ пулайман тет. Кăкшăмри чее ĕçсе пăхнă каччăн чĕлхи хăйне итлеми пулать, пуçĕнчи мĕн пур шухăшне пĕлтерет тет. Акă пёри чей ĕçет те: «Патша хёрне кач-ча илсен пуйса каятăп», — тет. Теп-ри ĕçсен унăн чёлхи хăй кахалли çинчен пĕлтерет, виççĕмĕшĕ — çын-ран кулма юратни çинчен. Патша ку йĕкĕтсене хăваласа çеç ярать, нумайăшё çапла ахалех тухса утать.

Карчăкпа старикён ывăлĕ Ыл-тăнту та патша хăйён хёрне валли каччă шырани çинчен илтет. Ёçчен, сăпайлă, ырă чунлă, сăнран-кёлет-керен пăхсан та юратмалла каччă пулнă Ылтăнту. Çак хыпара илтсен вăл хăйён телейне тёрёслесе пăхма шутлать, ашшĕ-амăшĕпе сывпул-лашса çула тухать.

Пĕр кун иртет, икĕ кун, виççĕ-

мёш кунне Ылтăнту патша керменĕ умне çитсе тăрать. Кунта самаях пысăк черет пухăннă. Кашнинех чей ёçтереççĕ, каччăсен шухăшĕсе-не пĕлеççĕ. Акă Ылтăнту чей ĕçет, хăйĕн мĕн пур ырă шухăшĕсене пёлтерет, çут кÿлĕ урлă ишсе ка-çать — мĕн пур ырă енĕсене кăтар-тать. Халĕ унăн хĕре пĕр йĕпет-месĕр кÿлĕ урлă илсе каçмалла. Анчах епле каçарас? Каччă кĕçех çăхан çинчен аса илет, ăна хăй патне чĕнет. Çăханĕ пулăшма ки-лĕшет тет. Вăл хĕр патне вĕçсе çитет те ăна хăй çунаттисем çине лартать, кÿлĕ урлă вĕçсе каçать тет.

Патша хёрĕ ылтăн çÿçлĕ каччă-на пёрре курнипех юратса пăрахать. Каччи те ăна килĕштерет. Хĕрпе каччă пĕрлешеççё, телейлĕ пурăнма пуçлаççё тет.

Карчăкпа старикĕн пахчинче ÿсекен хыр çинчи çăхан йăви халĕ те хăй вырăнĕнчех тет. Хыра кас-са ярасран патша ятарласа хушу кăларчĕ тет. Çăхан халь те çак патшалăхрах пурăнать тет. Кам та кам çёршыва тапăнас тет, çавăн çинчен маларах пĕлсе вăл патшана каласа парать, патша çарĕ тăшма-на хирĕç вăхăтра тухать тет.

Патша çарне çёнтерме çуккине кура тăшмансем урăх тапăнма та пăрахрĕç тет.