Виçĕ ывăл мыскари

Народное творчество

Карчăкпа старикăн виçĕ ывăл пулнă. Старик вилнĕ чух: аслине - Ваççăна хăйра парнелет, вăталăх Петĕрне – пĕр мăшăрлăх пушăт, кĕçĕннине Ивана - шăпăр парнеленĕ. «Ну, ачасем, ман мĕн пур пурлăхăм. Çав парнесемпе пурăнăр, çăкăр çийĕр. Намăс ан курăр», - тет те старик вилет.

Асли-Ваçли хăйрине йăтать те тухса каять. Кун каять-и, иккĕ-и, акă сĕм вăрмана çитсе кĕрет. Вăрман варринче пĕр пÿрт тĕл пулать те пÿрте кĕрет. Пÿртре никам та çук. Канма тесе кăмака тăррине хăпарса выртать, сивĕ. Кăмака çинчен сентре çине хăпарса выртать. Кăтăш кăна пулнă, пÿрте вун иккĕн кĕнĕ те укçа пайлама ларнă. Пĕрне ыттисенчен укçа сахал панă. Укçа сахал илни: «Мана сахал укçа панăшăн сире уяр аçа çаптăрах», -тенĕ. Ваçли çакна илтет те сентре çинчен хăйрипе сĕтел çине яра парать. Лешсем чăнах та аçа çапрĕ тесе укçи-мĕнне пăрахсах тухса тараççĕ. Хальхи Ваççă сĕтел çине юлнă укçине пуçтарать те хăйри мĕнĕпе килне тавăрнать.

Ваçли хыççăн вăталăх ывăлĕ Петĕр, ашшĕ пилленĕ пĕр мăшăр çăпаталăх пушăтпа çула тухса кайнă. Пĕр кÿлĕ хĕррине çитнĕ те пушăта кÿлле чиксе пăтратса çавăркалса ларнă. Кÿлĕрен пĕр шуйттан çури тухать те:

Мĕн тăван эс шыв пăтратса? - тет.

Мĕн-мĕн тăвасси, кÿлĕре шуйттансем нумай теççĕ, çав усалсене пĕрерĕн-пĕрерĕн пăвса кăларас тетĕп, - тет Петĕр.

Шуйттан ачи шыв тĕпне хăвăрттăн анса каять те ватă аслашшĕне, кÿлĕ хĕрринче пĕр çын усалсене пĕрерĕн-пĕрерĕн пăвса кăларма шутлани çинчен пĕлтерет. Аслашшĕ ачана калать: «Çак ман пукана йăтса кайса персе пăхăр», - тет. Шуйттан ачи аслашшĕн вун икĕ пăтлă тимĕр пуканне Петĕр патне илсе тухать те персе пăхма ыйтать.

-Малтан хăв персе кăтарт-ха, - тет Петĕр.

Шуйттан ачи вун икĕ пăтлă тимĕр пукана ывăтрĕ те чуттах пĕлĕте çитереймерĕ. Халь Петĕр илет те, пукана аран кăна йăтса тăрать. Хăй шухăшланипе ни пăрахаймасть, ни хураймасть.

Ывăт, мĕншĕн ывăтмастăн? - тет шуйттан ачи.

Чим-ха, ав хĕвел анăçĕнче пĕлĕт курнать, килтĕр-ха кунтарах, çавăн çине лартса ярам.

Тек ун пек пуканпа ан мухтанăр, - тет Петĕр. Шуйттан ачи аслашшĕ пуканне пĕлĕт çине лартса ярасран хăраса, хăвăртрах пукана ярса илчĕ те шыва чăмрĕ. «Асатте, эпĕ ывăтрăм та пĕлĕте кăштах çитереймерĕм. Вăл çынни çур сехете яхăн йăтса тăчĕ, хĕвеланăç енчи пĕлĕте кĕтсе. Çав пĕлĕт кăшт кунтарах килнĕ пулсанах, пукана пĕлĕт çине лартса яраччĕ», - тет. «На-ха, çак çитмĕл пăтлă кĕсрене кÿлĕ йĕри тавра йăтса çаврăнтар», - терĕ аслашшĕ ачана кĕсрене парса. Шуйттан ачи кÿлĕ хĕрне тухрĕ те:

Çак кĕсрене кÿлĕ тавра йăтса çаврăн-ха? - ыйтать. – Ху йăтса кăтарт-ха, эсĕ мĕнле йăтнине курам, тет çын. Шуйттан ачи кĕсрене икĕ хулпуççи çине хурса кÿлĕ тавра аран-аран йăтса çаврăнчĕ. Петĕр кăна курчĕ те: «Эх, айвансем вĕт эсир. Эпĕ ăна хулпуççи çинче мар, пĕç хушшине хĕстерсе çавăрнатăп. Пăх, -тет те Петĕр кĕсре çине утланса кÿлĕ тавра туххăмра çаврăнса килет. Шуйттан ачи çитмĕл пăтлă кĕсрене аслашшĕ патне илсе каять. «Асатте, эпĕ кĕсрене хулпуççи çинче те аран йăтса çаврăнтăм, вăл пур пĕç хушшине хĕстерсе чупса кайса килчĕ». Аслашшĕ: «Ăмăртса чупса пăхăр-ха, хăшĕ хытăрах чупать», -тет. Шуйттан ачи тухать те Петĕре:

Айта-ха, иксĕмĕр ăмăртса чупар. Кам хытăрах чупать? -тет.

Эсĕ манпа ăмăртса чупасшăн-и, айван! Акă малтан вуникĕ çул чирлĕ выртнă ман шăллăмпа чупса пăх-ха? - терĕ те Петĕр вăрман катинчен икĕ мулкач тытса мăйăха чиксе тухрĕ. Мăйăхран пĕрне кăларчĕ те ячĕ. Мулкач кÿлĕ хĕррипе кайсах вăрман катине кĕрсе çухалчĕ. Шуйттан ачи чупса çаврăннă çĕре мулкачине пуçĕнчен ачашласа, шăлкаласа ларать. «Ай-яй,чирлĕскер ывăнтăн пуль. Çав айвансем пирĕнпе ăмăртса чупасшăн. Пур пĕрех пирĕнпе тапаланнăшăн ахаль каçармастпăр. Кашни шуйттанне пĕрерĕн-пĕрерĕн пăвса кăларатпăр», - тет Петĕр.

Шуйттан ачи аслашшĕ патне кĕрсе кайрĕ те калать:

- Асатте, вун икĕ çул чирлĕ выртнă шăллĕпе ăмăртса чупрăмăр, вăл вăрман кати, кÿлĕ тавра çаврăнса, манран малтан çитнĕ, - тет ача.

Эсĕ унпа кĕрешсе çĕнтер, - тет аслашшĕ.

 Шуйттан ачи Петĕр патне тухать те:

Тепре иккĕн кĕрешсе пăхар-ха? - тет.

Эсĕ манпа кĕрешесшĕн-и? - ыйтать Петĕр.

Эпĕ, - тет шуйттан ачи.

Эх, айван, эсĕ манпа кĕрешесшĕн. Малтан манăн çĕртен иртнĕ асаттепе кĕрешсе пăх-ха, вара курăнать, - тет паттăррăн хайхи Петĕр.

Ăçта вăл сан? - ыйтать шуйттан ачи.

Ав çак вăрман катинче.

Мĕнле ман чĕнмелле-ха?

Мишка, Мишка! - тесе чĕнес пулать.

Шуйттан ачи вăрман катине кайма тăнăччĕ, вăрмантан пĕр упа шыв ĕçме кÿлĕ патне анать. - Ав, кÿлĕ шывне ĕçме анать. Чуп часрах. Шыв ĕçиччен çĕнеймесен, шыв ĕçсен çĕнеймĕн, -тет Петĕр.

Шуйттан ачи упана хирĕç пырать те тÿрех çапать. Упа шуйттан ачине ярса илет те хăй айне хурса тавай çапса лучăркама. Шуйттан ачи аран хăтăлса шыва тарса кĕрет. Упи ун хыççăн.

