Выçă аптăранисем

Иванов Константин Васильевич

    

Пурăнаттăн пит аван,
Эс кĕтменччĕ выç куна,  
Анчах, тăванăм, паян
Апат лекни çăварна?

Ларса хырăм тăранмасть,
Мĕнле шухăш шухăшлан?
Ĕç шырарăн — тупăнмасть,
Ăçта каяс тен паян?

Илĕп çĕçĕ, пурттăма,
Чĕнĕп пĕрер юлташа,
Кайăп юта, вăрлама...
Ан асăнăр чăваша.

Иван пичче пÿртĕнче
Выçă ларнă виçĕ кун,
Анкă-минкĕ пуçĕнче
Çапла шухăш пулнă кун:

«Тата пăртак ларсанах
Апат килсе тухĕ ак...»
Ак тамаша! Çавăнтах
Вĕçрĕ кĕчĕ пĕр курак!

Леш, выçăскер, куракне
Пăхса-туса тăмарĕ;
Мĕнле апат иккенне
Авантарах пăхмарĕ:

«Апат килчĕ», — терĕ те
Ячĕ илчĕ çавăнтах...
Курак пуçĕ пĕтрĕ те,
Курак пиçрĕ вутсăрах.

Çÿлте пĕлĕт кăн-кăвак,
Ура айĕ — шурă юр.
Хирте çÿрет выç тукмак,
Унăн пурăнăç — хĕн-хур.

Çÿрет тукмак кăнтăрла,
Çÿрет тукмак çĕрĕпе,
Пырса кĕрет ялал[л]а —
Çьгн хăвалать йыттипе.

Анчах апат тупăнмасть,
Унăн выçă вилмел[л]е...
Тукмак ÿкнĕ, хускалмасть,
Пăхрĕ вилĕм килнел[л]е.

Пĕтерчĕ те юмахне
Ватги хушрĕ сăмахне:
— Çапла, ачам, выçăхсан,
Çын тухать çав ухмаха.

Хăшĕ, çиме пулмасан,
Тухать вара хураха;
Хăшĕ, ухмах Иван пек,
Курак çиет аташса;
Хăшĕ, сăрă тукмак пек,
Вилсех каять выçăхса.

1907