Вут тупни

Устное народное творчество

Пурăннă тет, виçĕ пĕртăван: аслине Юхапи тесе чĕннĕ, вăталăххине – Юскапи, кĕçĕннине – Юркапи. Пиччĕшĕсем иккĕш те ашшĕ пекех ăслă пулнă, анчах кĕçĕннине, Юркапие, пурте ухмах вырăнне хунă. Чĕнессе те ăна ухмах Юркапи тесех чĕннĕ.

Пĕррехинче вĕсем вăрмана хĕлле валли вутă хатĕрлеме каяççĕ. Ватă амăшĕ пештĕре çăкăр-тăвар, апат пĕçерсе çиме тĕрлĕрен çимĕçсем чиксе парать.

Кĕçех хайхисем вăрмана çитсе кĕреççĕ, çитнĕ-çитменех ĕçе тытăнаççĕ: юман хыççăн юман йăвантараççĕ, татаççĕ, çураççĕ, купалаççĕ. Тăрăшса ĕçленипе сиссе те юлаймаççĕ – каç пулса ларать.

Ĕçе пăрахаççĕ те апат хатĕрлеме тытăнаççĕ. Хатĕрлесе çитерсен пăхаççĕ – кăвайт чĕртме нимĕн те çук: шăрпăк чиксе тухма манса кайнă иккен. Ун-кун пăхаççĕ, чупкалаççĕ, анчах вут чĕртмелли çук та çук.

– Ăçта та пулин урăх çĕре кайса шырас пулать,– сăмах татаççĕ вара вĕсем шухăшласан-шухăшласан.

Чи малтан Юхапи каять. Нумайччен утать вăл сĕм вăр-манпа. Кайсан-кайсан пĕр пысăк юман патне çитсе тухать. Çав тери çӳллĕ хăй, пĕлĕтех çитет. Юхапи вăр-вар ун тăрне хăпарса каять те йĕри-тавра тинкерме пуçлать. Унччен те пулмасть, аякра-аякра, шуçăм сенкерленнĕ çĕрте, пĕр хăй çути мĕлтлетнине курать. Юхапи вара, юман çинчен анса, çутă курăннă еннелле çул тытать. Чылай утать вăл. Акă, кăвайт патне, çитсе тухать: ун умĕнче пĕр чике старик ларать-мĕн.

Мучи, вут пар-ха? – ыйтать Юхапи.

Юмах ярса пар, ташласа кăтарт, унтан вара юрла,– тет чике старик,

Ни юмах яма, ни ташлама, ни юрлама пĕлместĕп эпĕ, – тавăрать ăна Юхапи.

Апла пулсан, сан валли ман вут çук, – тет те старик, куçран пăчах çухалать.

Юхапи вара шăллĕсем патне нимсĕр-мĕнсĕрех пуçне усса таврăнать.

Ĕç ăнманнине кура вăталăххи, Юскапи ятли, çула тухать. Пысăк юман патне çитет те, ун тăрне хăпарса, йĕри-тавра тинкерме пуçлать Аякра-аякра, шуçăм сенкерленнĕ çĕрте, кăвайт çути асăрхать.

Юскапи васкасах юман çинчен анать. Çутă курнă еннелле çул тытать. Çитет те курать: кăвайт умĕнче пĕр чике старик ларать. Вăл ним калаçса тăмасăрах унран вут ыйтать.
Юмах яр, ташласа кăтарт, юрă юрла,– тет ăна старик.

Çук, ун пек-кун пек япаласене атте-анне пире вĕрентмен, пĕлместĕп, – татса хурать Юскапи.

Апла пулсан, сан валли ман вут çук, – тет те старик, куçран самантрах çухалать.

Пуçне усать те Юскапи нимсĕр-мĕнсĕрех каялла таврăнать. Халь ĕнтĕ ухмах Юркапин кайма тивет.

Ну, пиччесем, сыв пулăр! Чипер юлăр, эп киличчен сывă пурăнăр! – тесе вăл çула тухать.

Утать-утать вăл, кĕçех хайхи ват юман патне çитет. Тӳрех ун тăрне хăпарса каять, сăнама пуçлать. Курать: аякра-аякра, шуçăм сенкерленнĕ çĕрте, кăвайт ялкăшать. Юркапи каллех çула тухать. Акă вăл–кăвайт умĕнче. Унта пĕр чике старик ларать-мĕн.

Юркапи ăна пилĕк таран авăнса пуç таять, ăшшăн-ăшшăн калаçма пуçлать:

Епле пурăнан, мучи, епле сывлăху? – ыйтать вăл. – Тур усратăрччĕ, тур вăй-хал патăрччĕ сана!

Пурăнкалатăп-ха майĕпен, – тет старик. – Ăçталла çул тытатăн, мĕн шыратăн, ырă çыннăм?

Мĕн шырани-качки, ĕçĕ манăн çапларах килсе тухрĕ-ха, мучи: вăрман касма килнĕччĕ эпир, кунĕпе ĕçлерĕмĕр, мĕн чухлĕ вутă хатĕрлемерĕмĕр пуль! Кĕçех каç пулса ларчĕ, эпир вара апат пĕçерме тытăнтăмăр, анчах кăвайт чĕртме шăрпăк пулмарĕ, киле манса хăварнă иккен, çавăнпа вут ыйтма сан патна килтĕм.