Асатте, чуттах вĕлереччĕ. Çĕр çулхи хăйĕнчен вăйлă пулĕ. Мана пĕрре-иккĕ çавăрса çапрĕ те ăнран кайрăм. Халь аран тарса хăтăлтăм. Ав халь çÿлте шыв çинче мана шырать, - тет ача.

Юрĕ, ачам, çитĕ, урăх ан тапалан. Мĕн кирлĕ-ши ăна? -тет аслашшĕ. Ача тухать те:

Мĕн кирлĕ сана? – ыйтать.

Çак шĕлепкепе пĕр шлепке укçа парăр, вара тивмĕп, -терĕ Петĕр. Шуйттан ачи аслашшĕне кĕрсе каларĕ. Аслашшĕ килĕшрĕ те укçа шлепкене тултарма тытăнчĕç. Петĕр шлепкине михĕ çинĕ мăн шăтăк тиха лартнă тет.                                                   леçсе парăр? - тет. Шуйттан ачи укçа миххине йăтрĕ тет те Петĕрсем патне килнех илсе çитерчĕ тет. - Мана пулăшнăшăн сана апат çитерсех ярам, - тет Петĕр. Пÿрте кĕреççĕ те: - Хырăм выçă,çитерĕр-ха? - ыйтать Петĕр. Пÿртрисем - Пĕçерни çук, - теççĕ.- Ампарта ватă шуйттан пĕççи пулас пулать, илсе кĕрсе пĕçерĕр-ха, - тет. Шуйттан ачи кăна илтет те тухса тарать.

Вăталăх пиччĕшĕ килсен Иван шăпăрне йăтса тухса кайрĕ. Каять, каять те пĕр яла пырса çитет. Хырăм тăрантарас тесе пĕр улпут патне ĕне кĕтĕвĕ пăхма кĕрĕшет. Ирпе тăрать те ĕнесене çитерме хире каять. Иван улăха çитет те пĕр иртнĕ çулхи утă купи çине хăпарса выртать те тытăнать шăпăр калама. Шăпăр сассипе ĕне кĕтĕвĕ тытăнать ташлама, сикме. Кунĕпе сиксе ĕнесем чăм шыва ÿкеççĕ. Киле хывса килет, ĕнесем выçă, çиллисем пушă. Улпут ĕнесем кун пек выççине, тарлине курсан: «Ĕнесене ма кун пек тарламалла хуса килтĕн? Пăх-ха кун каçа çини хырăмĕсенче юлман, çиллисем те пушах», - тет. «Паян васкарах патăм çав. Ытла каç пуличчен çитес терĕм», - тет Иван. Тепĕр кунне те çавăн пекех. Виççĕмĕш, тăваттăмĕш кунне те çавах.

Акă пĕр кун улпут ĕне кĕтÿне кăларса ярать те хыçалтан сыхлама каять. Йĕплĕ хул тĕми хушшине кĕрсе ларать те Иван мĕн тунине, ĕнесене мĕнле çитернине пăхса ларать. Лешĕ ĕнисене улăха çитерчĕ те кивĕ утă улмури тăрне хăпарса кăшт выртса канчĕ. Унтан шăпăрне туртса кăларчĕ те тытăнчĕ калама. Шăпăр сасси илтнипе ĕнесем пуçларĕçĕ ташша, сикме... Улпут хăй те сисмерĕ, йĕплĕ хулă тĕми хушшинчех сиксе тăрса ташлама пуçăнчĕ. Ниепле те чарнаймасть.

Иван, чарăн тархасшăн, ывăнса çитрĕм! - тесе кăшкăрать улпут. Шăпăрçă хăлхана та чикмест, тульккă шăпăрпа шăлать. Ывăнса çитнĕ улпут улăха, кив утă улмурийесем патнех çывхарать. «Иван, чарăн тархасшăн, ан вĕлер. Укçа паратăп, укçа»- тет. Каçхине кĕтÿсемпе тавăрнаççĕ хайхисем. Улпут ывăнса çитнĕ, аран-аран сулкаланать. Арăмĕ улпута курчĕ те: «Мĕн пулчĕ тата сана?» - ыйтать. «Ан кала, пирĕн тарçă шăпăр калать,шăпăр каланă чух ниепле те ташламасăр чăтмалла мар!» - тет хайхи улпут.

