Япаласем астан килне

Емельянов Прохор Кононович


    

Содержание:

 

Чей стаканĕ

Сахăр

Шур çăкар. Кулач

Кантар

Резина

Фарфор. Шурă тăм

Ильич лампи

Хĕвел ачи

 

ЧЕЙ СТАКАНĔ

 

Эпир Маруçпа верандăра чей ĕçсе ларатпăр. Ун аллинче — чечеклĕ чей стаканĕ. Мăнукăм хитре эрешсем çине пăхса тĕлĕнсе кайнă.

Асатте,— терĕ вăл, ман еннелле çаврăнса,— чей стаканĕ пирĕн пата ăçтан килнĕ?

Юханшыв хĕрринчен, мăнукăм.

Юханшыв хĕрринчен магазина илсе пынă-и?

Чей стаканĕ магазина çитиччен нумай вăхăт иртнĕ, Маруç. Инçе те кăткăс çулпа утнă вăл... Юханшыв хĕрринче мĕн курма пулать-ха, сан шутупа?

Вĕтĕ чулсем, рак хуранĕсем. Тата...— шухăша путрĕ мăнукăм.

Шухăшла-ха, шухăшла.

Астурăм! Астурăм! Юханшыв хĕрринче талккишпех хăйăр.

Хăйăр мĕн тума кирлине пĕлетĕн-и эсĕ?

Пĕлетĕп! Пĕлетĕп! Хăйăрне тăмпа хутăштараççĕ те — кирпĕч çапаççĕ. Кирпĕчрен кăмака купалаççĕ. Çуртсем тăваççĕ.

Ăна чухлатăн-ха, маттур. Пĕлни çынна нихăçан та пăсмасть. Стакан юханшыв хĕрринчен килнине тавçăрса илеймерĕн пулĕ-ха?

Стакана та хăйăртан тăваççĕ-и?— ĕненмен пек ыйтрĕ Маруç.

Паллах.

Тĕлĕнмелле!.. Каласа пар-ха, асатте. Питĕ пĕлес килет.

Пĕлесех тетĕн пулсан, итле эппин. Юханшыв хĕрринче тĕрлĕрен хăйăр пур. Хăшпĕр çĕрте вăл шултра пĕрчĕллĕ те тап-таса. Çавăнтан тăваççĕ те ĕнтĕ кĕленче-стаканпа савăт-сапана. Хăйăрне автомашинăсем çине тиеççĕ те вĕçтере параççĕ кантăк завочĕ еннелле. Кантăк тума çынсем темиçе çĕр çул каяллах вĕренсе çитнĕ. Ăрхеологсем каланă тăрăх, чи малтан кантăк тума Египет çĕршывĕнче тытăннă.

Мĕнле çынсем вĕсем, археологсем, асатте?

Авалхи халăхсен культурипе йăлисене çĕр айĕнчен тупнă япаласем тăрăх тĕпчекен ученăйсене археологсем теççĕ.

Мĕнле япаласем тупнă вĕсем çĕр айĕнчен?

Кантăк шăрçасем, куçлăхсем, савăт-сапа... Çав япаласем çĕр айĕнче пиншер çул выртнă.

Пиншер çул! — тĕлĕнсех кайрĕ Маруç.— Пирĕн хулара археологсем пур-и?

Çук, мăнукăм?

Шупашкарта та çук-и?

Шупашкарта пур.

Апла вĕсем те çĕр айĕнчен савăт-сапасем тупнă-и?

Нумай япала тупнă, мăнукăм. Вăл япаласем ученăйсене чăваш халăхĕн авалхи историне тĕпчесе вĕренме пулăшаççĕ.

Авалхи чăвашсем те кантăк тума пĕлнĕ-и, асатте?

 

Раççейре, сăмахран, кантăк савăт-сапа, стакансем тума вунпĕрмĕш-вуниккĕмĕш ĕмĕртех тытăннă. Авалхи чăвашсем хушшинче те пултаруллă çынсем пулнă.

Вĕсен пулнă-и кĕленче завочĕ, асатте?

