Вупăр

Трубина Марфа Дмитриевна

    

Калав

I

Эпĕ пĕчĕккĕ, улттă-çиччĕре пур пулĕ... Пĕрре атте анкартинче авăн типĕтет. Каç пулнă. Пÿртре хăй çутнă. Анне каçхи апат пĕçерет. Эпĕ анне патĕнче вăл ĕçленине пăхса ларатăп. Пиччепе аппа урамра кÿршĕ хĕрĕпе калаçса тăраççĕ. Вĕсем кулса калаçни пÿртех илтĕнет. Вучахри вут çунса пĕтме тытăнсан, анне мана:

Яшка пиçрĕ, аçуна кайса чĕн, апат çийĕпĕр!—терĕ.Эпĕ хамăн кивĕ сăхмана пĕркентĕм те çара пуçăнах анкартине вĕçтертĕм. Чĕрĕ лаша пулса, пуçа каçăртса сиккелесе чупатăп.

Апат çимелле!— тесе кăшкăратăп.

Йĕтем çине çитрĕм. Пирĕн авăн çумĕнче аттепе Якку пичче кукленсе ларнă та чĕлĕм туртаççĕ.

Якку пичче, ватă старик, пирĕн кÿршĕ. Вăл та хăй йĕтемми çинче авăн типĕтет. Пирĕн йĕтемсем юнашарах. Якку пичче атте патне чĕлĕм туртма, калаçса ларма пынă.

Авăнсем мăкăрланаççĕ. Тырă шăршипе тĕтĕм шăрши сăмсана çапать. Çанталăк тÿлек, уяр. Тулли уйăх тăрă пĕлĕт çинче çап-çутă курăнать. Капансем урлă пирĕн йĕтем çине çутатса пăхать.

Ытла çутă. Авăн çапма пит аван,— терĕ атте. Хăй, çанталăк аван тăнипе ăмсанса, йĕри-тавра пăхкаласа илче.

Çанталăкĕ калама çук аван! Малашне тепле пулĕ? Манăн шăмшак йăнăша пуçларĕ. Çанталăк пăсăласса сисет пуль, хăямат,— терĕ Якку пичче. Кукленсе ларнă çĕртен Якку пичче аран-аран айлаткаласа тăчĕ те аяла хывса ларă аçамне илсе тăхăнчĕ.

Çанталăк ыран-паянах пăсăлмасть пулĕ-ха. Уйăх карталанман-çке. Çанталăк пăсăлас умĕн уйăх йĕри-тавра карта пулаканччĕ!— терĕ атте.

Шурă пĕлĕт таткисем те çук-и вара пĕлĕт çинче? Куçăм витĕрех курмасть те, çанталăк улшăнассине пĕлĕте пăхса чухлаймастăп,— терĕ Якку пичче. Хăй аллипе хăрах куçне хупласа çÿлелле пăхса илчĕ.

Пĕлĕт тăрă, шыв пек тап-таса, тăп-тăрă, кăн-кăвак. Атя, хёрĕм, киле,— терĕ атте. Сÿннĕ чĕлĕмне çăпата пуçё çине шаккаса, кĕлне кăларчĕ те ларнă çĕртен тăчĕ. Эпир киле кайрăмăр. Якку пичче хăй йĕтемĕ çинелле утрĕ.

Эпĕ аттепе Якку пичче калаçса тăнă чухнех киле хăвăртрах каясшăн çунса тăтăм. Халĕ аттерен иртсе кайса паçăрхи пекех сиккелесе пыратăп. Манпа юнашар манăн мĕлке сиккелесе пырать. Сасартăк... тĕттĕм пулма пуçланă пек туйăнчĕ. Мĕлке те пĕтсе ларнă пекех пулчĕ. Çав вăхăтрах Якку пичче йĕтем çинчен:

Ан кай-ха, Мĕтри, кил-ха кунта!—тесе кăшкăрчĕ. Атте, ман хыçран утса пыраканскер, каялла çаврăнчĕ те йĕтем çинелле утрĕ. Эпĕ те атте хыççăн каялла чупрăм. Уйăх çути тĕттĕмленнĕ çемĕн тĕттĕмленет. Якку пичче йĕтем варринче тăрать. Йĕри-тавра тĕттĕмленсе пырать. Йĕтем хуп-хура курăна пуçларĕ. Эпĕ хăраса кайрăм. Аттене сăхман аркинчен çатăрласа ярса илтĕм.

