Ярӑнать хур тĕкĕ – шурӑ парӑс

Кадкин Лев Кириллович

Кăсăя саппунĕ тĕслĕ анăҫ,
Тĕкĕр пек шыв ҫийĕ ялтăрать.
Лашасемшĕн ҫитнĕ кĕтнĕ канăҫ,
Улăхра вĕсем. Каҫ ҫывхарать.

Ӑсатса яма васкаҫҫ тейĕн
Кун каҫа ĕшеннĕ хĕвеле,
Чĕнтĕрлĕ кĕпер пĕккийĕ ҫийĕн
Пĕлĕсем шăваҫҫĕ лерелле.

Тӳпене ҫӳле илсе хăпарĕ,
Тен, манна та пĕлĕт… Каймалла!
Çийĕнчех хур тĕкĕ – шурă парăс
Ярăнса тухать инҫе ҫула.