Ылтӑн кĕр

Детство на гору спешит

Кадкин Лев Кириллович


Ылтăнпа кĕр капăрланнă,
Сĕм вăрман йăлтах çуталнă.
Хальлĕхе хĕвел çӳлте,
Пайăрки – мĕнпур çĕрте.


Эрешмен ĕçлет канусăр,
Телефон кĕртеймĕн унсăр.
Тусĕсем патне ир-каç
Çĕн хыпар ярать мулкач.


Вăраха пымасть çак вăхăт,
Йăвасем пушах ав,
                                    пăхăр.
Савăк мар çав каясси –
Хурлă тăрнасен сасси.