Мĕн çăва пулчĕ, мĕн тĕттĕмленсе килче? Уйăх çути пĕте пуçларĕ-çке,— терĕ атте йĕтем çине кĕрсенех.

Якку пичче пирĕн пата пырса тăчĕ. Вăл аттене:

Эпĕ хам та сана çавăнпа чĕнтĕм вĕт. Уйăха вупăр çиме пуçламарĕ-ши? — тетĕп.— Пăх-ха, Мĕтри, авантарах.

Эпир виçсĕмĕр те тĕттĕмленсе пыракан уйăха пăхса тăматытăнтăмăр. Уйăх пĕр енчен пĕчĕкленсе  пырать.

Ах, шуйттан! Уйăха вупăр çиет вĕт!—терĕ Якку пичче. Хăй хăраса ÿкнĕ пулас, сасси тытăнчăклăн тухма пуçларĕ.

Атте, хытса кайнă пек пулса, пĕр чĕнмесĕр уйăха пăхса тăрать. Уйăхе, пĕр хура япала хупланипе, çутине çухатнăçем çухатать.

Якку пичче аркă çинчи кĕле сапса пĕтерчĕ. Уйăх майпен пĕтсех ларчĕ. Çăлтăрсем паçăр уйăх çутатнипе питех палăрмастчĕç, халĕ — шултăрараххăн, нумайтараххăн курăна пуçларĕç,

Пĕтрĕмĕр! Вупăр уйăха çисех ярсан, тĕнче пĕтет, теççĕ!

Çак сăмахсене Якку пичче пит хăраса, хуйхăрса каларĕ. Пуçĕ çине хăрушла япала персе анассине пĕлнĕ пек, пуçне икĕ аллипе ярса илчĕ. Ассăн сывласа, вăйĕ пĕтнипе авăн çумне кукленсе ларчĕ.

Ах, тур çырлах, ан пăрах! Вилес пулсан та, çакăнтах вилетпĕр-çке ĕнтĕ! Васпати, васпати памилăй!— Çав вăхăтрах Якку пичче иккĕ-виççĕ сăхсăхса илчĕ.

Ма питех хăрас-ха, Якку пичче! Тен, чиперех иртсе кайĕ. Пĕрре хĕвел хупланнăччĕ пулин те, тĕнче пĕтмерĕ-çке,— терĕ атте. Якку пичче вăйсăрланса кайкă сасăпа:

Ах, ачам! Ырă мар ку! Тĕнче пĕтнĕ чух вупăр уйăха çисе ямалла, теççĕ,— терĕ те каллех сăхсăхма пуçларĕ.

Атте Якку пиччепе юнашар пырса ларчĕ. Эпĕ аттепе Якку пичче хушшине хĕсĕнсе кĕрсе лартăм. Хăранипе, чĕтресе, пăштик-пăштик сывласа ларатăп. Хамăр вилнине, тĕнче пĕтнине курас мар тесе, эпĕ питĕме алăсемпе хытă хупларăм. Якку пиччен чавси сиккеленĕрен эпĕ Якку пичче сăхха персе ларнине туятăп...

Те нумай, те сахал лартăмăр, атте сасартăк:

Уйăх курăна пуçларĕ!—терĕ.

Эпĕ пите уçрăм. Чăнахах та уйăхăн пĕр хĕрри кăшт курăнать. Якку пичче сăхсăхма чарăнчĕ.