Раççейре кĕленче туса кăларакан завода 1639 çулта Мускав çывăхĕнче уçнă. Каярахпа Измайловский ятлă кĕленче завочĕ ĕçе кĕнĕ. Унта тĕлĕнмелле илемлĕ те паха япаласем туса кăларнă. Вĕсен хушшинче икĕ метр çÿллĕш стакан та пур. Стакан тавра çинçе кантăк çипписем йăлтăртатаççĕ.

Çав стакана та чей ĕçме тунă-ши?

Вăл стакана илемшĕн кăна ăсталанă. Пирĕн çĕршыври халăх калама çук паха япаласем тума ĕлĕк-авалах юратнă.Раççейре кантăк туса кăларас енĕпе вырăссен аслă ученăйĕ Ломоносов нумай ĕçленĕ. Вăл тĕрлĕ тĕслĕ кантăк тупмалли меслет шыраса тупнă.

Халĕ пирĕн кантăк завочĕсенче халăха кирлĕ мĕн тĕрлĕ паха та илемлĕ япала туса кăлармаççĕ пулĕ! Этем çÿçĕнчен çинçерех кантăк çипсенчен пуçласа темиçе метр сарлакăш хулăн кантăк листисем таран. Совет халăхне, хĕрĕм, тĕрлĕ пахалăхлă кантăк япаласем килĕшеççĕ. Каларăм-ха, кантăк тума шултра пĕрчĕллĕ таса хăйăр кирлĕ терĕм. Вăл хăйăра кремнезем теççĕ. Халĕ пирĕн кантăк завочĕсем тĕрлĕ тĕслĕ кантăк туса кăлараççĕ. Ăна тума сăрлакан япаласем (хими элеменчĕсем) яраççĕ: кобальт, сăмахран, сенкер тĕс парать, марганец — хĕрлĕ кăвак тĕс, пăхăр — хĕрлĕ тĕс.

Кремнеземпа хутăштармалли япаласене малтан авăртса вĕтетеççĕ, типĕтсе аллаççĕ те уйрăм меслетпе хутăштараççĕ. Юлашкинчен çав япаласен хутăшне пысăк ваннăллă кăмакасене тултараççĕ. Ваннисене икĕ пин тонна тарачĕкĕн температури 1480 градуса çитме пултарать. Çав çилĕм пек çăрăлчăка уйрăм машинăра асбестпа витнĕ валиксемпе металл рамăсем çине çавăрса кăлараççĕ. Валиксем çийĕн тухакан ирĕлчĕк сарлака та вăрăм хăю пек листаланса, сивĕнсе-хытса пырать. Кантăк листисене автомат-машинăсем пĕр виçепе касса тухаççĕ. Каснă листасене роботсем çаклатса илеççĕ те уйрăм вырăна шаршанласа хураççĕ.

Кĕленче стакансене тата мĕнле тăваççĕ, асатте?- кăсăкланать Маруç.

Эсĕ супăнь хăмпи яма пĕлеттĕн вĕт?

Пĕлетĕп-çке, асатте! Супăнь шывне улăм пĕрчи витĕр вĕрсе кăларатăн та — пулчĕ те хăмпă! Супăнь хăмпи сывлăшра вĕçнĕ чух кăвакăн-симĕсĕн курăнать, асатте. Нумай вĕçмест çав. Çурăлать те, тумлам пулса, çĕре ÿкет.

Кĕленче савăт-сапана та çилĕм пек шĕвеке вĕрсе хăпартса тăваççĕ, Маруç.

Тутапа вĕрсе-и, асатте?

Тутапа вĕрсе чи илемлĕ формăллă хаклă савăт-сапана кăна тăваççĕ: тĕрлĕ хÿхĕм формăллă графинсем, вазăсем... Чей ĕçмелли стакансене машинăсем калăплаççĕ.

 

САХĂР

 

Сахăра мĕнле тăваççĕ тата, асатте?—терĕ çавăнтах Маруç, сахăр катăкне чей стаканне ярса.

Ăна тăвасси питĕ кăткăс ĕç. Каласа панине ăнланăн-ши тулĕк?

Анланатăп, асатте. Пĕтĕмпех ăнланатăп.

Сахăра кăшманран тăваççĕ.

Пирĕн пахчара ÿсекенни те сахăр кăшманĕ-и?

