Ылтăн панулми

Семендер Юрий Семенович

Ӗлӗк-авал пӗр патша,

Хӑй вӑл пулнӑ тет кукша,

Йӑпанса илес шутпа,

Путиш тӑвас кӑмӑлпа

Акӑ мӗнле евитлет,

Пур халӑха пӗлтерет:

- Кам кӑтартӗ патшӑра

Ӗненме ҫук мыскара?

Ҫав ҫынна патша вара

Ылтӑн панулми парать!

 

Ҫакӑ хыпара илтсен,

Вӑл енчен те ку енчен

Купсасем те улпутсем,

Тӗрлӗ мыскараҫӑсем

Тытӑнаҫҫӗ пухӑнма,

Путиш вӑййи кӑтартма.

Шел, ку мыскараҫӑсем

Юраймаҫҫӗ патшана.

Ак кӗртеҫҫӗ тарҫӑсем

Кӑкшӑм йӑтнӑ чухӑна.

 

- Эп, патшам, - тет ҫав хресчен,-

Укҫа панӑччӗ сана,

Хале ӗнтӗ майӗпен

Тавӑран пуль парӑмна.

- Мӗн укҫи? Ман сан умра

Виҫӗ пус та парӑм ҫук.

Суяпа ҫўрекене

Эй, хупас хысна ҫуртне!

- Чим, эс суя терӗн-и,

Ӗненместӗп терӗн-и?

Э-хе-хей! Апла пулсан,

Ылтӑн панулми халь - ман!

- Ҫук-ха, чим-ха, - тет патши,

Йӑлтӑрт! ҫеҫ тӑвать кукши,-

Шутласан апла-капла,

Эс суймастӑн пулмалла...

Витерсе пӑхать хресчен

Патшана ик куҫӗнчен:

- Ман сӑмах чӑнах пулсан -

Парӑмна, эппин, татсам?

- Ҫук-ха, чим-ха,— тет патши,

Йӑлтӑрт! ҫеҫ тӑвать кукши,

Унӑн ылтӑн улмине

Памах тивет хресчене.