Тĕнче пĕтме вăхăт çитмен-ха эппин,—терĕ Якку пичче. Ларнă çĕртен авăн çумне перĕнкелесе тăчĕте уйăха пăха пуçларĕ. Атте те тăчĕ. Эпĕ аттерен юлмастăп.

Атте ман çине пăхса илчĕ те:

Иртсе каять акă вăл. Тата пăртак тăрсан, паçăрхи пекех çутă пулать,— терĕ.

Ентĕ иртсе  каять,— тет  Якку пичче.— Ĕнтĕ  вупăр уйăха çăварĕнчен кăларса ячĕ пуль.

Уйăх çуталнăçем çуталать, йĕри-тавра çуттăн курăна пуçларĕ. Хура тĕттĕм япала уйăх çинчен сисĕнкĕсĕр шуса анать.

Уйăх çуталнă майĕпе Якку пиччен хăрасси те пĕтрĕ. Вăл аттепе пĕрле чĕлĕм чĕртме тытăнчĕ.

Ăçти çăваран тухрĕ-ха çав вупăр?— тет Якку пичче. Хăй чĕлĕмĕ ăшне табакне пÿрнепе пускаласа тултарать.

Те вупăр, темскер вăл?— терĕ атте.

Ай, мĕн аташатăн! Вупăр пулмасăр, мĕн пулать тата вăл!—тет Якку пичче.

Чĕлĕмĕсене иккĕшĕ те чĕртсе ячĕç те, Якку пичче калама тытăнчĕ:

Эпĕ çамрăк чух бурлакра çÿренĕ. Пĕрре, Атăл хĕрринче каçхине апат пĕçернĕ чух, уйăха вупăр çиме пуçларĕ. Ун чухне манăн куç-пуç витĕр куратчĕ. Уйăха вупăр çининехамах курса тăтăм. Вупăр вăл йытă майлах. Уйăх патне хуллен-хуллен шуса пычĕ те, уйăха кап ярса илсе, чăмлама та пуçларё. Эпир Атăл хĕрринче нумаййăн пăхса тăраттамăр. Вупăр уйăха чăмларĕ-чăмларĕ те кăшт çеç çăтса ямарĕ. Пĕр чĕрне хури чухлĕ çеç юлчĕ.

Вĕри кĕл сапăр, вĕри кĕл!—терĕç хăшĕ-пĕрисем.Вут хунă çĕртен вĕри кĕл илсе сапрăмăр та, уйăха вупăрçав самантрах çăварĕнчен кăларса ячĕ. Кĕл шăршине вупăр юратмасть иккен. Кĕл вăл — çуннă япала, таса.

Апли апла пулĕ те-ха,— тет атте,— вупăр ăçта пурăнать-ши эппин?

Вупăр вăл тĕпсĕр çырмара сăнчăрта тăрать, тет. Çав çырмана ахаль çын анаймасть, тет. Тухатмăшсем çеç тăмана пулса вĕçсе анаççĕ, тет. Тухатмăш пёр-пĕр çынна усал тăвас пулсан, вупăра сăнчăртан салтса ярать, тет. Лешĕ вара çынсене пуса-пуса выртма каять, тет. Вупăр пуснă тенине илтмени эсĕ?

Илтесси илтнĕ те, вупăр пуснине курман,— тет атте.

