Ылханлӑ хура çӗмӗрт

Филиппова Лидия Ивановна

− Аленушка, хӗрӗм, ылтӑнӑм, лӑплан-ха, лӑплан. Эпӗ ку, аннӳ. Кунтах, санпах эпӗ. Ниҫта та каймастӑп. Ан шиклен, никама та памастӑп сана, − ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр ӑшталанчӗ вырӑн ҫинче выртакан хӗрӗ умӗнче хӗрарӑм. Алена вара нимӗн те илтмен пекех, аллисемпе чарӑнми хӑлаҫланчӗ, хуп-хура ҫӑра та вӑрӑм ҫӳҫне хӑй аллисемпех тӑпӑлтарчӗ, вырӑн хатӗрӗсене айӗнчен туртатурта кӑларчӗ.

− Анне-е-е! Илсе пӑрах-ха ҫав хӗресе ман ҫинчен... − чарӑнми пӑшӑлтатрӗҫ хӗр ачан ҫунса хӑмпӑланнӑ илемлӗ ҫинҫе тутисем.

Кун пек сӑмахсене илтсен хӗрӗн асапланӑвне кура ахаль те хӑйне вилнӗ ҫын пек туякан хӗрарӑмӑн чӗри чарӑнса ларнӑнах пулчӗ: «Мӗнле хӗрес? Нивушлӗ упраса хӑвараймастпӑр сана, Аленушка-а-а?» Чун-чӗререн тухакан йынӑшӑвне, пичӗ тӑрӑх чарӑнми юхакан куҫҫульне хӗрӗ ан куртӑр, ан систӗр тесе тутине ҫыртса лартрӗ хӗрарӑм. Пуҫне пӗр шухӑш мӑлатукпа ҫапнӑн танлаттарчӗ: «Мӗн тумалла? Мӗн тумалла? Мӗнле ҫӑлмалла?» Ҫаплипех аллисемпе тӗлли-паллисӗр хӑлаҫланакан, каллех хӑйне хӑй чавма-чӗрме тытӑннӑ хӗр ачана лӑплантарасшӑн пулнӑн пит-куҫне, аллисене чуптурӗ амӑшӗ, пуҫӗнчен ачашларӗ. Палата алӑкӗ уҫӑлнине, мӑшӑрӗ хӑй патне пырса аллисене унӑн чӗтрекен хулпуҫҫийӗ ҫине хунине те сисмерӗ.

− Мӗнле вӑл паян?

− Ҫавӑн пекех. Виҫҫӗмӗш кун ҫаплипех. Тĕлӗрмерӗ те...

Ҫӳллӗ, кӗрнеклӗ, илемлӗ арҫын куҫӗсем те шывланчӗҫ − нивушлӗ ҫухатӗҫ вӗсем чи юратнӑ хӗрне. Тен, Турӑ ку ачине ыттисенчен юратарах панишӗн кӑштах тӑн парса илес тени ҫакӑ? Чӑн та, кунҫул тени ытла та хӑйне евӗр пуҫланчӗ ку чун тӗпренчӗкӗн.

Аслӑ ывӑлне кӑна больницӑра ҫуратрӗ мӑшӑрӗ. Тепӗр икӗ ҫултан, каллех ҫие юлнине пӗлсен, больницӑсене кайса ҫӳремерӗ, килӗн- чех ҫӑмӑлланчӗ. Амӑшӗ, Варвари, хӗрне ҫапла хӑтланнӑшӑн ятлакаларӗ те, чиперех ура ҫине тӑчӗ ӗҫре пиҫӗхсе ӳснӗскер. Хӗр ача та йӗркеллех аталанчӗ. Тата икӗ ҫул иртрӗ.