Пирĕн пахчари — хĕрлĕ кăшман. Ăна яшкана яраççĕ. Пĕçерсе çиме те лайăх. Сахăр кăшманне пуринчен ытларах Украинăра ÿстереççĕ. Вăхăтра шăвараççĕ ăна, çумлаççĕ, купалаççĕ. Сахăр кăшманне лайăх ÿстерме нумай ĕçлемелле.

Эпир те асаннепе пахчари кăшман йăранне çумларăмăр, асатте.

Пĕлетĕп-ха, эсĕ ĕçлеме юрататăн. Ĕçлеме юратни питех те кирлĕ, хĕрĕм.

Çахăр тума хăçан тытăннă, асатте?

Ĕлĕк-авалах, хĕрĕм. Авалхи çынсем сахăра хăмăшран тунă. Сахăр тумалли хăмăша тростник теççĕ. Унран сахăр тума чи малтан Инди, Китай çĕршывĕсенче вĕреннĕ. Каярахпа тростникрен сахăр тăвасси перссем, арабсем пурăнакан çĕршывсене куçать. Вунсаккăрмĕш ĕмĕрте тростникрен сахăр тума тропикри утравсем çинче те тытăнаççĕ. Пуринчен ытла — Кубăра.

Вунсаккăрмĕш ĕмĕрте Раççейре сахăра кăшманран тунă-и, асатте?

Çук, хĕрĕм. Ун чухне Раççейре сахăр тума пĕлеймен.

Чее сахăрсăрах ĕçнĕ-и вара?

Хура халăх сахăрсăрах ĕçнĕ. Сахăрпа ĕçекенсем буржуйсем, купсасем, кулак-куштансем çеç пулнă.

Мĕншĕн хура халăх сахăрсăрах ĕçнĕ?

Ун чухне Раççейри купсасем сахăра урăх çĕршывсенчен кÿрсе килнĕ. Питĕ хаклă пулнă сахăр. Чухăнсен сахăр илме укçи пулман, хĕрĕм.

Ĕлĕкхи чăвашсен чей ĕçме пыл та пулман-и?

Пыл пулнă. Анчах чухăн хресчен хурт-хăмăр тытма хевте çитереймен. Авалхи чăвашсем çурхи кунсенче хурăн шывĕ ĕçнĕ. Пылак шыв тума салат пĕçернĕ. Хĕлле валли чей ĕçме хурăн çырли, хăмла çырли, хурлăхан, чие çырли типĕтсе хатĕрленĕ.

Пит чухăн пурăннă пуль çав ĕлĕкхи чăвашсем, асатте? Сахăр илме укçи пулман та...

Тĕрĕс шухăшлатăн. Хальхи пурнăçа ĕлĕкхи пурнăçпа танлаштарсан — акă мĕн калама пулать: халь эпир çăтмахри пек пурăнатпăр темелле.

Мĕн вăл çăтмах, асатте?

Лайăх пурнăçа çăтмах теççĕ, хĕрĕм. Йывăр пурнăçа вара тамăкпа танлаштараççĕ.

Раççейре сахăр тума хăçан тытăннине те пĕлес килет ман, асатте.

Вунтăххăрмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче. Раççейре кăшманран сахăр тумалли пĕрремĕш завод лартнăранпа шăпах çĕр тăхăрвунă çул çитрĕ ĕнтĕ. Халĕ пĕтĕм тĕнчипе туса кăларакан сахăрăн çуррине сахăр кăшманĕнчен тăваççĕ.

Кăшманран мĕнле тăваççĕ-ши сахăра?

Кăларса пуçтарнă сахăр кăшманне çуса тасатаççĕ те тураса вĕтетеççĕ, пысăк савăтсене тултараççĕ. Унта вĕри шыв хушаççĕ. Кăшман туранчăкĕсем шывпа хутшăнса тĕксĕмленеççĕ.

Мĕншĕн тĕксĕмленеççĕ вĕсем, асатте?

Кăшманра тĕрлĕрен органикăллă хутăшсем пур. Çавсенчен хăшпĕрисем шыва йÿçĕклентереççĕ. Çавăнпа савăтран юхса тухакан кăшман сĕткенне шуратма тивет.

Тĕксĕмскере епле шуратаççĕ-ха тата?