Ах, ачам, вупăр пуснине никамăн та курмалла ан пултăр. Çынна вупăр пуссассăн, вăл тĕлĕкре пит асапланать.Çухăрса яма сасси тухмасть, вăранса тăрас тесен — алă-ура сиккеленмест. Пĕтĕм шăмшакка лап хупласа йывăрлантарса пăрахать те, çын туртăшса выртать. Пĕр кача пÿрнине сиккелентерсен çеç çын вăранма пултарать, çавăнтах çынна тăн та килсе кĕрет. Хăрушла вăл вупăр. Çынна вупăр пусмалла пĕр-пĕр курайман тухатмăш тăвать. Вупăрĕ çынсене пусса çÿресен-çÿресен усалланса каять те вара уйăх патне пырать. Пĕрре ĕлĕк-авал çапла пулнă, тет. Асатте калатчĕ ăна. Вупăр уйăха чăмларĕ-чăмларĕ, тет, те пĕлёт çинчен сĕтĕрсех антарчĕ, тет. Тепĕр кун уйăх капан кутĕнче вырта парать, тет. Хăйне пĕтĕмпех вупăр чăмласа муталаса пĕтернĕ, тет. Каçхине, çынсем куриччен, пĕр çын уйăха пĕлĕт çине улăхтарса янă. тет, вара.

Атте лăш кулса ячĕ.

Аплах пулна-ши вара?— терĕ.

Ĕлĕк-авал, ачам, пулнă та пулĕ. Пулман тес çук.Атте нимĕн шарламасăр чĕлĕмне мăкăрлантарса авăнтан виçĕ-тăватă улăм пёрчи туртса кăларчĕ те йăваласа пăхрĕ. Типĕ улăм шатăртатса ванать.

Калаçкаласа тăнă вăхăтра уйăх çап-çутă пулса тăнă.

Авăн типсе çитет. Апат çисе кăшт кансассăнах авăн çапма тухас,— терĕ атте.

Ĕнтĕ тухсан та пырать. Манăн та ачасене кĕçĕр, эсĕ каланă пек, авăн çапма кăларас пулĕ-ха.

Якку пичче, чĕлĕмне мăкăрлантарса, хăй авăнĕ патнел-ле хуллен утрĕ. Эпир аттепе киле кĕтĕмĕр...

Апат çисе ларнă чухне пичче уйăх тĕттĕмленнĕ чухнехине калама тапратрĕ.

Эпир урамра тăратпăр. Сасартăк уйăх тĕттĕмленме пуçларĕ. Михаля пиччесен картишĕнче çăри-çари тукаларĕç. Унччен те пулмарĕ, Михаля пичче çÿçне-пуçне вирелле тăратнă та çарамасах хапхинчен сирпĕнсе тухрĕ. «Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет!»—тесе хаяррăн кăшкăрса ярса урам тăрăх чупа пачĕ. Вăл кăшкăрнипе кÿршĕ çыннисем те урама сиксе тухрĕç.

Мĕн пулнă?

Вут тухнă-и?

Кам авăнĕ çунать?—тесе пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ.Уйăх тĕттĕмленсех ларма тытăнсан, хĕрарăмсем сасăпах ÿлеме тапратрĕç. Пирĕн Алтатти те пĕчĕк ача пекех макăрчё,—терĕ пичче. Хăй кулкаласа аппа çине пăхса илчĕ.

Эсĕ ху та чутах макăрса ямарăн. Тарье пулман пулсан, ху та çухăра-çухăрах пÿрте тарса кĕнĕ пулăттăн. Тарьерен çеç вăтанса макăрмарăн пулас,— терĕ аппа пиччене хирĕç.

Чăнахах çав уйăх пĕтсе ларнă чухне пит хăрамалла.Урам тулли çын сапаланса тăрать. Çухрашкаланипе, чупкаланипе пушшех чун хăрать, тискеррĕн туйăнать,— терĕ пичче.

Эпĕ питĕ хăранипе халĕ тин чётреме чарăнтăм. Пичче каланине хăлхана тăратса итлесе ларатăп. Хамăн куç кантăк çинчех. Вупăр уйаха тепĕр хут çиме тытăнман-ши тесе, эпĕ кантăкран темиçе хут та пăхса илтĕм. Манăн апат çиес шухăш та çук.

Ыттисене кура атте те ĕлĕк хĕвел мĕнле тĕттĕмленни çинчен каласа пама тытăнчĕ.

