Ваçукпа çăмха

Николаева Людмила Петровна

Кушак тупнă чăланта
Кивĕ, пĕчĕк сар çăмха.
Савăнса унпа вылять,
Тĕккелет ав, кустарать.
Ун тавра сикет, чупать,
Çĕн тус хыççăн хăвалать.
«Ак тата!.. Тамаша!
Эп çухатрăм юлташа!» –
Унталла та кунталла
Ваçук пăхрĕ айванла.
Ачашлам-ха хĕрхенсе:
– Çăмху пĕтрĕ сӳтĕлсе.