Малтан кăтарт-ха эс хăвна,–тет старик. – Юмах ярса пар, ташласа кăтарт, юрă юрла, кайран вара курăпăр.

Ташши-юррине эп пит пĕлсех каймастăп çав, юмахне вара калама пултаратăп, – ответлет Юркапи, – анчах та акă мĕн: эп каланă чухне эс шăп лар, пĕр сăмах та ан чĕн. Эхер те, пĕр сăмах хушсанах сан мана çĕр сум укçан тата хĕмленекен вутпуççи парса ямалла пулать.

Старик пуçне сулать, сухалне кăмăллăн шăлкаласа илет. Юркапи юмах калама тытăнать.

– Пĕррехинче, – тет вăл, – ула кĕсре çине утлантăм та, пиçиххи хушшине пуртă хĕстерсе, вăрмана тухса кайрăм. Нумай кайрăм-и, сахал-и, пăхатăп çаврăнса каялла: ман кĕсрен кайри урисем таçта кайса кĕнĕ, – çук! Пуртă касса татнă пулмалла, анчах кĕсре мана, малти урисем çеç пулсан та, вĕçтерсе çеç илсе пырать. Нумай шухăшласа тăмарăм, çавăртăм та кĕсрене, кайри урасене шырама васкасах каялла вĕçтертĕм. Пырсан-пырсан куратăп хайхи: кĕсрен кайри урисем ут кĕтӳнче çӳре параççĕ. Тытрăм та вĕсене хăйсен вырăнне тепĕр хут йывăç пăтасемпе çирĕплетсе лартрăм, каллех малалла чуптартăм. Нумай кайрăм-и, сахал-и, пăхатăп каллех çаврăнса – хайхи юман пăтасенчен хунав шăтнă-тухнă. Çитĕнет те çитĕнет хунав, пĕлĕтех çитет. Нумай шухăшласа тăмасăрах хунав тăрăх çӳлелле хăпарса кайрăм, вĕçне çитрĕм те пăхатăп – тӳпе хапхи яриех уçă выртать. Чĕре сиксе тухас пек тапма пуçларĕ. Кĕретĕп хайхи тӳпене. Çулĕ тап-такăр. Уттартăм çак çулпала. Пăхатăп: тӳпе варринче хĕп-хĕрлĕ йывăç ларать, йывăç çинче эреветлĕ-теветлĕ ылтăн кайăк пур, хăлхинчи алкисем хăйĕн вутăн-хĕмĕн çиçеççĕ, аллинче – сулăсем, уринче – мерчен пушмаксем, кăпăшка хӳри вĕлкĕшет те чӳхенет, куçĕ вут ялкăшать. «Епле илемлĕ ку кайăк, тытасчĕ ăна» – шухăшлатăп хам. Тытас тесе алла тăсрăм кăна, кайăк хускалчĕ те куçран самантрах çухалчĕ, вара çав хушăрах пăч тĕттĕм пулса ларчĕ. Эпĕ каялла çаврăнса утрăм. Пăхатăп – çул та, йĕр те çук. «Ăçта-ши хайхи тӳпе хапхи? Мĕнле тупас?» – шухăшлатăп хам. Шăп çак вăхăтра кайăк хăйĕн çуначĕпе сулчĕ те пĕтĕм тӳпене çутатса ячĕ. Эпĕ тăра паратăп иккен тӳпе хапхи умĕнче. Пăхатăп аялалла – манăн кĕсре çук та, кайнă. «Мĕн тăвас? Епле анас çĕр çине?» – шухăшлатăп хайхи. Çак самантра çил-тăвăл çĕкленчĕ те çĕр çинчен ман ума пĕр çĕклем улăм пырса выртрĕ. Улăмран вара эп вĕрен яврăм, вĕренĕн пĕр вĕçне тӳпе хĕрринчен çыхрăм та, тепĕр вĕçне çĕрелле ярса, хам ун тăрăх анма тытăнтăм. Чылайччен антăм эпĕ, юлашкинчен вĕрен вĕçне çитрĕм-тухрăм, пăхатăп: çĕр çине çитме тата тепĕр çавăн чухлĕ иккен. Çакăнса тăратăп хай вĕрен вĕçĕнче, çил-тăвăл унталла та кунталла çапăнтарать хама, ывăтсан-ывăтсан вĕрен татăлчĕ кайрĕ, шăп çак самантра хайхи ылтăн кайăк ялкăшса илчĕ те тӳпе хапхи шалт! туса хупăнса ларчĕ. Эп вара чăтма çук пысăк тинĕсе вирхĕнсе антăм. Тинĕсре шуйттансем хĕрсе кайсах тислĕк тăкаççĕ иккен. Унта вĕсем, мучи, сан чунна кӳлчĕç те мана тислĕк тăкма ячĕç. Старик чăтаймасть, кăшкăрса ярать: – Çук, çук! – тет вăл. – Ман чунăм хампа пĕрлех!

– Апла пулсан, çунакан вутпуççипе çĕр сум укçуна парса яран пуль? – аса илтерет кăна Юркапи – сăмахăмăрсем пирĕн çапла.

Старикĕн ирĕксĕрех Юркапие çĕр сум укçа тата çунакан вутпуççи пама тивет.

Юркапи вара пиччĕшсем патне вут та, çутă та, ăшă та, тулăх пурнăç та илсе таврăнать.

Юмах юпа тăрринче, хам урхамах çийĕнче.