Урамра 1965 ҫул. Каллех ҫире пурччӗ ҫамрӑк хӗрарӑмӑн. Ҫӗртме уйӑхнелле кӑна ҫӑмӑлланма вӑхӑт ҫитетчӗ те, ӗҫ таврашӗнчен пӑ- рӑнмарӗ. Ҫире пуррине пӑхса тӑма-и унта чӑваш хӗрарӑмӗн? Кунӗпе − ĕҫ, ӗҫ, ӗҫ... Ҫаплипех утӑ ҫулнӑ, йӑтнӑ, ҫӗр улми ҫумланӑ, халӑхпа пӗрле кӑшман пайне йӗркене кӗртнӗ. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх тата. «Ах, кин, ҫамрӑк та, чӑтатӑн-ха, кайран мӗн пулӗ. Упраха хӑвна», − тетчӗ шеллесе кӳршӗ карчӑкӗ. Ӑҫта упрама унта! Ачисем пӗчӗк те, касу че- речӗ ҫитсен хӑех тухса утрӗ хӗрарӑм. Кӑнтӑр тӗлнелле йывӑр туйнипе ӗнесене йӑмра кутне тапӑра пуҫтарчӗ, кӑштах выртса канасшӑн пулчӗ. Анчах пилӗкӗ яш та яш касса кайнипе каллех ура ҫине тӑчӗ. «Нивушлӗ?!» − тесе шухӑшласа та илеймерӗ, урисем тӑрӑх шыв юхса аннине туйрӗ...

Ҫапла майпа уйра, йӑмра айӗнче, илемлӗ ҫу кунӗнче кун курчӗ Аленушка. Амӑш пуҫӗнчи чечеклӗ таса тутӑрпа тирпейлӗн чӗркенӗскер, чечек пекех туйӑнчӗ хӗр ача. Пит-куҫӗ анчах ҫуралнӑ пепкенни пек хӗрлӗ мар, шурӑччӗ, чакӑр хура куҫӗсемпе амӑш ҫине чӑрлаттарса пӑхрӗ те ҫи-и-инҫе пӳрнисемпе унӑн пӳрнине ярса тытрӗ. Эс ман анне. Эс яланах манпа пулӑн. Сан мана хӳтӗлемелле. Мана кӳрентерме ан пар тесшӗн пулчӗ-ши пӗчӗкскер?

«Алена ят парас килмест-и ку чиперука? Пирӗн чӑваш халӑхӗн космос паттӑрӗн Андриян Николаевӑн та ав икӗ эрне каялла хӗр ҫуралнӑ, Алена ят хунӑ ӑна», − шӳтлесе те шахвӑртса каларӗ ӗҫ кунӗ вӗҫнелле вӗсем пат- не «ҫӗнӗ кайӑк» курма тесе кӗнӗ бригадир. Алена... Мӗнех, илемлӗ ят. Космонавт хӗрӗн аташӗ пулӗ эппин.

Ҫапла пӗр-пӗринпе ӑнсӑртран ҫывӑхланнине пӗлмесӗрех ӳсрӗҫ икӗ Алена: пӗри − Ҫӑлтӑр хулинче, тепри − Ҫеҫпӗл ҫӗрӗ ҫинче...

− Эсӗ киле кайса кил-ха. Мӑнкун вӗтха паян. Кайса кала, пыраймастпӑр те. Ӑнланӗҫ тӑвансем. Ачасем те сана курасшӑн. Эпӗ юлӑп Аленушкӑпа. Ан васка. Канса илсем кӑштах. Каҫхине кил вара... − хӑваланӑ пекех васкатрӗ мӑшӑрне арҫын. Хӑйӗн кӑмӑлӗ хуҫӑлнине ахаль те инкеке пула сӑнран кайнӑ арӑмне кӑтартасшӑн пулмарӗ вӑл.

Нихҫан та больница таврашне чупман-ҫӳремен ҫав чӑваш хӗрарӑмӗ. Ача чирлес-тӑвас пулсан та килтех сиплеме тӑрӑшнӑ. Температура хӑпарать е ӳслӗк аптратать − эрехпе сӑтӑрнӑ та ача кӗлеткине утиял таврашӗпе лайӑх чӗркесе вырттарнӑ, ир енне нимӗнле чир те юлман. Ҫемьере пилӗк ача. Халиччен чипчиперех ӳснӗ вӗсем. Ҫарранах чупнӑ, сикнӗ, вылянӑ... Тӗрӗссипе, вӗсене ытлашши пит ачашласа ларма вӑхӑт та пулман. Икӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр вӗсен. Кӗҫӗн ывӑлне ҫуратасах та теменччӗ те, мӑшӑрӗ больницӑна каймалли справкӑсене тӗплӗн пытарса хунӑ та, алӑ сулчӗ вара − тӑваттӑ ҫумӗнче пиллӗкмӗшӗ те ытлашши пулмӗ ӗнтӗ терӗ.