... Иван ун чухне алăри ача. Пĕтĕм халăх пусăра тырă вырать. Çанталăк уяр, çумăр пĕлĕчĕн пĕр татăкки те курăнмасть. Кăнтăрлахи апат çиес умĕн сисмен çĕртенех хĕвел тĕттĕмленме тытăнчĕ. Хура пĕлĕт хĕвеле хупларĕ пулĕ тесе, йĕри-тавра пăхкаларăм—пĕлĕт таврашĕ çук. Хĕвел тĕттĕмленнĕçем тĕттĕмленчĕ те — и-и... пĕтсех ларчĕ. Каç пулнă пекех тĕттĕмленчĕ. Ах,пит хăраса ÿкрĕмĕр вара! Ытла пит хăрушăччĕ-çке! Çынсем ĕçе пăрахсах килелле чупа пуçларĕç. Пурте: «Тĕнче пĕтет, тĕнче пĕтет!»—тесе ниçта кай-ма аптранă. Хветĕркке Яккăвĕ лаша кÿлнĕ те вырман ана-сем урлах шатăртаттарать. Эпĕ Ивана çĕклерĕм те Якку хыççăн чупрăм. Аннÿ ман хыççăн талкăшать. Кĕтÿ те кĕртсе ячĕ. Староста уй хапхи патне тухнă та: «Халăх, кĕрĕр яла — тĕнче пĕтет!»— тесе кăшкăрать, Пурте: «Киле çитсе вилесчĕ хăть!»—тесе, антраса кайса, тар юхтарса чупаççĕ...

Атте каласа пĕтерчĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ. Пурте апатланса пĕтертĕмĕр, унтан çывăрма выртрăмăр. Эпĕ атте хыçне кĕрсе выртрăм. Хамăн ыйхă та килет, анчах ниепле те çывăрса каймалла мар. Куçа хупсассăнах, вупăр курăнать. Хура лапсăркка йытă пек те, тепĕр чухне пĕр картина çинче курнă мăйракаллă шуйттан чĕппи пек. Кайран тепле çывăрса кайнă.

Çĕрле ыттисем авăн çапма тухнă. Мана пÿрте пĕчченех хупса хăварнă. Юрать-ха, эпĕ çĕрле вăранман, вăраннă пулсан, вупăртан хăраса çавăнтах вилеттĕм пулĕ.

II

Халĕ уйăха «вупăр çинĕ» каçран 30 çул ытла иртрĕ. Эпе ĕнтĕ пĕчĕк хĕрачаран çитĕнсе 15—16 çул учительте ĕçлетĕп.

1924 çул, хĕлле. Сивĕ уяр каç. Эпĕ уйăх тĕттĕмленнине сăнама тухрăм. Уйăх пирĕн пахчари йăмрасенчен çÿлерех хăпарнă та çутă çутатса пăхать, юра симĕсĕн-кăвакăн йăлтăртаттарать. Таçта ял варринче çынсем юрлани, ача-пăча çуйăхни илтĕнет. Унта туй иккен. Çынсем туй курма каяççĕ. Эпĕ те урамалла çынсемпе пĕрле туй еннелле утрăм. Утнăçемĕн хам уйăха пăхсах пыратăп. Уйăх çап-çутă тăнă çĕртех пĕр хĕрри тĕттĕмленме тытăнчĕ. Такам уйăха хĕрринчен катса илнĕ пек катăк курăна пуçларĕ. Çутти илем-сĕрленсе, хĕрелсе кайрĕ. Краççын пĕтнĕ лампа çути пек хĕрлĕн, тĕксĕмĕн курăнать.

Эпĕ хам пĕчĕккĕ чухне уйăх тĕттĕмленнине аса илтĕм. Кам та пулин халех урама сиксе тухса: уйăха вупăр çиет, тĕнче пĕтет, тесе çухăрса ярассăнах туйăнатчĕ.