Эй, ухмах, шăпăр каланипех кам ташлĕ? Сана ирĕксĕр ташлаттараççĕ вĕт, - тет улпут майри. Улпут арăмĕ ĕненменнине курсан, улпучĕ Ивана: «Кала-ха эппин, килте урăхла-и?» - ыйтать. Шăпăрçă, шăпăр каласа ярсан, акă тытăнчĕç ташша. Улпут майри аллисене сулкаласа, йăкăр-йăкăр шукаласа, ташши-ташши тутарать. Улпучĕ качака путекки пек тăрстин, тăрстин сикет тет. Майра та ывăнса çитрĕ. Чăтаймаççĕ: «Иван, чарăн,тархасшăн, ывăнтăмăр», - теççĕ. Иван чарăнма шутламасть,тульккă авкалана-авкалана шăпăра шăлать. Улпутпа майри те: «Иван, чарăн тархасшăн, укçа паратпăр, укçа!» - теççĕ. Иван илтмĕш пек пулса авкаланса шăпăра калать.

Çитĕ, тархасшăн, чарăн, укçа паратпăр! - теççĕ хайхисем. Чарăнсан укçа параççĕ те тĕрĕс мар укçа илнĕ тесе суда илсе каяççĕ. Çул çинче кусене тăм чÿлмек тиесе каякан хуçана тĕл пулаççĕ. Тăм чÿлмек тивнĕ лавсене канмалла тăратрĕç тет те улпутран:

Ăçта каятăр капла? - ыйтаççĕ хайхисем.

Ăçта каясси, суда каятпăр. Тарçă ĕçлемесĕр шăпăр каласа ташлаттарать те уншăн укçа илет, - тет улпут.

Епле вăл апла, шăпăр каланипех кам ирĕксĕр ташлать, ху ташламасан? - терĕ тет чÿлмек хуçи. - Шăпăр калакана кам шăпăр каланăшăн укçа парать, ху памасан, тет.

- Иван, - тет улпут, - ĕненмеççĕ вĕт, шăпăр каласа ташлаттарнăшăн укçа памаççĕ. Пирĕн халь судах каймалла.

Иван çакна татах илтет те пуçăнать шăпăр калама. Акă хайхи, чÿлмек хуçи те, улпучĕ те, урапана кÿлнĕ лашисем те, урапа çинчи чÿлмекĕсем те тытăнаççĕ ташлама. Асар-писер кĕпĕрте-теççĕ. Хайхисем: - Чарăн, тархасшăн, чарăн, тархасшăн, укçа паратпăр, укçа! - тесе кăшкăраççĕ. Шăпăр калама чарăнсан пăхаççĕ, урапасем çинче çĕмĕрĕлмен чÿлмексем çурри те юлман. Иван чÿлмек хуçинчен укçа илсе кĕсйине илсе чикет. Кусем те улпута майлă суда каяççĕ.

Суда çитрĕç тет хайхисем. Судра малтан улпучĕ каласа парать. Çапла, çапла, ташлас мар çинчен ташлаттаратъ тет. Чÿлмек хуçи: «Ташлас мар çĕртен ташлаттарса ман чÿлмексем урапа çинчех çĕмĕрĕлсе пĕтрĕç», - тет.

Ĕненме май çук, хăвăн ташлас килмесен епле ташлатăн-ха? Хăвăр ташланă, хăвăр укçа панă. Укçа паман пулсан, шăпăркаласа ташлаттарнăшăн укçа шыраса парăпăр, - теççĕ судрисем.

Тепрер çĕршер тенкĕ укçа илмеллеччĕ те, памарĕç, - тет Иван.

Халь памасан, пиншер тенкĕ шыраса паратпăр, - терĕ судья. Улпутпа хуçи тепрер çĕр тенкĕ парсан Иван уйăрăлса килне укçаллă таврăнчĕ.

Виçĕ ывăл халĕ те лайăх пурăнаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ пил япали пин тăрать, теççĕ.