Алена, Аленушка... Ашшӗ пекех хуп-хура ҫӑра ҫӳҫне пуҫтарттармастчӗ, йӑлттӑм-йӑлттӑм хӗвел пайӑрки пекех сиккелетчӗ пӗчӗк хӗр ача. Шкула еплерех хӗпӗртесе кайрӗ тата. Аслӑ пиччӗшӗпе аппӑшӗнчен вулама-ҫырма вӗреннӗскер тӑваттӑмӗш класс пӗтеричченех, кӑҫалччен, «пиллӗк» паллӑпа кӑна вӗренсе пыратчӗ. Виҫӗ кун каялла тем пулчӗҫке. Пахчара аслисемпе пӗрле кишӗр йӑранне ҫум курӑкран тасатнӑ вӑхӑтра аташма, ункун калаҫма, аллисемпе вылятма тытӑнчӗ. Халӗ акӑ тата...

Шӑхасан больници. Хӑй ыратӑвӗ-шухӑшӗпе айкашса утаканскер, педиатри уйрӑмӗнчен тухнине, хӑй хыҫҫӑн сиплекен тухтӑр васкаса пынине те асӑрхамарӗ хӗрарӑм, сиплев ҫурчӗ умӗнчи сак ҫине пырса ларчӗ те питне аллисемпе хупларӗ, чунри ыратӑвне куҫҫульпе кӑларас тенӗн сасӑсӑр хӳхлерӗ те хӳхлерӗ...

Чӑрмантарас мар, йӗрсе лӑплантӑр тенӗччӗ малтанах алӑк патӗнче хытса тӑнӑ тухтӑр (ҫын чирне-инкекне хӑйӗнни пекех куратьҫке), чӑтаймарӗ, юнашар пырса ларчӗ:

− Итле-ха, тухтӑр пулнӑ май ман кун пек калама юрамасть паллах сана. Анчах медицина нимӗнпе те пулӑшаймасть сирӗн хӗр ачана. Ҫирӗм ҫул ытла ӗҫлетӗп ача чирӗсемпе, кун пеккине курман. Эмел таврашӗ пулӑшмарӗ-ҫке. Тен, юмӑҫа кайса пӑхмалла санӑн?

Мӑшӑрӗ культура тытӑмӗнче ӗҫленӗрен-ши, тӗнтӗшмӗш, Турӑ таврашне ӗненсех те каймасть ҫав. Ачисене вӑрттӑн пулин те тӗне кӗртнӗ-ха та... Шыҫӑннӑ-тӑртаннӑ куҫӗсемпе тухтӑр ҫине тӗлӗннӗнрех пӑхрӗ те ура ҫине тӑчӗ, автобус чарӑнӑвӗ еннелле утрӗ...

− Ну, мӗнле, майлашӑнать-и, юсанать-и хӗрӳ? − чӗпӗтрӗҫ кӑна мар, чӗрене касса вакланӑн туйӑнчӗҫ ахаль те ҫӗрӗпе куҫ хупман хӗрарӑма тантӑшӗн сӑмахӗсем яла ҫитнӗ-ҫитмен. Пуҫне ҫеҫ сӗлтсе илчӗ хуйхӑпа тулнӑ чун.

− Эпӗ качча тухнӑранпах чирленине астӑватӑн вӗтха. Ҫук ман халӗ чир, сып-сывах эпӗ. Пӗлетӗн-и кам сыватрӗ? Кай ун патне, кайса кил, пулӑшатех, нимӗн те ҫухатмастӑн. Ҫитменнине вӑл нимӗн те илмест сипленӗшӗн. Манран сӑмах тухнине кӑна ан кала. Тархасшӑн. Питӗ вӑрттӑн сиплет. Ҫынсене пӗлтересшӗн мар... − хистесе тенӗ пек ӑнлантарчӗ тантӑшӗ.