Сахăр сĕткенне тачă хупăнакан пысăк баксене тултараççĕ. Унта извеçпе ытти йÿçексем хушаççĕ. Çавна май сиенлĕ хутăшсем бак тепне тăрăлса лараççĕ. Унтан çав тасалнă шĕвеке трубасем тăрăх урăх баксене юхтараççĕ. Кунта пăспа вĕрекен кăшман шĕвекĕ вăраххăн çăралса сироп пулса пырать. Сиропа сахăр çăнăхĕпе хутăштараççĕ те центрофуга витĕр кăлараççĕ. Сахăр кристалĕсене кăшман пылĕнчен уйăраççĕ. Тасалса юлнă сахăра тăрă шыв сир- пĕтсе шуратаççĕ. Пулчĕ те хайхи сахăр песокĕ! Магазинсене турттарса каясси кăна юлчĕ!..

Ай-яй, мĕн тери кăткăс ĕçсем сахăр заводĕн- че! — тĕлĕннипе ассăн сывласа илчĕ Маруç.

Ĕçĕ, чăнах та, кăткăс ĕнтĕ, анчах вăл ĕçсене пурне те машинăсем тăваççĕ.

 

ШУР ÇĂКАР. КУЛАЧ

 

Асатте, вăрмана çырла татма каятпăр-и?— чĕвĕлтетрĕ Маруç чей ĕçнĕ хыççăн.

Пиçейнĕ-ши çырли, хĕрĕм?

Пиçнĕ, асатте. Ĕнер Ларисăпа амăшĕ татса килнĕ. Мана та çитерчĕç.

Тутлах мар пуль çырли?

Питĕ тутлă... Каятпăр-и?

Эпир кайăпăр-ха та. Нинăна ăçта хăварăпăр? Диван çинче теттесемпе выляса ларакан Нина эпир калаçнине илтнĕ те иккен.

Эпĕ те пыратăп, асатте,—терĕ те йăпăр-япăр сиксе анчĕ.

Вăрманĕ пирĕн инçе, Нина. Икĕ-виçĕ çухрăм та пулĕ. Унта çитеймĕн, ывăнăн.

Ывăнмастăп! Ак çапла чупăп! — терĕ те Нина пÿлĕм тавра чупса çаврăнчĕ.

Эсир Нинăна палламастăр пулĕ-ха? Вăл манăн Мускавра пурăнакан мăнук. Ашшĕпе амăшĕ санаторие каясшăн, пĕчĕк Нинăна пирĕн пата хăварчĕç. Маруçран икĕ çул кĕçĕн вăл. Маруç кĕркунне шкула каять ĕнтĕ...

Вăрмана лайăхах çитрĕмĕр. Нина пĕрре те ывăнмарĕ. Пирĕнтен малта чупса пычĕ. Çамрăк хурăнлăхра пурак тулли çырла татрăмăр. Киле май тухас чух вăрман хĕрринчи çерем çине канма лартăмăр. Пирĕн умра вăрман çумĕпе кĕрхи тулă уйĕ сарăлса выртать.

Çырла çăкăрпа тутлă, Нина,—терĕ те Маруç хутаçран çăкăр татки илсе Нинăна пачĕ.

Çăкăрпа кирек мĕнле çимĕç те тутлă, хĕрĕм. «Çăкăртан асли тĕнчере нимĕн те çук»,— тенĕ ват-тисем.

Кулач çăкăртан тутлăрах, асатте,— терĕ Нина.

Мĕн тутлине эсир манран лайăхрах пĕлетĕрха, мăнукăмсем. Кулач вăл — шурă çăкăр. Çапах та шурă çăкăр ăçтан килнине пĕлетĕн-и-ха эсĕ, хĕрĕм?

Магазинтан килет, асатте. Магазинĕ — пирĕн пÿрт айĕнчех.

Магазинне çÿретĕн пуль-ха эсĕ. Аннÿне пулăшни лайăх. Çапах та шурă çăкăр та, хура çăкăр та магазина колхоз хирĕнчен килеççĕ, хĕрĕм.

Çăкăрне колхоз уйĕнчен пуçтарса кĕреççĕ-им, асатте?

Колхоз уй-хирĕнчен çав.

Халĕ те пур-и унта кулач?

Пур-çке. Акă вăл — пирĕн умрах.

