Вир юмахĕ

Народное творчество

    

    Карчăкпа старик пулнă тет. Вĕсем вир çапаççĕ тет. Çапса пĕтерсен, кусен вирĕ миххе кĕмест тет. Вара вĕсем шăшие:

    - Кил, шăши,вир    çиме,— теççĕ      тет. Шăшийĕ пымасть тет. Кушака чĕнеççĕ тет:

    - Кил, кушак, шăшие      тытма! Кушакĕ пымасть тет. Хăвана чĕнеççĕ тет:

    - Кил, хăва, кушака çапма!

    Хăви пымасть тет. Качакана чĕнеççĕ тет:

    - Кил,качака, хăвана кăшлама! Качаки пымасть тет. Кашкăра чĕнеççĕ тет:

    - Кил, кашкăр, качакана çиме! Кашкăрĕ пымасть тет. Упана чĕнеççĕ тет:

    - Кил, упа, кашкăра çиме!

    Упа пымасть тет. Вута ченеççĕ тет:

    - Кил, вут, упана çунтарма!- Вучĕ пымасть тет. Шыва чĕнеççĕ тет:

    - Кил, шыв, вута сÿнтерме!

    Шывĕ пымасть тет. Вăкăра чĕнеççĕ тет:

    - Кил, вăкăр, шыв ĕçме!

    Вăкăрĕ пымасть тет. Çĕççе чĕнеççĕ тет:

    - Кил, çĕçĕ, вăкăра пусма!       ,

    Çĕççи витмест тет. Хăйрана чĕнеççĕ тет:

    - Кил, хăйра, çĕçĕ хăйрама!

    Хăйри тытăнчĕ тет çĕççе хăйрама. Çĕççи тытăнчĕ тет вăкăра пусма. Вăкăрĕ тытăнчĕ тет шыва ĕçме. Шывĕ тытăнчĕ тет вута сÿнтерме. Вучĕ тытăнчĕ упана çунтарма. Упи тытăнчĕ кашкăра çиме. Кашкăрĕ тытăнчĕ качакана çиме. Качаки тытăнчĕ хăвана кăшлама. Хăви тытăнчĕ кушака çапма. Кушакĕ тытăнчĕ шăшие тытма. Шăши тытăнчĕ вире çиме.

    Шăшийĕ вире çирĕ-çирĕ тет те, вир карчăкпа старикĕн миххине кĕчĕ вырнаçрĕ тет.