Килне питӗ васкатчӗ пулин те, ҫула май ку хутӗнче Мӑнкун уявне пуҫтаракан тӑванӗсене (унчченхи пек кашни киле кӗрсе тухассине пӑрахӑҫласа кашни ҫул черетпе пӗрисем патне пуҫтарӑнатпӑр тенӗччӗ) асӑрхаттарса хӑварас терӗ вӑл. Тӑкӑрлӑкран пӑрӑнчӗ те... ура вӑйӗ пӗтсе ларнӑн туйӑнчӗ. Ӑна хирӗҫ анчах- ха хӑйне тантӑшӗ кайма хистенӗ кинеми килнине курах кайрӗ. Лешӗ те ӑна кура хӗпӗртесе ӳкнӗ пек пулчӗ:

− Ах, Варвари хӗрӗ вӗт-ха эсӗ. Аннӳпе питӗ туслӑччӗ эпир. Пӗрле ӳснӗ-ҫке. Варва- рие курнӑ пекех пулчӗ акӑ тата. Мӗнле пурӑ- натӑн-ха? Мӗнле чупатӑн? Ах, айта-ха ӑсатса яр мана киле ҫити. Мӑнкун кучченеҫӗ те парса ярӑп ачасем валли... − тесе хулран ҫакӑнчӗ те кинеми хӑйсен килӗ еннелле вӑйпа тенӗ пекех уттарчӗ, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн чирлӗ сӑнне, пусӑрӑнчӑк кӑмӑлне асӑрхарӗ пулин те курмӑша-сисмӗше печӗ.

Шурӑ ҫыхха ҫекӗлтен вӗҫертсе сап-сарӑ мӑйӑр шӑкӑрах кӑларса хучӗ вӑл сӗтел ҫине кӑшт каярах. Хӗрарӑм хусканусӑр, чӗрӗ мар пекех ларнине кура унпа юнашар вырнаҫрĕ:

− Варвари хӗрӗ, мӗн пулса иртет санпа?

− Ах, инке... − терӗ те куҫҫульпе чыхӑна-чыхӑна хӑйсен инкекӗ, хӗр ачи чирӗ пирки веҫех каласа пачӗ. − Мӗн тумалла-ши инке, пулӑш-ха, тархасшӑн. Алена кайсан эпӗ те пурӑнаймастӑп. Ан ҫиллен эс мана, сан вӑйна пӗлетӗп, ҫавӑнпа тилмӗретӗп, пулӑшсам.

Вӑрахчен чӗнмерӗ ватӑ ҫын. Вара тин, вӑйран кайнӑн, хуллен ҫӗкленчӗ.

− Мӗн тӑвас ӗнтӗ, урӑх тытӑнас теменччӗ те, пулӑшмаллах. Варвари те каҫармӗ. Ҫитменнине, ӑнсӑртран тӗл пултармарӗҫ пире ман вӑйхӑватсем. Акӑ мӗн тӑвӑпӑр санпа, хӗрӗм. Ачун кӗпине е пӗр-пӗр тумне илсе килсе пар мана халех. Тӗлӗк мӗн калӗ. Анчах асту, хӗрӗм, ыран ирхине ман кил алӑкне пӗрремӗш санӑн тытмалла...

Ырӑ сӑмах шанчӑк панӑран-ши, вӗҫнӗ пек ҫӳрерӗ хӗрарӑм. Унта та, кунта та ӗлкӗрчӗ: ачисене юратрӗ, килҫуртне тирпейлерӗ, апат пӗҫерчӗ те каллех чирлӗ хӗрӗ патне пуҫта- рӑнчӗ. Машина таврашне кӗтсе тӑмарӗ, ялтан виҫӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ больницӑна чупса та ҫитрӗ (эх, ӑҫтан тухать-ши амӑш вӑй-хӑвачӗ). Педиатри уйрӑмӗ умӗнчи сак ҫинче пуҫне усса ларакан мӑшӑрӗнчен хӑй ӑҫта пулнине пытарса тӑмарӗ, кинеми ятне-шывне кӑна ӑшран кӑлармарӗ.

Чӑн та, больницӑра каллех ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗ пулин те, санитаркӑна сӑнаса тӑма ыйтса ирпе ирех, шурӑмпуҫ палӑрма тытӑнсанах, кинеми алӑкне пӗрремӗш тытрӗ вӑл, пӳрт алӑкне уҫса шала шӑппӑн, никама вӑратас мар тенӗн кӗрсе тӑчӗ.