Анчах урам шăпăрт. Ун пек, кун пек çухăракан никам та çук. Краççын çути кашни пÿртрех пур. Ман умри çынсем, туй курма каякансем, чарăнса тăчĕç те пĕр-пĕринпе уйăх тĕттĕмленни çинчен календарь ăнлантарнă пек калаçма пуçларĕç. Эпĕ иртсе кайрăм.

Туй çĕмĕрлет. Лаша тулхăрни, хут купăс сасси... Еçнĕ çынсем юрлани аякка каять. Уйăх тĕттĕмленнĕçем тĕттĕмленсе пырать. Ак тата мана хирĕç туй урамĕнчен виççĕн утса тухрĕç. Калаçкаласа пыраççĕ.

Шкулта пĕлĕт çине пăхмалли труба пулмалла.Атьăр-ха хăвăртрах, трубапа уйăх тĕттĕмленнине аван-тарах кайса курар,— тет пĕр сасă. Ку çынна эпĕ сассинченех палларăм. Ку Корниле Иванĕ — 40—42 çулхи çын. Хут пĕлет вăл. Шкула пырса чăвашла кĕнекесем, хаçатсем илкелесе каять.

Пур пулмалла-çке,— тет Шур Микула, 60 çулхи старик, Корниле Иванĕн кÿрши.

Ман тĕле çитрĕç. Виççĕшё те чарăнчĕç. Виççĕмĕш çын Алендей Кĕркурийĕ иккен. Вăл халь кăна Хĕрлĕ Çартан таврăннă. Эпĕ ăна Хĕрлĕ Çартан таврăннăранпа курманччĕ те-ха.

Ăçта каятăн?—теççĕ мана.

Уйăха «вупăр çинине» курма тухрăм,— тетĕп.Çынсем лăш кулса илчĕç.

Пĕлĕт çине пăхмалли труба шкулта пур-и?—тет Иван.

Вăл çук та, бинокль пур,— тетĕп.

Кунтах-и?

Çук, шкулта,— тетĕп.

Атя, пире бинокль та юрать. Уйăх тĕттĕмленнине авантарах курасчĕ-ха,— тет Иван.

Çапла калаçкаласа тăнă хушăра пирĕн пата тепĕр ушкăн çынсем пычĕç. Кунта ваттисем те, çамрăккисем те пур. Пуринчен ытла ача-пăча нумай. Ку çынсем те шкула кайма тухнă иккен. Уйăх тĕттĕмленнине трубапа пăхасшăн. Шкулта пĕлĕт çине пăхмалли труба пур тесе такам каланă вĕсене. Ун пекки çук тесен, хăшĕ-пĕри каялла кайрĕç. Иван Алендей Кĕркурийĕ, Шур Микула тата пилĕк-ултă ача шкула çитичченех пычĕç.

Уйăх тата ытларах тĕттĕмленчĕ. Шкулалла васкаса утатпăр. Ача-пăчасем пирĕн хыçран кĕшĕлтетсе пыраççĕ. Шăн çăпатисемпе юра чĕрик-чĕрик тутарса, утнă çĕрте утаççĕ, чупнă çĕрте чупаççĕ.

Шкула çитрĕмĕр. Пĕлĕт çине пăхмалли труба çукшăн кăмăлсăрланеа, эпĕ çынсене бинокль илсе тухса патăм. Çынсем пит хавас. Вĕтĕ-шакăр ачасем черет йышăнса пăхаççĕ. Эпĕ çав хушăра вĕсене уйăх мĕншĕн тĕттĕмленнине каласа паратăп.

Акă тĕксĕм уйăх хуллен çутăлма тытăнчĕ. Ачасем шкул патĕнчен пĕчĕккĕнех саланма пуçларĕç.

