Ылхану

Карягина (Степанова) Марина Фёдоровна

Ытларикун, ытлашши ывӑннӑран-ши, ытла ыйхӑлаттарчĕ. Ырансенче Ырлӑх-кӳллинелле ыткӑнас-и-ха?..

...Ывӑткӑҫа ывӑтрӑм – ырашпӑтри! Ыраш-пӑтрийĕ ырханкка. Ывтӑнмассерен ылтӑн-кĕмĕл ывӑтать. Ывӑҫласшӑн – ывӑҫлаймастӑп, ытамласшӑн – ытамлаймастӑп. Ыталарӑм – ытараймастӑп-ҫке: ынатланать, ытарланать... Ывӑтрӑм ырҫана. Ыткӑнтӑм ырҫари ырашпӑтрийĕпе Ыхраҫырминелле. Ытлаван ыткӑнӑттӑм ырми-канми.

– Ырлӑх-сывлӑх ыхраҫырмисене!

Ырашпӑтрине ырлӑхпа ылмаштаратӑн-и? ыйтать ыйткалакан.

– Ытла! Ырашпӑтрийĕм ытлӑ-ҫитлĕ ылтӑн ывӑтниех – ырлӑх! – ырлатӑп ырашпӑтрийĕме.

– Ылханатӑп!

– Ылхан. Ылтӑнӑма ырлӑхпа ылмаштарма...

Ылханчĕ ыйткалакан. Ытахаль ылханчĕ: ывӑл-хĕрĕм ылтӑнланчĕ!

Ытах ывӑҫӑм ылтӑнланнӑран-ши, ытамӑм ылтӑнланнӑран-ши? Ытараймасӑр ыталарам-ҫке-ха ывӑл-хĕрĕме.

Ырă çке. Ырлăх-пурлăхăм ылтăнран-ылтăн: Ылтăнпин ылмаллийĕ – ылтăнран, ырçам – ылтăнран, ывăсăм – ылтăнран, ыхрам – ылтăнран, ырашăм – ылтăнран, ытларикунăм – ылтăнран… Ыйхăм ылтăнранах-тăк, ыранăм – ылтăнран!

Ытти-хытти ылтăнранни-мĕнĕ… ыратăвăм ылтăнран – ытларах ыраттарать, ы-ы-ы! Ыйткалакан ылханăвех-шим?