− Ирт, ирт, Варвари хӗрӗ. Ҫывӑрмастӑп. Тӗлӗнтертӗр эсӗр мана. Итле эппин, − терӗ те кинеми тӳрех тӗлӗк калама тытӑнчӗ. − Вӑрман айккинче эсир. Мӑшӑрупа милӗклӗх ҫулҫӑ хуҫатӑр е касатӑр. Ӑна туратран иртсе урапа кӳлнӗ лаша ҫинче тӑракан хӗр ачана тыттаратӑр. Лав тунӑн меллӗн майлаштарса хурса пырать ҫулҫӑсене хӗрӗр. Акӑ вӑрмантан тепӗр лаша тухать. Утӑ тиенӗ. Ҫӳлте арҫын ача ларать. Лав хыҫӗнче − хӗрарӑмпа тепӗр пӗчӗк арҫын ача. Лав ялалла кайрӗ, лешсем ҫулран пӑрӑнса сирӗн паталла утаҫҫӗ. Хӗрарӑмӗ кула-кула сана хӑй аллинчи чечек ҫыххине тыттарасшӑн. Эсӗ килӗшмесӗр турткаланатӑн. Акӑ илтӗн те ҫав чечек ҫыххине милӗк лавӗ ҫинче тӑракан хӗр ачуна патӑн. Пулнӑ-и ҫавӑн пекки сирӗн? Кам вӑл хӗрарӑм?

Тӗлӗкри ӗҫсем чӑннипех те анчахрах пулса иртнӗрен-и, хытса кайрӗ ҫамрӑк хӗрарӑм:

− Пулнӑ. Чӑн та пулнӑ. Вӑл мана вӑйпах ҫӗмӗрт ҫыххи тыттарчӗ. Чечек мар, ҫӗмӗртчӗ вӑл. Ҫӗмӗрт! Ӑна вара Аленӑна тыттартӑм эпӗ. Вӑл ҫирӗ. Мӗн туса хутӑм-ха?.. − йынӑшсах ячӗ хайхискер.

− Кам вӑл хӗрарӑм? − ҫине тӑчӗ кинеми.

Тек пытармарӗ, леш ачаллӑ хӗрарӑм камне, мӗн калаҫни-тунине йӑлтах каласа пачӗ.

− Апла иккен. Ӑнланмалла. Аслӑ ывӑлӗ чирлӗ унӑн. Тытса пӑрахать теҫҫӗ. Илтнӗ, илтнӗ. Хӑй ачин чирне сирӗн хӗр ачана куҫарса ярасшӑн пулнӑ. Эсӗ ан шиклен, − терӗ вӑл кун пеккине пуҫласа тӗл пулнӑ, ҫыхланнӑ, ҫавӑнпа тӗлӗннипе чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе пӑхса ларакан ҫамрӑк хӗрарӑма лӑплантарса. − Чир сӑлтавне тупрӑмӑр, ҫыннине пӗл- тӗмӗр, ытти − манӑн ӗҫ. Эсӗ больницӑна каялла кай. Манӑн ӗҫ ӑнсан хӗр ачу лӑпкӑнах ҫывӑрса кайӗ, вара чир те хӑйӗн малтанхи хуҫи патне тарӗ. Каях, хӗрӗм, кай, ыттине хамах тӑвӑп...

Ҫилӗ капланса килнипе инкек кӳрекен хӗрарӑма ҫурса-вакласа тӑкма хатӗрччӗ мӑшӑрӗ Аленӑн чирӗ ӑҫтан тупӑннине пӗлсен. Хӑйсемпе калаҫать, шелленӗ пек те пулать-ҫке тата ҫав усал чун. Ӑҫта тасалӑх? Ӑҫта тӗрӗслӗх? Кама ӗненмелле ҫакӑн хыҫҫӑн?!

− Ҫывӑрать. Ир еннелле лӑпланчӗ те мӑшлаттарсах ҫывӑрать халӗ, − пӗлтерчӗ пӗрремӗш рейспах больницӑна ҫитнӗ хӗрарӑма санитарка. − Хӑв та канса ил-ха, юнашар кӗрсе вырт та...

Ҫывӑрма-и унта, хӗрӗ ҫинчен куҫ илмерӗ амӑшӗ. Кӑнтӑрла та ҫитрӗ, каҫ та пулчӗ − вӑранмарӗ Алена. Тарларӗ, пит-куҫӗ хӗрелсе кайрӗ. Каллех шуйханчӗ амӑш чӗри. «Мӗншӗн халӗ те вӑранмасть? Пуҫне юн каймарӗ-и?» − тесе постри медсестрасене те ҫӗрӗпех канӑҫ памарӗ. «Йӗркеллех. Ҫывӑрать кӑна вӑл», − тесен ӑшӗнче кинемие ҫӗр хут, пин хут ытларах та тав турӗ. Турӑ тенине халиччен ӗненсех кайман пулин те, халӗ ӑна та тав турӗ, хӗрне чӗрӗсывӑ упрама чӗререн тархасларӗ.

