ЫЛТĂН ХĔВЕЛ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Ылтăн хĕвел, сар хĕвел
Ирĕлтерет шур юра.
Çил чупса кĕрсе хĕве
Уçăлтарать кăкăра.

Петюк пĕр сăрт айккинче
Пĕчĕк пĕве пĕвелет,
Сарă хĕвел ăшшинче
Çĕнĕ юрă кĕвĕлет.

Шывĕ тулать пĕвинче,
Петюк чунĕ савăнать,
Ярать пĕчĕк киммине –
«Карап» çула ыткăнать.

Ылтăн хĕвел, сар хĕвел,
Ирĕлтерет шур юра.
Петюк тунă çут пĕве
Кĕмĕл пекех йăлтăрать.