Ватă хурама вăрттăнлăхĕ

Юхма Михаил Николаевич

   

 

ТУПМАЛЛИ

 

Вăрман кĕнеки. Повесть
Ачалăхри туссем.
Калавсем
Иртнĕ кун çути.
Калавсем
Яланах асрисем.
Калавсем
Эрнепипе Тупнер ялта мĕн курнă?
Пĕчĕк повесть
Улăп халапĕсем.
Легендăсем
Будайка ачи.
Пĕчĕк повесть
Çырса пĕтереймен лозунг.
Очерк
Аттесен ячĕпе.
Публицистикăлла пӗчӗк повесть
Поэт йĕрĕпе.
Очерк
Пĕчĕк Аттил – строитель.
Пĕчĕк повесть

 

Вăрман кĕнеки

 

(Повесть сыпăкĕ)

 

Кĕтмен çыру

 

Кĕтмен çĕртен çыру илтĕм. Виçкасси ялĕнчен. Тимукран.

«Мишша тете! − тет Тимук. − Кукаçей йывăр чирлесе ӳкрĕ. Вăрманта çӳренĕ чухне шăнса пăсăлнă. Виççĕмĕш кун ĕнтĕ хăй картунĕнче ниçта тухми выртать. Эпир ăна пульницана илсе каясшăн, анчах кукаçей никама та итлемест, вăрманта шăннă − вăрмантах сывалатăп, тет... Мĕнле сывалтăр-ха ĕнтĕ вăрманта? Эсĕ килсе каймăн-ши? Кукаçей сана юратать, тен, сана итлĕ...»

Ку çыру мана шухăша ячĕ. Микулай мучи, Тимук кукашшĕ, ватă лесник, çитмĕлти старик, пĕтĕм ĕмĕрне Хырла тăрăхĕнчи вăрмана сыхласа ирттернĕ. Вăл хĕрĕх çул ытла ĕнтĕ Хырла шывĕ хĕрринчи картунра пурăнать. Халĕ унта вăл пĕр-пĕччен. Хĕрĕ ӳссе çитсе Виçкассине качча кайнă. Ватă вăрманçăн мăшăрĕ, Паçук кинемей, виçĕмçул çĕре кĕчĕ. Микулай мучи арăмне вара шыв хĕррине, хăй картунĕнчен инçе мар пытарчĕ... Астăватăп-ха, ун чухне картуна эпĕ те пынăччĕ. Çынсем ăна, пĕччен тăрса юлнăскере, çине тăрсах яла куçса кайма, юлашки çулĕсене халăхпа пĕрле ирттерме чĕнчĕç. Хĕрĕ те, кĕрӳшĕ те хăйсем латне Виçкассине пурăнма илсе каяс терĕç. Çук, Микулай мучи яхăнне те ямарĕ. «Çак вăрман, − терĕ, Шăмăршă вăрманĕ çине кăтартса, − мансăр пурăнма пултарать, анчах эпĕ унсăр пурăнма пултараймастăп. Эпĕ кунтах юлам ĕнтĕ, ачамсем, вăрмантах пурăнас. Эпĕ, кунта пурăнса, çынсене кăштах усă кӳрĕп, вăрмана сыхлăп, ĕмĕрăм те вăрăмрах пулĕ... Яла кайса пенси илсе кăна пурăннипе часах йăшăп, ĕçлейми пулăп...»

Çынсем вара ун сăмахне хирĕçлес мар терĕç. Ара, таврари ялсенче пурăнакансем пурте юратаççĕ Микулай мучине. Лесничире ĕçлекенсем те хисеплеççĕ. Ара, епле юратмăн-ха, епле хисеплемĕн-ха ĕнтĕ ăна? Вăл Шăмăршă вăрманĕнчи кашни сукмака, мĕнпур çырма-çатрана, пĕтĕм кайăк-кĕшĕке, йывăç-курăка пĕлет те... Астăватăп-ха, ун патне пĕр вăхăтра ученăйсем те пырса çӳретчĕç, тĕрлĕ йывăç-курăк мĕнле çĕре юратнине, тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк епле пурăннине тĕпче-тĕпче çыратчĕç. Анчах çич-сакăр çул каялла пĕр ученăй мучине питĕ кӳрентерчĕ. Хаçатра пысăк статья çырса кăларчĕ. Пĕтĕмпех Микулай мучи каласа панă тăрăх. Анчах йывăç-курăкăн ячĕсене вăл каланă пек мар, темĕнле, кĕнекери пек сăмахсемпе çырнă.

«Эх, мĕн чухлĕ вĕрентрĕм эпĕ çав çына, йывăç-курăк ятне халăх çапла калать пулсассăн, пирĕн те çаплах çырмалла, терĕм. Çук, итлемерĕ», − тесе ятларĕ мучи çав ученăя. Унтанпа вара ученăй таврашĕсене яхăнне те ями пулчĕ.

Ара, мучи, уншăнах çав териех ан çиллен ĕнтĕ, − тесе те пăхнăччĕ эпĕ ăна. − Ученăйсен вĕсен йывăç-курăка хăйсенле калас килет пуль çав, − ӳкĕте кĕртесшĕнччĕ. Çук, ман сăмаха та мучи итлемерĕ.

Халăхран ăслă пулакан – хăйĕнчен култаракан! − тесе çеç каласа хучĕ.

Эпир, Микулай мучипе иксĕмĕр, тахçанхи туссем. Пире, мĕнле калас, пĕр ĕмĕт туслаштарчĕ. Кăвак юман шыраса тупасси. Эпĕ сире ун çинчен каярахпа тĕплĕрех каласа кăтартăп-ха... Анчах паян куна çитсе те иксĕмĕр нумай вăхăт хушши пĕрле пурăнса кураймарăмăр. Вăл та ман пата хăнана пырăп тесе калать те ерçӳ тупаймасть. Эпĕ те çапла: «Сан пата картуна пĕр-икĕ уйăхлăхах пырăп-ха», − тетĕп те çавăнпах ирттерсе яратăп. Ялан ĕç тени кансĕрлет мар-и? Халĕ вара, Тимукран çакăн пек çыру илнĕ хыççăн, нимĕн тăхтаса тăмасăрах ватă тусăм патне тухса каяс терĕм. Кирлех пулсан, пульницана та вырттарас, сиплес, сыватас терĕм. Туслăхăн пилĕ çавăн пек ĕнтĕ вăл. Пĕрне йывăр килсен – теприн пулăшмалла.