Тепӗр ир обход пуҫланичченех куҫне чӑр уҫса ячӗ хӗр ача. Чылайччен чакӑр куҫӗсемпе маччаналла чӑрлаттарса тинкерсе выртрӗ.

− Анне, ӑҫта эпӗ? − ыйтрӗ вӑл сасартӑк хӑйне пуҫӗнчен ачашлакан амӑшӗнчен.

− Больницӑра эсӗ, Аленушка, больницӑра...

− Мӗн пулнӑ мана? Ма кунта лекнӗ эп? − ӑнланасшӑн пулчӗ хӗр ача.

− Чирлерӗн те, «васкавлӑ пулӑшу» маши- нине чӗнсе илме тиврӗ... − тӗрӗссине каласшӑн пулмарӗ, хӗр ачин кӑмӑлне хуҫас мар терӗ амӑшӗ.

− Нимӗн те астумастӑп... Ой, мӗскер ку? − хӑраса кайнӑн кӗҫҫеленсе ларнӑ вӑрӑм хура ҫӳҫӗ ҫине тинкерчӗ хайхискер. − Ыттисем куриччен пуҫа уҫмалла ман...

Вырӑн ҫинчен вӑштах ҫӗкленчӗ хӗр ача, амӑшӗ хӑйне хӑранипе ярса тытсан тӗлӗнсе:

− Мӗн хӑран эсӗ, анне? Эп йӗркеллех, − терӗ кӑна. Палатӑри тӗкӗр умне пырсан вара: − Ой, мӗскер ку? Катемпи тейӗн, − теме кӑна пултарчӗ.

Ашшӗ килнӗ ҫӗре ҫӳҫне-пуҫне тураса тирпейлерӗҫ, ҫӑвӑнчӗҫ амӑшӗпе хӗрӗ. Ашшӗ палатӑна кӗрсенех: «Атте, киле хӑҫан каятпӑр?» − тесе ыйтса та ӗлкӗрчӗ. Мӗнле-ши, сывах-ши тесе пӑшӑрханса ирирех килсе ҫитнӗ арҫын ҫакна илтсен пукан ҫине лӑштах ларчӗ те пуҫне пӗксе вӑхӑтсӑр шуралнӑ кӑпӑшка ҫӳҫне аллисемпе тытса хутланчӗ. Обход тума тухнӑ тухтӑрпа медсестра кӗрсен вара вӗсем те палата варринче, амӑшӗ умӗнче, вӑйсӑррӑн кулса тӑракан хӗр ача ҫине темӗнле пысӑк тӗлӗнтермӗш курнӑн тинкерчӗҫ. Тухтӑрпа хӗр ача амӑшӗ пӗр-пӗрне куҫсемпе тӗллесе пӑхса илнине ыттисем асӑрхамарӗҫ.

...Тепӗр икӗ кунран Аленӑна хӗр ача ҫине тӑрса ыйтнипе ашшӗпе амӑшӗ больницӑран илсе тухрӗҫ. Хӑй ылханлӑ, пӑстарнӑ тутлӑ ҫӗмӗрте ҫинине пула мӗнле авӑрта пулнине, ашшӗпе амӑшне мӗнле тамӑкра ҫунтарнине Алена пӗлмерӗ.

Тепӗр кунне пӗр класра вӗренекен тантӑшӗн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе пуҫтарӑннӑ уявра хӑйсенчен темиҫе ҫул кӑна аслӑ арҫын ачана урамра вылянӑ ҫӗртех тытса пӑрахнине вара пӑшӑл-пӑшӑл туса сӳтсе яврӗҫ хӑйсем хушшинче хӗр пӗрчисем...

Тӳперен татасшӑн мар эпӗ ҫӑлтӑра, Турӑ панипех пурӑнам пулӗ ҫырлахса. Ҫук, кӗтместӗп ӗнтӗ тек эпӗ телее, Анчах мӗн тӑвам-ши халӗ чунӑма?