Хайхи виçĕ çын: Корниле Йванĕ, Алендей Кĕркурийĕ, Шур Микула — ман хваттере кĕчĕç, кĕнеке-хаçат илес, теççĕ. Эпĕ мĕн пур пек çĕнĕрех хаçатсене патăм. Унтан халăх ĕлĕк уйăх тĕттĕмленнисенчен хăрани çинчен сăмах тапратса ятăм.

Ĕлĕкрех пулсан, кун пек чухне пĕтĕм халăх хăраса ÿкнĕ ĕнтĕ,— тет Микула пичче, шурă çÿçлĕ, кăвак сухаллăскер — вăл мана пит авалхи çын пек туйăнать. Хăй вăл пит ăслă. Хут пĕлет. Ачисене те вĕрентнĕ.

Эпĕ пĕчĕккĕ чухне «уйăха вупăр çинине», Якку пичче уйăха кĕлпе сапнине, хам вилсе каяс пек хăранине каласа патăм.

Пурте манпа пĕрле кулаççĕ.

Ĕлĕк чăнах та çаплах пулнă çав,— теççĕ вĕсем.

Революци пулни халăхăн куçне уçтарчĕ.

Акă пурăна-киле халăх ĕлĕкхи йăласене йăлтах пăрахĕ,— терĕ Алендей.

Хурал чанĕ 10 çапрĕ.

Килĕ каймалла пуль,— терĕ Иван.

Каятпăр,— терĕç Микула пиччепе Алендей.

Сывă пул, пирĕн пата пырса лар,— терĕç мана çынсем. Виççĕшĕ те алă тытреç.

Ÿлĕмрен хăвăр килсе ларăр, яланах килĕр,— терĕм эпĕ вĕсене.

Эпир килетпĕр-çке кунта,— текелесе, çынсем киле кайма тухрĕç.

Эпĕ те алăка питĕрсе кĕме вĕсемпе пĕрле тухрăм. Уйăх çÿлĕ тÿпере çап-çутă тăрать. Пĕлĕт таса, кăвак. Пирĕн ял вĕçĕ тĕлĕнче кăна пĕлĕт çинче тĕтре пек хупăрланнă, хăмăр пĕлёт таткисем пур.

Ай-яй çутă! Хайхи леш, вупăр, уйăх патĕнчен саççимех тасалнă,— терĕ Алендей кулкаласа. Эпир пурте алкум вĕçĕнче чарăнса тăтăмăр.

Э-э-э!— терĕ Микула пичче, аллине сĕлтсе.— Акă тĕттĕмлĕх пĕтсех пырĕ, «вупăр» та çавнашкалах сирĕлĕ.Пурăннăçемĕн, çутталла тухнăçемĕн халăх вăранать, тасалать. Суя, кирлĕ мар япала пурнăçран майĕпе пăрахăçа тухать. Ĕлĕк уйăх тĕттĕмленнинчен халăх хăранă, тесе ка-лаçса ирттертĕмĕр. Халĕ пăхăр-ха! Уйăх тĕттĕмленнинчен кам хăракан пур? Вĕтер-шакăр ачи-пăчи те уйăха сăнаса пăхасшăн бинокльпе тăрмашать.

Юра шăтăртаттарса çынсем хуллен урам тăрăх утрĕç.

Эпĕ çынсем курăнми пуличченех алкум вĕçĕнче тăтăм. Тÿлек, çутă, сивĕ. Ялта хăй çути сахал, унта-кунта çеç курăнкалать. Пĕр сасă-чĕвĕ те илтĕнмест.

Эпĕ çынсене ăсатма тумтирсĕрех тухнă. Сивĕ çатăр чĕпĕтрĕ, çÿçенсе кайрăм та, алкумне чупса улăхрăм. Юр йăлтăртатнипе, уйăх çутипе ăмсанса каллех пĕр самантлăха йĕри-тавра пăхса илтĕм. Ял тĕлĕнчи хăмăр тĕтре хуллен хĕвеланăç еннелле туртăнать...

1927.