Ял хыçĕнчи пусма

Ыхра (Тимофеев) Анатолий Александрович


    

ТУПМАЛЛИ

 

Поэмăсем

Сидикан

Лĕпĕш чĕрĕлнĕ кун

 

Сăвăсем

Çуркунне

«сыв пул, хĕлле!...»

«Уничере шур хурăнсем лараççĕ…»

Пÿрне халапĕ

Трахсестра

Уничере

Эсĕ

«Пĕр пуканен черченкĕ аллине…»

Музыка

«Шăкăлтатса утаççĕ иккĕн…»

Çамрăклăх

«Тÿпере эп çутрăм юрă…»

«Пÿлĕмри чăрăша капăрлатнă чухне…»

Çул юппинче

Мангышлак çутисем

Хĕвел пахчи

Ял хыçĕнчи пусма

«Хĕвеланăçĕнче...»

«Çăлтăрсем те ĕнтĕ тĕлĕреççĕ…»

«Хуп-хура мăрьесем, кăранташ пек…»

Ачалăх иртрĕ…

«Кĕтĕвĕпех çил-кайăксем шуйханнă…»

«Уйăх витĕр манăн уй курнатчĕ…»

«Хăй ĕçĕнче пĕрре кăна…»

Кĕтÿре

Ĕне сусан

Пурнăç

«Хаçат папаха, йывăç хĕç…»

Палăк çинчи çыру

«Эп сан çинчен, аттеçĕм, çырманпа пĕрех…»

«Чуна тунсăх пуссан…»

«Ял хыçĕнчи арман çуначĕ…»

«Килти шанкуй, – тултарнă-ши тăваттă, – …»

Этем чĕри

Чир тата пурнăç

«Пепкеçĕм хыççăн пуçтарса çеç ĕлкĕр…»

«Ку яхăнта хĕрхÿ хыпар пулманччĕ…»

Катăркас

Кĕпер çинче

«Суха тăвать ирех пĕр пĕчĕк трактор…»

«Вуник кушак ÿстернĕ ăслă карчăк…»

«Йăмра, кала: мĕскершĕн эс кичем…»

Уксах хурăн

«Хăр-хурччĕ те шăй-шайччĕ…»

Çавал хĕрринче

Никифоров журналист тăпри умĕнче

«Вĕçен кайăк ял пек сахалланчĕ…»

«Çут тĕнчемĕн хăйне май илемĕ…»

«Тăлланă утсем шапа евĕр сикеççĕ…»

Вăйăра

«Сарă сăрт лапки çинче…»

«Пĕлĕтĕм, пĕлĕт – çÿревçĕ асапĕ…»

«Пурăпа çырса тунă ултă тăваткал…»

«Ешĕл уçăм – симĕс шуçăм…»

«Тĕнче мана вăрра кайма хушать…»

«Каяр-и кăмпана, ман савнă мăшăр…»

Автобусра

«Çĕр тĕпĕнчен хыпар килет…»

«Кĕрхи çил десант килсе пăрахрĕ…»

«Кикак-кикак хуркайăка…»

«Хура курак инçе ăсанчĕ…»

Юр курас килет

«Йĕлтĕрпеле эп çиçкенсе пыратăп…»

«Юр пĕрчи пек çунашкаçăм…»

«Пÿрт умĕнче пур кайăка та ăшă…»

Чей ĕçекен хĕрарăм

«Кăсăя Ваçлейĕ пурччĕ…»

«Чун хĕрĕнкĕ чухне…»

«Ăссăра ăс кирлĕ мар…»

Сăпка умĕнче

«Шăтарас пек пăхатăн…»

«Чупса пырса ыталăттăм…»

Хунĕпе кĕрÿшĕ

«Хитре кăна, хитре кăна хĕрарăм…»

«Хĕрлĕ кĕпеллĕ хĕрарăм…»

Канаш вакунĕсем

«Мăн аслаçу масасăр мăнтăр-и?..»

«Ай-ай, тăванăм, пуçăм ыратать…»

«Пиншак çинчи медаль ĕречĕн…»

«Анăçа анаççĕ пуйăссем…»

«Мĕскĕнсем пĕрне-пĕри мухтаççĕ…»

«Ыхра енче ыхра çисе эп ÿсрĕм…»

«Кам калать çынпа çын тĕл пулаççĕ…»

 

СИДИКАН

 

Пит хÿхĕм-çке тăван тавралăх

Уй-хир ешернĕ вăхăтра!

Çÿçна сарса ярать йăмралăх,

Чечек вылять уçланкăра.

 

Кĕр кунĕн çумăрĕ йăслатăр –

Ишет пилеш-палан шăрши.

Ун хыççăн сан чунна пĕр тапхăр

Илем кÿрет ват çын ăшши.

 

Шартламара вăрман шап-шурă,

Ыраш та тулă ыйхăра.

Хыр-чăрăш çеç ем-ешĕл юрă

юрлать ăшпиллĕ йăлăмра.

 

Ахальтен мар, хăвах туятăн:

Ялсем, сăрт-айлăм та çаран

Ятне-шывне авал туяннă

Чи хÿхĕм йывăç-курăкран.

 

Ыхраçырма, Хыркас, Юманлăх,

Колхоз çаранĕ – Шур кăлкан…

Пĕр ялне çеç, пуçа ватмалăх,

Такам ят панă С И Д И К А Н.

 

Ăна халь çуккă пĕлекен те.

Вăл юлнă ĕмĕрсен тĕпне.

анне каланă пек легенда

Тытасшăн чăнлăх чĕлпĕрне…

 

ЯЛ ХЫÇĔНЧИ ПУСМА

 

1

 

Манăн тантăш ярăнать чуччу,

Анкарти енне эп тинкеретĕп.

Асанне куçран вĕçертнĕ чух

Вĕçнĕ пек унта çитсе ÿкетĕп.

Пахча çумĕн тăсăлать пусма –

Пуйăссем анаççĕ, хăпараççĕ.

Станцие пыран ялйышăма

Пуйăссем таçта илсе каяççĕ.

Те вĕсем анаççĕ çĕр тĕпне,

Те вĕсем хĕвел патне васкаççĕ, –

Айлăмри айван пăрусене,

Чăпăркка пек, пĕр çĕре пухаççĕ.

 

2

 

Пусма çумĕн кивĕ анкарти –

Вуннăри ача, ыраш выратăп.

Пÿрнене çыхас чухне эп тин

Тÿрленсе çул çинелле пăхатăп.

Çĕлен пек хăрушă явăнса,

Уй-хир урлă пуйăссем иртеççĕ.

Аттесем каяççĕ Анăçа,

Аттесем каяççĕ те, килмеççĕ…

 

3

 

Çĕршыв урлă тăсăлать пусма.

Эп унпа анатăп, хăпаратăп.

Вăрçăран килмен ялйышăма

Шав шыратăп, шав шыратăп.

 

1983