Аçта, асатте? Илсе килес-им пĕрерĕшне?—терĕ те Нина тулă уйĕ аяккипе сукмак тăрăх чупрĕ.

Çук унта кулач, çук! Тулă уйĕ вăл! Ан чуп! — кăшкăрчĕ Маруç.

Нина каялла çаврăнчĕ.

Кулачне паян кунта тупаймастăн, хĕрĕм. Кулачĕ анчах ÿсет те — пĕчĕккĕ-ха вăл.

Премĕкрен те пĕчĕккĕ-и?

Хурăн çырлинчен те пĕчĕккĕ.

Кăтарт-ха, асатте, пĕчĕк кулачне.

Кăтартас эппин,—терĕм те кĕрхи тулă пучахне татса шĕкĕлчерĕм. Тулă пĕрчисене Нина ал тупанĕ çине хутăм.

Ай-уй! Ытла та пĕчĕк-çке! Тата кулач пек шурă та мар хăйсем. Çисе пăхам-и пĕрне? - Çи, çи, хĕрĕм.

Нина тулă пĕрчисене чăмлама тытăнчĕ.

Тутлă-и?

Кулач тути çук, асатте.

Кулач тутиех çук пулĕ çав. Пиçсе çитеймен-ха вĕсем.

Пиçсе çитсен, кулач пекех тутлă пулать-и çак пĕчĕк пĕрчĕ?

Кулач пекех.

Пиçнĕ кулачне çакăнтан пуçтарса пыраççĕ-и, асатте?—тĕпчет Нина.

Эп пĕлетĕп! Эп пĕлетĕп!—сиккелет Маруç.— Калас-и, асатте?

Кала-ха эппин.

Ку тулла колхозниксем машинпа пухса кĕртеççĕ. Ăна хам та курнă.

Эс пĕлетĕн-ха, хĕрĕм. Кулач мĕнле пулнине Нина та пĕлесшĕн ав.

Мĕнле пулать, асатте? Хăçан пулать?

Э, хĕрĕм! Кулач пуличчен пайтах тар юхтарса ĕçлеме тивет. Эс чăмлани тулă пĕрчисем пулчĕç. Пĕрчисем пиçсе çитсен, тулла к омбайнпа выраççĕ, çÿпçапсенчен тасатаççĕ. Тасатнă тулла арманта авăртса çăнăх  тăваççĕ.   Çăнăхĕнчен   пекарньăра   кулач   пĕçереççĕ... Халĕ пĕлтĕн-и кулач мĕнле пулнине?

- Пĕлтĕм, асатте,— терĕ пĕчĕк Нина.— Ĕçĕ пĕртте çăмăл  мар  ку.  Кулач  магазина  çитиччен  нумай кĕтмелле...

Аслă   эсĕ,   хĕрĕм:   эпĕ   каласа   панине   йăлтах ăнлантăн. Çăкăра яланах тирпейлĕ тытăр, мăнукăмсем.  Çăкăрпа   ан  выльăр,  çăкăра   ан  пăрахăр!

Çакăн пек калаçса, эпир килелле утрăмăр. Часах хура вăрман хыçала тăрса юлчĕ. Эпир тулă пуссинчи çинçе сукмакпа васкамасăр утрăмăр.

- Часрах киле çитесчĕ,— терĕ Нина.

- Мĕншĕн ун пекех хыпăнатăн?— ыйтрăм унран.

- Киле  çитесчĕ  те  çырлана   кулачпа   çиесчĕ.

- Ав мĕн пирки ĕмĕтленсе пырать иккен Нина,—кулса илчĕ Маруç та.

Тулă пуссинчен тухрăмăр та — пирĕн ял курăнса кайрĕ. Эпир хамăр урама пăрăнса кĕтĕмĕр.

Урамра шăрăх, пÿртре сулхăнрах. Ачасем пуракĕсене сак çине лартрĕç.

- Асатте, мана кулач хăвăртрах тупса пар-ха,—терĕ Нина.

- Халех   паратăп,   халех,— хавхалантартăм   эпĕ ăна.

Сĕтел çине часах шурă кулач касса хутăм, икĕ турилккене çырла тултартăм.

Ачасем хыпалансах кулачпа çырла çиме пуçларĕç.

Ах,  чăнах та тутлă-çке кулачпа  çырла!— савăнчĕ Нина.