ВАНЮК, МӖНШӖН ЭС НАЯН

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Ванюк, мĕншĕн эс наян?
Çӳçӳ вăрăм – кастарман,
Тураса та якатман.

Ай, ай, Ванюк, аван мар,
Наянланма кирлĕ мар.

Ванюк, мĕншĕн эс наян?
Чĕрнӳ вăрăм – кастарман,
Шăлу сарă – тасатман.

Ай, ай, Ванюк, аван мар,
Наянланма кирлĕ мар.

Ванюк, мĕншĕн эс наян?
Пурте тăнă – эс тăман,
Аттуна та тасатман.

Ай, ай, Ванюк, аван мар,
Наянланма кирлĕ мар.