Ыйтусем

Гордеева Светлана Денисовна

Ывăнать манпа анне те,

Асатте: «Хăпсамччĕ», – тет.

Ман ыйту нумай, пурне те

Пĕр пин çуллăха çитет.

 

Маншăн пурте интереслĕ,

Ǎнланас килет йăлтах.

Мĕн курман, илтмен, пĕлместĕп –

Эп ыйтатăп çавăнтах.

 

Кайăксем мĕнле вĕçеççĕ,

Самолёт та?.. Ǎнлантар!

Кăмпана «лисичка» теççĕ,

Ма «кушак» е «кашкăр» мар?

 

Шăрчăк мĕншĕн çурăк саслă?

Çывăрать-и дикобраз?

Мĕншĕн-ши, кăтăкласассăн,

Çав тери кулма хавас?

 

«Пулă евĕр чĕмсĕр» теççĕ,

Мĕншĕн-ха «ăман пек» мар?

Сассине ăçтан илеççĕ

Сĕрме купăс калама?

 

Кĕтесре, диван патши пек,

Ма кушак мăр-мăр! тăватъ?

Пирĕн чӳрече мĕн-ма тек

Тăваттăмĕш хутра пулать?

 

Шĕшкĕ тунă сарă мăйăр,

Мĕншĕн чăрăшăн – йĕкел?

Хуравне тупмашкăн йывăр –

Илсе парăр кĕнеке.