Выртмара

Яковлев Иван Яковлевич

    Эпир ака-суха çинче тата кĕркунне те каçсеренех лашасемпе çаран çине выртма каяттăмăр.
Пирĕн выртма çаранĕ хамăр ялтан инçех мар, пĕр-икĕ çухрăмран та ытла пулмĕ. Вăл çаран икĕ ял хушшинче: пĕр вĕçĕнче пирĕн ял, тепĕр вĕçĕнче, пĕр-ик çухрăмра, урăх ял. Икĕ енче икĕ лутра сăрт. Варринче пĕчĕкçеççĕ çырма юхса выртать. Çырма тăрăх унта-кунта хура хăва тĕмĕсем ÿсеççĕ. Çав çарана эпе лашасемпе темиçе те кайнă. Каймассерен унта ачасем пĕр-пĕр вăйа туртса кăларатчĕç.
Пĕрре çапла эпĕ кĕркунне выртма кайрăм. Кĕрхи каç пит тĕттĕм те сулхăн пулать; çавăнпа çĕр каçиччен урасем шăнса кÿтсех каяççĕ. Ачасем пурте пĕр çĕре пухăнчĕç те:
- Атьăр, ачасем, кĕçĕр кашличĕ çунтарар! Кăçал кашличĕ нумай! - Çапла каласассăнах, пурте чăл-пар саланчĕç анасем çинелле. Ача-пăча нумаййăн: пĕр самантра темиçе купа, пысăк купасем, урам пек, йĕркерен тăва-тăва тухрĕеç. Унтан вăал купасене вут тĕрте-тĕрте ячĕç. Ак хайхи кашличĕ çатăртатса çуна пуçларе-çке! Çулăмĕ çÿлелле пÿрт çÿлĕш каять. Пĕтĕм çaран çап-çутă пулчĕ. Ача-пăча савăннипе нимĕн тăва пĕлмест. Хăйсем пурте кашличĕ тусанĕпе хуп-хура пулнă, куç шурриссм анчах курăнаççĕ. Хăйсем çaпax, пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çÿреççĕ. Шăри-шăри, лăй-лай! тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр-çĕмĕрлет; калăн темĕн пулнă тесе.
Çапла шуйăхкаласа тăнă çĕре хамăр ял насусĕ киле пapать кĕмсĕртеттерсе. Ун хыççăнах тата хамăр ялтан та, тепĕр ялтан та çуран çынсем чупа-чупа çитрĕç. Насуспа килекенсем пирĕн пата пырса чарăнчĕç те ни вăрçаймаççĕ, ни ятлаймаççĕ пире. Хăранипе шап-шурă шурса кайнă хăйсем. Пĕççисене шарт! çапаççĕ.
- Ку чухнехи ача-пăча темĕн туртса кăларĕ! Вара эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе! - теççĕ ют ялсем.
- Эпир сирĕн ял çунать пулĕ тесе тата! – теççĕ пирĕн ялсем.
Лашисене кăшт кантарчĕç те кайрĕç вара килелле шалтăртаттарса.